Ĕмĕр сакки сарлака. 4-мĕш кĕнеке :: Пӗрремӗш пайӗ
— Ку урăх шут, Маруç. Çырăва чăн та маттур хĕр çырнă. Анчах савни мар, йăмăкăм. Эпĕ сана тиркенĕ тени те суя сăмах кăна. Сан пек хĕре мĕнле тиркĕн.
— Кай, йĕпĕслемесен те пырĕ! — Ванюка тĕксе хăварчĕ прислуга.
Хăйсем пурăнакан пӳлĕме кĕнĕ çĕре юлташĕсем Стенька Разин çинчен хунă юрра шăрантараççĕ.
Вот и помост перед Стенькой.
Разин бровью не повел
И наверх по ступенькам
Бодрой поступью взошел
Поклонился он народу,
Помолился на собор.
И палач в рубахе красной
Высоко взмахнул топор.
Ты прости, народ крещеный,
Ты прости, прощай, Москва!
И скатилась с плеч казацких
Удалая голова...
Юрă вĕçленсен, çамрăксем чĕмсерленчĕç. Кинокартнна курнăран ку юрă пушшех хӳмхантарчĕ. Тахăшĕ сăмсине нăш-нăш туртса илчĕ. Ванюкăн та куçĕ шывланчĕ, Анчах ун хурланни вăраха пымарĕ. Куçне ывăç тупанĕпе сăтăркаларĕ те çыру вулама пикенчĕ:
«Чунран-вартан юратакан шăллăм... Санран çыру илни темиçе кун та иртрĕ ĕнтĕ. Хам ниепле те ал çитерсе вăхăтра çыраймарăм, ан çиллен. Хăвах пĕлетĕн: çура хирĕç темле ĕç те пур. Ман тата икĕ хутăрпилĕх сӳс юлнă-ха. Çип çума, пир тĕртме пуçличчен арласа пĕтересшĕн. Çаплах улах ларатпăр. Самана хушши ытла тăвăрланса çитнипе выляс-кулас шухăшах çук та, ялпа пĕрле. Санран пĕр çул аслăраххисене салтака илеççĕ. Хăямат вăрçи чарăннине курса пулмарĕ ĕнтĕ... Ял хушшинче тата çакнашкал хыпар пур: тейĕр темиçе кунтанах Янаш Миххин йывăçне мольăпа хăвалама каймалла, теççĕ. Кăçал хакне те аван парать, теççĕ. Эсĕ те яла таврăнса Михха ĕçне кĕрĕшме кăмăл тумăн-ши? Ача-пăча хакĕпе çӳрени ял кулли кăна. Пурпĕр приказчике тухаймăн. Ку-каçу Михха ĕçĕнче хисепре. Сана та пĕчĕк хак хурас çук. Çапла, шăллăм, шухăшласа пăх... Халлĕхе урăх çырмаллиех çук. Эпир пурте сывах. Сана та турă сывлăх патăр. Кукамайпа Коля тата хам пысăк салам яратлăр.
Анахвис йăмăку».
Ванюк çыру вуланйне асăрхасан, ун патне Юлташĕсем пычĕç:
— Кам çырать?
— Савни-и?
— Чунран юратакан йăмăкăм çырать!
Йăмăк тенĕрен, кам пирки сăмах пынине çамрăксем тавçăрчĕç: Ванюк Анахвис çинчен сахал мар кала-кала панă. Çавăнпа вăл мĕн çырнине пĕлес килчĕ.
Ванюк хаваспах вуласа пачĕ.
Юлташĕсем пĕр хушă ним чĕнмесĕр ларчĕç. Анахвисăн сăпайлă та чунĕнчен çырнă çырăвĕ вĕсен чĕрисене йăлтах тыткăнларĕ. Ан тив, унта юрату çинчен асăнман та, кашни сăмахĕнчех ăшă туйăм пурри палăрать.
— Çук, Ванюк! — шăплăха сирсе чĕнчĕ Федя. — Тем каласан та, ку хĕр йăмăку çеç мар. Вăл санăн савни.
— Чăнах... — çирĕплетрĕ Саша та. — Çав тери пысăк кăмăлпа юратакан хĕр кăна çырĕ.
Юлташĕсем сӳпĕлтетни Анахвисе хур кӳнĕн туйăнчĕ Ванюка. Вара вăл чи малтанах Сашăна йĕпĕслесе тавăрчĕ:
— Хĕрсем мĕнле юратса çырнине эсĕ чухламалла ĕнтĕ. Саншăн Маруç ахальтен çунмасть. Анахвиспе иксĕмĕр эпир чăннипех те шăллĕпе йăмăкĕ. Урăхла шутланăшăн çилленме те хатĕр!
Çыру пирки хускалнă çăмаха урăх тăсас мар тесе, Ванюк хуткупăсне тытса юрласа ячĕ:
Есть на Волге утес, диким мохом оброс
От вершины до самого края...
И стоит сотня лет, только мохом одет,
Ни нужды, ни заботы не зная...
Ирхине вĕсем, яланхи пекех, будильник чăнкăртатнипе вăранчĕç. Çытарсене кăна пĕр-пĕрин çинелле ывăтмарĕç. Ванюк кунта юлмассине Федьăпа Саша каçах сиснĕ. Маттур юлташĕнчен уйрăлас килменнипе кăмăлĕсем пăсăлнă вĕсен, выляс-кулас шухăш çук. Пĕр-пĕринпе сăмах хушмасăр тумланса тирпейленчĕç. Ванюк хуткупăсне кутамккана чиксен, Федя тавçăрайман пек ыйтрĕ:
— Эс ăçталла тата?
— Киле.
— Ун пекех мĕн сиксе тухрĕ?
— Мĕнне хăвăрах чухламалла. Енер хуçасене çиллентернĕ хыççăн магазинта ĕçлеме май çук. Пирĕн унта Ĕнел халăхĕ бурлака кайма хатĕрленет. Сĕм-сĕм вăрман витĕр шĕлкесе юхакан шывпа мольă хăваланине курасче эсир! Мĕн чухлĕ илем, мĕн чухлĕ пархатарлăх! Хакне те лайăх параççĕ. Йăмăк тĕрĕсех çырнă, эпир, çитĕннĕ каччăсем, юпах тăкман çамрăксем пек йӳн хакпа ĕçлетпĕр, Пулă леçме кайсан, ку кӳсмексем мĕн туса пурăнаççĕ-ши çавăнта тесе кулаççĕ-и, тен?
Ванюк сăмахĕсем ыттисене те хумхантарчĕç. Вĕсем чăн та ача вырăнĕнче ĕçлеççĕ-çке.
— Эпĕ те Атăл ӳçăличчен çеç пурăнатăп кунта. Бара пĕр-пĕр пăрахут е баржа çине ĕçлеме кĕрĕп. Сана ырă кунçул сунатăп, чипер çитмелле пултăр! — терĕ те Федя Ванюка алă пама хăтланчĕ.
— Тăхта, ăсатма ан васка! Сирĕнпе пĕрле эпĕ те магазина пыратăп. Унта сывпуллашăпăр!
Пӳлĕме прислуга кĕчĕ. Çак вăхăтра çамрăксем кашня ирех тĕркĕшнине курма хăнăхнăскер, паян шăп ларнинчен тĕлĕннипе сасартăках ним калама аптрарĕ.
— Ну вăт... Эпĕ хатĕр. Ĕнтĕ çула тухма шанчăклă! — терĕ Ванюк. Алăк патĕнче прислуга тăнăран шӳтлесе илчĕ: — Шеремет, çитнĕ те-çке? Паян вут хатĕрлеме Саша юлать.
Тепĕр чух пулсан прислуга е хирĕçсе, е кулса тавăрĕччĕ. Ванюк кутамккине çакнине курсан пăшăрханчĕ:
— Маншăн кирек кам хатĕрлесен те çавах... Анчах эсĕ ăçта кайма пуçтарăннă?
— Çуралнă çĕршыва. Тăван Энĕшкассине. Сана, Маруç, вырăс юррисене вĕрентнĕшĕн тайма пуçăм!
— Юрă тени нимех те мар та-ха,.. —прислуга шухăшне вĕçлемесĕрех чĕмсĕрленчĕ.
— Ку вăл саншăн кăна çавăн пек туйăнать. Маншăн питех паха. Йĕркесĕр айкашни, ăссăрланни те пулчĕ-и, тен. Йывăра хурса ан пурăн. Качча тухса туй тунă чухне асăнса пĕрер курка сăра ĕç!
— Ху çилленсе ан кай. Çулу такăр та телейлĕ пултăр! — хурлăхлăрах сассипе хуравларĕ прислуга. Ванюк ал парсан тем каласшăнччĕ, карланкине йӳçĕ кумкка капланни кансĕрлерĕ. Магазинта хуçа арăмĕ ирхи апат валлн укçа шутлать.
— Устинья Минеевна, ман тӳпене ан парăр! — терĕ ăна Ванюк.
Хуçа арăмĕ ăнланман пирки чăр пăхрĕ:
— Ма тата?
— Эпĕ урăх ĕçлеместĕп. Сире çавна калама çеç килтĕм.
Хуçа арăмĕ эрленчĕ. Ванюк ĕнерхи сас-хурашăн тухся кайма шутланине тавçăрчĕ вăл. Ун çинчен каçхине упăшкипе сӳтсе-явнăччĕ те, ĕçе пултаракан, тӳрĕ те хăй чыслăхешĕн тăракан ачана кĕçĕн приказчика лартма килĕшнĕччĕ.
— Мен пулчĕ тата? — ытахальтен тĕпченçи турĕ хуçа арăмĕ.
— Мĕнне хăвăрах пĕлетĕр, Устинья Минеевна. Ĕнерхи ĕçсем хыççăн туртана кил еннелле çавăрмалли кăна юлчĕ.
— Ав мĕн?.. — кулсарах чĕнчĕ хуçа арăмĕ. — Ним маршăнах юнтарнă иккен. Эпир ун çинчен йăлтах маннă. Апла çеç те мар, Николай Анепадисовичпа иксĕмĕр сана кĕçĕн приказчик тăвас терĕмĕр. Кутамккуна пăрах та ĕçе тытăн!
Хураллашнине пăхмасăр Ванюка ырă сунаççĕ. Пытарма çук, приказчика ларас ĕмĕт пулнах. Кирек камăн та укçа ыталарах тупас килет. Чапне те курасшăн. Кĕçĕн приказчика шалу укçи уйăхне çĕр тенкĕ ытла тӳленине пурте пĕлеççĕ. Акă хайхи Анахвис мĕн таран тĕлĕнĕччĕ. Ванюк çакна та аса илчĕ: Клавье тепĕр хут килсе тухмĕччĕ-ши? Вара ăна ятран чĕнĕччĕ те, Ванюка лешĕ мĕн калĕччĕ-ши? Анчах иккĕленни вăраха тăсăлмарĕ. Хуçи выçланнипе çынсене улталас йăла мăй таранах йĕрĕнтернĕ. Йĕркешĕн кăна нӳремлĕ хуравларĕ:
— Ăш сăмахăршăн тавтапуç, Устинья Минеевна. Пур-пĕр килелле утма лекет!
Ку ĕнте хуçа арăмĕн мăнкăмăллăхне хуçрĕ. Чăнах, хăйне лайăх тума шутланине йышăнман çын мĕне кирлĕ? Кĕçĕн приказчика ларасшăн çунакансем паянах лавĕпе тупăнĕç. Сассине улăштарчĕ хуçа арăмĕ:
— Хăвăн ирĕк!
Ванюк юлташĕсем патне пычĕ.
— Вăт ĕнтĕ сывпуллашма вăхăт. Çилленсе ан юлăр. Тепĕр чухне кирлĕ-кирлĕ мар сăмахсем перкелешрĕм-и, тен, каçарăр.
— Эпир пĕр-пĕрне кӳренмелле, каçармалла мар ĕç нимĕн те туман. Савăннă кăна. Урăх курнăçайăпăр-ши?
— Сăртпа сăрт тĕл пулмĕç, çынпа çын тĕл пулĕç тенĕ ваттисем.
— Тем пекехчĕ. Анаталла кайма тӳр килсен, пирĕн ял тĕлне пĕлетĕн.
— Эсир те Атăлкасси еннелле çитсен, Энĕшкассине кĕрсе тухăр. Сыв пулăр!..
— Телей сунатпăр!..
Ванюк алăк патнелле утрĕ. Кăмăлĕ хурланчĕ. Кирек мĕн каласан та, вĕсем — пĕр чăваш ачипе икĕ вырăс ачи — пĕр ĕçре, пĕр сĕтел хушшинче апатланса хĕл каçнă. Шӳтленĕ, кулнă, сивĕ сăмах каламан. Пĕрле пухăнса вырăссен юррине юрласа киленнĕ. Халь ĕнтĕ ĕмĕрлĕхе уйрăлаççĕ-и, тен...
Тĕрĕссипе, Ванюк каçах каясшăнччĕ, Кукашшĕпе кукамăшĕ тата Анахвис валли кучченеç илесшĕн хуçа хваттерĕнче ытлашши çĕр ирттерчĕ. Çав шухăшпа вăл, çула май галантерея магазинне кĕрсе, икĕ çитсă тутăр, май çыххи, çăкăр сутакан лавккара пĕр кулач туянчĕ. Вокзала çитсен вăрахах кĕтме лекмерĕ, кĕçех дачнăй пуйăс çине ларчĕ.
III
Клавье чĕри тăвăллă çил хускатнă çулçă пек хумханса юлчĕ. Анчах пăшăрханма е хуйхăрма вăхăт çук. Госпитальте дежур тăракан юлташне улăштармалла, аманнă салтаксем табак, хут, конверт тата темтепĕр çавăн йышши япаласем илсе пыма хушнă. Клавье хăвăрт апатланчĕ; Вара гимназие çӳрекен тумтирне улăштарса тăхăнчĕ те кил хушшине тухрĕ. Таврăнма ĕлкĕрнĕ лавне каялла çавăрчĕ.
— Йĕкĕте аван ăсатрăн-и? —çула май кучерĕнчен вăлтса ыйтрĕ Клавье.
— Мĕн ăсатманни ăна! Эсир кăмăллинчен питех телĕннĕ, апăршук. «Халь эпĕ кĕрсе тухнă кил-çуртра камсем пурăнаççĕ?» — тет.
— Эсĕ мĕн каларăн?
— Михаил Петрович Янашов пуранать. Сана çавăн хĕрĕпе, Клавдия Михайловнăпа, юнашар ларма телей килчĕ терĕм.
Хĕр савăнчĕ. Юлашкинчен те пулин вăл камне йĕкĕт пĕлнĕ. Çак самантрах ăна курас килчĕ. «Паллаиă хыççăн мĕнле йышăнĕ-ши? Мĕн калаçĕ-шн?» Анчах сăлтавсăр çӳрени аван маррипе тата, ан тив, хăй тĕллĕн чухне пуçне ватса пăхтăр тесе, Ванюк ĕçлекен магазина кĕмесĕрех иртсе кайрĕ. Госпиталь хапхи умĕнче чарăнчĕç. Клавье çула май сутăн илнĕ япаласене йăтса вестибюле кĕрейнĕччĕ, палатăран тусăмĕ тухрĕ.
— Çитрĕн-и?
— Ийя, Соня! — Клавье çавăнтах Ванюкпа тĕл пулни çинчен каласа тĕлĕнтересшĕнччĕ, тусăмĕ пăшăраннине асăрхасан, ку шухăша сирчĕ. Çуйланса ыйтрĕ: —Мĕвле унта? Пурте шĕкĕрех-и?
— Пĕр-ик сехет каярах куçне хупрĕ...
Ятне асăнмасан та кам пирки сăмах пынине Клавье тавçăрче. Йывăр аманнă вырăс ачи пурччĕ. Çирĕм çулта çеçчĕ. Клавье ăна темиçе çыру та çырса панă. Килтисем хăй патне янă çырăвĕсене те вуланă. Час-часах чунран юратнă, вăл сываласса кĕтсе пурăнакан хĕрĕнчен çыру килетчĕ те, итленĕ чухне, хăй тапранаймасан та, куçĕ ĕмĕтлĕн çиçетчĕ. Ĕнтĕ ĕмĕрлĕхех сӳнчĕç çав куçсем. Ун пирки пĕчĕк хут татăкĕ çырса пĕлтерĕç те, ашшĕ-амăшĕн, чун савнă хĕрĕн чĕрисем çурăлсах кайĕç. Клавье питçăмартийĕ тăрăх куççуль кăлтăр кусса анчĕ. Госпитальре ĕçлеме пуçланăранпа аманнă салтаксем вилнине тем чул курнă та, пурпĕр хăнăхса çитеймест. Кашниншĕнех чунĕ хурланать. Уншăн ăна тăрăхлакаланă та. Халь те вăл йăшса тăнăран:
— Мĕн пулчĕ сана? Каллех макăратăн мар-и? —терĕ тусăмĕ.
— Çын-çке вăл... Мĕнле тӳсĕн?.. — вилле ăсатнă чухнехи пек сăхсăхрĕ Клавье. Вара хушса хучĕ: — Эсĕ кай ĕнтĕ.
— Чипер юл, тусăм.
Палатăна куççуль юхтарса кĕме юрамасть, аманнисен кăмăлĕ пăсăлать. Вĕсене хăвăртрах сывалма пулăшас йăлапа чĕрене тем ыраттарсан та палăртмалла мар. Клавье куççульне шăлса типĕтрĕ, пит-куçне хуйхă сăрĕ çапнипе çапманнине тĕрĕслесшĕн тĕкĕр çине пăхрĕ.
Палатăра темле суранпа выртакан та пур. Авă, пĕрин хăрах ури татăк. Теприн икĕ ури те чĕркуççи таранах çук. Ав, тата хăрах алсăрри. Унпа юнашаррин куçĕ юхса тухнă. Шăлĕ-çăварĕ саланни те пур. Амансанах: «Маншăн вăрçă пĕтрĕ ĕнтĕ» тесе савăннисем те пулнă-и, тен? Суранĕсем юсанса пынăçемĕн нумайăшĕ фронтринчен те пысăкрах хуйха кĕрсе ӳкнĕ. Куçсăр çыннăн мĕн пурăн-ни? Урасăр е алсăр çын арăмĕпе ачисене кăна тарăх-тарĕ...
Аманнисем хушшинче патшана, вăрçа ылханакансем те сахал мар. Анчах сассисем вĕсен халлĕхе хăюсăррăн илтĕнеççĕ. Клавье çаксене пурне те чухлать. Вĕсен шухăшĕсемпе пĕтĕмпех килĕшмесен те, вăрçа кураймасть. Вăй-халĕ çитнĕ таран аманнисене пулăшма тăрăшать. Салтаксем те, вăл пуян çын хĕрне мансах, ун умĕнче кăмăл-шухăшне пытармаççĕ. Халĕ те акă Клавье кĕрсенех чĕреленчĕç:
— Клавдия Михайловна, ырă кун сунатпăр!
— Сывлăхусем мĕнле?
— Каласа янисене илсе килтĕр-и?
— Мĕнле кантăр?
— Ой, тăвансем... Эпĕ канмалăх ывăнман. Ун пирки сăмах хускатни те килĕшӳсĕр. Мĕн хушнине пĕтĕмлех илсе килтĕм! — тесе хĕр кама табак, кама хутпа конверт пачĕ.
— Клавдия Михайловна, вăрçă пирки мĕн хыпар пур? — яланхи ыйтусене пачĕç аманнă салтаксем.
Аманнисем вăрçă чарăнасса кĕтнине ăнланать Клавье. Анчах мĕн каласа çырлахтармалла? Вăрçă пирки хăй те патша стройне хӳтĕлекен хаçатсем сарнă хыпар тăрах е урамри халапсем урлă кăна пĕлет-çке. Фронтра пысăк улшăнусемех çук пулас. Анчах нимĕçсене Рăççей çĕршывĕнчен хăваласа яричченех çапăçмалла тесе шавлаççĕ.
Çапла тем вăхăтран, тухтăрсем хушса хăварнине пурне те тусан, çыру ярас текенсене çырса парсан, аманнисен чĕрисене кăштах та пулин çемçетсен, халлĕхе урăх нимле пулăшу та кирлĕ маррипе Клавье хăйсен пулĕмне тухрĕ, кĕнеке тытса ларчĕ. Кĕçех экзаменсем пуçланаççĕ. Ку таранччен лайăх вĕреннĕ япала кая юлас килмест. Вăл госпитальте ĕçлеме хăнăхнăçемĕн тухтăр пулас пиркя татăклах шутланă. Чир-чĕрлĕ çынна пулăшу парассинчен, сыватассинчен пархатарлă ĕç урăх çук. Анчах Клавье тем пекех тăрăшсан та вулаймарĕ. Куçĕ кĕнеке çинче, шухăшĕ — Ванюкпа. Е вăл, пысăках мар ача, хуткупăс каласа ашшĕпе амăшне ташлаттарать, е ашшĕ каланипе хай хĕрачапа ытармалла мар илемлĕ ташлать. «Мĕн ятлăччĕ-ха çав хĕрача?.. Анахвис...» Клавье хăй кĕвĕçнине туйрĕ. «Халь Ванюк çавăн савнийĕ мар-и? Мĕншĕн тата паçăр нӳремсĕрле алăка хупса хăварчĕ?..» Ĕнте пушшех вĕренес çуккине ăнланчĕ хĕр. Каллех палатăна таврăнчĕ.
— Клавдия Михайловна, юмах ярса памăр-ши?
— Чăнах, Клавдия Михайловна — кăмăллăн ыйтрĕç аманнă салтаксем.
Клавье кашни килмессеренех е халăх хушшинче çӳрекен халапсене, е кĕнекерен вуласа пĕлнине каласа панă. Паян акă пуçа ним те пырса кĕмест.
— Мĕн юптарса парас-ши сире? — терĕ вăл, чăннипех те аптраса çитнĕскер.
Ан тив, кунта ĕмĕрлĕхе уксах-чăлах е сĕм-суккăр пулса юлнисем пур та, çав хăрушă инкеке самантлăха та пулни манасшăн-и, тен, чĕрене килентермелле юратусем çинчен итлесшĕн.
— Егор Урван пурнăçĕ мĕнлеччĕ-ха?
— Ийя, Клавдия Михайловна, князь хĕрĕ вилĕмрен мĕнле хăтарнăччĕ-ха ăна?
Аманнисем юмах итлеме хатерленсе шăпланчĕç.
Патша Кавказри халăхсене парăнтарма янă çарта Егор Урван ятлă казак паттăррăн çапăçнă. Аичах ăна пĕррехинче персе амантаççĕ те, вăл лаша çинчен ӳксе юлса тыткăна çакланать. Кавказ княçĕ казакран вырăссен çарĕ ăçтине тата унăн йышне пĕлесшĕн асаплантарса тĕпчет. Пурпĕр ним каламан казака тарăн алтнă шăтăка пăрахаççĕ. Ку шăтăкран вăл князь ыйтăвĕсем çине тĕрĕс хуравласан кăна тухма пултарĕ. Чĕлхине çыртсан, çавăнтах çĕре кĕрĕ.
Егор Урвана князь хĕрĕ юратать, ăна вăрттăн апат-çимĕç пырса парать, вăй-хăват пухма пулăшать. Вара пĕр тĕттĕм каç вĕрен ярса шăтăкран кăларать. Казакпа пĕрле князь хĕрĕ хăй те вырăссен енне каçать.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...