Ĕмĕр сакки сарлака. 4-мĕш кĕнеке :: Пӗрремӗш пайӗ
Хĕрупраçсем сасартăках Анахвис пуçенчи çĕнĕ тутăра тата мăй çыххине асăрхарĕç:
— Сан тутăр пит чаплă-çке!
— Ай турă... Мăй çыххи те вĕр-çĕнĕ!
— Хăçан туянтăн?
— Шăллăм илсе килнĕ! — рехетленсе хуравларĕ Анахвис.
— Ай хухĕм...
Ку сасă те кĕвĕçнине, те ырланине пĕлтерчĕ, ăна никам та йӳпсемерĕ. Ванюк хуткупăсне сентре çине лартма тăрсан, хĕрсем каллех шавларĕç:
— Ара, Ванюк, ма хуткупăс каламастăн?!
— Юрлаттар-ха!
— Хуткупăс каласси тармĕ, шереметсем. Эсир çакна чухламаллах: эпĕ кăçал хĕл каçса та пуçламăш хут улаха тухрăм. Ваттисен йăлине тумасан, усал-тĕсел е хĕртсурт çыпçăнасран хăрушă! — терĕ Ванюк. Хăй çывăхĕнчи хĕр сыхланма ĕлкĕричен пĕр пайăрка сӳсне çулса илчĕ.
Тепĕр хĕр сӳсне аллипе хупăрларĕ, урисемпе тапкалансах çуйхашрĕ.
— Шереметех-çке эсĕ, хĕрĕм! Аннӳ-аçу йăлине пăсасшăн!
Юнашар ларакан йĕкĕчĕ хĕр аллисене тытрĕ, Ванюк сӳсне çулчĕ. Çапла пухнă сӳс пайăркисене пĕр çĕре туса пĕтĕрчĕ, шăрпăкпа тивертрĕ:
— Сĕм-сĕмекке, сĕмекке... Эсĕ вилни çичĕ çул, эпйр пурăнасси çĕр çул. Сĕм-сĕмекке, сĕмекке... Хĕрсен чуре çавăрса чуптума пулăш, вĕсен тутисем симпыл пулччăр! — Сӳс çунса пĕтсен, Ванюк кĕлне вĕрсе вĕçтерчĕ, чĕн пиçиххине салтрĕ.
— Шереметсем, калăр, хăш хĕрринчен черет тăватпăр?
— Леш енчен!
— Çук, çук, кунтан мар! Ав, çавсенчен!
— Йăмăкунтан пуçла! — пĕр-пĕрин çине йăвантарчĕç хĕрупраçсем.
Нихçан курман-пĕлмен çын айккинче пăхса тăрсан, херупраçсем ытла хирĕç-çке тейĕ. Анчах вăл питех йăнăшĕччĕ. Ташлама йыхăрсан та, сĕм-сĕмеккелле вылянă чухне те чăваш хĕрĕ сăпайланасси ĕмĕрхи йăла. Хăйĕнчен пуçласа чуптума ирĕк парсан, путсĕр хĕр ятне илтĕччĕ. Тата вăрçă таттхăрĕнчи сăлтав чăнласах турткаланма хистенĕ. Улахра улттăн вĕсем. Пуринчен кĕçĕнни Анахвис. Асли çирĕм тăватă çула çитнĕ. Ватă хĕр шутне кĕресси те инçех мар. Кĕçех улаха çӳреме пăрахĕ. Ун çулĕнчисем халь те килте лараççĕ. Хăшпĕрисен йĕкĕчĕсем вăрçăра, вутлă çумăр айĕнче. Те таврăнайĕç... Савнийĕ вăрçăра пуçне хуннпе тăлăха тăрса юлнисемте пур. Улахри каччăсем тесен вара, чи асли вунсаккăр çеç тултарнă, вĕсене те вăрçа илсе каяççĕ. Камăн мирлĕ саманари пек выляс-кулас килĕ?
Хĕрупраçсем шавлама чарăнайнăччĕ, Йăкăнат кĕчĕ. Ун çинче юр пĕрчи те çук. Пиншакне хывсах силленнĕ-мĕн.
— Улах вăйлă пултăр! — Хăйне хăй урăх çĕртен килнĕн тыткалама тăрăшса хаваслăн чĕнчĕ вăл.
— Эс каларăшле пултăр! —хĕрупраçсем те паçăрхи харкашăва мансах кăмăллăн саламларĕç.
— А-а... Юман Паттăр та пур-çке! — тин курнă пек шӳтлесе ал пачĕ Йăкăнат. — Мĕнле пурăнатăн?
— Калама çук аван, шеремет. Эсĕ те питех вăхăтлă çитрĕн. Сĕм-сĕмекке тăватпăр.
— Чăн та пысăк ĕç! — текелесе, Анахвиспе юнашар вырнаçрĕ Иăкăнат.
Ванюк куç айĕн пăхса кăштах вĕчĕрхенчĕ те, шарламарĕ. йăмăкĕ çумне ларакан каччăна нихçан хăваламан вăл, унăн ирĕкне хĕстерме шутламан.
Анахвис та хирĕçлемерĕ. Йăкăнат ăна çисе каяс çук. Тата салтак ачине кӳрентерни аван мар.
Ванюк пуринчен малтан сӳсне çулса илнĕ хĕр патне пычĕ.
— Матĕрне, кала, кампа чуптăватăн?
— Çук, çук! Урăххисенчен пуçлăр!
— Шеремет хĕрĕ темерĕн! Эсĕ мĕн, аннӳпе аçу йăлине хисеплесшĕн мар-и? Хирĕлкелесе яла ан култар. Ытах тесен шутлăпăр: пĕрре... иккĕ... виççĕ... — Хĕр шарламарĕ. Ванюк чĕн пиçиххийĕпе чĕркуççинчен тăсса çапрĕ.
Хĕр ыратнине тӳсеймерĕ, йăлт сикрĕ, ыратнипе çуйхашса ячĕ:
— Ой, Ванюк! Этем мар çке эсĕ?!
— Ахă, эпĕ этем мар иккен! Сана кутăна пеме эп хушрăм-и? —каллех çапма хатĕрленчĕ Ванюк.
— Ан çап, ан çап!
— Кама чуптăватăн?
— Сана!
— Шеремет, çапла каласса паçăрах сиснĕ эпĕ. Тутлăрах пултăр тесе çаптарнине те туйнă! — куçне чеелле хĕскелерĕ те Ванюк хĕре ыталаса чуптурĕ. — Ах, симпыл пекех пылак!
Çамрăксем кулса ячĕç. Хĕрпе юнашар ларакан йĕкĕчĕ çеç ĕнсине хыçкаларĕ. Вăл хăйĕн ятне асăнасса шаннăччĕ.
Анахвис та темшĕк пăшăрханчĕ. Ку вăййа выляман-и вара, шăллĕ урăх хĕрсене чуптуман-и? Нихçан та кăмăлĕ пăсăлнине астумасть-çке. Паян мĕншĕн чĕри хускалчĕ-ши? Мĕн сиксе тухрĕ-ши? Çапла ĕшеленсе ларнă çĕрте Ванюк хăй патне пынине те асăрхаймарĕ. Чĕнсен кăна пуçне çĕклесе пăхрĕ.
— Кама чуптăватăн, йăмăкăм?
Анахвис яланах хăюллăн та хавссăн Ванюк ятне асăнаканччĕ. Халь темшĕн именчĕ, Çынсем илтесрен хăранăн:
— Сана, — терĕ хуллен.
Ванюк чуйтуни те урăхла пек туйăнчĕ. Темле, тутине çеç мар, чĕрине пĕçертнипе юнĕ вĕриленсе чупрĕ. Кĕнчелеççи хӳтĕлемесен сăн-сăпăчĕ улшăннине те курĕччĕç.
Ванюк, ытти хĕрсене хăйсем йышăннă каччăсемпе чуптутарсан; хуткупăсне тытрĕ.
— Ĕнтĕ юрлама та хаваслă! — туртса ячĕ вăл хуткупăсне.
— Çамрăксем сăвăласа юрларĕç:
Самана хушши аслăччĕ
Эпир ӳссе çитиччен,
Эпир ӳссе çитрĕмĕр те,
Самана хушши тăвăрланчĕ.
Шурта шур шыв типес çук,
Хур-кăвакал татăлас çук.
Пирĕн куçра куççуль типес çук,
Алăран шур тутăр каяс çук.
Утса-утса пынă чух
Ура шуçса кайминчче.
Пурăнас-пурăнас тенĕ чух
Пуçăм сая кайминччĕ...
* * *
Ванюк Хусантан таврăнсан, виç-тăвăтă кунтанах вĕсем патнĕ хура çуна кӳлнĕ лаша чашкăртса çитрĕ.
— Хайхи килчĕ! — чӳречеренех палларĕ Сантăр. Хуратса тунă тăлăп, пустав пиншак, каракуль çĕлек тăхăннă арçын çуна çинчен анчĕ. Ку Миххан приказчикĕ Пичугов иккенне Ванюк та лайăх пĕлет. Мĕнле ан пĕлтĕр? Темйçе çул бурлакра ĕçлет-çке.
— Наçтик, пӳрт ăшчиккине кăштах тирпейлекеле. Ванюк, çăпатана тухса пăрах! — хушрĕ Сантăр.
Упăшки пушăт тыткаланă вырăнти çӳп-çапа Наçтик хăвăрт шăлса пуçтарчĕ те, ăна çынна хиреç йăтса тухма аван мар тесе, кăмака хыçне пăрахрĕ. Вара пупа кĕтсе илнĕ чухнехи пек пурте ура çине тăчĕç. Капла тума сăлтавĕ те пур çав — чаплă вырăс Энĕшкассине урăх никам патне те çӳремест-çке.
Пичугов пӳрте кĕчĕ, çĕлĕкне хывса сăхсăхрĕ.
— Мĕнле пурăнатăр, Александр Кузьмич?
— Пит аван. Килĕрех, Абрам Семенович! — пуç тайса саламларĕ Сантăр.
Пичугов Ванюка ал парса шӳтлерĕ:
— Эс хăçан авланатăн? Сан туйăнта ташлас килет манăн!
Ванюк сасартăках ним чĕнеймерĕ. Уншăн Сантăр хуравлама васкарĕ.
— Питех авлантармалла, Абрам Семенович, ачи çитĕннĕ. Хĕрĕн тĕлне тупаймастпăр-ха.
— Вырăс хĕрне çураçатпăр. Çав тери маттуррине. Вырăс хĕрĕ тенĕрен, Сантăр шӳте те йышăнмарĕ.
— Пире майра тавраш юрасах каймĕ, Абрам Семенович. Чăваша чăвашпах мăшăрланма пихампар пилленĕ. Хывăнăр-ха, тархаçшăн! — терĕ те мăнукне хушрĕ: — Абрам Семенович лашине кил хушшине кĕртсе тирпейле. Малтан выльăх-чĕрлĕхе картана хуп!
Наçтик сив çу илме тухсан, Пичугов хатĕрлесе килнĕ сăмахне пуçарчĕ:
— Александр Кузьмич, хамăр çеç чухне калаçса татăлмалли пур.
— Мĕн пирки-ши?
— Эпир ике килĕшӳ тăвăпăр.
Приказчик темĕнле ĕç шухăшласа кăларнине Сантăр сисрĕ, анчах вĕçне çитцех тавçăрайман енне хăвăрт ыйтрĕ:
— Икĕ килĕшӳ?
—Ийя. Пĕрине йывăçа шыва йăвантарса юханшывпа хăвалама тăваткăл чалăшĕ икĕ тенкĕ те çирĕм пус тăрать тесе тăвăпăр. Теприн çине çак ĕç икĕ тенкĕ тăрать тесе çырăпăр. Сулă хăвалама пĕр килĕшĕвĕпе çирĕм пин тейĕпĕр, тепринпе —вунпилĕк. Вара хуçаран хаклăрах килĕшӳ тăрăх укçа илĕпĕр те бурлаксене йӳнĕреххипе тӳлĕпĕр, ытти иксĕмĕре пулĕ.
Сантăр хутла вĕренмен те, çапах, ăшра шутлама ăстаскер, хăйĕн тупине мĕн чул лекессе чухларĕ. Бурлаксене ĕç туса панăшăн тупăш кĕнине хушсан, икĕ уйăхрах кĕсъене çирĕм пин ытла кĕрĕ. Кун чухлĕ укçа тупма май килессине вăл тĕлĕкре те курман. Анчах хальччен пĕчĕкреххĕн çеç айкашнипе хăраса ӳкрĕ.
— Бурлаксем илтсен?
— Кам, эсĕ шăтатăн-и?
— Çук та... çапах...
— Ну, Александр Кузьмич, эс çав териех хăравçă çынне пĕлменччĕ. Тĕрĕссипе, сана ним те тумĕç. Манă вăт хуçа вырăнтан хăваласа яратех. Эпĕ пурпĕр сехĕрленместĕп. Хамăрăн чĕлхерен тухмасан, никам та пĕлмĕ. Бурлаксемшĕн икĕ тенкĕ те йунех мар.
— Атя, мĕн пулса мĕн килет ĕнтĕ... — килĕшрĕ Сантăр.
— Ку вăт аван сăмах! — Пичугов кесйинчен васкасах тăватă хут кăларчĕ, — Акă çакăнта ал пус.
Сантăр чернилпа ручка кайса илчĕ. Мăнукĕ вĕрентни акă хăçан кирлĕ пулчĕ иккен. «Александр Кузьмяч» тесе çырчĕ.
Пичугов малтан пĕр хутне парса астутарчĕ:
Никам алли çитмелле мар çĕре хур!
Чăвашăн чи сыхă вырăн — шалти йĕм кĕсйи. Сантăр хута çавăнта чикрĕ.
Пичугов тепĕр хутне тыттарса:
— Ял-ялĕнчен килнĕ уполномоченнăйсене, бурлаксене вуласа паратăр! — терĕ. Вара саквояжĕнчен малтăнах шутласа хатĕрленĕ укçине кăларчĕ. — Задатка. Унта виçĕ пин тенкĕ. Юлашкине кайран пайлатпăр!
Сантăр укçана выçланса тытрĕ. Сасартăк шанăçлă вырăн ăçта пуррине аса илеймен пирки ăна иккунсем хыçне пытарчĕ.
Пичугов саквояжĕнчен тата тепĕр кипа укçа кăларчĕ.
— Ку, калаçса татăлнă пек, бурлаксене çирĕм пилĕк процентне тӳлемелли, —терĕ.
Сантăр хутаç шыраса тупрĕ. Укçана çавăнта чыхрĕ.
Тултан, сивĕ çу илсе, Наçтик кĕчĕ. Вăл часах ĕçме-çиме хатĕрлерĕ, пулă кукăлĕ касрĕ, тĕпсакайĕнчен кăмпа, сăмакун илсе тухрĕ, чашкăракан сăмаварне сĕтел çине лартрĕ.
— Абрам Семенович, килĕр-ха. Пирĕн çăкăр-тăвара астивсе пăхăр! — пуç тайсах йыхăрчĕ Сантăр.
Пĕрер черкке çеç ĕçнĕччĕ, Ванюк таврăнчĕ.
— Лашана апат патăм.
Мăнукне Сантăр сĕтел хушшине ларт хушрĕ.
Апатланнă çĕре ытти ялсенчи уполномоченнăйсем çитрĕç. Ванюка килĕшĕве вулаттарчĕç. Пурне те çырлахтарнипе задатка илчĕç.
Виçĕ кунтан Ĕнел халăхĕ ĕçе тухса кайре.
VII
Михха, ыйхăран вăрансанах, бурлаксем йывăçа юхан-шыва йăвантарма, сулă антарма, мольа хăвалама чиперех кайнине аса илсе рехетленчĕ. Анчах ку вăраха пымарĕ. Патшана вырăнтан сирпĕтни ун кăмăлне каллех пăсрĕ. Çук, шелленипе мар. Ăна Михха чун-чĕререн курайман. Çав сăрнай пирки пин те тăхăрçĕр пиллĕкмĕшĕнче унăн пĕтĕм кил-çуртне кăмрăкпа кĕл туса хăварчĕç, пĕтĕм йывăçне Атăл тăрăх юхтарса ячĕç. Çитменнине, тĕрмене лартассипе сехрине хăпартрĕç — бурлаксене улталаса пухнă укçана тавăрса пама хушрĕç. Чăн та, каярах казаксемпе салтаксем килсе пăлхава самантрах путарчĕç, çапах Михха хăй кăшт çеç тĕп пулманнине нихçан манас çук. Çӳрме Николай вырăнне халăха чăмăртама пултаракан патша лартсан аванччĕ, анчах темле Вăхăтлăх правительство туса хунă теççĕ. Тытăнса тăрайĕ-ши? Миххан пурнăçĕпе мулне хӳтĕлейĕ-ши? Социал-демократ текенсем каллех пуçне çĕклемĕç-ши? Микула таврăнмĕ-ши? Ун çинчен темиçе çултанпах сас-хура çук та, пуçĕпех пĕтнине ĕненме хĕн. Мунчана вут тивертнĕ тесе айăплама тапăннă чухне таçта кайса çухалсан та таврăнасса шутламанччĕ — тупăнчĕ. Туйăнчĕ çеç мар, Миххана хăйне кăшт çеç пăвса пăрахмарĕ. Пуринчен ытла станри полицейскисем тарса пĕтни, саккунлăха çирĕп тытма пултаракан çын юлманни шиклентерет. Иçмасса, лару-тăру çинчен тĕплĕн пĕлес тесе, Лаврский Хусана кайни виç-тăват талăк та çитрĕ, таврăнаймарĕ. Акă мĕн канăçсăрлантарать Миххана. Вырăн çинчен сиксе тăчĕ. Вăл ĕнтĕ хĕрĕх пиллĕке çитнĕ. Тепĕр хуçа пулсан, тахçанах хырăмне ӳстерĕччĕ. Михха унашкал этем мар. Пур ĕçе те хăй асăрхаса тăма хăнахнипе, яланах çул çинче, уçă сывлăшра çӳренипе тата çуран та нумай утнипе çамрăк чухнехи патварлăхне, йăрăлăхне упраса хăварнă. Хĕсĕк куçĕ кăна хăравçăланса вылять.
Михха хăвăрт тумланса тирпейленчĕ. Хускалнă чĕри ниепле те вырнаçайман енне, тарçисем патне тухиччен, кампа та пулин çывăх çынпа сӳтсе-явса лăпланас килчĕ. Анчах кампа-ши? Юратакан хĕрĕ Хусанта. Елĕкрех тăвăлнă чунне тарçисемпе ятлаçса кантаратчĕ. Хальхи самантра ун пек айкашсан тем кăтартĕç. Вара Михха çухалнă япала тупăннăн арăмĕ пуррине аса илчĕ.
Лукарье выртса тăракан пулĕме кĕрсенех, Михха çанçурăмĕ çӳçенче. Вырăнне пуçтарман. Пур кĕтесре те çӳп-çап. Хăй сапаланнă çуçĕ-пуçĕпех, аялти кĕпи вĕççĕнех сĕтел хушшииче ларать. Умĕнче сăра кăкшăмĕпе сăра кӳрки. Куç хупанкисем тăртаннă. Куçĕ путăннă. Питçăмарти хутламăн-хутламăн пĕркеленнипе халь ăна хĕрĕх икĕ çулхи хĕрарăм тесе никам каламĕ. Арăме ĕçкĕпе айкашнине Михха тахçанах пĕлнĕ, Пӳлĕмне кĕрсех кайманнипе ку териех тирпейсĕрленнине, пăсăлнине асăрхаманччĕ. «Çак сăрнай ман мăшăр-çке!» — йĕрĕнсе шухăшларĕ вăл.
Лукарье пуçне çĕклесе пăхрĕ, тутине кăшт чалăштарса куланçи турĕ.
— А-а... Михал Петрович... Килях... Мăшăру мĕнле пурăннине курас терĕн-и? Манманшăн тавтапуç. Уншăн пыллă сăра ĕçтерме тивĕç!
