Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
Пушӑ пучах каҫӑр пулать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Пушкӑртстан чӑвашӗсем чӑвашах пулса юласшӑн

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 06.06.2010 09:27 | 2369 хут пӑхнӑ
«Янташ» ушкӑн Пушкӑртра
«Янташ» ушкӑн Пушкӑртра

Нумай пулмасть Пушкӑртстанра Чӑваш Ен хӑнисем пулчӗҫ.

ЧР тава тивӗҫлӗ искусство ӗҫченӗ‚ композитор‚ 500 ытла юрӑ авторӗ Анатолий Никитин‚ филологи наукисен кандидачӗ‚ чӑваш эстрада артисчӗ‚ сӑмах‚ кулӑш ӑсти Григорий Вакку‚ ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Альбина Юрату сӑвӑҫ‚ чӑваш эстрада юррисене шӑрантаракан «Янташ» ушкӑн Чӑваш Енре ҫеҫ мар‚ Пушкӑртстан чӑвашӗсемшӗн те паллӑ.

 

Аякри йӑхташсем инҫе ҫула К.В. Иванов ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнине халалласа тухнӑ. Кунта ытти паллӑ ҫынсемпе пӗрле чӑваш ятне тӗнче шайне ҫӗкленӗ поэтӑмӑра асӑнса пуҫ таясси‚ тав тӑвасси‚ К.Иванов ҫуралнӑ тӑрӑхри сывлӑша сывласси‚ шывне ӗҫсе киленесси‚ тӑван халӑхӑн шухӑш-кӑмӑлне пӗлесшӗн пулни те юлашки вырӑнта мар.

Вӗсем хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарнисӗр пуҫне тӗрлӗ тӑрӑхри йӑхташсемпе чӑваш халӑхӗн ҫут тӗнчери вырӑнӗ пирки калаҫма палӑртнӑ. Ҫывхаракан ҫырав пирӗншӗн мӗнлерех вӗҫленесси шухӑш-туйӑмлӑ ҫынна пӑшӑрхантармасӑр пултараймасть паллах.

Чӑваш Енрен салам илсе килнӗ хӑнасем Пушкӑртстанӑн тӗрлӗ районне ҫитсе курасшӑн. Ҫыравра тӑван халӑха чӑваш тесе палӑртма чӗнесшӗн. Пушкӑрт чӑвашӗсем те ҫавнах каласшӑн: чӑваш пулса ҫуралнӑ‚ чӑвашах пулса юлар! Нацие урӑхлатса ҫырни хисеп туйӑмӗ мар‚ йӗрӗнчӗк шухӑш ҫеҫ ҫуратӗ. Тӑван халӑх ятне сутни Тӑван ҫӗршыва сутнипе пӗр танах.

#Пушкӑртстан, #Константин Иванов, #концертсем, #Янташ, #ҫырав

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://ursas.ru/?p=796
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем