Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Вӗренни мулран хаклӑ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: «Шан мана, тӗнче!» литература ӑмӑртӑвӗн ҫӗнтерӳҫисене чыслатпӑр!

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 26.10.2015 17:21 | 1960 хут пӑхнӑ
Культура

Чӳк уйӑхӗн 6-мӗшӗнче «Шан мана, тӗнче!» литература ӑмӑртӑвӗн ҫӗнтерӳҫисене чыслатпӑр! Мероприяти Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче 11 сехетре пуҫланӗ.

«Шан мана, тӗнче» литӑмӑртӑвӑн тӗллевӗ — ачасемпе ҫамрӑксене тата чӑваш чӗлхипе литературине, культурине вӗрентекенсене чӑваш халӑхӗн кун-ҫулӗпе кӑсӑклантарасси, литература пултарулӑхне аталантарасси, тӑван тавралӑхра пулса иртекен чи кӑсӑк енсене илемлӗ литература мелӗсемпе уҫса пама хавхалантарасси. Ӑна эпир «Нарспин» пӗрремӗш куҫаруҫине, Тӑван ҫӗршывшӑн пуҫне хунӑ паллӑ поэта Андрей Петтоки (1905–1942) ячӗпе ирттертӗмӗр, Раҫҫейри Литература ҫулталӑкне, Чӑваш Енри Константин Иванов ҫулталӑкне халалларӑмӑр. Конкурсӑн пӗтӗмлетӗвӗпе кунта паллашма пулать.

Гуманитари институчӗ Шупашкар хулинче Мускав проспектӗнчи 29 ҫуртӑн 1-мӗш корпусӗнче вырнаҫнӑ. Унта 3, 4, 7, 12, 21 троллейбуссемпе, 15, 18, 22, 23, 101с, 101э автобуссемпе, 35, 37, 41, 42, 44, 48, 50, 51, 52, 53, 54, 59, 60, 63 маршруткӑсемпе тата Ҫӗнӗ Шупашкарпа ҫыхӑнтаракан 331, 332, 334 маршруткӑсемпе ҫитме пулать. «Студентсен хули» чарӑнура тухмалла.

#Константин Иванов ҫулталӑкӗ, #конкурссем, #ЧПГӐИ, #литература, #Шан мана тӗнче, #чыславсем, #Литература ҫулталӑкӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем