Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Пӑсма пӗр кун, тума виҫ кун.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Вӑрмарти вӗрентекенсем «Литература юбилейӗ» конкурсра ҫӗнтернӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 28.12.2015 08:46 | 1965 хут пӑхнӑ
Культура

Вӑрнар районӗнче «Литература юбилейӗ» конкурс иртнӗ. Унӑн тӗллевӗ пирки чӑваш ҫыравҫисен хайлавӗсене ачасем хушшинче сарасси, вӗсене чӑвашла вулаттарасси тата чӑваш ҫыравҫисен пултарулӑхӗпе кӑсӑклантарасси пулнине пӗлтереҫҫӗ.

Конкурса чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем 5 тӗрлӗ номинаципе хӑйсем хатӗрленӗ ӗҫӗсене тӑратнӑ. Аслӑ категориллӗ вӗрентекенсенчен тӑракан жюри кашни номинацире ӗҫе 4 енчен хакланӑ.

«Буклет» номинацире Аслӑ Чакри Р.С. Теплова 1-мӗш вырӑна тухнӑ, Вӑрмар шкулӗнчи Г.Н. Васильева — 2-мӗш вырӑна, Ҫӗнӗ Кинчерти И.Ф. Краснова тата Энӗшпуҫӗнчи О.Н. Васильева — 3-мӗш вырӑна.

«Видеролик» номинацире Чупайӗнчи Л.А. Цыфаркина тата Кавалти Н.Ю. Авакова — 1-мӗш, Кӗтеснерти Л.Ю. Николаева 3-мӗш вырӑна тухнӑ. Вӑрмарти В.Г. Антонова, Чулкасри А.В. Михайлова, Кӗтеснерти Г.Н. Николаева, Тикашри Е.И. Платонова, Вӑрнарти Р.М. Иванова Р.М. «Викторина» номинацире ҫӗнтерӳҫӗсем пулса тӑнӑ. «Презентаци» номинацире И.В. Иванова Пысӑк Енккасси шкулӗ), Е.В. Семёнова (Чулкас шкулӗ), Г.Н. Левина (Вӑрмар шкулӗ), Л.Н. Алексеева (Кивӗ Вӑрмар шкулӗ), Р.Г. Алексеева (Урнар шкулӗ) палӑрнӑ.

#ҫитӗнӳсем, #Аслӑ Чак, #вӗренӳ, #Вӑрмар районӗ, #Чулкас, #Пысӑк Енккасси, #Кӗтеснер, #Тикаш, #Чупай, #Ҫӗнӗ Кинчер, #Энӗшпуҫ, #культура, #конкурссем, #литература

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем