Йăмраллă ял :: Пĕрремĕш пай
Иккĕшĕ те вĕсем ахăлтатса кулса ячĕç.
— Чакартăм-и вара? — ыйтрĕ Ятман.
— Чакармасăр. Эпĕ тахçанах ватă хĕр пулнă ĕнтĕ!
— Ну, апла эппин çирĕм иккелле çитетĕр пулĕ, — хальхинче кулмасăр каларĕ Ятман.
— Каллех пĕлеймерĕр, — терĕ Липа уçă саслăн. — Эп çирĕм виççĕ те тултарнă ĕнтĕ...
— Чăнах-и?
— Мĕншĕн суяс?
— Шутларăм çавăн пек пулĕ тесе!
— Хăвăр миçере? — хăйĕнчен ыйтрĕ Олимпиада.
— Пĕлĕр! Эсир хăвăр каламарăр-çке...
— Пĕлетĕп. Эп начар юмăç мар. Çирĕм улттăра! — терĕ вăл çавăнтах.
— Тĕрĕс! Э, эсир çынна пĕрре пăхсах пĕлетĕр иккен. Пултаратăр та.
Вĕсем çапла камăллăн калаçса лашине анаталла май юрттарчĕç. Грави сарнă çул тăрăх трантас çăмăллăн пырать. Çулăн икĕ енĕпе лартса тухнă йывăçсем район центрнех кĕрсе çухалаççĕ. Сылтăм енче Ятман халиччен курман пысăк çĕнĕ çуртсем курăнчĕç.
— Вăл пирĕн кăçал çеç туса петернĕ комбинат, — терĕ Липа.
Район центрĕнче вĕсем, лашине колхоз хваттерне хăварса, иккĕш икĕ еннелле уйрăлса кайрĕç — агрономăн райисполкома хăпармалла пулчĕ, Ятман Атăл хĕррипе райком çурчĕ патнелле çул тытрĕ.
Райкомра ăна пĕрремĕш секретарь Камышин йышăнчĕ. Коридорпа иртсе пынă çĕртех вăл Ятмана палласа илчĕ те, хăйĕн кабинетне чĕнсе кĕртсе, унпа нумайччен калаçса ларчĕ.
— Ну, мĕнле ĕçсем унта, Атăлкассинче? Эпĕ эрне ытла пулман ĕнтĕ, — терĕ вăл, фронт çинчен тата мĕнле аманни çинчен тĕпĕ-йĕрĕпе ыйтса пĕлнĕ хыççăн.
— Ним те калама пĕлместĕп, лару-тăрупа паллашса çитмен-ха, — тĕрĕссине каларĕ Ятман. — Ĕнер пуху пулса иртрĕ. Кудрявцев фронта кайса килни çинчен отчет туса пачĕ.
— Илтсеттĕм ун çинчен, — терĕ секретарь. — Ăна ĕнтĕ халь пур ялсенче те отчет тутарăпăр-ха. — Çавăнтах вăл Ятмана ăнсăртран ыйту пачĕ: — Эсĕ члена кĕнĕ пуль ĕнтĕ?
— Пĕр çулталăк ытла парти членĕ, — терĕ Ятман.
— Юрать, ку ĕç питĕ лайăх, — тем аса илесшĕн куçĕсене мăч-мăч хупрĕ Камышин. — Апла эсир миçен пултăр-ха? Левентей, Куçма, Кабир, эсĕ... Тăваттăн, Тогаев юлташ! Пиллĕкмĕш çын та пулать пек те-ха, рекомендацисем пухса çитереймен курăнать.
— Кам вăл? — интересленчĕ Ятман.
— Кудрявцев хĕрачи, звеньевой...
— Э, Укахви пулĕ-ха?
— Çавă, çавă. Комсомол организаци секретарĕ. Ăна илетпĕрех, маттур хĕрача. — Унтан вăл Ятман тем ыйтма тăнă çĕртенех ăна пӳлсе каласа хучĕ: — Çынсем фронта тухса кайнă хыççăн сирĕн унта виçĕ колхозĕпе те пĕр партгруппа çеç тăрса юлнăччĕ. Халĕ ĕнтĕ пуçламăш парторганизаци тăватпăр. Эсĕ мĕн ыйтасшăнччĕ? — терĕ вал, телефон пăтне кармашса.
— Манпа пĕрле пĕр агроном ларса килчĕ, вăл комсомолка-и е партире тăрать-и?
— Кандидат. Вăл учетра кунта тăрать пулас-ха. Ăна сирĕн пата куçармалла.
— Малашне те пирĕн патăрта ĕçлет пулсан, паллах, учетра та пирĕн организацирех тăмалла, — савăнса каларĕ Ятман.
Хăйĕн пирки сăмах хускатма, вăл именчĕ, секретарь те ăна ĕç парасси пирки пĕрре те шутламан пек туйăнчĕ. Ара, мĕнле ĕç хуштăр-ха халех вăрçăран аманса таврăннă çынна? Камышин, ун шухăшне пĕлнĕ пекех, аманнă ура мĕнле тӳрленсе пынине, госпитальте мĕн чухлĕ выртнине ыйтса пĕлчĕ. Уйрăлас умĕн вара аллисене Ятман хулпуççийĕ çине хурса çапла каларĕ.
— Эс тăван çĕршывшăн çапăçса аманнă, пирĕншĕн ылттăнран хаклă çын. Сана тӳрех ĕçе кӳлетпĕр, Тогаев, çавăнпа санпа курнăçса калаçасшăнччĕ те. Эпĕ хам сана Атăлкассинче парторга суйлама сĕннĕ пулăттăм. Мĕнле пăхан кун çине?
— Пултараяс çук, секретарь юлташ, — тавăрчĕ Ятман.
— Пултарасси пирки сăмах пымасть. Эпир ĕлкĕрнĕ таран пулăшма тăрăшăпăр. Халăх пур çĕрте те лайăх, ертсе пыма кăна пĕл.
— Маншăн ытти ĕç те тупăнĕ-çке... пĕчĕкреххи.
— Тен, урăх ĕç парăпăр. Çапах та чи малтан кун пирки шутла. Эс хăюллăрах пул, ан хăра. Çынсемпе ытларах çыхăнсан, хăвăн çине шанса тăрсан, ĕç каять. — Вăл Ятман патĕнчен пăрăнчĕ те сĕтел сунтăхне уçса унтан темле çыру кăларчĕ. — Каларăм-çке-ха сана тӳрех ĕçе кӳлетпĕр тесе. Акă сана малтанлăха пĕр ĕç паратпăр. Ку çырăва сирĕн ялтан çыраççĕ, — вăл çырăва Ятмана тыттарчĕ. — Атăлкасси çыннисем промысла эртелне хупнăшăн вăрçма пăхаççĕ. Вырăнта тĕрĕсле: кирлĕ-и вăл эртел е кирлĕ мар-и? Тен, чăнах та ăна пĕтермелле пулман? Вăрçă енчен илсе пăх: тăшманпа çапăçас ĕçре пулăшма пултараймĕ-и çав эртел?
Ятман кунта киличченех эртел çинчен шухăшлатчĕ-ха, хăй вăрçăра пулнă чухнех тăван ялĕнчи эртел пысăк пулăшу парасса ĕмĕтленнĕччĕ. Акă халь вăл эртел ĕçлемест тенине илтрĕ те тĕлĕнсе кайрĕ. Мĕншĕн ĕçлемест? Хăçантанпа ĕçлемест? Анчах Камышинран çавăн пирки тĕплĕн ыйтса тăма именчĕ, ялтан тин çеç килнĕ, коммунист, эртел хупăннине те пĕлмест, тейĕ. Ялта пурин çинчен те ыйтса пĕлĕп-ха тесе, Ятман алăкран тухрĕ..
Тогаев Камышина чылайранпа пĕлет, хăй комсомол организацийĕн секретарĕ пулнă вăхăтра Камышин ун патне комсомолецсен пуххине те пынăччĕ. Аслă, пуçаруллă çын, хăйĕн ĕçне лайăх пĕлет, ыйтусене хăвăрт татса парать. Ятман вăл шухăшласа тăнă хушăра куçĕсене мăч-мăч хупнине аса илчĕ те хăй тĕллĕнех кулса ячĕ «Ĕçĕ çавăн пек, вăрахчен шухăшласа ларма юрамасть, çийĕнчех решени йышăнас пулать, çавăнтан пулса кайнă ĕнтĕ ку йăла», — терĕ вăл.
Колхоз хваттерĕнче ăна паçăртанпах агроном кĕтсе ларать-мĕн. Вăл Ятмана ӳпкеленĕ пек каларĕ:
— Э-э, эс, каччă, хĕрсене кĕтес вырăнне вĕсене ху кĕттеретĕн иккен. Аван мар-çке капла...
— Сирĕн умăрта айăпа кĕтĕм, Олимпиада Осиповна. Райкомра сăмах-юмах вăрăма кайрĕ, — терĕ Ятман. — Эсир мĕнле, ĕçсене пĕтертĕре?
— Эпĕ паçăрах пушаннă. Каяр хăвăртрах, — терĕ Липа.
Часах вĕсен трантасĕ Атăл хĕрринчи йышлă тумхахсемпе ланкашкаллă çулпа анаталла кăлтăртатрĕ. Тилхепе тытса пыракан Липа лашана хăваламарĕ те, лаши килелле ахалех, çăмăллăн юртрĕ. Халь ĕнтĕ Ятман хĕрачапа питех калаçăва хутшăнмарĕ, вăл, Камышинпа калаçнине тепĕр хут асне илсе, хăй ялта парторг пулса епле ĕçлесси пирки ытларах шухăшласа пычĕ. «Турткалашса тăма аван мар ĕнтĕ, çапах та йывăр ĕç тиеççĕ ман çине, — терĕ вăл ăшра. — Виçĕ ял ман совесть çинче пулать, темиçе пин çын... Фронтринчен илсе шутласан, эпĕ полк комиссарĕ пулса тăратăп ĕнтĕ. Кур-ха, мĕн тери пысăк ĕç шанса параççĕ сана, Ятман».
VIII
Анушка вĕренме кайнă хыççăн Кăтра Михала пӳрчĕ пушанмаллипех пушанса юлчĕ. Старик хăй е правленире, е колхоз килкартинче кун ирттерет. Кĕтерне кунĕн-çĕрĕн фермăра, килте вара Укахвие çеç курма пулать, вăл та унта тĕттĕм пулсан çеç таврăнать. Кил хуçи пулса юлнине туйса, вăл таврăннă-таврăнманах пĕчĕк кăмакине хутса ярать, апат пĕçерет, килти выльăх-чĕрлĕхпе кайăк-кĕшĕкне апат тухса парать.
Вăрçăччен пулсан, кил кун пек пушă тăнă кунсенче яланах улах лармалла, хĕрсене пуçтарса вăйă-юрă çеç пуçармалла, анчах халь улах вăхăчĕ мар, пĕр эрне пĕччен ларсан та улах пуçа килсе кĕмест. Ку эрнере Укахви ĕçрен кашни кун çав тери ывăнса таврăнчĕ, — нихçан çĕрулми кăларман пек, аллисем сурса çеç тăраççĕ, чĕрни хушшисем йăлтах чĕрре кĕрсе пĕтнĕ. Кăнтăрла хăйĕн çуркаланса кайнă аллисене курать те Укахви, вĕсем çине тĕлĕнсе пăхса тăрать: унăн аллисемех-и вĕсем е шап-шур та супăнь кăпăкĕ пек çемçе алăсем вырăнне урăх кĕмсĕркке алăсем лартса янă-и? Çапах та хĕрачан чĕринче лăпкă: çĕрулми юр айне юлмарĕ. Темиçе гектар улмана юр айне туса хăварнă пулсан, Атăлкасси колхозĕшĕн нихçан манăçми мăшкăл пулнă пулĕччĕ, ун пирки халех пĕтĕм тавра пĕлсе çитĕччĕ. Хĕрарăмсем тăрăшни харама каймарĕ — паян колхоз юлашки гектар çĕрулмине витнĕ сарайне куштăркама хучĕ.
Кăмакари вут çунса пĕтнĕ тĕле пӳрте Укахви ашшĕпе Сахрун старик тата Ятман килсе кĕчĕç.
— Арăм пăрахрĕ мана, эпĕ ăна эрнере пĕрре çеç куратăп, ак хĕр тытса усрать манăн хуçалăха, — вучах патĕнче хĕп-хĕрлĕ хĕрелсе кайнă Укахви çине кăтартса каларĕ Михала. — Пĕр хĕрĕ трактористка пулатăп тесе тухса вĕçтерчĕ, вăл ман йăвана тек килсе те кĕмĕст пулĕ ĕнтĕ. Ывăл — фронтра. Ак кайрĕ пурнăç.
— Вăрçă вĕт халь, ним тума та çук, — терĕ Сахрун, ун хуйхине ăнланнине палăртса. Хăй, кашта пек вăрăмскер, часрах сак çине ларма васкарĕ.
— Эс мана, Ятман, пурнăç çине ӳпкелешет тесе ан шутла, — ун еннелле çаврăнса асăрхаттарас сасăпа сăмах хушрĕ Кăтра Михала. — Халлĕхе ман хуйхăм çуккă-ха. Пурте сывă, пурте ĕçлеççĕ. Кил-çурт кичемленсе юлчĕ, çавăнпа калатăп.
Ятман лăпкăн çеç тавăрчĕ:
— Ак вăрçă пĕтет те, çемье çĕнĕрен пĕр çĕре пуçтарăнать.
— Пуçтарăнать-ши? — шухăша кайса ыйтрĕ Кăтра Михала.
— Пуçтарăнать, — терĕ Ятман.
Михала пичче шкапран бутылка илсе пычĕ, унти эрехе виççе пайласа, ĕçме сĕнчĕ.
— Ку мĕн ятпа? — терĕ Сахрун старик, йывăррăн ун патнерех шуса.
— Çĕрулми кăларса пĕтернĕ ятпа.
— Пысăк ĕç турăмăр пулать-и вара санпа?
— Калама çук пысăк ĕç турăмăр. Хам пулсан, эпĕ ку ĕçшĕн хĕрарăмсене халех кашнине орден парса тухнă пулăттăм.
Укахви ку сăмахсене илтрĕ те, арçынсем çине савăнăçлăн пăхса, ăшĕнче кулса илчĕ, ăна ашшĕ ку сăмахсене никам пирки те мар, хăйĕн хĕрĕ пирки каланăн туйăнчĕ. «Чăнах та нумай тар тăкрăмăр ĕнтĕ, — терĕ Укахви. — Çĕрулмине нихçан та кун пек асаплă кăларман. Атте хăй те сахал мар тăрмашрĕ пулас. Вăл çавăнтах сĕтел çине çупа ăшаланă пĕр çатма çĕрулми пырса лартрĕ, арçынсем ăна кашăк тулли ăсса çиме пикенчĕç.
— Эпĕ кĕçĕр сирĕнпе çĕрулми çинчен мар, урăххи пирки калаçасшăн-ха, — хыпарларĕ Кăтра Михала кăшт çырткаланă хыççăн. — Ятмана çавăнпа юриех чĕнсе кĕртрĕм. — Вăл хыçсăр тенкелне Ятман çывăхнерех туртса лартрĕ. — Сахрун, санпа та канаш тăвасшăн.
— Мĕнлескер тата вăл, манпа калаçса тумалли ĕç? — кулчĕ Сахрун старик.
— Ку ĕç пуринчен ытла сана кирлĕ. Пĕлетĕп эпĕ сан черӳ хăш майлă выртнине. Ятманпа мĕншĕн калаçнине ăнлантарам эппин сана, эсĕ пĕлместĕн пулĕ-ха: Ятман ĕнертенпе ĕнтĕ пирĕн парторг, пуринчен асли...
— Эс, Михаил Михайлович, ху та пĕчĕк çынах мар, — терĕ Ятман, старик мĕн çинчен калаçассине пĕлмесĕр.
— Эпĕ пĕчĕк çын пултăм пулас çав, ман сăмах витмерĕ, темĕн чухлĕ тавлашсан та, çĕнтереймерĕм.
— Эртел пирки мар пуль те? — ăнкарса илчĕ Сахрун старик.
— Шăп çавăн пирки. Астăватни, Ятман, пирĕн ялта промысла эртелĕ пурччĕ? Промсоюза пинĕ-пинĕпе корзинка авса параттăмăр, мĕнпур кӳршĕ колхозсем валли çуна-урапа тăваттăмăр.
— Астумасăр, — терĕ Ятман, — хăйне кирлĕ калаçу пуçланнишĕн хĕпĕртесе. Ара, эртел вăрçă пуçланнă çул та ĕçлетчĕ вĕт-ха?
— Ĕçлетчĕ. Вăл преми те сахал илмен. Эпир тунă япаласенчен выставкăсенче пĕтĕм халăх тĕлĕнетчĕ. Хăш ялсем тунă тесен, тӳрех Атăлкассисем тетчĕç. Ячĕ кăна мĕне тăрать. Халĕ çав эртеле пĕтерсе лартрĕç.
Ятман шухăша кайса тăчĕ. «Эртел вăл колхоза кăна мар, тăван çĕршыва та усă кӳрĕ. Фронт валли тесен сăмахран»... — Ятманăн куçĕ, пĕр самантра хĕпĕртесе çунма тытăнчĕ. Темĕн асне илчĕ Ятман. «Чăнах та!» терĕ вăл сасăпах. Вара, эртел ĕçлеменнишĕн кулянса, хăй çине хăй çиленнĕ пек пулчĕ.
— Чимĕр-ха, мĕншĕн пĕтернĕ вара ăна? — чăтаймасăр ыйтрĕ Ятман.
— Мĕнле калас, хупасси пирки решени пулман… Эртел машинине фронта илсе кайнă хыççăн Левентей промсоюза çырса янă та, лешсем пирĕн хăвалăха тепĕр эртеле памалла тунă.
— Апла хăвана касса та пĕтернĕ пулĕ?
— Çук, касман вĕсем. Аякра тесе, килсе те курман... Эпир пĕр кун Сахрунпа кайса килтĕмĕр, хăва кашласа çеç ларать.
— Апла иккен, кăçал мĕн тери хăва сая каять, — кулянса илчĕ Сахрун старик.
Левентей тенĕрен, Ятман ним калама та пĕлмерĕ. Левентей пĕтернĕ пулсан, ăна пĕр сăлтавсăр пĕтермен пулĕ-ха, вăл шухăшласа тунă пулĕ. Анчах эртел у, колхозĕнче мар-çке тата вăл колхоза кансĕрлеме пултарайман? Колхозра хĕлле ĕç сахалтарах, çавăн, чухне эртелте ĕçлеççĕ те колхозниксем.
Кăтра Михала ăна Левентей сăмахĕсене те пĕтĕмпех каласа пачĕ.
— Пĕлетĕн-и, вăл ыйтăва мĕнле лартрĕ? — терĕ вăл, — е хăва касма ямалла, е çĕрулми кăларттармалла, терĕ…
— Михала пичче, — лăпкăн юмахларĕ Ятман, — Халь ĕнтĕ сире нимĕн те калаймастăп. Улмине те вăхăтра кăларма ĕлкĕрмелле, хăвине те касмалла пулнă. Ун чухне Левентей тĕрĕс те тунă-тăр, хăйпе калаçса пăхмалла вара куç курĕ. Ыран е тепĕр кун акă паллă пулĕ.
— Эпир васкамастпăр, анчах эртеле пĕтерес марччĕ, — леш кайма хатĕрленнине кура, ура çине тăчĕ Кăтра Михала.
Ятман çак ыйтăва татса парасса шансах юлчĕç: стариксем, вăл тухса кайсан, ăна ырласа та илчĕç.
— Куртăна? — терĕ Кăтра Михала, куç хĕссе. — Парторг мĕнле пирĕн? Ыйтăва çăттăр-çаттăр татса памасть, шутласа пăхăпăр, тет.
— Ятман çавăн пек çын ĕнтĕ вăл, çиччĕ виçсе пĕрре касать, ытла хĕрсе каймасть, васкамасть, — терĕ Сахрун.
Укахви ваттисен сăмахне тĕпелти сак çине тайăнсан та чылайччен тăнларĕ. Пĕр-пĕрне тĕплĕ итлесе, пĕр-пĕрин вырăнлă сăмахĕсене ырласа, вĕсем ытла та хитре калаçса лараççĕ. Хăш вăхăтра вĕçленчĕ ку калаçу — Укахви ăна туймарĕ, вăл ывăннăскер, тутлă ыйхăпа çывăрса кайрĕ.
* * *
Михала патĕнчен тухсан, Ятман, эртел пирки пуç çине ӳкнĕ йышлă ыйтусене хăй тĕллĕн мĕн чухлĕ те пулин татса пама тăрăшса, Левентейсен çурчĕ еннелле пăрăнчĕ. Таврăннăранпа вăл Левентей килĕнче пулса курман-ха, çавăнпа та калаçмалли пур чух кĕрсе тухас, терĕ. Левентей çемйинчи çынсем — инкĕшĕ, амăшĕ тата вунпилĕк çулхи шăллĕ — пурте килтеччĕ. Амăшĕ, калаçма вашават хĕрарăм, ăна алă тытса, çавăнтах сăмах пуçласа ячĕ.
— Калап Левентее кам та пулин аманса таврăнать тесе. Виçĕм кун тĕлĕк куртăм. Пирĕн кушак шăши тытнă пек те эй вылять пек, эй вылять пек. Пăхатăп — хăй юнланса пĕтнĕ. Ман тĕлĕк вăл яланах тӳрре килет...
— Ну, юрĕ тĕлĕкӳпе, — чарчĕ ăна ывăлĕ. — Эс пире луччĕ сăра ăсса пар-ха.
Амăшĕ, тĕпсакайне анса, пĕчĕк витрепе сăра ăсса тухрĕ, хăй, çамрăксемпе пакăлтатса ларма ĕмĕтленсе, сĕтел кĕтессинех тĕрĕнчĕ. Вăл ялти тĕрлĕ ĕçсем çинчен хĕрсе кайсах калаçма тытăннăччĕ ĕнтĕ, Ятман хăйне итлет пулĕ тесе ун çине ăшшăн пăха-пăха илкелетчĕ, çав вăхăтра ăна çын пур чух ытлашши калаçнăшăн юратман Левентей тепре пӳлсе хучĕ:
— Анне, эсĕ тĕпелте хăвăн ĕçӳпе лар-ха, — терĕ. Ятман ăна куншăн ăшра мухтарĕ çеç, мĕншĕн тесен унăн пули-пулми çинчен юмах итлеме пĕрре те кăмăл çукчĕ.
— Ну, паян ăçта пултăн, фронтовик? — терĕ Левентей, Ятман шухăшĕсене пĕлес ĕмĕтпе.
— Пур çĕре те çитсе курасшăнччĕ, ниçта та çитеймерĕм, — пĕр пытармасăр каларĕ Ятман. — Протоколсем вуланипех кун иртсе кайрĕ паян, сисмерĕм те. Эсир кунта мĕнле решенисем йышăннине пăхса тухрăм.
— Вăл та кирлĕ ĕç, — терĕ Левентей, Ятман шухăш йĕрĕ çине ӳкеймесĕр. — Тĕрĕс мар йышăнни çук-и унта?
— Курăнмарĕ-ха, — тавăрчĕ Ятман. — Питĕ тăрăшса ĕçленĕ иккен, чунăм савăнса тăрать. Анчах сирĕн пĕр решение ниепле те тĕл пулаймарăм. Промысла эртелне пĕтересси пирки эсир ниçта та сӳтсе-авман-и вара?
Левентей ăнланчĕ: акă мĕн çинчен калаçасшăн иккен çĕнĕ парторг унпала. Кăна вăл кĕтменччĕ. Эртел Сахрун, Уçăл, Кăтра Михала пек стариксене кирлĕ пулма пултарать, çавсем ялан ун пирки хăлхана йĕрĕнтереççĕ, Ятман эртеле мĕншĕн пĕтернине ăнланмалла пек-çке?
— Эртел пирки эпир калаçман та, çырман та, Ятман. Вăл пĕтĕмпех ман ĕç, вăрçас пулсан, мана вăрç, — Ятман мĕн калассине кĕтсе пĕлтерчĕ Левентей.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...