«Чи тӗрӗс те суйма май килмен кӑтарту — 100 гектар пуҫне ял хуҫалӑх продукцийӗ туса илни», — теме юрататчӗ Шупашкар районӗнчи Свердлов ячӗллӗ колхоза, ас тӑвасса виҫӗ теҫеткене яхӑн ҫул, ертсе пынӑ Александр Пушкин. Ҫак цифра тӑрӑх хакласан, ял хуҫалӑх продукцине туса илекенсем Шупашкар районӗнче пуринчен тухӑҫлӑрах ӗҫленӗ. Кӑҫалхи пӗрремӗш кварталта Чӑвашстат кӑтартӑва ку енпе тишкернине сӑнанӑ май ҫапла пӗтӗмлетме май килет.
100 гектар ял хуҫалӑх ҫӗрӗ пуҫне ял хуҫалӑх продукцине республикӑра вӑтамран 430 пин тенкӗлӗх туса илнӗ. Шупашкар районӗнче ку цифра 2137 пин тенкӗпе танлашать, Патӑрьел районӗнче — 515 пин, Шӑмӑршӑ районӗнче — 501 пин, Муркаш районӗнче — 450 пин, Ҫӗрпӳ районӗнче — 451 пин.
Ытти района илсен, 105 пин тенкӗрен пуҫласа (Улатӑр районӗнче) 427 пин тенкӗ таран (Вӑрнар районӗ).