Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Пуҫтарма — ҫулталӑк, салатма — ҫур талӑк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Тавай район хӗрӗн талисманне олимп вӑййи валли суйланӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Аçтахар Плотников 28.02.2011 21:01 | 2442 хут пӑхнӑ
Сильвия Петровӑн Мулкачӗ
Сильвия Петровӑн Мулкачӗ

Нарӑсӑн 26-мӗшӗнче федераллӑ Пӗрремӗш канал эфирӗнче 2014 ҫулта иртекен хӗллехи олимп вӑййин талисманӗсене палӑртрӗҫ — суйлава пӗтӗмлетрӗҫ. Виҫӗ талисман шутӗнче пирӗн республикӑра ҫуралса ӳснӗ Сильвия Петровӑн (Тӑвай районӗ, Ҫӗнӗ Пуянкасси) ӗҫӗ те пур — сасӑлавҫӑсем унӑн Мулкачне (уншӑн 16% сасӑланӑ) те суйланӑ.

Олимп вӑййи талисманӗсен ӑмартӑвӗ пӗлтӗрхи авӑнӑн 1-мӗшӗпе раштавӑн 5-мӗшӗччен пынӑ. Пурӗ 24 пин ытла ӗҫ ярса панӑ. Раштавӑн 21-мӗшӗнче иртнӗ ларура жюри пурӗ 11 ӗҫ суйласа илнӗ. Хӗл Мучи сӑнарӗ ПТОК (МОК) аллине лекесрен шикленсе ӑна сасӑлавран маларах кӑларма лекнӗ, ҫапла вара талисман ятне илме 10 ӗҫ тупӑшрӗҫ.

Сильвия Петрова Тӑвай районӗнчи Ҫӗнӗ Пуянкасси шкулӗнче вӗренет, шкул ҫумӗнче йӗркеленнӗ ачасен обществӑллӑ «Старшекласник» пӗрлешӗвӗн пайташӗ. 2011 ҫулта вӑл президентӑн стипендине илме тивӗҫнӗ, чылай ӑмӑртусенче ҫӗнтерӳҫӗ пулнӑ.

Сильвийӑна эпир ҫак ҫитӗнӳпе чун-чӗререн саламлатпӑр! Малашне те ӑнӑҫусем сунатпӑр!

#Тӑвай районӗ, #спорт, #Раҫҫейре, #Ҫӗнӗ Пуянкасси

 

Комментари:

Сувар С. // 4197.73.9037
2011.02.28 22:37
кунта унăн интервью http://ira-pavlova.livejournal.com/116066.html
2011.02.28 22:38
Аçтахар Плотников
http://zakupki.cap.ru/kladr/NP_Passport1.aspx?V=610 — Новое Буяново ялĕн чăвашла ячĕ çавăн пек тет.
2011.02.28 22:42
Аçтахар Плотников
Справочниксене пăхрăм — Çĕнĕ Пуянкасси тет. Ку классификаторта йăнăш нумай,.. тĕрĕслемен чухне йăнăшма та пулать. Тĕрлетеп.
2011.02.28 22:57
Аçтахар Плотников
>кунта унăн интервью http://ira-pavlova.livejournal.com/116066.html
Сильвийăн оригиналĕсене ăçта курма пулать-ши?
Сувар С. // 2756.09.6274
2011.03.01 22:42
унăн оригиналĕ эскиз пулчĕ. мультипликаторсем уна улăштарчĕç.
http://pics.livejournal.com/a_b_belov/pic/0001w34h/s640x480
Сувар С. // 2756.09.6274
2011.03.01 22:47
Сильвийăн Мулкачĕн шарфне убана тăханса ярчеç. ))
http://talisman.sochi2014.com/uploa ... ee7c983d204f8648.png
2011.03.03 19:30
Аçтахар Плотников
Чăн та ним те юлман. Ку ĕç Сильвийăн темелле мар пулĕ, леш мультипликаторсен ĕçĕ темелле.
Пĕрпеклĕхĕ пĕрре анчах — персонаж мулкач пулни. Ни алли, ни сăмси, ни хăлхи Сильвийăнни пек мар. Унашкал мулкача эп хам та ӳкерме пултарăттăм пулĕ :)
2011.03.03 19:31
Аçтахар Плотников
Сильвия вара ман шутпа «Ну, погоди!» мультфильмри сăнара ӳкернĕ çеç...
Ален // 3314.1.6084
2011.03.06 11:06
Админ, санăн хăвăн ÿкерсе ярса памалла пулнă. Сильвия вăл пачах та ниçтан пăхса ÿкермест, веçех пуçĕнчен илет."Ну погоди" мультфильм çинчен нимĕн те илмен.
2011.03.06 12:51
Аçтахар Плотников
Эп Сильвияна тиркемест, вăл çĕнтернишĕн савăнатăп çеç /çавăнпа хыпара курсанах вырнаçтартăм/. «Ну, погоди» пирки каланă чухне хам шухăша çеç пĕлтертĕм.
Сильвийăн мулкачĕнче хăйевĕрлĕх пур (тĕслĕхрен, çамрăксемшĕн кăсăклă вăл), дизайнерсем вара çав оригиналлăха пĕтернĕ — ахаль мулкача çеç тунă.

Хам вара эп ӳкерме пĕлместĕп çав.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем