Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Уйӑх ҫути — ҫул ҫути, хӗвел ҫути — кун ҫути.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: Оппозицирисене укҫасӑр хӑварнине прокурор хурланӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вика Сорокина 22.11.2016 20:44 | 1843 хут пӑхнӑ
Политика
Прокурор ҫумӗ Александр Григорьев сесси пуҫланасса кӗтет
Прокурор ҫумӗ Александр Григорьев сесси пуҫланасса кӗтет

Паян Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн черетлӗ виҫҫӗмӗш сессийӗн пӗрремӗш тапхӑрӗ ӗҫленӗ. Унта республика прокурорӗн ҫумӗ Александр Григорьев чӑваш парламентӗнчи укҫа тӳлекен должноҫсене камсене валеҫнине тишкернине пӗлтернӗ. Ӑна надзор органӗ «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫатра ҫырнӑ хыҫҫӑн хакланӑ-мӗн.

ЧР Патшалӑх Канашӗнче укҫа илсе тӑракан должноҫсене оппозици партийӗсем шутланакансен пайташӗсем лекмен иккен. Профессилле майпа ӗҫлекенсен пуканӗ «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗсене кӑна лекни, сӑмахран, «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партире тӑракан Игорь Молякова малтанах, хысна проектне сӳтсе явнӑ чухнех, тӗлӗнтернӗ.

Чӑн та, парламентӑн спикерне, унӑн ҫумӗсене, комитетсен ертӳҫисене ЧР Патшлаӑх Канашӗнчи «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» фракци пайташӗсене кӑна суйланӑ. Ҫав вӑхӑтрах федераци тата регионти саккунсем вӑл вырӑнсенчен виҫҫӗшӗнчен кая парламентри ытти парти пайташӗсем йышӑнмаллине каланӑ. «Урӑхла туни хальхи вӑхӑтри саккуна пӑсни пулать», — ӑнлантарнӑ депутатсене республика прокурорӗн ҫумӗ. Унсӑр пуҫне ку вӑл парламента суйланнӑ ытти парти депутачӗсен правине хӗсни пӗлтерет, уҫӑмлатнӑ пакунлӑ ҫын. Ҫавӑнпа та вӑл ку енӗпе йӗрке тума сӗнсе каланӑ.

#укҫа-тенкӗ, #партисем, #прокуратура, #сесси, #депутатсем, #Патшалӑх Канашӗ, #политика, #ӗҫ вырӑнӗсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем