Парашютпа сикнӗ чухне икӗ салтак аманнӑ. Вӗсем — Чӑваш Енрен. Ҫӗрпӳ хулинче пурӑнакан Максим Алексеевпа Иван Ермолаев салтака пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗнче кайнӑ.
Каччӑсем Мускав ҫывӑхӗнчи Кубинка хулинче сывлӑш десанчӗн ҫарӗнче тивӗҫӗсене пурнӑҫлаҫҫӗ. Пушӑн 28-мӗшӗнче вӗсем тренировка ирттернӗ: Смоленск облаҫӗнчи Вязьма хулинче парашютпа сикнӗ. Ку вӗсемшӗн пӗрремӗш хут пулнӑ.
70 метр ҫӳллӗшӗнче Ермолаев Алексеев парашючӗн куполӗ ҫине ларнӑ, 20 метр ҫӳллӗшӗнче иккӗшӗн те парашючӗсем хупӑннӑ. Каччӑсем ҫӗре ӳкнӗ.
Максим та, Иван та кӗлеткин тӗрлӗ пайне хуҫнӑ. Вӗсене Вязьма хулинчи тӗп пульницӑна ӑсатнӑ. Тухтӑрсем вӗсен сывлӑхӗшӗн хӑрамалли ҫуккине пӗлтереҫҫӗ.
Ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерӗҫ. Хальлӗхе Максима киле ярасси паллӑ.