Ĕмĕр сакки сарлака. 4-мĕш кĕнеке :: Пӗрремӗш пайӗ
Юмах ярса пĕтернĕ çĕре Клавьен улшăнмалли вăхăт çитрĕ. Кучерĕ килнине пĕлтерчĕç. Вăл. салтаксене тепре курнăçиччен ырлăх сунса хăварчĕ.
Киле таврăнсан, прислугине чĕнмесĕрех хывăнса выртрĕ. Куçĕ умĕнчен аманнă салтаксем те, Ванюк та нумайччен сирĕлмерĕç.
Ирхине вăрансан Клавье чунĕ эрленнине сисрĕ. Ун пекех мĕн сиксе тухрĕ-ши? Аван мар тĕлĕк курнă иккен. Гимназинче вĕренĕкен юлташĕсемпе «Хура кӳлĕ» çинче пек. Электрица ламписем çав тери нумай çуннăран кăнтăрлахи евĕр çап-çутă. Вĕрсе каламалли инструментсен оркестрĕ ташă кĕвви шăрантарать. Клавьесем конькипе ярăнаççĕ. Сасартăк курса тăракансем хушшинче Ванюк пуррине асăрхарĕ. Вăл хуçа ачисем пекех чаплă тумланнă.
— Хĕрсем, —хуллен чĕнчĕ Клавье хăйпе пĕрле ярăнакан юлташĕсенĕ — ав мана çураçнă каччă...
— Чăнах-к? Паллаштар-ха! — терĕç лешсем.
Вĕсем Ванюк умне çитсе чарăнчĕç. Йĕкĕт Клавьене палламан пиркн таçталла пăхкалать.
— Ванюк, сывă-и? — хаваслăн саламларĕ Клавье. Ал парасшăнччĕ — вăранса кайрĕ. Аллине чăмăртайманнипе эрленнĕ иккен. Ĕнер Ванюка тĕл пулнине аса илсенех чĕри ăшшăк вăркăшма тапратрĕ. Вăл ачашшăн та рехетленсе карăнчĕ. Хăрах урине хутлатса, икĕ аллине пуç айне хучĕ. Çук, çĕр каçса та ним улшăнман, çав-çавах чунтак-вартан юратать. Пĕр шухăшласан питех тарăхмал-ла. Клавье кăмăлласан, кам каччи парăнмĕччĕ-ши? Ахальтен-им кĕтӳпех явкаланаççĕ вĕсем ун тавра. Ванюк вак-тĕвек сутуçăн тарçи çеç те, çаврăнса пăхмарĕ... Клавье çавăктах пăсăлма хăтланнă кăмăлне сирме васкарĕ. Йĕкĕт хăю çитерейменни паллах. Уншăн Клавье хăй айăплă. Вăрттăнла выляма кирлĕ марччĕ. Тепринче йăнăшне юсĕччĕ те, ăçта тĕл пулмалла-ши?.. Ашшĕпе амăшĕнчен пытарса юратакан хĕрпе каччăсем мĕнле курнăçни çинчен çырнă кĕнекесене сахал мар вуланă Клазье. Анчах çав кĕнекесенчи ĕçсем ытларах çулла пулса иртеççĕ. Чăнах, хал ма çулла мар-ши? Хĕллехи сивĕре улах вырăн тупасси йывăр. Хăй патне чĕнсен мĕнле-ши? Килте вăл пĕртен-пĕр хуçа, мен шутланине пĕтĕмпех тума ирĕк. Пĕрле вĕрентекен хĕрупраçсемпе йĕкĕтсене пайтах пухнă. Çапах та ку урăх шут. Театра пыма чĕнсен? Хут çырса парас мар-ши? Спектакль курнă хушăра, уйрăмах антракт вăхăтĕиче, пурин çинчен те калаçма елкĕреччĕç... Çак тери тимлĕ шухăшĕ те хăвăрт сирĕлчĕ. Вăл Ванюк начар тумлине аса илчĕ. Улăштарса тăхăнмалли пур-ши? Ĕнерхи тумпа театр яхăнне ямеç. Тата перле вĕренекенсене мĕн калас? «Акă ман çураçнă каччă», — тесе култарас-и? Чи малтан ăна тумлантармалла. Вара таçта кайма та юрать. Клавье халатне хăвăрт уртса ячĕ, сĕтел хушшине кĕрсе ларчĕ. «Ванюк, каçкӳлĕм Хура кӳлĕ çине тухăр-ха. Унта сире паллакан хĕр кĕтсе илĕ», — тесе çырчĕ. Сехет çине пăхрĕ. Вĕренме кайиччен Ванюк ĕçлекен магазина кĕрсе хут татăкне тыттарса хăвармалăх вăхăт пур-ха...
Ăна пуринчен малтан Саша асăрхарĕ, Федьăна аякĕнчен тĕкрĕ:
— Куратăн-и, ĕнер Ванюка хăйпе пĕрле илсе кайнă хитре хĕр каллех килчĕ!
— Чăнах-çке... Тăхта, приказчик çук чухне хам пăхса ярам-ха. — Федя Клавье патне васкаса пыче. — Барышня, мĕн тайтарса пама хушатăр?
Клавье тӳрех Ванюкпа тĕл пуласса шаннăчче. Ун вырăнне урăх йĕкĕт калаçни эрлентернĕрен пĕр хушă ним шарламарĕ. Анчах капла тăни аван маррипе:
— Вăлча, — терĕ.
— Нумай кирлĕ-н?
— Пĕр кĕрепенкĕ.
Клавье Ванюк пырасса кĕтрĕ. Лешĕ çав-çавах çуккипе:
— Сирĕн кунта Ванюк ятлă çамрăк çын ĕçлетчĕ. Ăçтарах вăл? — тесе ыйтре.
Федя хыпарлама та хатĕрччĕ. Юлташне ятран асăнни вăлтма хистерĕ.
Ванюка паллатăр-и эсир? Хăвăр кам хĕрĕ?
Клавье малтанах çухалса кайре. Вăл кунта мĕн сăлтавпа çӳренине ку йĕкĕт тавçăрнăн туйăнчĕ. Çапах та хăйне хăй алла илсе лăпланчĕ те:
— Эпĕ эсир кам ачине ыйтмарăм-çке. Тата Ванюка палланипе палламаннинче сирĕн мĕн ĕç пур? — терĕ, кӳреннине палăртса.
Хĕр шăртланни Федьăн мăнаçлăхне тиврĕ.
— Барышня, — йĕкĕлтесерех чĕнчĕ вăл, — сирĕн йăласене чухлайманнипе нӳремсĕр сăмах персе ятăм-и, тен, ан çилленĕр. Ахăртнех, Ванюкăн хурăнташĕ мар-ши тесе шухăшларăм. Калаçма кăмăл çук пулсан, хăвăрăн ирĕк. Ванюк паян ирех çуралнă çĕршывнелле вĕçтерчĕ.
Клавье аллинчи муфтине кăшт çеç çĕре ӳкермерĕ. Урăх пĕр сăмах хушмасăр вăл алăк патнелле утрĕ.
— Барышня, барышня! Вăлчашăн укçа тӳлĕр, тархасшăн! — кăшкăрса астутарчĕ Федя.
Клавьен пит-куçĕ такам çупса янăн хĕмленчĕ. Çак тери нихçан та намăса кĕменччĕ вăл. Чĕтрекен аллипе муфтинчен енчĕк кăларчĕ, шутламасăрах укçа тыттарса хăварчĕ.
Муфтăран хут татăкĕ тухса ӳкнине курсан, Федя каласшăнччĕ. Хĕр ытла тĕлĕнмелле айкашни чарчĕ.
— Мĕн хучĕ вăл? —ыйтрĕ Саша, Федя урайĕнчен хут илнине асăрхасан.
— Халех пĕлетпĕр! — терĕ те Федя васкаса вуларĕ: «Ванюк, каçкӳлĕм Хура кӳлĕ çине тухăр-ха. Унта сире паллакан хĕр кĕтсе илĕ».
— Шел, Ванюк кайре... Хĕр ăна юратса пăрахни таçтанах паллă — хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ Федя.
— Кам хĕрĕ-ши?
— Кирек кам хĕрĕ пулсан та, маттурскер!
— Çырупа мĕн тăватпăр ĕнтĕ?
— Магазина тепĕр хут килсен тавăрса парăпăр.
— Ман шутпа, Ванюк патне ямалла. Ун ячĕпе çырнă япала, ун аллинех лектĕр.
— Кунашкал та юрать! — килĕшрĕ Федя.
IV
Дачнăй пуйăс Зеленый Дола çеç çитет. Ванюкăн тата вăтăр çухрăм утмалла. Хăш çулпа лайăхрах-ши? Марисен енĕпе тăршшĕпех сĕм вăрман. пКунта çил-тăман аптратмĕ те, — таврарах. Вăл хăвăртрах çитесшĕн. Вара сăрт енне каçма шутларĕ.
Атăл урлă хывнă тимĕр кĕпер тĕлĕнче Ванюк ахăлтатса кулса ячĕ. Ахăртнех, хăй намăса кĕнине аса илчĕтĕр. Ун чухне вăл вуникĕ çулхи ачаччĕ. Пуйăс килнине асăрхарĕ те чугун çул сăртне чупса хăпарчĕ, юпана ыталарĕ. Лешĕ хашлатса та чашлатса çывхарни ытла хăрушшăн туйăннипе тӳсеймерĕ — аллине вĕçертрĕ, сăрт айлăмнелле чикеленсе анчĕ.
Атăл урлă каçса Хурамалту ялĕ тĕлне çитерехпе Ванюка тепĕр асаилӳ тыткăнларĕ. Чугун çул сăртĕнчен чикеленнĕ чухне вĕсем ытти ачасемпе раштав юрри юрлама килнĕччĕ. Ирхи кĕлле кĕме чан çапсăнах хваттертен тухрĕç. Пĕр-пĕрне чăрмантарасран тĕрлĕ урамсене саланчĕç. Ванюкпа икĕ çул аслăрах юлташĕ пуçласа кĕнĕ килте карчăк кăначчĕ. Пурпĕр раштав юрри юрламасăр каясшăн пулмарĕç. Карчăк та вĕсемпе пĕрлех турăш умне тăрса кĕлтурĕ. Вĕçлесен, ачасене пĕрер пус тыттарчĕ. Сахалтарах та ĕнтĕ, пасарти пек хаклашма аван мар. Тепĕр килĕре пилĕк пус пачĕç. Тул çутăласпа шатрун пӳрте кĕчеç. Кунта ахăр ĕçкĕ пырать. Ванюксем именсе тăмарĕç, турех юрлама пуçăнчĕç. Сассисем уçă та янравлă. Пӳрт тулли хăна турăш еннелле пăхать, сăхсăхать. Юрласа пĕтерсен, Ванюксем праçник ячĕпе ырă сунма ĕлкĕрейнĕччĕ — сарлака сухаллă кĕрнек вырăсĕ:
— Тăхтăр-ха! — чарчĕ укçа кăларакансене, Ванюксем чăвашне тавçăрнăскер. — Василь Ваныч, хăвăр чĕлхепе юрласа кăтартăр! — тесе хушрĕ.
Вырăссем чăвашла юрланине пахаласа хаклăрах тӳлеççĕ тенине илтнипе кусем хаваспах килĕшрĕç.
— Паянхи кун хĕр ĕмĕртен малтан пуррине çуратать... Лешсем чăннипех тимлерĕç. Ванюксем чарăнсан татах сĕнчĕç:
— Юрлăр, юрлăр!
— Чăвашла юрлăр!
Ванюкпа юлташĕ пĕр-пĕрин çине пăхса илчĕç те ахаль юрă шăрантарма тытăнчĕç:
Мана Павăл илмерĕ, илмерĕ,
Пĕр пит хĕвел или-ха,
Пĕр пит уйăх или-ха.
Ман Павăла каякан, каякан
Курĕ халĕ нушине,
Курĕ халĕ хуйхине...
Ку раштав юрри маррине сиснĕ вырăссем чарас вырăнне татах юрлама хистерĕç. Чăваш юррисем çав тери килĕшрĕç вĕсене. Ванюксем ывăна пуçларĕç. Пĕр килте нумай вăхăт ирттернипе укçа пухас çуккине те манмаççĕ. Тепĕр хут ырă сунса пуç тайрĕç.
— Маттур, туршăн та маттур ачасем! — мухтарĕ сарлака сухаллă вырăсех. Кĕсйинчен виçшер тенкĕлĕх ик укçа кăларса тыттарчĕ. Ун хыççăн кам вунă, кам пилĕк пус пачĕ. Сĕтел хушшине ларма йыхăрчĕç, Ванюксем хăймарĕç. Вара вĕсене кукăль, хăпарту татăкĕсем парса тултарчĕç.
Ирхине те апатланман пирки вĕсен хырăмĕ питех выçнăччĕ. Аранах тăраниччен çийĕç ĕнтĕ. Çын курман хӳтĕ вырăн кăна тупмалла. Анчах урамра вĕсене кĕтмен инкек тĕл пулчĕ. Хапха умĕнче тем пысăкăш хура йытă тăра парать, Халь тулласа пăрахас пек шăлне йĕрнĕ. Ачасем хăраса ӳкрĕç. Пĕлнĕ пулсан килтенех тимĕр туяпа тухĕччĕç. Ĕнтĕ мĕн тумалла? Ванюк пĕр кукăль татăкне аякка ывăтрĕ, Йытă çав еннелле пăрăнсанах, Ванюксем тапса сикрĕç. Пурпĕр кӳршĕ киле кĕрсе ӳкеймерĕç. Йытă кукăль татăкне хыпса ячĕ те çитсе пӳлчĕ. Хайхискерсем тата тепĕр татăкне ывăтрĕç, аран кӳрше кĕме ĕлкĕрчĕç. Унтан тухнă çĕре йытă каллех кĕтсе тăрать. Ванюксем пур пек çимĕçне парса пĕтерсен тин, тăраннипе-ши, лешĕ хăпса юлчĕ.
Каçпа вĕсем пурте хваттере таврăнчĕç, укçисене шутларĕç. Ванюкпа юлташĕн вунă тенке яхăн пухăннă. Раштав юрри юрласа çӳрекенсем кун чухлĕ пухнине никам астумасть. Ыттисен виçшер-тăватшар тенкĕрен те мала мар. Çаксене аса илнĕ май Ванюк хăй тĕллĕнех ахăлтатрĕ.
Ку тĕлте юр ларман пирки çул тап-такăр. Утăм та хушăнсах пырать. Ик айккипе лартса тухнă чăрăш тураттисем çул ăçталла пăрăннине аякранах палăртаççĕ. Сайра хутра хирĕç е майлă пулакан лавсене Ванюк айккинелле пăрăнса ăсатать. Умра е хыçра никам курăнман чухне Миххапа вĕсен хушшинче нихăçан каçайми тĕпсĕр çыран пуррине, ĕнер хĕрĕпе тĕл пулнине асăнма та кирлĕ маррине мансах шухăшларĕ: «Мен тери хӳхĕм хĕр... Мĕншĕн тарават йышăнчĕ-ши? Çамрăк чух пĕрле выляни-кулнине, иксĕмĕр тантăшне аса илчĕ-ши?» Ванюкăн уншăн çеç мар теес килчĕ. Клавье ăна чăн та çураçнă каччă пек шутланине, юратнине ĕненесшĕн пулчĕ. Апла хăй те юратса пăрахрĕ-им? Çук. Ванюк кăна татăклах хирĕçлерĕ. Анчах пуянлăх кама илĕртмĕ, камăн чунне хавхалантармĕ?! Унăн ашшĕ-амăшĕ те пуян пулни, Миххапа тус-йышлă пурăнни çинчен кукашшĕсем тем чул та халапланă. Çак самантра Ванюк Анахвис кукамăшĕ пачах урăхла ăнлантарнисене мансах ашшĕне ӳпкелеме хăтланчĕ. Чăнах, çураçнă япала Клавьепе иккĕшне мăшăрлантарĕччĕç-и, тен? Ванюк хĕрпе паллашса калаçайманшăн хăйне хăй кӳренсе илчĕ.
Хирĕç янласа килекен шăнкравпа шăнкарма сассисем Ванюк пуçĕнчи шухăшсене сирчĕç, тăна кĕртрĕç.
Атăлпа вĕçĕ-хĕрри палăрми обоз килет. Кĕçех малти лавĕ Ванюк тĕлне çитрĕ. Кăмака пек çӳллĕ те мăнтăр лаша йывăр тиенĕ темле япалана тулхăра-тулхăра туртать. Мăйĕнчи шăнкăравĕ хурлăхлă сас парать. Лавĕ çинче хуçи ларать. Пуçĕнче мулаххай, çийĕнче туллатнă тăлăп, уринче пĕç кăкĕ таран çăматă. Ку тумпа вăл шартлама сивĕре те нăх тăвас çук. Унсăрăн мĕнле тата? Вĕсем Чулхуларанах тухнă-и, тен. Эрни-эрнипех çул çинческерсем, тĕрлĕ çанталăк кураççĕ. Халь çур енне кайнă хĕвел ăшăтса пăхнипе мулаххайсене тăратса çыхнă, тăлăп çухависене антаркă. Малти лав çинчен юрă илтĕнет:
Нейдет, нейдет мой ненаглядный,
Нейдет мой миленький дружок.
Которая роза расцветает,
Которая роза спосыхает,
То всяк старается сорвать.
То всяк старается стоптать...
Ванюк юлашки лавĕ иртичченех вырăнтан хускалмарĕ. Обоз темле пысăк пĕлтерĕше систернĕн кăмăлĕ татах çĕкленчĕ. Вара хăй те юрласа ячĕ:
Есть ка Волге утес, диким мохом оброс
От вершины до самого края...
Атăлкассине каçалапа çитрĕ. Ĕлĕкхипе танлаштарсан, кунта пысăк улшăну пулнине кирек кам та асăрхамалла. Йывăç çуртне вут тĕртсе çунтарнă хыççăн Мяхха çавра тăрăллă икĕ хутлă чул çурт лартнă, йĕри-тавра кирпĕч купаласа çӳллĕ хӳме çавăрнă. Хăма çуракан завочĕ те ĕлĕкхинчен икĕ хут пысăкрах. Çыран хĕрринче çурмалла йывăçсем, çурса хатĕрленĕ хăмасем купаланса выртаççĕ. Заводĕнче тыткăна лекнĕ ют çĕршыв салтакĕсем ĕçлеççе. Вĕсем пурăнакан барак та инçех мар. Пристань патĕнчи тырă амбарĕсен йышĕ те хутшăннă. Михха ĕçĕ сарăлса пынăçемĕн Атăлкасси те уснĕ. Елĕкрех кунта çитмĕл-сакăрвунă кил çеçчĕ, халь çĕр аллă патнелле çывхарать. Лявккасемпе чайнăйсем хутшăннă. Почта та туса лартнă.
Акă Ванюксем вĕреннĕ икĕ класлă шкул. Кунта ним улшăну та çук. Çурчĕ лутра, пĕчĕк. инçетрек пăхсан, çĕр çумне çыпçăннă тейĕн. Ванюкшăн вăл пурпĕр Тĕмшерти прихут шкулĕ пекех паха. Çакăнта вăл икĕ çул хушши вырăс ачисемпе пĕрле вĕреннĕ. Пуринчен ытла Сала вырăс ачипе — Васьăпа туслăччĕ. Килтен илсе пынă çлимĕçе яланах пĕрле çиетчĕç. Ăçта-ши вăл халĕ, ăçта-ши пĕрле вĕреннĕ ачасем?
Каçхи сивĕ шăнтса хытарма ĕлкереймен, хĕвел хертсе йăштарнă çулпа утма çăмăлах мар. Хăйăрлă юр çинче ура путать, çуна йĕррипе пушшех кансĕр. Тĕкĕр пек якалнă çĕрте ура шуçса шанк çеç ӳкетĕн. Ванюк, ывăннине туймарĕ те, Михха вăрманĕ патне çитнĕ çĕрелле пурпĕр тарларĕ. Пиншакне йӳле ячĕ, çĕлĕкне хăпартарах лартрĕ. Каç сĕмлĕхĕ хупăрласа килнипе вăрман тăрри тӳпе ăшнех кĕнĕн туйăнать. Çанталăк тӳлек, ниçта пĕр сас-чӳ илтĕнмест. Ванюк сасартăках ача чухне пулса иртнисене, хăй пăру пысăкăш ула йыта ӳстернине аса илчĕ. Куття ятлăччĕ вăл. Унпа таçта кайма та хăраса тăман. Кĕркунне куян хăвалатчĕç, хĕлле йыттине çунашка кӳлетчĕ те тăман кăларса вĕçтеретчĕ.
Тĕмшер шкулĕнче вĕреннĕ хыççăн Ванюкпа Анахвис Атăлкассинчи икĕ класлă шкула кĕчĕç. Вĕрентесшĕнех мар пирки кукашшĕ юриех хваттер илсе памарĕ. Çуран чупса ывăнсан, хăех вĕренме пăрахасса шанчĕ. Анчах Ванюк пуç усмарĕ. Юр çусанах йыттине кӳлетчĕ те, Анахвиспе иккĕшĕ ларса вĕçтеретчĕç. Атăлкассинче йытти кун каçиччен Ванюксене кĕтетчĕ.
Пĕррехинче, шкултан тухас умĕн, çил-тăман тапранчĕ. Вася хăйсем патне кĕрсе выртма йыхăрчĕ. Ванюкпа Анахвис килех çитме шутларĕç. Урам хушшине юр ларма ĕлкĕреймен пирки йытти халичченхи пекех çăмăллăн чупрĕ. Саларан та чиперех иртрĕç. Малалла кĕрт тарăнланса пынăçемĕн çуни пута пуçларĕ, йытти те ывăнчĕ. Ванюкпа Анахвисĕн çунашка çинчен анма тиврĕ. Вĕсем, маяксене асăрхаса, çултан çухалмасăр малалла утрĕç. Çанталăк тĕттĕмленсе пычĕ. Çил-тăман тата вăйлăрах ахăрма тапратрĕ. Пĕр-пĕринчен аташса юласран Ванюкпа Анахвис алăран алла тытрĕç, малаллах тапаланчĕç. Сасартăк çунашка туртса пыракан йытта тем пулчĕ, тăп чарăнса çăмне вирелле тăратрĕ. Унччен те пулмарĕ —айккинерех кашкăр ӳлени илтĕнчĕ.
Ванюк ытлашши сехĕрленнинех туймарĕ. Пĕр кашкăр çеç пулсан, ăна йытти тулласа пăрахасса шанать вăл. Иртнĕ хĕлле çеç-ха, Энĕшкассине пырса кĕнĕ кашкăра пăвса вĕлернине ялта пурте пĕлеççĕ. Кашкăр кĕтĕвĕ пулсан ыррине кĕтме çук вара. Пурнĕр йыттине ирĕке яни авантарах. Ванюк хăвăрт тăварчĕ. Пĕр аллипе çунашкана сĕтĕрчĕ, тепринпе йыттине ачашласа лăплантарма тăрăшрĕ. Инçех те мар тăват-пилĕк ĕмĕлке курăнчĕ. Вĕсем кашкăр кĕтĕвĕпе тĕл пулнине тавçăрчĕç. Кашкăр тавраш вутран хăрать тенине пĕлеççĕ-ха, анчах вĕсен шăрпăк çук-çке. Вилĕмрен хăтăлма пĕр май çеç: йытти кашкăрсемпе çапăçнă вăхăтра кунтан тапса сикмелле.
— Куття, вăси! — терĕ вара Ванюк.
Йытти малалла ыткăнса куçран çухалчĕ. Ванюк хăлхине вăл хаяррăн хăрăлтатнă сасă кăна кĕрсе юлчĕ.
Вĕсем Сала еннелле талпăнчĕç. Çиле май чупма çăмăл та, тĕллĕн-тĕллĕн юр тарăн хӳнипе кĕре-кĕре ӳкрĕç, çулĕ çаплипех кĕскелмест. Çитменнине, Анахвис йăлтах ывăнчĕ, юла пуçларĕ. Ванюк ăна хул айĕнчен тытса йăтрĕ. Юлашкинчен Сала курăнса кайрĕ. Ял хушшинче хăй çути пурри чун кĕртрĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...