Йăмраллă ял :: Пĕрремĕш пай
Михала çамрăксем еннелле пăхса илчĕ те таçта аякка илтĕнмелле кăшкăрса ячĕ:
— Йĕкĕтсем, канăр ĕнтĕ пăртак, мĕн эсир кунти хăвана пĕр-ик кун хушшинчех касасшăн-им?
Çамрăксем çакна çеç кĕтнĕ тейĕн, унта та кунта хаваслăн ахăрашни, шăхăрса юрлани, пĕр-пĕрне ятран чĕнни илтĕнсе кайрĕ. Пĕр ачи Карачăма купăсне йăтса пырса пачĕ, тепри ун валли тенкел вырăнне йывăç тункати тупрĕ, вара хăвалăх çийĕн каллех янкăр кĕвĕ юхрĕ.
— Ак ăçта вăл çимĕк! — çамрăксене ăмсаннă евĕр каларĕ Михала. — Мĕнле, Сахрун, кайса ват шăмшаксене çемçетер мар-и?
— Кирлĕ мар, йăпанччăр хăйсемех, — алне сулчĕ лешĕ.
— Эх, эсĕ ташă-юрă таврашне юратмастăн вара! — кăмăлсăр пулчĕ Михала. — Ташă вăл чуна çемçетекен япала!
Анчах хăй çамрăксем патне кайма кăмăл тумарĕ, Сахрунпа юнашар тĕмеске çине вырнаçса ларчĕ те кĕсйинчи табак хутаççине шырама пикенчĕ. Сахрун çакна кура хăй тĕллĕн кулса илчĕ: вăрçă Михала кăмăлне те хытарнă иккен, кун пек чухне ялан çамрăксемпе пĕрле пулакан старик ташлама та манчĕ темелле, сăмахпа хăйне хăпартлантарса, хăрах урипе ташлам пекки тукаласа илет те çавăнтах лăпланать, купăсçă пĕтĕм ял пĕлсе тăракан «Михала кĕвви» каланине илтмĕш пулать.
Акă халь те Карачăм чи малтан «Михала кĕввине» каласа ячĕ, унтан, Михала килес çуккине пĕлсе, урăх кĕвĕ пуçларĕ. Çав вăхăтра Атăл хĕрринчен Ваçукпа пĕрле Тутаркас ачисем виççĕн-тăваттăн пырса тăчĕç, вара ташă хĕрмеллипех хĕрсе кайрĕ. Стариксем курчĕç, лутрарах кăна, анчах пĕвĕпе тĕреклĕ тутар ачи, Садыков, ушкăн варрине тухса пиçиххине тӳрлетсе илчĕ, шăмшакĕпе сатуррăн çӳлелле çĕкленчĕ, вара, нӳрлĕ хăйăра тĕшĕрсе, çынсен умĕпе хăвăрт-хăвăрт утса çаврăнчĕ, çавăнтах купăсçă умне чарăнса пĕр-икĕ хутчен урипе çĕр çине тапрĕ те кăлтăрмач пек çаврăнма пикенчĕ. Ташă хăвăртлăхĕ ӳснĕçемĕн ура айĕнчи хăйăр айккинелле вăркăшрĕ, çиеле шап-шур та типĕ хăйăр тухса пычĕ, пăртак тăрсан ташлакансен ушкăнĕ çийĕн тĕтре евĕр тусан йăсăрланса хăпарчĕ. Садыков хăй ташласа ывăннă хыççăн икĕ çамрăка туртса кăларчĕ, вара пĕр çын юлми ташличчен Карачăма канма та памарĕç.
Тутаркассинчен ват çынсем йышлăн каçса çитсен, ташă пĕтрĕ. Çынсем каллех ĕçе пикенчĕç. Халĕ ĕнтĕ халăх, парка хăва шыраса, темиçе çухрăма сапаланчĕ.
Каç кӳлĕм, кăшт ĕçлесен, Михалапа Сахрун çамрăксене каснă хулла кимĕсем çине тиеме хушрĕç. Вĕсемшĕн виçĕ кимме утă капанĕсем пек тиесе тултарасси йывăр ĕç пулмарĕ, анчах Атăл урлă каçма яланхи пекех чăрмавлă пулчĕ.
Кимĕсем çыранран хускалса кайнă чухне Атăл çинче нимле пароход та курăнмастчĕ, çамрăксем хăйсене «Мĕн парохочĕ пултăр халĕ пăр ларас ӳмĕн?» тесе те лăплантарчĕç, тепĕр çырана çитеспе вара çӳлти кӳкăртан кĕтмен çĕртен икĕ баржа кăкарса янă буксир персе тухрĕ. Çамрăксем, кĕсменсемпе вăйлăн ишсе, перевоз патне васкарĕç; вĕсем ĕнтĕ çыран хĕрринех çитнĕччĕ, çав вăхатра тулли кимĕсене Атăл варринчен капланса килекен хум вăйлăн пырса çапрĕ. Пушăлла пулсан, çамрăксем хум сиккипе ярăнма хăйсем шаларах кĕрсе кайнă пулĕччĕç ĕнтĕ, буксира хыçалтан хăвалатчĕç, халĕ унтан часрах пытанма тăрăшаççĕ.
Буксир анаталла май васкаса анать, ун хумĕсем шултра та вăйлă, кимĕсенчен пĕри çăмăллăн вылянса тăрăхла май çаврăнсан, хумсем ăна çийĕнчех ӳпĕнтерсе янă пулĕччĕç, çавăнпа кĕсменпе ĕçлекенсем тата кормовойсем халран кайсах юхăма урлă ишеççĕ.
Акă Карачăмсен киммине хумсем çине-çине темиçе пырса çапрĕç, ун çинчи çынсем пĕр вăхăтлăха кĕсмен сулăмне çухатрĕç курăнать, кимĕ, шыв çинче сăпка пек вылянса, хумсене май çаврăнчĕ.
— Симун, сылтăммипе иш, сылтăммипе! — кăшкăрчĕ Карачăм. Хăй, чĕрки çинчи купăсне ларкăç айне хурса, кормовой кĕреçине алла тытрĕ, унпа хирĕнсе ĕçлеме пикенчĕ, анчах кимме тепĕр майлă çавăраймарĕ. Çав вăхăтра вĕсен тĕлĕнчен чылай инçе иртсе кайнă буксиртан хумсен тепĕр ушкăнĕ çĕкленсе килчĕ, Карачăмсен кимми, тӳнсе каяс пек чалăшса, юнашар кимме çитсе çапăнчĕ. Икĕ кимĕ çинчи çамрăксем те пĕр-пĕрин кĕсменĕсенчен, кимĕ хĕррисенчен пĕр харăсах ярса тытрĕç, çавна пула хăйсене шыва путассинчен çăлса хăварчĕç.
— Турилкке пек ӳпĕнтерсе хуратчĕ вĕт, — терĕ Симун ятлă ачи, юнашар кимме тĕртсе ярса.
Çамрăксен сехрине хăпартнă хумсем часах лăпланчĕç, виçĕ кимми те перевоз баржи патне пырса чарăнчĕç. Çамрăксем пĕрпĕрне мухтаса хаваслăн калаçкалани илтĕнчĕ.
— Никам та шыва чăммарĕ-и сирĕнтен? — кулчĕç перевоз карлăкĕ патĕнче тăракан Укахвипе Людмила.
Карачăм, вĕсене курсан, паттăрланнă пек пулчĕ:
— Никам та путмарĕ, урасем çеç шывра. — Карачăм йĕп-йĕпе ботинкисемпе лаплаттарса, хĕрсем патне тухрĕ.
— Купăсу мĕнле, йĕпетмен-и? — аса илтерчĕ ăна Симун.
— Чăнах та, эпĕ ун çинчен мансах кайнă, — терĕ Карачăм каялла кимĕ çине кĕрсе. Вăл унта шыв кĕнĕрен çуталса тăракан купăсне тем вăрăмăш тăсса туртса кăларчĕ. — Эх, пĕтнĕ ман купăс, пĕтĕмпех сӳтсе типĕтес пулать!
— Хăвăр та хăтланатăр çав, — ятланă пек каларĕ Укахви, çамрăксем пурте тухса çитсен. — Çӳлтен буксир анать, вĕсем купăс каласа килеççĕ. Юрать-ха, путса вилмен, киммĕре хум çĕклесе çапнă пулсан, ишсе те тухаймастăрччĕ. Иртнĕ çул пĕр пулăçă çапла кимĕ айне пулса путса вилнĕ тетчĕç...
— Кам пĕлнĕ ăна, эпир тухнă чух нимле пароход та çукчĕ, — терĕ пĕр çамрăкĕ. — Ку вăхăтра Атăл çинче нимле буксир та çӳремест.
— Ку аташса юлнă буксир пулмалла, — терĕ тепри. — Затона çитме васкать.
— Затона сана! — хирĕçлерĕ Укахви. — Вăл Сталинграда каять. Кăçал вăхăтне пĕлеймĕн...
Хĕрсем пулăшнипе çамрăксем хăвана яла турттарса кайма çыран хĕррине пушатрĕç те каллех хăйсен киммисем çине кĕрсе ларчĕç. Карачăм купăсне киле кĕртсе пама Людмилăна тыттарчĕ.
— Чипер çӳрĕр, пароход пулсан, вырăнтан та ан хускалăр, — хăйĕн шăллĕсене верентнĕ пек ăс пачĕ Укахви.
— Эсир çăлма килĕр!
— Çăлăн сире! Куннинче те чунтан пăшăрханса хăраса тăтăмăр. Пулăшма май çук вĕт... Людмила халь-халь шыва сикес пек чĕтресе тăрать.
— Сикмеллеччĕ эппин!
— Эпир сирĕн пата ишсе çитиччен сирĕн чунăр та тухатчĕ, — терĕ Людмила пĕр кулмасăр.
Карачăм, кимĕ командирĕ пулнă пек, команда пачĕ те, кимĕсем хускалса кайрĕç.
Вĕсем вара пĕр тăруках Атăл леш еннелле çул тытрĕç.
Укахвипе Людмила кĕсменсем шыва шăмпăрт! шăмпăрт! тутарса харăссăн ыткăннине чылайччен савăнса пăхса тăчĕç, Людмила каччăсене таçта аякка ăсатнă пек аллине те сулкаласа илчĕ. Кимĕсем юханшыв варрине çитеспе çеç хĕрсем çыранран уйрăлчĕç те кунта лавсем ярасси пирки каламай ялалла утрĕç.
Каç пуличчен çамрăксем хăвапа тата темиçе хутларĕç. Телее, вĕсене пароход тавраш урăх кансĕрлемерĕ. Самаях тĕттĕм пулса çитсен, юлашки хут каçнă чух стариксем те ларса килчĕç. Куннинче кимĕсене хĕрсем мар, темле майпа кунта килсе тухнă Кабир кĕтсе илчĕ.
— Атăлкасси хăва касать иккен, — терĕ вăл, кимĕрен тухакансене алă тытса. — Çавăнта тутаркассем те каçнăччĕ, вĕсем мĕн тăваççĕ-ши?
— Вĕсем пулă тытма кайрĕç пулас, — йĕкĕлтеме тăчĕ такăшĕ.
— Начар ĕç мар. Октябрь праçникĕ валли чĕрĕ пулă нумай кирлĕ пулать... Аха, ав, пулă тиенĕ пулас, каçаççĕ, — Кабир Атăл леш енчен хăва тиенĕ кимĕ хускалнине курчĕ. — Ахаль мар-ха вĕсем — купăспа, илтетĕр-и?
Вăл пуçне кăшт чалăштарса хăрах пӳрнине хăлхи патне çĕклерĕ, «тутаркассем мĕнле çĕмĕрттереççĕ!» тенĕ пек, таврари çынсем çине пăхса çаврăнчĕ.
— Карачăм! Тутаркассем Карачăма хăйсем патне хăварнă! — кăшкăрса ячĕ Ваçук. Çамрăксем ăна кĕтсе илме çыран хĕррине чупрĕç, ваттисем вĕсен шуйханăвне курман пек ĕç çинчен калаçма тапратрĕç.
— Кабир Гайнуллович, — картусне тӳрлетсе ун патнелле тепĕр утăм турĕ Сахрун. — Тем тесен те, сирĕн ялтан промартель ĕçĕпе пĕр çын уйăрса хурас пулать. Куран, паян сире калама мансах кайнă...
— Назибе уйăрмалла, — татса каларĕ Кабир. — Ĕнер ăна ревизи комисси членне те суйланă тет пулас.
— Самăй çавна уполномоченнăй пекки тумалла! — терĕ Михала та. — Пĕр пухуран та юлмасть. Ятнех çурчĕ те унăн ик ял хушшинче ларать.
— Тата хăй пирĕн яла та час-час çӳрет!
— Вăл çур пурнăçне сирĕн ялта ирттерет, — кулчĕ Кабир. — Çамрăк чухне хĕрсем патне те текех сирĕн яла чупатчĕ...
Вĕсем калаçса тăнă хушăра сисмен çĕртен каç та пулса çитрĕ, ăна кура, çынсем килелле васкарĕç. Кабир Ятмана хăйĕн трантасĕ çине лартрĕ. Сахрунпа Кăтра Михала, урапу çĕмĕрĕлсе каять тесе, темле тархасласан та ларма килĕшмерĕç, вĕсем яла ыттисемпе пĕрле çуранах таврăнчĕç.
XII
Сехре Иванĕн икĕ алла пĕр ĕç: вăл килте те, колхозра та выльăх пăхать, килте ун пĕр качака пур, колхозра вунă лаша пăхмалла. Конюхсен пӳртĕнче çĕр каçнă хыççăн вăл никам хутса ăшăтман килне таврăнать те, апат пĕçерсе çисе, çум пахчана çĕрулми аври йăтма тухать. Картари качаки, вăл таврăннине сиссе, урамри пĕтĕм çын илтмелле çухăрать, пуçне вĕрлĕк хушшине хĕсĕнмеллех чиксе лартса, хуçи курăк парасса кĕтет. Сехре, пĕр çĕклем курăкпа çĕрулми аври йăтса пырса, ăна картана ывăтать, хăй хăрах аллине консервăран юлнă кĕленче банка илет те качакине сума чĕркуçленсе ларать. Качаки сĕт нумаях памасть, çапах та укçалла илни мар ĕнтĕ, Сехре Иванне вăл та çитет.
Паян конюх хăйĕн качакине пăхассипе вăхăт ытларах ирттерчĕ пулас, колхоз витине ирхи апат вăхăтĕнче çеç çитрĕ, вăл пынă çĕре Левентей пур витесене те тĕрĕслесе тухма ĕлкĕрнĕ, халĕ Сехре Иванне конюхсен çуртĕнче кĕтсе ларать. «Палюк ман лашасене те апат панă пулсан юрать ĕнтĕ, кункăрасенче утă пулман пулсан, председатель вăрçасса кĕтсех тăр», — вĕçрĕ пуçра шухăш.
— Иван пичче, сан лашусем кĕнеке вулаççĕ, — тӳрех пуçларĕ Левентей. — Апат та паман эс вĕсене, шăварман та.
— Хам та çавăнпа васкасах чупса килтĕм те-ха, — йăпăлтатакан сасăпа каларĕ Сехре, — наччасах тухса пăхатăп...
Вăл, пӳртре манса юлакан япалана шыранă пек, унталла-кунталла куç хыпрĕ, ним илме аптранипе кăмака хыçĕнчи кивĕ шăпăрне ярса тытса, алăкран тухма тăчĕ.
— Лашусене пăхнă хыççăн правленине пырса кай-ха, Иван пичче, — чарчĕ ăна Левентей.
— Юрĕ, пымалла пулсан, пырас, — аллине алăк хăлăпĕнчен вĕçертмесĕр тавăрчĕ Сехре. — Тем тума ĕнтĕ тата?
— Калаçмалли пур.
— Юрĕ, пырса кайăп.
Сехре тухса кайсан, ун пирки тепĕр конюха, Палюк пиччене, нумай ӳпкевлĕ сăмахсем илтме тиврĕ.
— Эсĕ лашасем выçă тăнине куратăн, çапах та никама та пĕлтерместĕн, — терĕ Левентей. — Сехре пирки эпĕ санран мар, Кĕтерне инкерен пĕлтĕм. Кĕтерне лашасемшĕн ответ тытмасть, çапах та чăтайман, Сехре мĕнле ĕçленине курнă та правленине чупса пынă.
— Ара, ăна манăн мар, ферма пуçлăхĕн курмалла, — айăпне сирме пăхрĕ Палюк пичче.
— Кирлĕ мара ан калаç-ха. Ферма пуçлăхĕ пĕр эрне ытла чирлĕ выртать. Эс кунĕн-çĕрĕн витере.
— Эп хамăн ĕçе тӳрĕ тăватăп. Мĕншĕн манăн çыншăн ĕçлес...
— Çыншăн ĕçлемелле мар, анчах наян çынна курсан, ăна хистесех тăмалла, — хыттăнрах каларĕ председатель. Палюк кун пек тавлашни ăна пĕрре те кăмăла каймарĕ.
— Хисте, ан хисте ăна — пурпĕрех.
— Апла-тăк, правленине пĕлтермелле. Эсĕ хăвăн лашусене пăхнă та, Сехре лашисем хуть выçă вилччĕр тесе ларатăн. Çу-ук, Палюк пичче, халь колхозра ун пек ĕçлемеççĕ. Хăйĕн ĕçне лайăх тăвать пулсан та, мĕнпур колхозшăн чĕререн çунман çын халь начар колхозник.
— Ун пекех ан кала-ха, — кăмăлне йывăр илчĕ Палюк. — Колхозшăн тăрăшман çын тенине ку таранччен илтменччĕ-ха. Хам ĕçе яланах тӳрĕ туса пынă...
Левентей урăх сăмах хушмарĕ, вăл, сĕтел çинчи журналсене сиркелесе, çав-çавах кăмăлсăррăн ларчĕ, унтан, хăвăрттăн ура çине тăрса, картишне тухрĕ те правленине пыракан Сехрепе тĕл пулчĕ.
Левентей Сехрепе пĕр вăрçмасăр калаçрĕ. Юлташла калаçса вăл çак ялта пурте пĕлсе тăракан наянăн чунне кăшт та пулин пĕлесшĕн пулчĕ.
Сехре хăй çине кĕскерех кăна сăхман тăхăннă, пилĕкрен Хĕрлĕ пиçиххи туртса çыхнă. Пуçĕнче çăмран йăваласа тунă кивĕ шĕлепке. Ватă урçа сухалне час-час кастармасть курăнать, халь вăл качака сухалĕ пек шĕвĕрĕлсе чылай вăрăм ӳссе кайнă.
Сехрене ватă теме çук-ха: сăнран вăл начар пек курăнмасть, пичĕ çинче пĕркеленчĕксем те палăрсах каймаççĕ. Килте таса пурăнманни кĕпинченех паллă, ун çухави тарпа варланса сăран тĕслĕ пулнă.
— Иван пичче, — терĕ Левентей, унпа никам çук чухне калаçма тĕл килнĕшĕн хĕпĕртесе, — сана икĕ çĕрте выльăх пăхма ĕлкĕреймест, теççĕ.
— Мĕнле икĕ çĕрте? — ăнланмарĕ Сехре.
— Ара, сан килте, те выльăх пур вĕт-ха?
— Пĕр качака чунĕ пур.
— Ăна та пăхас пулать-çке.
— Эс ан кул-ха, Левентей, — вырăнта тăнă çĕртех кăшкăркалса илчĕ Сехре.
— Кулса мар, ара...
— Кулатăн пулмасăр. Качака çу каçиччен кĕтӳре çӳрет. Ăна мĕн пăхмалли пур? Халĕ, кĕтӳ çӳреме пăрахнă пирки, кунне пĕрре кайса апат паратăп. Паян çавна пула витере те партăк чăрмав пулчĕ. Эс çавăн пирки тĕртесшĕн пулĕ-ха мана...
