Сӗтев илнӗшӗн явап тытма тивнине пӗлсе тӑрсах ҫак утӑма тӑвать хӑшӗ-пӗри. ЧР Экономика аталанӑвӗн министерствин экс-ӗҫченне Наталья Губинӑна шӑпах ҫакнашкал тӗслӗхшӗн айӑпласшӑн.
Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, хӗрарӑм 2014 ҫулхи ҫурларан пуҫласа пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗччен Шупашкарта 80–200 пин тенкӗ сӗтев илнӗ. Ку ӗҫре унӑн пулӑшуҫи пулнӑ. Лешӗ сӗтевӗн 10 процентне хӑйне илнӗ.
Укҫа панӑшӑн ведомствӑн экс-ӗҫченӗ хура тата тӗслӗ металсене хатӗрлеме, ҫӗнетме, сутма ирӗк паракан лицензи тыттарнӑ. Следстви комитечӗ, ФСБ, ШӖМ ӗҫченӗсем тӑрӑшнипе ҫак хура ӗҫе тӑрӑ шыв ҫине кӑларма май килнӗ. Наталья Губинӑна черетлӗ взятка панӑ чухне тытса чарнӑ. Хӗрарӑма йӗплӗ пралук леш енне 12 ҫул таран ӑсатма, пысӑк штраф тӳлеттерме пултараҫҫӗ.