Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Шаланкӑ шыв кӑларать, ула курак пырса ӗҫет.
[ваттисен сӑмахӗ: 2507]
 

Хыпар: Чунҫӳрев-2010 вӗҫленчӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 09.07.2010 23:14 | 2664 хут пӑхнӑ
Чунҫӳревҫӗсем Петӗр Хусанкай музейӗ умӗнче
Чунҫӳревҫӗсем Петӗр Хусанкай музейӗ умӗнче

Утӑ уйӑхӗн 4-мӗшӗнче тухса кайрӗҫ те ҫулҫӳревҫӗсем, паян, утӑн 9-мӗшӗнче, вӗсен чунҫӳревӗ вӗҫленчӗ. Чунҫӳрев-2010 чӑвашпа ҫыхӑннӑ нумай вырӑна ҫитсе курчӗ — Тикеш, Ешӗл (ку хулаша ҫавӑн пекех Элшел, Ишлӗ ятсемпе асӑнни тӗл пулать), Пӑлхар, Сӑвар, Пӳлер хулашӗсенче пулчӗҫ. Ҫавӑн пекех вӗсем Кӑнна Кушкинче тата Слакпуҫра концерт пачӗҫ; Ешӗл хулашӗнче юпа лартрӗҫ; Силпи ял вырӑнӗ ҫумӗнче ҫӗнӗ пура вырнаҫтарчӗҫ; «Шуҫӑм» ансамблӗ валли клип материалӗсем ӳкерчӗҫ; чӑвашӑн чылай чаплӑ ҫыннисен вил тӑприсем ҫине (Андриян Николаев, Митта Ваҫлейӗ, Энтри Турхан, Анатолий Миттов, Николай Ашмарин, Николай Никольский) ҫитсе вӗсене пуҫ тайрӗҫ; Валем Хуҫа ҫӑлкуҫӗнчи шывпа сапӑнчӗҫ; Пӳлерти киреметре чӑвашла ятсем йышӑнчӗҫ. Шӑрӑх ҫанталӑк та, малтанхи кун ҫунӑ ҫумӑр та вӗсене чармарӗ — палӑртнӑ ҫулпа вӗсем кайса килчӗҫех.

Чунҫӳревпе эсир «Чӑваш тӗнчи» сӑн галерейинче (сӑнсем кӑшт каярах пулӗҫ), «Чунҫӳрев-2010» (кунта кӗске кун кӗнеки пур) сайтра паллашма пултаратӑр.

 

Сӑнӳкерчӗксем

#Пӳлер, #Атӑлҫи Пӑлхарстан, #Сӑвар, #Пӑлхар, #Чӗмпӗр облаҫӗ, #Самар облаҫӗ, #Силпи, #Пушкӑртстан, #Тутарстан, #чунҫӳрев, #Шупашкар, #Слакпуҫ, #Ухинкел, #Кӑнна Кушки, #Валем Хуҫа

 

Комментари:

Никонорова Вера // 2604.09.3675
2010.07.11 21:56
Маттур, Николай! Материала Сайт çине питĕ хăвăрт лартнă. Манра Слакпуçĕнче К.В.Иванов палăкĕ умĕнче, Силпире хурăнсем хушшинче ÿкернĕ фотосем çук, мĕнле илмелле-ши санран?
2010.07.12 11:19
Аçтахар Плотников
Сăнӳкерчĕксем вырнаçтартăм: http://gallery.chuvash.org/v/meropr ... -2010/nplotnickovan/
2010.07.12 11:43
Аçтахар Плотников
«мĕнле илмелле-ши санран?..»
Сăнӳкерчĕксене Ултиертен илме май пур. Э... тата эп сире флэшка çине çырса патăм-иç. Пулмалла унта вĕсем.
Ильтимер // 1240.36.8690
2010.07.13 17:41
Салам, Николай! Маттур эсĕ, пурне те вахăтра туса пыратăн, телей тата ăнăçу сунатăп.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем