Республикӑри онкологи диспансерӗнче меланомӑна тупса палӑртас тӗллевпе акци ирттернӗ. Шупашкар ҫыннисем тур паллине ӳкернӗ сӑнсене ярса панӑ, специалистсем патне приёма килнӗ.
Ҫав кун специалистсенчен 138 ҫын пулӑшу ыйтнӑ. Вӗсенчен 4-шӗн усал шыҫӑ пулма пултарать. 9-шӗ тӗлӗшпе иккӗленнӗ. Специалистсем электронлӑ почтӑпа ярса панӑ тур паллин ӳкерчӗкӗсене те тишкернӗ. Вӗсем 164 анкета пӑхса тухнӑ. 40 ҫыннӑн меланома пулма пултарассине пӗлтернӗ. Вӗсене приема килме йыхрав янӑ.
Ку ыйту питӗ ҫивӗч пулнӑран акцие тӑсма палӑртнӑ. Онкологсем хӗвел ҫинче сахалрах пулма, унран хӳтӗлекен кремпа усӑ курма, соляри пирки манма сӗнеҫҫӗ.