— Паян çеç мар, Иван пичче, — пӳлрĕ Левентей, — çынсем сан пирки чылайранпа ӳпкелешеççĕ, паян хам куçăмпах куртăм. Правлени сана, Иван Пичче, мĕн тери пысăк ĕç шанса пачĕ, эсĕ ун пек ĕçлетĕн иккен. Итле-ха, юрать капла, намăс мар-и вăрçă хĕрсе пынă вăхăтра çапла ĕçлеме?..
Çак вăхăтра унăн Сехре Иванне чи хаяр сăмахсемпе вăрçасси, тем те пĕр каласа ӳкĕте кĕртесси килсе кайрĕ, анчах, хăй умĕнче аллăран иртнĕ çын тăнине, курса, чĕлхе вĕçĕнчи сăмахсене тытса чарчĕ, çиллине ирттерсе пирус илсе тивертрĕ.
— Çав тери начар ĕçлемен пулĕ те ĕнтĕ, çынсем ăна кураймасăр та калаççĕ пулĕ...
— Мĕншĕн сана çын ан курайтăр? — çăварĕнчи пирусне алла илчĕ Левентей. — Ан тавлашса тăр, начар ĕçлетĕн ĕнтĕ. Вăрçă вăхăтĕнче кун пек ĕçленĕшĕн, колхоз лашисене выçă, тăратнăшăн сана суда памалла. Чăнах, чăнах, суда памалла, — леш куçĕсене чарса пăрахнине курса çирĕплетрĕ.
— Ун пекех ан хăрат-ха эсĕ, Левентей, — терĕ Сехре, каллех вырăнтан хускалса.
— Хăратса каламастăп. Сан наянна пула лашасем вилме тытăнсан, хĕрхенсе тăрĕç тетне?
— Лашасене вĕлерес марччĕ, ахаль те сахалланса юлчĕç.
— Сăмахпа вĕлерес марччĕ, тетĕп, пăхма хушсан, пăхмастăн. Мĕнле-ха апла кутăнла пулса тухать?
Сехре пĕр вăхăт хушши ним калама пĕлмесĕр тăчĕ, унтан, Левентей ытлашши çиллес маррине курса, каçару ыйтнă пек хăвăрттăн калаçма тапратрĕ.
— Тек ун пек пулмĕ ĕнтĕ, Левентей. Ху каларĕш, çав качака пирки мар-и... Пĕр çĕклем курăк йăтса кĕтĕм — сахал пек туйăнчĕ, пахчана тепре тухрăм. Апат çикелерĕм, хайхи ман вăхăт иртнĕ кайнă. Лашисене йĕркеллех пăхăпăр-ха вĕсене...
— Çук, — пӳлчĕ ăна Левентей, — тек эпĕ сана шанмастăп. Конюха сан вырăнна урăх çынна лартмалла пулать. Çапла, Иван пичче. Асту, урăх сана ятлама правленине чĕнмелле ан пултăр. Паянтан фермăра ĕçлеме пăрахатăн. Мĕнле ĕçе чĕнеççĕ, вăхăтра тухнă пултăр. Сехре ун пек, Сехре кун пек тенине илтсен, урăхран эс манран хĕрхенӳ ан кĕт. Эпĕ сана пĕтĕм колхоз дисциплинине пăсма памăп.
Сехре Иванĕ хăйĕн çăм шĕлепкине пусарах лартрĕ те правленине кĕмесĕрех кайрĕ. Левентей вăл кайсан та час лăпланаймарĕ, колхозра çакăн пек йĕркесĕр те хăлăхăн çынсем пуррине туйса тăни ун чĕрине чăтмалла мар ыраттарчĕ. Вăл иртнĕ расра фермăри йĕркесĕрлĕхсемшĕн хăйнĕ Липа вăрçнине аса илчĕ, вара ун пичĕ татах та салхуланчĕ. Тĕрĕс вăрçнă мана Липа, тата маларах ăс памалла пулнă, терĕ вăл ăшĕнче.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...