Шупашкар районӗнчи Шорккари ваттисен ҫуртӗнче пурӑнакансем утса сывлӑха ҫирӗплетесшӗн. Скадинави утти текен меслетпе вӗсем паян пурте пӗрле пулса уҫӑлма тухнӑ. Икӗ алла пӗрер туя тытни организмри мӗнпур мышцине ӗҫлеттерет тенӗрен мучи-кинемисем хулӑ касса тунӑ патаксем ҫине таянса асфальт ҫулпа утса ҫаврӑннӑ.
«Утса ҫӳресен чӗре те лайӑхрах ӗҫлет, юн та лайӑхрах чупать, апат та лайӑхрах анать», — теҫҫӗ Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӑн Шорккари уйрӑмӗнче канлӗх тупнӑ ватӑсем. Уҫа сывлӑша кинеми-мучисене ваттисен ҫурчӗн ӗҫченӗсем эрнере 3—4 хутчен илсе тухаҫҫӗ. Пӗччен ларса юласран урапапа ҫӳрекен сусӑр та ыттисемпе пӗрле уҫӑлма хаваспах тухать.