Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Выртакан чул мӑкланать, ҫӳрекен чул якалать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Красноармейски районӗнче черетлӗ информаци кунӗ иртрӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 23.01.2011 22:04 | 2161 хут пӑхнӑ
Пшонкӑ кану центрӗнче
Пшонкӑ кану центрӗнче

Кӑрлачӑн 19-мӗшӗнче Красноармейски районӗнче черетлӗ информаци кунӗ иртрӗ. Унӑн пӗр ушкӑнӗ (РФ Пенси фончӗн районти управленийӗн пуҫлӑхӗ А. Петрова, район администрацийӗн юридика пайӗн пуҫлӑхӗ Л. Артемьев, Кӗҫӗн Шетмӗ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ А. Николаев, унӑн специалисчӗ М. Александрова тата ҫак йӗркесен авторӗ) Кӗҫӗн Шетмӗ ял тӑрӑхне кӗрекен ялсенче пулчӗҫ.

Чи малтанах тӗлпулу «Нива» хуҫалӑх ферминче иртрӗ. Унта информаци ушкӑнӗ ӗне сӑвакансемпе тата бригада ӗҫченӗсемпе тӗл пулчӗ. Тепӗр тӗлпулӑвӗ вара Пшонкӑри кану центрӗнче. Кунта ял ҫыннисем чылайӑн пуҫтарӑнчӗҫ.

Чи малтанах сӑмах Альбина Валерьяновна илчӗ. Вӑл информаци кунӗн темисемпе паллаштарнӑ май кашнин ҫинчех тӗплӗн чарӑнса тӑчӗ.

А. Петрова РФ Пенси фончӗн районти управленийӗн начальникӗ пулнӑ май пенси ыйтӑвне тӗкӗнмесӗр иртсе кайма пултараймарӗ. Мӗншӗн тесен паянхи кун халӑха интереслентерекен ыйтусенчен пӗри пулса тӑрать те вӑл. «Иртнӗ ҫулхипе танлаштарсан пенсионерсен шучӗ чакни палӑрать. Вӑл 40-пе танлашать», — пуҫларӗ хӑйӗн сӑмахне информаци ушкӑнӗн ертӳҫи. Паянхи куна пенси виҫи 4259 тенкӗрен пӗчӗк пулмалла мар. Районти ватӑ ҫынсен вӑтам пенси шайӗ вара 6636 тенкӗпе танлашать. Альбина Валерьяновна пуҫтарӑннисене нарӑсӑн 1-мӗшӗнчен пенси виҫи 8 процент ӳсессе асӑнса хӑварчӗ. Ача амӑшӗн капиталӗпе паянхи куна районти 60 ҫемье 25 миллион тенкӗлӗх кредит татнӑ. Ача амӑшӗн капиталӗ 2011 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен 365,7 пин тенкӗ. Районти 597 ҫын 80 ҫултан каҫнӑ ватӑсене пӑхса тӑрать. Пӗр ҫыннӑн виҫӗ ватӑ ҫынна пӑхса тӑма ирӗк пур. Уншӑн пенсионерне кашни уйӑхра пенси ҫумне 1200 тенкӗ хушса тӳлеҫҫӗ. Пӑхса тӑракансен ҫакна асра тытмалла — урӑх ниҫта та ӗҫлемелле мар. Ӗҫе вырнаҫрӗ пулсан тӳрех РФ Пенси фончӗн районти управленине пырса пӗлтермелле. Ҫак йӗркене пӑхӑнман 46 ҫынтан 364 пин тенкӗ суд урлӑ шыраса илеҫҫӗ.

Сӑмах Леонид Иванович илчӗ. Вӑл пуҫтарӑннисене уйрӑмах «Ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗрсене пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртес пайӗнче улшӑнусем кӗртесси ҫинчен» федераллӑ саккуна пурнӑҫлассипе паллаштарчӗ. «Ҫӗре малтанах харпӑрлӑха куҫармалла, унтан вара ӑна ӗҫе кӗртмелле. Ҫӗрӗн усӑсӑр выртмалла мар. Эсир ӑна тара пама е ун ҫинче вӑй ҫитерсен хӑвӑр ӗҫлеме те пултаратӑр. Анчах та енчен те унпа 3 ҫул усӑ курмасан ҫӗрне муниципалитета куҫараҫҫӗ. Ҫавӑнпа та кунта шухӑшламалли пурах», — пӗлтерчӗ Л. Артемьев.

Тухса калаҫакансем патне ыйтӑвӗсем те чылай пулчӗҫ. Кӑмакал ялӗнчи хӑш-пӗр урамсенче юр хырманни ҫынсене пӑшӑрхантарать. Ҫӗрсене арендӑна панӑ чухне килӗшӳсем ҫырасси, районти пульницӑра вӑй хуракан хӑш-пӗр тухтӑрсем ҫулӗпе аслӑ пулни хумхантарать, участок тухтӑрӗсене кашни яла ҫитсе килме ҫӑмӑлах марри тата ытти те интереслентерчӗ халӑха. Пшонкӑ ялӗн старости Ю. Ильин ял варринче хытӑ сийлӗ ҫул тӑвас енӗпе ӗҫсене еплерех палӑртни ҫинче чарӑнса тӑчӗ. Вӑл ялти икӗ пӗвене тасатас енӗпе йывӑрлӑхсем пурри ҫинчен те асӑнса хӑварчӗ.

Икӗ тӗлпулура та усӑллӑ та тӗплӗ калаҫусем иртрӗҫ. Ҫынсем ытларах саккунсене пӗлмесӗр тӗрлӗ утӑмсем тунине каларӗҫ, кун пек курнӑҫусем кирлех терӗҫ.

#Пшонкӑ, #Красноармейски районӗ, #Кӗҫӗн Шетмӗ ял тӑрӑхӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем