Ĕмĕр сакки сарлака. 4-мĕш кĕнеке :: Пӗрремӗш пайӗ


— Трифун! — евĕклĕн чĕнчĕ Михха. Лешĕ каялла çаврăнса пăхсан: —Эсĕ юрлатăн-çке? Мĕне кура çав тери хавасланатăн? — терĕ.

Ытти чух вăл кучерпа калаçсах кайман. Халь сăмах хускатрĕ пулсан, чĕри вырăнта марри паллах. Куркалавă ун пеккисене Трифун. Çавăнпа ытарлă юптарчĕ:

— Çуркунне çывхарать, Михал Петрович. Кĕçех сĕм вăрман та качча каяс хĕр пек тумланĕ, чĕвĕлти кайăксем чĕрĕленĕç. Çутçанталăк илемне ытараймасăр юрласа ятам.

Тарçи çакнашкал сӳпĕлтетнине Михха нихçан та илтменччĕ. Шухăшĕнче мĕн пуррине пытарасшăн юри çуркуннене аса илмерĕ-ши?

— Çуркунне чăннипех пĕтĕм ӳсентăран ураланать. Ун чухне кирек камăн та кăмăле çĕкленет. Тата савăнма урăх сăлтав та пур.

— Мĕн-ши, Михал Петрович?

— Патшана вырăнтан сирпĕтнĕ, теççĕ.

«Ав, мĕн шĕкĕлчет сан чунна, сехмет!» — рехетленчĕ Трифун.

— Турă çырлахтăр, Михал Петрович! — хăраса ӳкнĕн эхлетрĕ вăл. — Тĕрĕс сăмах мар ку! Çĕр çинчи турра кам вырăнтан кăларма хăват çитерĕ? Патшасăр тĕнче тытăнса тăрас çук.

— Тĕнче пĕтесси темле те... Патшана кăларни тĕрĕсех. Тивĕç те. Çав сĕмсĕре пула нимĕçсем пирĕн çĕршыва килсе кĕчĕç. Шалалла талпăнаççĕ. Раççей халăхĕ аранах сывлăшне çавăрĕ.

— Апайтуру, сывлăшне çавăрма мар, Михал Петрович, вĕри куççульне тăкĕ. Тĕнче пĕтесси çинчен тахçанах калаçаççĕ. Çав тапхăр çывхарни паллах. Çветтуй турă, çветтуй хăватлă... Çырлахсам, ан пăрахсам, çылăха кенисене каçарсам. Хăвăн таса кил-çуртна кĕме тивĕç тусам... — ларса пынă çĕртех сăхха печĕ Трифун.

Кучерĕ хыпăнса ӳкни Михха сехрине хăпартре. Мĕншĕн-ха вăл кун çинчен пĕрре те шутламан? Тĕнче пĕтес чух вăрçăсем тухĕç, патшана вырăнтан сирпĕтĕç, тăван тăванĕ çине тапăнĕ тенине илтнĕ-çке. Нивушлĕ çав вăхăт çитрĕ? Нивушлĕ ĕмĕр тăршшĕпе ырма-канма пĕлми тăрăшса пухнă мул сая кайĕ? Михха чипер ларнă çĕртех тара ӳкрĕ. Тăлăпне хывса пăрахасшăнччĕ, урхамахĕ хытă юртнипе ура çине тăраймарĕ. Тăлăп çухавине сирсе, çăмăлраххăн сывласа ячĕ: «Çук, тĕнче пĕтмĕ-ха!» Анчах çав самантрах тепĕр хут канăçсăрлана пуçларĕ. «Патшана вырăнтан кăларни çинчен мĕншĕн каларăм-ши? Илтмен-илтменех пултăрччĕ. Бурлаксем патне çитсен шăтса хăварĕ те, тем курăн!»

— Акă мĕн, Трифун... — терĕ йăнăшне юсама тăрăшса Михха. — Патша вырăнта маррине татсах çирĕплетейместĕп. Суя сăмах çеç-и, тен? Раççей тăшманĕсем тем те шутласа кăларĕç. Эс ун çинчен ыттисем умĕнче сӳпĕлтетмессе шанатăп.

«Халăх хăлхине кĕресрен сехрӳ хăпрĕ эппин. Эп шарламасан та, каласа паракансем тупăнĕç», — ăшĕнче йăхлатса кулчĕ Трифун. Уççăн çапла хуравларĕ:

— Çын çинче сарса çуреме ырă сăмах мар. Эпĕ турра кăна кĕлтăвăп. Хăй халăхне ан пăрахтăр, патшасăр тăлăха тăратса ан хăвартăр.

Михха чĕри кăшт лăпланчĕ. Кучерĕ чĕлхине çыртасса ĕненчĕ. Ăна йăлтах хăй май çавăрма шутларĕ.

— Ельпох калатăп, эсĕ ăслă çынне, мана ырă суннине тахçанах чухлатăп. Нумай çул хушши тӳрĕ парăнса ĕçленĕшĕн тав тума та юрать. Ĕшĕте кайса килер-ха, сан валли уйрăм пӳрт лартса парăп, пăру туянтарăп. Авлан та — хăвăн йăву, çемйӳ пултăр. Вара иксĕмĕр тата çывăхланăпăр. Тĕрĕссипе, эпĕ те тăлăха тăрса юлтăм. Ĕлĕкрех, хуньăмпа ани пур чухне, вĕсене атте-анне вырăнне хисеплеттĕм. Вĕсем çĕре кĕнĕренпе никам çук манăн. Атя, иксемĕр тăванлашар та пĕр-пĕрне пулăшма тытăнар... — Кăшт чарăнса сывлăшне çавăрсан, шухăшне вĕçне çитерчĕ: —Çынсемпе ытларах явăçма тăрăш. Мĕн калаçаççĕ?.. Вара мана систерĕн.

Трифун тата ытларах ăнланчĕ: вунсакăр çул ытла татăк çăкăршăн ĕçлесе мул пухса пани сахал, чунĕпех сутăн илсе, хăй пек чухăнсене хирĕç тăратасшăн. «Ытла сахал пĕлетĕн иккен эсĕ мана, хуçа... Мул сĕнме те кая юлтăн. Эпĕ тарăхса пурăннине пӳрт лартса панипе çырлахтараймăн. Хĕн-хурта усранă тарçусем умĕнче явап тытнипе кăна пирĕн кăмăлсене тивĕçтерĕн».

— Ман ĕçе хакланăшăн тавтапуç, Михал Петрович. Шанăр, эпĕ ялайах сирĕн кăмăла тивĕçтерме, эсир хушнине тума тăрăшăп, — терĕ Трифун уççăн.

Çакăнпа вĕсен калаçăвĕ вĕçленчĕ. Михха тăлăп çухавине тăратрĕ. Трифун урхамаха хăваларах пачĕ. Кĕçех яла кĕчĕç.

Михал Петрович!

Михха каллех кăтăш пулнă çĕртен шарт сиксе вăранчĕ.

— Мĕн?..

— Упияра çитрĕмĕр. Урхамаха кăштах кантарăпăр-и е малаллă хавалăпăр?

Михха ун-кун пăхкаларĕ. Вĕсем чăн та урам хушшинче иккен. Ку ялтан тата çирĕм çухрăм каймалла. Урхамăха сывлаттармасан пушшех час çитеймĕн. Михха шучĕпе кĕçĕрех Атăлкассине таврăнмалла. Унччен Лаврский ĕлкĕрессĕн туйăнать.

— Антун патне кĕрер! — кучерне хушрĕ вăл. Трифун урхамахне кил хушши сарлакăш хапха умĕнче чарчĕ. Михха çуна çинчен сиксĕ анчĕ.

Антунпа арăмĕ ăна яланхи пекех пуç тайса кĕтсе илчĕç. Миххан пĕтĕм йывăçне кăçал çак мари кастарнă. Мольă хăвалассине те хăй çине илесшĕнччĕ. Пĕр çуркунне аппаланса та пăхрĕ. Марисем йывăç касма ытларах хăнăхнипе мольă хăвалама килĕшмерĕç.

— Килях, килях, Миккала тус!

— Салам, Антун тус! — алă пачĕ Михха. Хывăнăр-ха, Миккала тус. Çанталăкĕ сивех мар та, çулĕ вăрăм Шăнтăр пулĕ... Марук! — арăмне чĕнчĕ Антун. — Вăр-вартарах пул-ха, апат-çимĕç хатĕрле!

— Эсир унта ман кучера хăналама ан манăр! — астутарчĕ Михха.

Хуçа кучерĕ хутне кĕрсе сăмах хушни Антуна тĕлĕнтер-чĕ. Халиччен вăл ун çинчен аса илекенех марчĕ-çке. Анчах хуçан кăмăлĕ мĕн пирки улшăннине Антун ыйтса-туса тăмарĕ.

— Юрĕ, Миккала тус, — терĕ кăна.

Кил хуçи арăмĕ апат-çимĕç хатĕрлерĕ те, Миххана сĕтел хушшине лартрĕç.

— Ăшăтаканни парас-и?

— Мĕн пур?

Спирт тесшĕнччĕ Антун. Хĕлле вăрман хатĕрлекенсене панă чух сахал пытарса хăварнă-им! Анчах хуçине мĕнле пăлтерес-ха ун çинчен? Çук, кăтартас мар, ан тив, тӳрĕ çын тесе шутласа пурăнтăр.

— Мĕн пултăр? Хамăр юхтарни ĕнтĕ! — лавккаран илни çукшăн тарăхнă пек хуравларĕ Антун.

Самăкун ĕçме хăнăхнă Михха тиркешсе тăмарĕ. Пĕрер стакан йăвантарсан, хăйне канăç паман сăмахне куçарчĕ:

— Мĕнле пурăнкалатăр? Сирĕн енче самана пирки мĕн сас-хура пур?

— Кукă Микулай ырлăхĕпе ĕлĕкхи майлах. Сас-хура тенĕрен, кунта çĕнни нимех те çук. Вăрман хăлхаллă теççĕ те, вăрмана хыпарсем вăкăрпа килнĕрен, эпир ним пĕлмесĕрех пурăнатпăр.

— Патша пирки те ним илтмен-и вара?

— Илтмен-çке... Мĕскер-ши? — сасартăках çуйланчĕ Антун.

— Патшана вырăнтан кăларса çапнă.

Айтун чĕри кăртах турĕ. Вăл ыттисемпе пĕр танах патшана çĕр çинчи турă вырăнне хисепленĕ-çке. Ăна никам та вырăнтан кăларма е улăштарма пултараяс çук пек суннă.

— Ан калаç, Миккала тус!

— Çапла, Антун тус... Патша çук.

— Кукă Микулай, çăлсамах... — сăхсăхрĕ Антун. — Патшасăр мĕн йĕрки пултăр. Такам та пуçне çĕклĕ. Сирĕн ялти Микула йышши вăрă-хурахсем вăй илĕç те пурăнма ирĕк памĕç. Тăр-кăнтăрлах пуçа касĕç. Çаратса кайĕç.

Тусĕ канăçсăрланни Михха чĕрине те хускатрĕ. Вăл та Микуласем вăй илесрен хăрать çав. Пĕр ăраскаллă çын умĕнче ăшă мĕн çунтарнине уçса кăтартма та юрать.

— Малашлăх çинчен шухăшласан, хамăн та чун ыратать, Антун тус. Микула йышшисене турă сиртĕрех. Унашкалли сирĕн ялтă та пурччĕ пулас. Мĕн ятлăччĕ-ха çав.

— Кырли шайттан!

— Халь ăçта вăл?

— Тытса кайнăранпа сас-хура çук.

— Пирĕн енчи Микуланни пекех апла. Ку пит аван. Самана хушши пăлхавăр та, Раççей кĕтӳçсĕр сурăх пуласса ĕненес килмест. Питĕрте Вахăтлăх правительство туса хунă, теççĕ. Çавăн çинчен теплĕрех пĕлсе килме. Хусана кайрĕ-ха ман ваккат, Паян-ыран таврăнмалла. Пирĕн пата çитме тăрăш.Вăл пĕтĕмпех ăнлантарса парĕ. Анчах хамăрăн та çăвара карса ларас мар. Халăх çывăхнерех пулма тăрăш. Сăрнайсем мĕн шухăшлине маларах сисесчĕ.

«Халăх ним те мар вăл!» — теесшĕнччĕ Антун, сасартăках рейдра шыва тытса ывăтннине аса илнипе чĕлхи çине килнĕ сăмахне каялла çăтрĕ. Вара хуçине лăплайтарасшăн пек:

— Пирĕн халăх чиперех пурăнатчĕ-ха! — терĕ.

— Паян капла вĕсем, ыран темле. Тӳре-шарасем влаçа пуçĕпех хăйсен аллине иличчен сыхă тăмалла.

Çапла калаçкаласа ларсан-ларсан, Михха сехетне кăларса пăхрĕ те сĕтел хушшинчен тухрĕ.

— Ара, Миккала тус, ма çимерĕн?

— Пурте сĕтел çинче, пурте умра. Тăвтапуç! — Антунпа арăмне алă пачĕ Михха.

— Эккей ара... Çимеллеччĕ.

— Каялла таврăннă чух урхамаха сывлаттармалла кĕрĕп те ытларах ларăп, Марук тус. Халь васкатăп.

— Хăçан кĕтме хушатăн?

— Паянах, Марук тус. Йывăçа мĕнле йăвантарнине кăна кайса пăхатăп.

— Кĕмесĕр иртсе ан кай вара! —тесе юлчĕç Антунпа арăмĕ.

 

VIII

Ĕшĕтпе Элнет юханшывĕсем усал хуняма лекех авăк çилĕллĕ: хăвăрт тулаççĕ те хăвăрт чакаççĕ. Елкĕреймесен, пĕтем йывăç выртса юлĕ. Шыв чаксан, вуншар пин тăваткал чалăш йывăçа мар, пĕр салкка та юхтараймăн. Ĕçе курттăм илнĕ япала кая юлсан, укçи йӳнелет. Ахаль мар шыв туличчен йывăçа çыран хĕрринчен йăвантарма васкаççĕ ĕнтĕ Ĕнел çыннисем.

Ванюкăн çамрăк ушкăнĕ чи хĕрӳ ĕçре. Хăйсем шыва кĕрсе ӳкесрен те хăрамасăр пĕренесене анаталла ăсатаççĕ. Айккинелле тăрăннисене турта-турта шыва пăрахаççĕ. Унсăрăн çыран хĕррине купаланĕ те йăвантарма кансĕрлĕ.

Акă пĕр пысăк пĕрени пуçхĕрлĕ тăрăнчĕ. Ванюк пуринчен малтан пакурне лартрĕ те юрласа ячĕ:

 

Пирĕн инке пыл пекех,

Пирĕн инке çу пекех...

 

Кольăпа ытти çамрăксем пакурĕсене лартса юрра малалла тăсрĕç:

 

Идет ходом, водом,

Идет веселее...

 

Таврари сĕм вăрман ĕç юррипе янраса кăна тăрать.

Сантăр кунта — хуçи те, приказчикĕ те. Пурне те асăрхать, пурне те тиркештерет. Акă вăл тӳпенелле пăхрĕ. Хĕвел лăпăска ăвăс тĕлĕнче — кăнтăрла çитнĕ, Апатланма вăхăт.

— Ша-апа-аç! — терĕ вара пĕтĕм сассипе Сантăр.

— Шапаç! — шавларĕç ытти бурлаксем те.

Ĕç юрри татăлчĕ. Сĕм вăрман аранах чĕмсĕрленчĕ.

— Мĕн, эсĕ кукаçу кăшкăрнине илтмерĕн-им? — Ванюк тепĕр пĕренине тытма хăтлансан астутарчĕ Коля.

— Ара... Хĕрсе кайнипе апат çимеллине те маннă! — килĕшрĕ Ванюк.

Çыран хĕрринче хăмаран çапса тунă тăват-пилĕк барак. Вĕсенче бурлаксем пурăнаççĕ. Кашни баракрах вăрăм сĕтелсем, айккипĕ тенкелсем. Хутса ăшăтма тимĕр кăмакасем лартнă. Анчах ку ырлăха Михха бурлаксене шеллесе е тăхăрçĕр пиллĕкмĕш çулхи пек забастовка пуçарасран хăранйпе мар, урăх сăлтавпа туса панă. Çывăхри яла çитме ултă çухрăм. Ир-каç çӳресе бурлаксем ывăнаççĕ. Вăй-хал чакнă çынсен ĕçĕ те тухăçсăр. Миххан васкамалла. Тем пулсан та йывăçне ытти хуçасенчен маларах Атăл таппине кăлармалла. Кая юлсан пысăк тăкак. Çулла тиесе ăсатмалли йывăç кĕркуннене юлĕ. Ун чухне кун кĕскелет, çанталăк пăсăлать...

Энĕшкассисем кухня енчи барака вырнаçнă. Ванюкпа Коля, пакурĕсене тăратса хăварса, шала кĕчĕç. Маларах ĕлкĕрнисем вуншарăн çиекен тирĕке çăкăр тураççĕ. Ванюка яшка патне чуптарчĕç. Вăл каялла таврăнайнăччĕ — Михха тĕрлеттерсе çитрĕ. Тăлăпне хывса пăрахрĕ те ырă кăмăллине палăртасшăн апат пĕçерекен çĕре пычĕ.

— Яшка тутлă-и?

— Тутанса пăхăр, Михал Петрович, тути-масине хăвăрах чухлăр, — хуравларĕ кăшавар; апат пĕçернĕ çĕрте тыткалакан куркапа хуран тĕпне çавăрса ячĕ, унтан кашăкпа ăсса пачĕ.

Сивĕ çĕрте яшка вĕри пулман пек сунса-ши е тиркенине кăтартасшăн мар-ши, Михха вĕрмесĕрех сыпрĕ те пĕçернипе çăварне карса пăрахрĕ. Куçĕнчен тапса тухнă куççульне хĕскелесе типĕтрĕ. Ним чухлаймасан та хаваслăн ехлетрĕ:

—Ельпох калатăп, майсăр тутлă! Кун пек яшка çинине те астумастăп!

Хăйсем валли пĕçернĕ яшкана хуçа тутаннине курсан, бурлаксем хуллен йĕлпĕрсе илчĕç.

— Пĕр эрне çитерсе усрасчĕ сана, вара мĕн калăн?

— Арăмĕ килтен тухса тарать çав! Михха хĕрринчи барака кĕчĕ.

— Тăвансем, апачĕ тутлă пултăр!

— Эс каларăшле пултăр! Çиме лар! — терĕç пĕр саслăн бурлаксем.

— Хам та çапла шутлатăп. Хăш ушкăнне йышăнатăр-ши? — кулкаларĕ Михха.

Бурлаксем тĕлĕнчĕç. Хуçа нихçан та вĕсемпе пĕрле çимен. Çавăншăн тек никам та чĕнмерĕ. Сантăр кăна, хуçа умĕнче ырă ят илтме тăрăшса:

— Михал Петрович, хамăр пата килĕр! — терĕ.

— А-а... Александр Кузьмич унта-çке?

— Кунтах-ха. Юнашар ларăр!

Сантăр сиксе вырăн турĕ, кашăк тупса пачĕ.

Михха çавăнтах икĕ йĕкĕте асăрхарĕ. Пĕри лутрарах. Теприн çăлтăр куçĕ Михха чĕрине хумхатса ячĕ. Таçта курнă пек туйăнчĕ вăл ăна. Тавçăрма тăрăшнă май çакна аса илчĕ. Микула ывăлĕ кукашшĕ патĕнче ӳснĕ, аслашшĕ евĕр вăйлăскер, бурлакра çӳрет. Анчах вăл ăна çывăхран тĕл пулман.

— Ку кам ачи? — ыйтрĕ татăклах пĕлеймен пирки. Хуçа мăнукĕ çине çаврăнса пăхни Сантăр кăмăлне хăмла пек вĕçтерсе хăпартрĕ. Куна тахçанах кĕтнĕ. Хăй енчен сăмах хускатма çеç хăйманччĕ. Халĕ паллаштарма шăп вăхăт.

— Ман мăнук вăл.

— Ванюк-и?

— Çавă, Михал Петрович! — çирĕплетрĕ Сантăр. Михха куçĕ умне ирĕксĕрех пулни-иртнисем тухса тăчĕç. Акă ун патĕнче ахăр ĕçкĕ пырать. Хăй хĕрне çак ши çураçрĕ. Вăйă-кӳлăшăн мар, чăнласах хурăнташланасшăн. Микула тӳре-шара сыхлăхне сиресшĕн кăна айкашнă иккен. Тĕрĕссипе, ăна пĕтерме тăрăшнă. Ывăлĕ те ашшĕ майлах кăйкăр мар-и? Ав епле илемлĕ те маттур.

— Астăватăп! — терĕ ним калайман енне.

«Астумасăр, епле астумастăр пулĕ... Хĕрачуна çураçнă йĕкĕт-çке вăл», тесшĕнччĕ Сантăр, Михха çилленесрен хăранипе сăмахне ăша ячĕ. Çапах та мăнукĕ ун хĕрачине тивĕççине аса илтересшĕн Ванюка ырларĕ:

— Вăл пирĕн чи паттăр бурлак. Пĕр пĕрене çине тăрса Атăл урлă каçать.

Ванюк вăтаннă пек пулчĕ. Унтан та ытларах кукашшĕ ытти бурлаксене хур кӳнĕн туйăнчĕ. Вĕсен умĕнче айăпне сиресшĕн татса хучĕ:

— Кукаçи, кăлăхах мухтатăн! Пирĕн хушăра пĕр пĕрене çине тăрса Атăл урлă каçман çынна тупаймăн!

Мăнукĕн хуравĕ Сантăра кӳрентерчĕ, хăйне хисеплемен пек туйăнчĕ. Ятлама та хатĕрччĕ, кĕтмен çĕртен Михха хута кĕни пӳлчĕ. Лешĕ Ванюк пирки халь çеç шухăшлани тĕрĕсне ĕненчĕ: чăнах кăйкăр вăл. Миххан чĕри айне тахçанах хупăнса юлнă кĕвĕçлĕхĕпе курайманлăхĕ йăшăлтатма пуçларĕç. Анчах бурлаксем Ванюк сăмахне хапăлласа йышăннине сиссен усал кăмăлне пытарчĕ.

— Ванюкпа эпĕ те килĕшетĕп. Пирĕн Енел бурлакĕсене пĕрне хурласа тепĕрне ырламалла мар. Пурте паттăр та маттур, çавăншăн хамăн ĕçе урăх никама та памастăп.

Çакăнпа ăнсăртран хускалнă калаçу вĕçленчĕ. Михха турам яшкине тăват-пилĕк кашăк ăсса сыпрĕ те тути-масине чухлаймасăрах хырăмне сăтăркаларĕ:

— Ельпох та аван. Апатланни те нумаях пулмастчĕ, татах анчĕ.

Пичугов васкаса килчĕ.

— Михаил Петрович, эсир çитнĕ-çке! — терĕ сехĕрленсе те йăпăлтатса.

— А-а, Абрам Семенович... Ман приказчик мĕншĕн халăхпа пĕрле мар тесе пăшăрханаттăм. Ăçта çӳретĕн вара эс?

— Ĕç пăрахас умĕн кантура кайрăм. Эсир ма кĕмерĕр? Апат та пиçнĕччĕ.

— Абрам Семенович, ăнланман çын пек пакăлтатса ан тăрăр! Ма кантурта апатланмалла? Эп хам та бурлак. Маншăн кунти юр-вартан тутли ним те çук.

— Пулĕ те, — ним калама аптранăран килĕшнĕ пек пулчĕ Пичугов.

— Бурлаксен чашкинчен çиме эсĕ те ан тирке, Абрам Семенович. Тата акă мĕн: паянхи яшка тутлă та, ашĕпе кĕрпинĕ кăшт хушсан аванрах. Çапла мар-и, тăвансем?! — халăх еннелле çаврăнса чĕнчĕ Михха.

■ Страницăсем: 1... 6 7 8 9 10 11 12 13