Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -9.7 °C
Паттӑрӑн пуҫӗ выртнӑ, тараканӑн йӗрӗ выртнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Ярапайкассисемшӗн чӑваш чӗлхе эрни чӑн-чӑн уяв

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 29.04.2016 19:13 | 2051 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Муркаш районӗнчи Ярапайкассинчи вӑтам шкулта Чӑваш чӗлхи эрнинче тӗрлӗ мероприяти иртнӗ тесе ӗнентереҫҫӗ асӑннӑ район администрацийӗн сайтӗнче.

Ӗҫ ҫынни ҫулталӑкне халалласа «Юратнӑ ӗҫӗм» тӗлпулу иртнӗ. Итакачкасси ялӗнчи Л.И. Смирнова тата С.А. Скворцова хӑйсен чун киленӗҫӗ пирки 5-8 класра вӗренекенсене каласа панӑ. Пултаруллӑ хӗрарӑмсем хӗресле те, бисерпа та тӗрлеҫҫӗ, крючокпа сӗтелҫи, тутӑр ҫыхаҫҫӗ, бисерпа пӑралукран илемлӗ чечек пуххисем ӑсталаҫҫӗ. Уявра ачасем ал ӗҫӗсен куравне хаваспах пахаланӑ, вӗсен маттурлӑхӗнчен тӗлӗннӗ, хӑнасене кӑсӑклӑ ыйтусем панӑ.

«Чӑваш кино историйӗ» калаҫӑва Раҫҫей кино ҫулталӑкне халалланӑ. Шкул ачисем чӑваш кино историне туллин тишкернӗ. Презентаци пӑхнӑҫемӗн чӑваш киноне пуҫарса яракан ҫын — И.Я. Яковлевпа пӗр ялта ҫуралнӑ, Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче вӗреннӗ И.С. Максимов-Кошкинский, пӗрремӗш чӑваш актриси Тани Юн пулнине, пӗрремӗш чӑваш фильмӗсен ячӗсене пӗлнӗ, кино кадрӗсемпе паллашнӑ. «Тӑван чӗлхе, эс — вӗҫӗмсӗр тӗнче!» тата «Асамлӑх тӗнчинче» ӑмӑртусенче чӑваш халӑх историйӗпе, културипе, сӑмахлӑхӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене 5 класс ачисем хуравланӑ. «Ҫыравҫӑсен ҫӗршывӗнче» литература вӑййи тӑван сӑмахлӑх ӑстисен ячӗсемпе ҫыхӑннӑ. 7 класс ачисем чӑваш ҫыравҫисен тата вӗсен хайлавӗсен ячӗсене тишкернӗ, хӑйне евӗр тӗпчев ирттернӗ.

Кунсӑр пуҫне чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекен А.Г. Димитриева 8 класс ачисемпе «Муркаш районӗн ҫыравҫисем» темӑпа урок ирттернӗ.

#ачасем, #шкулсем, #Ярапайкасси, #Итакачкасси, #Муркаш районӗ, #чӑваш чӗлхи, #ӑмӑртусем, #куравсем, #Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкӗ, #кино

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем