«Палӑка ишсе антарса ФАП ҫӗклеҫҫӗ» ятпа Чӑваш халӑх сайчӗ Елчӗк районӗнчи ҫӗнӗ эйпеҫсен пшӑрханӑвне пӗлтернӗччӗ.
«Аслӑ Ҫӗнтерӳ умӗн республикӑра ветерансене, вӑрҫӑра вилнисене халалланӑ палӑка ишсе антарнӑ. Ун вырӑнне фельдшерпа акушер пункчӗ лартасшӑн», — тесе хыпарланӑччӗ ун чух. «Халӑх вырӑнти влаҫ хӑтланӑвне сивлесе РФ культура министрӗ патне ҫыру янӑ. Администраци вара ку йышӑнӑва халӑх тунине ҫирӗплетет. Ял палӑксӑр юлмассине калать. Ҫӗннине ҫӗнӗ вырӑнта тӑвӗҫ-мӗн», — ҫапларах пӗлтернӗччӗ ҫав хыпарта.
Чӑн та, ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ялта ҫӗнӗ стелла вырнаҫтарса лартнӑ. Вӑл Культура ҫурчӗ умӗнчи лаптӑка йышӑннӑ. Гранитпа мрамортан хатӗрленӗ палӑка савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче уҫӗҫ.