Михха хаяррăн кăшкарса пăрахрĕ:
— Пирĕн ура айĕнче çĕр çунать, эсĕ, сăрнай, ним сисмесĕр пурăнатăн!
— Çĕр çунать?! — ихĕлтетрĕ Лукарье. — Ан тĕлĕнтер, Михха, çĕр мĕнех-ши вăл... Вăт мăнастир тесен, чăннипех хăрамалла.
Кĕтӳ çулĕ çинчи часовнъăна вут тивертнĕ хыççăн манашкăсене каллех мăнастире вырнаçтарнă. Михха çавсем урлă игуменьйăпа паллашнă та халĕ ун патне час-часах кĕрсе тухать. Укçине те шеллемест. Арăмĕ çакăн çинчен астутарчĕ те. Анчах Михха ятлаçас-çапăçас вырăнне тӳртĕн каласа татрĕ:
— Санпа, сăрнайпа, йăваланса вăхăта ирттермеллеччĕ, тет-и?
Упăшки хур кӳнине Лукарье нумай тӳснĕ. Çаванпа йӳпсемерĕ. Хирĕç тавăрса хума та хăю çитерчĕ.
— Эсĕ манпа йăваланатăн-и вара? Аçа йытă вĕт эсĕ. Ытах тесен, сан пек сĕлеке çине суратăп кăна!.. — Лукарье чут çеç «мана сан йышши путсĕр çеç савман» тесе яраймарĕ. Тăнне-пуçне çухатманни инкекрен çăлса хăварчĕ.
Миххашăн арăмĕ мĕн калани те çителĕклĕ пулчĕ. Пырса хăлха чикки парасшăнччĕ, пурпĕр тăна кĕртес çуккине чухланăран ал сулчĕ кăна. Урăх ним чĕнмесĕр алăка шалтлаттарса хăварчĕ.
Лукарье малтанах хăй çĕнтернĕн сунса хĕпĕртенипе кулма хăтланчĕ. Упăшки ăш сăмах хушмасăр тухса кайни мăнаçлăхне хуçрĕ, пĕтĕм телейсĕр пурнăçне аса илтерчĕ. Ашшĕ-амăшĕ ăна юратман хусаха качча панă. Ăраскал пӳрнинчен ниçта пăрăнса юлма çуккине йăлтах ĕненсен, Миххана Юрама тăрăшрĕ. Лешĕ, савас вырăнне, арăмĕнчен ытларах вăрă-хураха хисеплерĕ. Лукарье чупĕ кӳтнине тӳсеймерĕ, пуçне сĕтел çине ӳкерчĕ. Макара-макăра юрă анрашрĕ:
Анне мана ӳстериччен
Хура тур лаша ӳстерес-мĕн.
Хура тур лаша устерес те
Пасартан пасара çӳрес-мĕн
Алкум вĕçĕнчи хурăнне,
Атте, ма лартрăн зс?
Нуша курас ĕмришĕн,
Анне, ма çуратрăн эс?
Аслă çул çинче лав нумай,
Мана ларма лавĕ çук.
Анне, мана ма çуратрăн эс,
Мана пурăнма ыр кун çук…
Ку сăвăна Мавра каласа юрланине аса илчĕ те Лукарье, чĕри картах турĕ. Хуйхă-суйхă пусарнă тĕлте çав карчăка вĕлерттернĕшĕн ырă кураймасть пек сунать вăл. Çитменнине, уншăн тамăк хуранĕнче çунмалла-çке. Мĕншĕн çавăн чухнех мăнастире каймарĕ-ши? Мĕншĕн Микула сăмахне итлесе юлчĕ-ши? Халиччен кĕлтуса çылăхĕ каçĕчче, чунĕ лăпланĕччĕ, Михха мăнастирти хĕрарăмсем патне çӳренине аса илсен, Лукарье чунĕ пушшех пăшăрханчĕ. Унта та ырри çук иккен. Пур çĕрте те ултав та ирсĕрлĕх. Тĕрĕсси, таси пĕртен-пĕр турă кăна. Лукарье иккунсем умне чĕркуçленчĕ. Куççулĕ витĕр кĕлĕ сăмахне пăшăлтатса сăх-сăхрĕ:
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...