Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Чӑхӑ пӗрчӗн сӑхсах тутӑ пулать.
[ваттисен сӑмахӗ: 2394]
 

Культура: Шупашкар районӗнче Акатуй вырӑнне палӑртнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 21.01.2016 18:18 | 2041 хут пӑхнӑ
Культура

Шупашкар районӗнче юлашки ҫулсенче Акатуя тӗрлӗ ял тӑрӑхӗнче ирттереҫҫӗ. Кӑҫалхине хӑйсем патӗнче йӗркелессишӗн Кӑшавӑш, Ҫырмапуҫ, Сарапакасси тата Ҫӗньял-Покровски ял тӑрӑхӗсем заявка тӑратнӑ. Конкурсра ҫӗнтернӗ ял тӑрӑхне район хыснинчен 10 миллион тенкӗ уйӑрса параҫҫӗ. Вӑл укҫана вырӑнтисен хӑйсене кирлӗ пек, анчах, паллах, усӑллӑ тӑкаклама май килет.

Тунтикун ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсемпе иртнӗ канашлура конкурса хутшӑнакан ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем укҫана тивӗҫсен ӑна ӑҫта яма шухӑшлани пирки каласа кӑтартнине пӗлтернӗ асӑннӑ районӑн "Тӑван Ен" хаҫат сайтӗнче.

Ҫырмапуҫсем, акӑ, Иккассинчи шыв скважинине юсама, Чӑрӑшкасси клубӗнчи спортзала ҫӗнетме ярас шухӑшлӑ пулнӑ.

Сарапакассисем Колешша ялне шыв кӗртме ӗмӗтленнине пӗлтернӗ. Унта ҫынсем ҫӑлтан шыв ӑсса пурӑнаҫҫӗ. Ун пекки Шупашкар районӗнче тек пӗр ялта та ҫук — пур ҫӗрте колонкӑран ӑсаҫҫӗ, хӑш-пӗр ялта килсерен пӳрте шыв кӗртнӗ. Канашлура ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Павел Амурцев Шорккари шыв башин хӑвачӗ пӗчӗккине кура ку ыйтӑва та татасшӑннине пӗлтернӗ. Урамри ҫутӑ лампине энергие перекетлекеннипе ылмаштарас пирки те шухӑшлаҫҫӗ-мӗн.

Ҫӗньял-Покровскисем ҫичӗ ял урамӗсенче ҫул сарасшӑн. Ун валли вӗсене 6,5 миллион тенкӗ кирлине пӗлтернӗ. Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Рудольф Васильев Вашук ялне газ кӗртес ӗмӗтлине те пӗлтернӗ.

Мӗнех, Ҫӗньял-Покровскисем конкурсра ҫӗнтернине кура вӗсен шухӑш-ӗмӗчӗ пурнӑҫа кӗрейӗ. Районӑн кӑҫалхи Акатуйӗ асӑннӑ ял тӑрӑхӗнчи Пархикассинче иртӗ.

#Сарапакасси ял тӑрӑхӗ, #Ҫырмапуҫ ял тӑрӑхӗ, #уявсем, #Кӑшавӑш ял тӑрӑхӗ, #Ҫӗньял-Покровски ял тӑрӑхӗ, #Шупашкар районӗ, #культура, #Акатуй, #Вашук, #Пархикасси, #МИХсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем