Чӑваш Енӗн Правительствин пуҫлӑхӗ Иван Моторин Коми Республикине тухса каять текен хыпара интернет-кӑларӑмсенчен пӗринче, «Правда ПФО» ятлинче, хытах сӳтсе яврӗҫ. Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшакан ҫак ҫын нумаях пулмасть ҫав региона ӗҫпе кайнӑ хыҫҫӑн ку сӑмах пушшех те вӑйланса амаланчӗ-аталанчӗ.
Мӗншӗн Коми Республики пирки сӑмах-юмах ҫӳрени пирки каласан, вӑл региона хӑй вӑхӑтӗнче Чӑваш Енре Правительство пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ Сергей Гапликов ертсе пынипе ҫыхӑннине палӑртмалла.
Иван Моторин Коми Республикине тухса каяссипе каймассине уҫӑмлатма Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер ЧР Патшалӑх Канашӗн фракцийӗсен пайташӗсемпе ирттернӗ тӗлпулура ыйтнӑ-мӗн. Пирӗн республикӑн Министрсен Кабинечӗн пуҫлӑхӗ хӑйне Коми Республикин правительствине ертсе пыма виҫӗ хутчен сӗннине, Сыктывкара кайса унти лару-тӑрупа паллашнине, анчах кунтах юлма йышӑннине пытарман.