Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пӗччен йывӑҫ час тӳнет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ял хуҫалӑхӗ: «Чӑваш бройлерӗнчи» лару-тӑрӑва ШӖМпе прокуратурӑпа татса памалла

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 29.08.2016 18:39 | 1726 хут пӑхнӑ
Ял хуҫалӑхӗ

Шупашкар районӗнчи Шӗнерпуҫӗнче вырнаҫнӑ «Чӑваш брйолерӗ» акционерсен уҫӑ обществинче кӑштахран 550 ҫын ӗҫсӗр юлма пултарать. Ҫак цифрӑна тата факта паян Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев правительство пайташӗсемпе ирттернӗ канашлура асӑнса хӑварнӑ. Унти ҫивӗч лару-тӑрӑва Элтепер ШӖМпе тата прокуратурӑпа пӗрле татса памаллине палӑртса хӑварнӑ.

Чӑн та, хапрӑка панкрута кӑларма республикӑн Арбитраж судне панӑ. Ларӑва унччен куҫарчӗҫ, ҫитесси юпа уйӑхӗ 5-мӗшӗнче пулмалла. Маларахри лару вӑхӑтӗнче Чулхулари «Корма и концентраты» предприяти «Чӑваш бройлерӗн» парӑмне тӳлесе татма, предприятие панкрута кӑларма кирлӗ мар тесе сӗннӗ.

Хапрӑкӑн акцийӗн 49 проценчӗ Чӑваш Енӗн харпӑрлӑхӗнче пулнине кура ӑна республика сутса яма йышӑннине, анчах туянас кӑмӑллисем тупӑнманнине кура акцие сутма май килмен.

#Элтепер, #аукционсем, #Чӑваш бройлерӗ, #Шупашкар районӗ, #ял хуҫалӑхӗ, #Шӗнерпуҫ, #судсем, #ШӖМ, #прокуратура, #правительство, #канашлусем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем