Ĕмĕр сакки сарлака. 4-мĕш кĕнеке :: Пӗрремӗш пайӗ


— Ним те кирлĕ мар, йăмăкăм.

— Апла мар-ха, шăллăм. Кашни япалан хăйĕн майĕ пур! — Анахвис йывăç тирĕк илсе пӳртрен тухрĕ. Кĕçех мăйăр тултарса кĕчĕ. Тӳрех Ванюк патне пычĕ — Шăллăм, кунта катса ларма вăхăт çук, улаха каймалла. Тултар кĕсйӳне!

— Мĕн, ара, эсе! Мăйăр катса çӳреме праçник-им халь!

— Шăллăм, шăллăм... Эсĕ мана праçник пирки хаклă парне патăн-и? Йӳç кăшман ан пул ĕнтĕ, чик хăвăртрах. Эпĕ мăйăра Кольăпа иксĕр ятнех татнă.

— Ман тӳпе пур тени савăнтарать. Çакăншăн кăна кăштах çуйланатăп: Юман Паттăрăн кĕсйи шăтăк мар-ши? Ман валли тирĕк тĕпĕнче те пулин хăварĕ-ши? — шӳтлерĕ Коля.

— Чумари юлташ, ан хăра. Санран та юлĕ-ха кунта! — терĕ те Ванюк ывăçлама чарăнчĕ.

— Ма чикместĕн? Коля сӳпĕлтетнинчен именетĕн-и?

— Кĕсъесем тулчĕç, йăмăкăм.

— Апла тесен юрĕ хуть! Анахвис тирĕке Коля патне йăтса пычĕ. — Ку пĕтĕмпех сан валли!

— Рехмет, аппаçăм! —çур тирĕк мăйăра асăрхаса эхлетрĕ Коля.

Мăнукĕсем Ванюкпа тăван пек пурăнни Улянăна яланах килентернĕ. Паян Ванюк парне илçе килни куçне пушшех шывлантарчĕ. Амăшĕсем вĕсене туслă тăвасшăн сахал ĕмĕтленнĕ-им? Халь курсан мĕн тери савăнĕччĕç! Анчах Улянăна канăçсăрлантараканни те пур. Ват куçĕ сăнама хăнăхнăран, юлашки вăхăтра Анахвис улшăннине, унăн Ванюка хисеплени тăванлăхшăн çеç маррине сиснĕ вăл. Каччин çеç ку туйăм пурри палăрмасть. Вăл паян та хăйне хăй яланхи пекех тыткалать. Тата Сантăрсем хăйсене килĕштерменни чăрмав кӳрессине те пĕлет Уляна. Тепĕр чухне хĕрпе каччăна юнашар лартса уççăн калас шухăш та пур унăн, пурăна киле Ванюкăн чĕринче те юрату туйăмĕ çуралса çитĕнессе шаннă пирки тӳсет.

— Ара, хĕрĕм... Ванюка сĕтел хушшине лартмасăрах илсе каятăн-и? — хыпăнса ӳкрĕ Уляна.

— Уй, кукамай, йӳç кăшманах çав эпĕ! йăлтах маннă. Шăллăм, лар-ха! Халех апат-çимĕç хатĕрлетĕп!

— Йăмăкăм, ан чăрман. Пирĕн васкамалла. Тата эпĕ килтен çисе çеç тухрăм.

— Çын выçă çӳрет-ши?

— Чăнах, Уляна аппа. Эпĕ ют çын мар, хырăм выçсан ыйтсах илĕп.

Анахвис çырлахрĕ. Кукамăшĕн кăмăлне çавăрасшăн:

— Шăллăм тĕрĕсех каларĕ. Вăл именсе тăмалла мар, — терĕ.

Уляна та ăнланса килĕшрĕ.

— Хăвăр пĕлĕр те... Ӳпкелемелле ан пултăр.

— Çук. Çук, Уляна аппа. Ырă суннăшăн тавтапуç. — Çавăнтах Ванюк Коля еннелле çаврăнса чĕнчĕ: — Эсĕ мĕн туса ларатăн? Ма пуçтарăнмастăн?

Кольăн та вĕсемпе пĕрле каяс килет. Аппăшĕпе Ванюка кансĕрлесрен хăрать.

— Эпĕ кайран çитетĕп. Ман хăрах çăпатине тирсе пăрахасчĕ.

— Лӳпперленсе ан ĕçле, вара хăвăртрах ĕлкĕрĕн! — ăс пачĕ Ванюк.

Урамра Ванюкпа Анахвис алла-аллăн тытăнчĕç. Пĕрле чухне çамрăксен кăмăлĕсем яланах çĕклевлĕ. Атăл ларнăранпа та пĕр-пĕрне курманскерсем, кĕçĕр тĕл пулнипе пушшех савăнчĕç.

— Ну, эсĕ килте мĕнле пурăнтăн? — ыйтрĕ Ванюк, хăй çинчен паçăрах каласа панă пек шутласа.

— Мĕнле пурăннă-ши? Ир тăнă та кĕнчелеççи çине ларнă. Кĕнчелеççи пăрахсан вырăн çине йăваннă. Çапла кун иртнĕ те çĕр иртнĕ. Кĕçал эпĕ вунсакăр хутăрпилĕх арланă. Çип çума вăхăт çитиччен тата икĕ хутăрпилĕх арласшăн. Вара çирĕм хутăрпи пулать. Ултă тăрăх пир тăвасшăн.

Хăшпĕр хĕрупраçсем хĕл каçиччен вун-вуникĕ хутăрпилĕх арлаççĕ тенине илтнĕ Ванюк. Çирĕм хутăрпилĕх арланине илтмен те, пурпĕр ытлашши тĕлĕнмерĕ. Йăмăкĕн алĕçĕ ӳссе пынине тахçанах сăнанă вăл.

— Вăт, ман пурнăç çавнашкал кĕнчелеççи çинче иртнĕ. Улаха тухсан, эс çуккишĕн тунсăхлаттăм. Шăллăм çакăнта хуткупăс каласан, юрлама та çăмăлтарахчĕ тесе ĕмĕтленеттĕм.

Ванюкăн чĕринче юрату туйăмĕ пулсан, хĕрĕн сăмахĕсем ăна çырлахтармĕччĕç. Вăл ахăртнех: «Эсĕ мана хут-купăс пирки кăна аса илеттĕн-и?» — тейĕччĕ. Тăванла кăна пăхма хăнăхнăран кунпа та киленчĕ. Анахвисăн шухăшĕ вĕçленнине сиссен:

— Ялта мĕн хыпар тата? —терĕ.

— Ытлашши нимех те çук тесен те тĕрĕсех, шăллăм. Пĕтĕм нуши вăрçă пирки. Кăçалхи ӳтĕре пĕр венчет, пĕр туй тунине кураймарăмăр. Ватăла пуçланă хĕрсен чĕрисем çунса кăмрăкланчĕç-и, тен? Çул иртет, каччăсем вăрçăра. Нумай пулмасть-ха Мичук Микулипе пĕчĕк Сергей Сахарĕн вилнĕ хут килнĕ. Ав, тата санран пĕр çул кăна аслисем салтака каяççĕ.

— Кама-кама илнĕ?

— Лаврене, Саняна, Марккине, Йăкăната, Ваççука та-та Кĕркурие. Çĕрĕн-кунĕн юрлаççĕ....

— Çапла... Хусантан таврăннă чух яла кĕрсен хам та илтрĕм... — хуйхăллăн сăмах хушрĕ Ванюк.

— Мĕн вăрçă тухнăранпах çынсене килтен хăвалаççĕ. Вунсаккăртисенчен пуçласа хĕрĕх пилĕк çула çитиччен — пурне те. Ялта уксах-чăлахсем çеç тăрса юлчĕç ĕнтĕ. Вăрçă тăсăлсан, сирĕн çулхисене те килте усрамĕç. Иçмасса, вĕçĕ хăвăртрах пултăрччĕ. Çавăн пирки хулара мĕн калаçаççĕ?

Паçăр кукашшĕ умĕнчи пекех Ванюк ним хуравлама аптрарĕ. Анчах Питĕртен тухса çĕршыв таврăх сарăлмă ĕлкĕрнĕ сас-хура ун хăлхине те пырса кĕнĕ. Хыпарлама сассине пĕчĕклетрĕ:

— Пĕлетĕн-и, пирĕн Раççейре влаç патшара мар, Çĕпĕрти лаша вăрри Гришка Распутин аллинче пулнă, теççĕ. Патша майри, ăна хăйĕн еркенĕ туса хунă хыççăн вăл ун урлă темтепĕр айкашнă: министрсене, генералесене, чиновниксене улăштарнă. Князь таврашĕсем çакна тӳсеймесĕр Распутина вĕлерсен, патшапа майри, урăх ним хуйхă-суйхă, вăрçă та çук пекех, çав эсремет пирки ытларах шухăшлаççĕ, тет, «Пирĕн тус-йыш çухалнă... Турă ан пăрахтăрах ĕнтĕ... Леш тĕнчене куçнă тус-йышăмăр та саншăн турра кĕлтăвать, çавăнпа вăл пире тата çывăхрах пулса тăчĕ... Анчах унăн кăмăллă та лăплантаракан сассине пушшех илтес килет» тесе çырать, тет, майри патша патне.

Анахвис патшана нихăçан хисеплемен. Çапла ӳстернĕ ăна. Кукамăшĕ вĕсене вăрттăн чухне, никам умĕнче шарламалла мар хытарса, патшан, унăн йыттисен ирсĕр йĕркисем çинчен тем чул ăнлантарнă. Патша стройĕн «тивлетне» Анахвис хăйĕн çурăмĕ çинче те тӳснĕ. Станувуй саламатпа çапнине виличчен манмĕ. Патшана кăларса сирпĕтнине е вĕлернине илтсен те çав чух тейĕччĕ. Ванюк каласа кăтартни таса та айăпсăр хĕрĕн кăмăлне пăтрантарчĕ. Вăл ирĕксĕрех айккинелле сурчĕ.

— Ах, турă, çавсене.., Мĕнле тĕнче туссе тăрать-ши?! Çынсем çаплах çĕр çинчи турă вырăнĕнче шутласа кĕлтăваççĕ-çке вĕсене!

— Çавăншăн самана хушши лăпкă мар. Хусантан тухиччен темиçе кун маларах çеç трамвай çинче ларса пыратăп та, виçĕ салтак кĕрсе офицерпа городовоя хăваласа кăларса ячĕç. Алафузов заводĕнчи рабочисем забастовка тунă теççĕ.

— Раççейри лару-тăру лăпкă марри салтаксен çырăвĕнчен те палăрать. Хăвах астумалла, вăрçă тухсанах нимĕçсене çĕнтерме ним те мар пек, çĕлĕкпе çапса ӳкерес пек çыратчĕç. Вара сутăнчаксен хăтланăвĕсем çинчен хыпарла пуçларĕç. Халь кашни çырурах салтаксем ывăнса çитни, чунĕсем килелле туртăнни палăрать. Шел, ман анне тата сан аçупа аннӳ пурăнмаççĕ. Вĕсем пире пĕтĕмпех ăнлантарçччĕç. Эпир хаваспах вĕсемпе пĕрле кĕрешĕ-ве хутшăнăттăмăр.

Уляна мăнукĕсене амăшĕпе Микуласен ĕçĕсене хисеплеме вĕрентнĕрен Анахвис шухăшĕсене кирек хăçан та тĕлленĕрех, çивĕччĕнрех уçса пама хăнăхнă. Ку Ванюка тепĕр чухне тĕлĕнтернĕ, тепĕр чухне çухатса янă. Уляна каланисене вăл та чĕрине хума хăтланнă. Анчах кукашшĕпе кукамăшĕ ашшĕсен ĕçĕсене киревсĕр пек витерме тăрăшни ăна нихăш еннелле те татăклăн куçма ирĕк паман. Çавăн пиркиех вăл хĕрĕн кăмăлĕ май каяс вырăнне ку калаçăва вĕçлеме васкарĕ.

— Атте-аннесем пулсан çаплаччĕ тĕ, çук вĕсем. Эпĕ сана Хусанти пĕр тĕлпулу çинчен каласа пама ĕлкĕреймерĕм-ха.

— Чăнах-и? — амăшĕсене аса илнипе йыварланнă кăмăлне сирсе чĕрĕленчĕ Анахвис — Кала атя, эпĕ итлетĕл.

Ванюк сасартаках кулса ячĕ.

— Ма кулатăн?

— Тӳсме çук, йăмăкăм... — ахăлтатсах хуравларĕ Ванюк. — Пĕлетĕн-и, Хусанта Клавьепе тĕл пултăм.

Анахвисе тахçан илтнĕ ят пек туйăнчĕ. Çак самайтрах тавçăрайман пирки тĕпчерĕ:

— Кам Клавйи вăл?

— Сехмет хĕрне маннă-и вара? Пĕчĕккĕ чухне пĕрле катаччи чупнăччĕ-çке?

Анахвис чунĕ кӳтрĕ. Вăл катаччи чупнине мар, Ванюкпа Клавьене çураçнине, вара иккĕшĕ таçта кайса çухалнинĕ, ку хăйне питех пăшăрхантарнине, Энĕшкассине таврăнсан çуна çинчен ансанах килнелле чупнине аса илчĕ. Çавăн чухне амăшĕ: «Ачам, эсĕ те ман пекех телейсĕр пулатăн-и?» — тенĕччĕ. Анчах хăйне хăй хăвăрт алла илчĕ.

— Вара мĕн турăр?

Ванюк ним пытармасăр каласа пачĕ.

Анахвис чĕри тепле, ăнланмалла мар сисчĕвленчĕ. Сехмет хĕрĕ Ванюка хăйпе юнашар лартни, тараватлă йышăнса пианино калаттарни ирĕксĕрех шанманлăха кĕртсе ӳкерчĕ. «Нивушлĕ ман шăллăма манман вăл? Нивушлĕ çураçнă каччă тесе пурăнать? Енчен шăллăм палланă, Хусанах юлнă пулсан, мĕн хăтланĕччĕç-ши?..» Анахвнсен Ванюк кăмăлне вĕçне çитиех пĕлес килчĕ.

— Уй, шăллăм... Эс ăна юратса пăрахмарăн-и? — шӳтленĕн вăлтрĕ вăл.

— Эпĕ юратнипе юратманни ним те мар! — хĕрĕ мĕн шутлине тавçăрайман енне персе ячĕ Ванюк.

— Эс ăна юрататăн та, вăл сана юратнипе юратманнине чухлаймарăн-и? Çапла-и?

Ванюк сасартăках тăна кĕчĕ, Анахвис сехмет хĕрне курайманнине мĕнле маннă вăл?

— Тепĕр тесен мĕн тума кирлĕ пире Клавье тени! Хусанти пурнăç пирки сăмах хускатнă май кăна каларăм. Вĕсем çăва патне чикеленсен те шел мар.

Анахвис чуне аранах лăш пулчĕ. Çавăнтах вăл, мĕн-шĕнне ăнланмарĕ те, вĕрн шыва чиксе кăларнăн тарланине сисрĕ. Йăлтах тăнăçлансан, Ванюкăн сăмахне васкаса çирĕплетрĕ:

—Тĕрĕс, шăллăм, çăва патне чикеленччĕр вĕсем. Пирĕн çул вĕсеннипе мар! — Сантăрсен тĕлне çитнине асăрхасан хушса хучĕ: — Хуткупăсна кĕрсе илмĕн-ши? Унсăр юрлани йăлăхтарса çитерчĕ.

— Халех! — килĕшрĕ те Ванюк чупса кайрĕ.

Кĕçех хуткупăсне çакса тухрĕ. Утнă çĕрте шӳтлесе ыйтрĕ:

— Паçăр эпир сехмет хĕрĕ пирки ахалех кăмăла пăсрăмăр. Ку ăнсăртран сиксе тухнă тĕлпулу кăна. Хусанта чухне мана пачах урăххи канăçсăрлантаратчĕ.

— Мĕн-ши тата?

— Хăвăнах тавçăрмалла.

— Çук, Тавçăраймастăп, шăллăм.

— Апла каласа памах лекет.

— Тархасшăн, шăллăм, каласа пар.

—Хусанта пурăнса йăмăк туйĕнчен тăрса юлмарăм-ши тесе канăçсăрланнăччĕ.

Ĕнтĕ Анахвисе Ванюк темшĕн шанман пек туйăнчĕ. Анчах кӳренес вырăнне рехетленчĕ: Клавье çинчен сăмах хускатса хумхантарнăшăн хăйне тарăхтарас килчĕ.

— Тăратса хăварасси те инçех марччĕ, шăллăм. Анахвис суйманнине тĕрĕслесшĕн йĕкĕт куç айĕн пăхрĕ.

Каç тĕттĕмĕнче сăнама май çукран уççăнах тĕпчерĕ:

— Тата мĕн тытса чарчĕ?

— Ачине салтака илсе каяççĕ.

— Кам-ши вăл?

— Йăкăнат, ара. Мăйăр, питшăлли ыйтса йăлтах хăшкăлтарчĕ.

Ванюк халь те каччăпа хĕре тĕвĕлекен туйăм пуррине сисмерĕ, çапах пуçламăш хут уйрăлма лекесси çинчен шухăшланипе пăшăрханчĕ. Чăнах, камран начар хĕр вăл? Мĕншĕн унăн чунĕ савакан каччи пулмалла мар? Йăкăната та хурлама çук. Пуринчен ытла ялта ăна Ванюкран урăх никам çĕнеймест. Ашшĕ-амăшĕсем юр-варлă пурăнаççĕ. Сасартăк йăмăкĕпе йăкăнат хушшинчи сас-хура ырă-та-туллă пек туйăнчĕ. Тĕплĕрех ĕненесшĕн:

— Мăйăрпа питшăллине патăн-и вара? — терĕ. Йăкăнат хăй хыççăн чупнине Анахвис тĕрĕсех каларĕ.

Анчах кăмăлĕ нихăçан ун еннелле туртăнман, çавăнпа кашнинчех шӳтлесе кăна ирттернĕ. Ванюк пăлханнине сиссе аллине çăтăр чăмăртарĕ, — лăплантарма вăхăт.

— Памарăм çав. Ман икĕ шăллăм пур, çавсене кирлĕ терĕм. Качча каясси пăхса курăнмасть-ха. Хăçан та пулин ку инкек сиксе тухсан, мĕн тумаллине пуринчен малтан иксĕмĕр сӳтсе явăпăр. Килĕшетĕн-и?

— Хаваспах, йăмăкăм.

Çапла чĕрисенче мĕн пуррине йăлтах уçса пĕр-пĕрне пĕлтернĕ хыççăн çамрăксем чемсерленчĕç. Ванюк хуткупăсне туртса ярĕччĕ, салтак ачисем пур чухне ахаль йĕкĕт урам тăрăх хуткупăспа кĕрлеттерсе çӳрени аван мар.

Улах мунчи патнелле çывхарнăччĕ ĕнтĕ, хăй çути пач сӳнчĕ. Унччен те пулмарĕ, алăк уçăлса хупăнни, мунча умĕнче тĕркĕшçе ӳкни, çуйхашни илтĕнчĕ.

— Йăкăнат, мĕн тăватăн?!

— Ан хăтлан!

— Е эсир çеç салтак-им?!

— Ан лĕрке!

— Ах тур, çавсене... Салтака каяссипе сăмсисене хăрушла каçăртнă, ытти ачасене улаха тухма памаççĕ. Канăçлă арлама çук, яланах Йăкăначĕ пуçлать, — тарăхса сăмах хушрĕ Анахвис.

Ванюк хуткупăсне хĕре васкаса тыттарчĕ.

— Эс мĕн тăвасшăн?

— Ачасене амантасран хăрушă! Анахвис сехĕрленчĕ, Ванюка чарма тăрăшрĕ:

— Ан çыхлан çавсемпе. Хăвна çапса пăрахĕç! . — Курăпăр!

Ванюк мунча умне кĕчĕ. Улăм сулли уçă пирки тăваттăн-пиллĕкĕн тĕрмешни аванах палăрать. Камне кăна тĕшмĕртме хĕн. Айĕнче выртакансене çиелти чăмăрĕпе патлаттарать. Ку Йăкăнатне пĕлчĕ Ванюк. Сирсе пăрахма та нимех марччĕ, çапăçтарса ярасран сыхланса тĕккелесе эхлетрĕ:

— Мĕн айкашатăр эсир?

Йăкăнат сиксе тăчĕ, тӳрех кăкăртан çулса илчĕ.

— Лĕрке, ман çума çыпçăнма мĕнле хăйрăн? — Чăмăрне сулса ячĕ.

Ванюк аллине ярса илме ĕлкĕрчĕ.

— Эй, шеремет... Ытла та куштанланнă-çке эсĕ? Чарма кĕнĕ çынна та тӳпелесшĕн. Салтака чипер тухса кайма юрамастчĕ-ши? — шӳтлесерех каларĕ те Ванюк, пĕр аллипе кăкăрĕнчен, тепринпе пиншак çинчен çыхнă пиçиххий энчен тытса, ал вĕççĕн çĕклерĕ.

— Юман Паттăр! — йăлăнуллăн чĕнчĕ Йăкăнат, камне тин тавçăрса. — Каçар, эпĕ сана паллайман!

— Ахă, шеремет... Çĕрте выртакансем камне те чухлаймарăн-и? — тавăрса хучĕ Ванюк. Мунча умĕнчĕн йăтса тухрĕ, тарăн юр çине тăрăнтарчĕ. Лешĕ пашт çеç кĕрсе выртрĕ. — Вăт сана çапăçу! —Хăй тĕллĕн калаçа-калаçа юрпа витсе хăварчĕ. Ăшĕнче: «Ку сана Анахвис хыççăн чупнăшăн», — тесе шухăшларĕ.

Хăйне ислетесрен хăранăччĕ Йăкăнат. Юр айне варни темех мар. Намăсĕ намăс та, иртĕ-ха. Тупмалла мар çĕре пытаннă пек, хускалмасăр выртса юлчĕ.

— Юман Паттăр килнĕ!

— Юман Паттăр! — шавларĕç мунча умĕнчисем, пиншакĕсемпе сăхманĕсем çинчи çӳп-çапа, юра шăла-шăла.

Ванюк мунча умне таврăнчĕ.

— Ну, шереметсем, пурнăç мĕнле? Аяк пĕрчисем шĕкĕр-и? — пурте ура çинчине курса шӳтлерĕ Ванюк.

— Эпир çапăçман. Кăштах куç хупмалла выляссипе туха-туха ӳкрĕмĕр!

— Апла тесен мунчана атьăр.

Çамрăксем кĕпĕртетсе кĕчĕç. Кунта пăч-тĕттĕм. Ним сас-чӳ çук. Ванюк шăрпăк кăларса тивертрĕ. Мăрьесĕр лăмпа чул çинче ларнине асăрхасан, хăвăрт çутса ячĕ. Хĕрупраçсем, улакуракран хăранă чĕпсем пек, сентре çинче тершĕнсе лараççĕ.

— Вăт шереметсем! Вăт маттурсем! Мĕнле вырнаçнă эсир унта? — кулса ячĕç йĕкĕтсем.

Хĕрупраçсене аранах чун кĕчĕ. Ванюк пур чухне никам та ашкăнаймасса шанаççĕ вĕсем. Пурпĕр шӳт май каймарĕç, кӳреннине уççăнах палăртрĕç.

— Çăварĕ ăслăрах пулсан кăмакана та выртаттăмăр!

— Чăнах, вĕсем çеç салтака каяççĕ-ши?

— Ман аттепе пичче виçĕ çула яхăн вăрçăра ĕнтĕ!.

— Пирĕн те çавах!

Хĕрупраçсем саксем тăрăх ларса тухрĕç. Каччисем те кĕтес тупрĕç. Ванюк ура çинче пĕчченех тăрса юлчĕ. Юнашар ларма сĕнес шутлă хĕрсем те пурччĕ — хăймарĕç. Хуткупăсĕ çуккине асăрхасан:

— Ванюк, мĕншĕн хуткупăсна хăвартăн?

— Хуткупăссăр юрланипе сасăсем сĕрмен урапа пек чĕриклетекен пулчĕç! — терĕç.

Ванюк хуравлама ĕлкĕриччен Анахвис кăнĕ.

Хĕрупраçсем каллех шакăлтатса илчĕç:

— Ав, хуткупăсĕ камра иккен!

— Эпир ма йăмăкĕсĕрех çӳрет ку йĕкĕт тесе тĕлĕннĕччĕ!

Çакăнтах Анахвисе чĕнчĕç:

— Хампа юнашар кил!

— Кунта лар!

— Халех, тусăмсем! — Анахвис хуткупăса Ванюка пачĕ. Сăхманне хыврĕ, тутăрне салтрĕ те сентре çине пăрахрĕ. — Куратăп, тусăмсем, сирĕнпе юнашар вырăн çук. Çакăнталлах хĕсĕнес пулĕ! — текелесе, сентре пусми çине ларчĕ.

■ Страницăсем: 1... 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13