Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Туман тиха пилӗкне ан хуҫ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ: 6510]
 

Хыпар: «Константин Иванов тата унӑн вилӗмсӗр еткерӗ» конференци иртрӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 29.05.2010 19:45 | 2971 хут пӑхнӑ
К. Иванов
К. Иванов

Ҫӑвӑн 27-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче чӑваш поэзийӗн чаплӑ классикӗ К.В.Иванов ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнине халалланӑ «Константин Иванов тата унӑн вилӗмсӗр еткерӗ» регионсен хушшинчи ӑслӑлӑх-практика конференцийӗ иртрӗ.

Конференцие гуманитари институчӗн директорӗн ӗҫне пурнӑҫлакан В.Г.Харитонова уҫрӗ. Пурне те уяв ячӗпе саламларӗ, конференцие килнӗшӗн тав турӗ.

— Паян пирӗншӗн ҫав тери пысӑк уяв. Константин Иванов ҫуралнӑ кун Чӑваш ҫӗрӗнче Мари Эл, Воронеж, уйрӑмах Пушкӑртстан, Чӗмпӗр хӑнисем пулни, эпир пысӑк ҫак уява вӗсемпе пӗрле кӗтсе илни питӗ пысӑк савӑнӑҫ, — палӑртрӗ ЧР Культура министерствин пай пуҫлӑхӗ М.Н.Краснов.

Пелепей районӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Д.Г.Фатхутдинова Пушкӑрт Республикин Президенчӗн Муртаза Рахимовӑн саламлӑ ҫырӑвне вуласа пачӗ. «Пушкӑртра тӗпленнӗ чӑвашсем пирӗншӗн тахҫанах ҫывӑх тӑвансем пулса тӑнӑ. Хӑйсен пултарулӑхне, тӑрӑшулӑхне пула яланах пысӑк хисепре. Вӗсенчен нумайӑшӗ республика, ҫавӑн пекех пӗтӗм ҫӗршыв аталанӑвӗнче пысӑк вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Константин Иванов, Чӑваш халӑх поэчӗ Ухсай Яккӑвӗ тата ыттисем те чӑвашсемшӗн ҫеҫ мар, пирӗншӗн те ҫав тери паха.

Паян Пушкӑртстанра 20 пин чӑваш ачи тӑван чӗлхене вӗренет. Республикӑра чӑваш чӗлхипе литература эрнине ирттересси йӑлана кӗчӗ. Туслӑх кӗперӗ малашне тата ытларах ҫирӗпленессе шанас килет...» — тенӗ унта.

Константин Иванов пултарулӑхне халалласа республикӑри шкулсемпе культура ҫурчӗсенче, библиотекӑсенче тата ытти ҫӗрте тӗрлӗ мероприяти ирттереҫҫӗ. Сӑмахран, ЧР вӗренӳпе ҫамрӑксен политики министрӗн ҫумӗ Виктор Алексеев пӗлтернӗ тӑрӑх, министерство кӑҫал интернет-конкурс йӗркеленӗ, унта кӳршӗ регионсенчи шкул ачисем те хастар хутшӑннӑ. Вӗренӳ ҫулӗ вӗҫленчӗ пулин те поэтӑмӑрӑн юбилейне паллӑ тӑвасси малалла тӑсӑлать. Мероприятисем малашне ҫуллахи лагерьсенче иртӗҫ.

Конференцие хутшӑннӑ хисеплӗ тепӗр хӑна — Пушкӑрт Республикин Писательсен союзӗн председателӗн ҫумӗ К.А.Аралбаев — чӑваш халӑхӗн тава тивӗҫлӗ ывӑлӗ Константин Ивановӑн юбилейне пушкӑртсемпе чӑвашсем пӗрле паллӑ туни тӗрӗк халӑхӗсем ӗмӗрсен хушши туслӑ пурӑннин паха ҫимӗҫӗ иккенне палӑртрӗ.

— Пушкӑртстанри чӑвашсем ытларах ялсенче пурӑнаҫҫӗ. Пирӗн республикӑри 117 пин ҫыншӑн ҫак чӗлхе тӑван чӗлхе шутланать. Ӑна 100 ытла шкулта, ҫавӑн пекех вырсарни шкулӗсенче те вӗрентеҫҫӗ. Чӑвашсем ытларах Стерлитамак, Пелепей, Авӑркас районӗсенче тӗпленнӗ. 2008 ҫулта «Нарспи» поэмӑна ҫырнӑранпа 100 ҫул ҫитнине анлӑн паллӑ турӑмӑр. Шел те, Константин Ивановӑн пурнӑҫӗ 25-рех татӑлнӑ. Тутарсен паллӑ поэчӗ Фатых Тукай 27 ҫулта ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. Пушкӑртсен мухтавлӑ поэчӗ Шайхзада Бабич 24 ҫултах куҫне хупнӑ. Вӗсем виҫҫӗшӗ те малашнехи ӑрусем валли ҫав тери пысӑк пуянлӑх пиллесе хӑварнӑ, — терӗ Кадим Абдулгалимович.

Пӗрлехи ларӑва И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн деканӗ В.Г.Родионов профессор уҫрӗ.

— Халӑхӑн хӑйӗн ӗмӗрлӗх хаклӑхӗсем пур. Енчен те ҫакна ҫухатсан халӑх та ҫухалать. Юлашки вӑхӑтра «наци идейи» сӑмах ҫаврӑнӑшӗ модӑна кӗчӗ. Наци идейин никӗсӗ — халӑх хаклӑхӗ. Унта, паллах, ирӗклӗх-чуралӑх, телей-хурлӑх, вӑрӑ-хурах ӑнланусем кӗреҫҫӗ. Ҫаксемпе вара К.В.Иванов ҫав тери нумай усӑ курнӑ, — терӗ Виталий Григорьевич хӑйӗн докладӗнче.

Истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ В.П.Иванов Константин Васильевичӑн йӑхӗ пирки сӑмах пуҫарчӗ. Документсем тӑрӑх, Ивановсем Антон Даниловран пуҫланса кайнӑ. Вӑл вара Чӑваш Республикинчи Канаш районне кӗрекен Пайкилт ялӗнче 1731 ҫулта ҫуралнӑ. 1752-1756 ҫулсенче кунти чӑвашсем тӗне кӗрес мар тесе Пушкӑрт ҫӗрӗсене куҫса кайнӑ. Тӗпчевҫӗсем Пелепее (ун чухне ял ҫеҫ пулнӑ) Хусан кӗпӗрнинчи чӑвашсем пуҫласа янӑ теҫҫӗ. Пелепей хула пулса тӑрсан чӑвашсем тӗне кӗресрен хӑраса кунтан та тухса кайнӑ, Кӗҫӗн Пелепей туса хунӑ.

Апла тӑк эпир Константин Иванов Канаш тӑрӑхӗнченех тесе ҫирӗплетсех калама пултаратпӑр.

 

Татьяна Краснова

#Константин Иванов, #конференцисем, #ЧПГӐИ, #Пушкӑртстан, #Чӑваш Ен, #Пелепей, #Пелепей районӗ, #Пайкилт, #Канаш районӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем