Йӑлӑм енчи Сосновка поселокӗнчи ача пахчи кивелнӗ ӗнтӗ. Ҫак кунсенче унта пурӑнакансем патне ырӑ хыпар ҫитнӗ. Кивви вырӑнне кӗҫех ҫӗннине хута ямалла-мӗн.
Архитектура тата хула строительствин управленийӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ ача пахчинче 150 шӑпӑрлан валли вырӑн пулмалла. Пӗтӗмпе 8 ушкӑн йӗркелемелле. Ача пахчи Пульница урамӗнче пулӗ.
Ҫӗнӗ ача пахчине хальхи условисемпе килӗшӳллӗн хута ярӗҫ. Унта бассейн та пулӗ. Хуҫалӑх блокӗ вара урӑх корпусра вырнаҫӗ.
Хальлӗхе архитектура тата планировка енӗпе килӗшӳсем тунӑ. Ача пахчинче 8 вӑйӑ тата спорт лапамӗсем пулӗҫ. Иккӗшӗнче 2–3 ҫулсенчи ачасем вылӗҫ, теприсенче — аслӑраххисем.
Ача пахчин территорине хурӑнсемпе, пилешсемпе, хырсемпе, вӗренесемпе, сиреньсемпе тата жасминсемпе илемлетӗҫ.