Авӑн уйӑхӗн 7-мӗш каҫхине Ҫӗнӗ Шупашкарта полицейски икӗ каччӑна — пӗрне хырӑмран, теприне ҫурӑмран — тапнине Чӑваш халӑх сайчӗ ӗнер пӗлтернӗччӗ.
Йӗрке хуралҫи пуҫтахланни пирки РФ Следстви комитечӗн следстви управленийӗн ӗҫченӗсем тӗрӗслев пуҫарнине те унта асӑннӑччӗ.
Каччӑсене тапакан тата ҫапакан арҫын пирки «полицейски формиллӗ ҫын» тесе ҫырнӑччӗ Следстви управленийӗн хыпарӗнче. Паян вара ҫав этем камне кӑтартнӑ. Вӑл ҫын полицин участокри уполномоченнӑйӗ пулнӑ иккен. 33 ҫулти арҫынна халӗ тытса чарнӑ, пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти пӑтӑрмах ҫапларах сиксе тухнӑ: 22-ри тата 26-ри каччӑсен тротуар ҫине кӗрсе кайнӑ урапа хуҫипе пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. Машина хуҫи вырӑнтан кайнӑ, анчах ҫамрӑксем ун пирки йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. Урапана йӗрке хуралҫисем Винокуров урамӗнчи заправка патӗнче тытса чарнӑ. Пӑтӑрмах пирки пӗлтернӗ каччӑсем те унта пырса ҫитнӗ. Ҫавӑнта полици лейтенанчӗ йӗркене пӑснине пӗлтернӗ ҫамрӑксене тапнӑ.