Йăмраллă ял :: Пĕрремĕш пай
Михала пичче, пурте тимлĕ итлеççĕ-и тенĕ пек, пысăк пӳлĕм йĕри-тавра пăхса çаврăнчĕ. Итлеççĕ, ăна куçран шăтарас пек пăхса итлеççĕ.
— Мĕн каласси пур, — терĕ вăл малалла, — вăрçă хăрушă ĕнтĕ, тăвансем. Мĕн чухлĕ çын вилет, мĕн чухлĕ ялпа хула кĕл пулса юлать! Пире хур тăвас тесе çапла хăтланать ĕнтĕ тăшман. Пирĕн ывăлсем ăна хирĕç пăшалпа çапăçĕç, эпир мĕнле çапăçăпăр? Çавăн çинчен шухăшласа пăхăр. Пирĕн ĕнтĕ колхозра тăрăшса ĕçлемелле, фронт валли ытларах тырă туса памалла. Пирĕн колхоз нихçан та кая юлса пыман, вăрçă вăхăтĕнче кая юлса пыма пушшех те лайăх мар. Ваттисен сăмахне çĕлĕке хул айне хурса итлеме хушнă, теççĕ. Эпĕ, ват çын пулса, çапла калатăп: вăрçа кайнă тăванăреем çинчен-пĕр минутлăха та ан манăр, колхозра ĕçрен пăрăнма пăхаканни пĕр çын та ан пултăр. Пирĕн ĕç — тăшманшăн хĕç. Çапла ман сăмахăм.
Михала, яланах васкамасăр, нимĕн чухлĕ те вĕриленмесĕр, кăшт шухăшларах калаçаканскер, куннинче сăмахне самаях хĕрӳллĕн вĕçлерĕ. Унăн хĕрӳллĕхĕ ыттисем çине те куçрĕ пулас, унтан та кунтан «Тĕрĕс!» тесе кăшкăрнисем илтĕнсе кайрĕç, вара пурте вăйлăн алă çупса ячĕç. Вăл хускатнă ăшă кăмăл ыттисен сăмахĕсенче те лайăх туйăнса тăчĕ.
Алăк хыçĕнче, тĕттĕмре ларакан Ятман паçăрах сисрĕ ĕнтĕ, вăл килнĕ хыпар, хăлхаран хăлхана куçса, пĕтĕм зала сарăлчĕ, ăна пуху председателĕ патне те çитерчĕç, лешĕ вара Ятмана тĕпелелле иртме сĕнчĕ.
— Фронтовике сăмах парар! Ăна итлес килет! — кăшкăрчĕç темиçен Ятман курăннă-курăнманах. Ятман кĕçĕр калаçма шутламанччĕ, анчах кунта калаçмасан май та çук иккен. Куçран пăхсах паллă, пурте вăл каласса кĕтеççĕ.
— Юлташсем! — терĕ вăл майĕпен çеç. — Мана, киле паян çеç çитнĕ фронтовике, эсир вăрçă ĕçĕсем çинчен çапла: чунтан-чĕререн калаçнине итлесе ларма питĕ те кăмăллă пулчĕ. Фронтовиксем çапла шутлаççĕ те: тылри çынсем фронтра тăшман аллине панă кашни хулашăн хуйхăраççĕ, тăшманран туртса илнĕ кашни хулашăн савăнаççĕ. Урăхла пулма та пултараймасть, мĕншĕн тесен вăрçа пирĕн пĕтĕм халăх çĕкленнĕ... Фронтовиксем çĕнтерес шанчăка пĕр минутлăха та çухатмаççĕ. Эпĕ хам авиацире пулнă, çавăнпа тăшмана пирĕн летчиксем мĕнле аркатни пирки хам пĕлнĕ таран каласа пама пултаратăп. Совет летчикĕсем тăшманăн самолет нумай тесе хăраса тăмаççĕ, вĕсемпе хăюллăн çапăçаççĕ. Час-часах пирĕн пĕр летчик фашистсен виçĕ самолетне хирĕç тухать, вĕсене парăнмасть, çĕнтерсе, тăшманăн тепĕр ушкăнĕ çине ыткăнать...
— Хăвăн çинчен каласа пар-ха, Ятман, — сăмах хушрĕ çывăхра ларакан Левентей.
— Хам çинчен ман нумай каласси çук, мĕншĕн тесен эпĕ ытла ир аманса стройран тухрăм, — терĕ Ятман. Иртнĕ çул Мускава хӳтĕлерĕм, кăçал Дон таврашĕнче ытларах çапăçма тӳр килчĕ. Пĕр çапăçура ман ура хырăмне снаряд ванчăкĕсем çĕмĕрсе пăрахрĕç. Эп персе анатăп пулĕ тенĕччĕ, çапах та чăтса ирттертĕм, хам тĕле килнĕ фашистсен самолетне персе ӳкериччен штурвала алăран вĕçертмерĕм...
Ятмана колхозниксем нумайччен калаçтарчĕç. Аманса яла таврăннă фронтовиксенчен вăл пĕрремĕш кăначчĕ-ха. Ятман калаçнă май ял çыннисем çине пăха-пăха илет те çакна асăрхать: хăшпĕр хĕрарăмсен куçĕсем куççульпе шывланнă, вĕсем пит-куçне тутăр кĕтессисемпе шăла-шăла итлеççĕ, вĕсенчен кашниех халь Ятман çине пăхса хăйсен фронтри тăванĕ çинчен шухăшлать.
V
Укахви пухуран киле кайма Тутаркасра пурăнакан участковăй агрономпа — хăйпе пĕр çулхи Олимпиадăпа пĕрле тухрĕ. Олимпиада (ялта ăна Липа тесе чĕнеççĕ) институтран вĕренсе тухнăранпа иккĕмĕш çул агрономра ĕçлет ĕнтĕ. Малтанхи çул вăл хваттерте Укахвисем патĕнче пурăнчĕ, кăçал çулла, манăн Тутаркас колхозĕнче ытларах ĕçлеме тивет тесе, унта куçса кайрĕ. Хĕрсĕм Липăна лайăх агроном тесе çеç мар, тата вĕсен нушине ăнланма пĕлнишĕн юратаççĕ. Пур ĕçе те ĕлкĕрекен çамрăк агроном хĕрсен пурнăçне хастар хутшăнать: вĕсене вăл пĕрерĕн-перерĕнех хăй ертсе пыракан хор кружокне илентерет, кашнине кирлĕ кĕнеке тупса парать, тĕрĕ ĕçне вĕрентет, çамрăк пурнăçра пĕр-пĕр пăрăнăç сиксе тухсан, хай пĕлнĕ таран усăллă канаш парать.
Липăн участока кĕрекен ытти ялсенче те çывăх юлташсем сахал мар, анчах унта-кунта каймалла чухне вăл Тутаркасра пулсан тӳрех Зейнаб патне, Атăлкассинче пулсан Укахви патне кĕрет. Çак хитре хĕрсене вăл пуринчен ытла килĕштерет, — çав тери таса чунлăн, çав тери ĕçченĕн туйăнаççĕ ку сăпай çынсем Липăна. Весемпе ĕçлеме те, выляса кулма та кăмăллă.
Пĕрле çӳренĕ чухне асли вырăнĕнче яланах Липа пулаканнчĕ. Укахви, вăл мĕн каланипе килĕшсе, ăна вĕçĕмсĕр ыйтусем параканччĕ. Ак паян ун пек мар — пурне те пĕлекенни вырăнĕнче халĕ Укахви.
— Хушаматне мĕнле терĕн-ха эсĕ? — иккĕмĕш хут ыйтрĕ ĕнтĕ Липа.
— Ятман ятлă вăл.
— Вĕреннĕскер-и вара хăй?
— Вăрçăччен ял хуçалăх институтĕнче вĕреннĕччĕ. Пĕтерчĕ-и, пĕтермерĕ-и — ăна калама пултараймастăп.
Вăрçа кайиччен пĕр çулталăка яхăн ял Совет председателĕнче ĕçлерĕ.
— Килĕнче кам пур вара? — асăрханарах ыйтрĕ лешĕ.
— Ватă амăшĕ çеç, урăх никам та çук. Шăллĕ пур Сантăр, вăл фронтра.
— Вăл та çакăн пек тĕреклĕскер-и?
— Шăллĕ кунтан та патвар пулĕ.
— Итле-ха, Укахви, — умра çынсем пынине курсан майĕпентерех утма пуçларĕ Липа. — Ку Ятман мана темшĕн Галимджан пиччĕшĕ пек туйăнать. Сăнран вĕсем иккĕшĕ те пĕр пекех.
— Ан тĕлĕнтер, патне те пымаççĕ! — кулса ячĕ Укахви.
— Чăнах, чăнах. Пĕвĕпе вĕсем иккĕш те кĕреш пек. Çӳçĕсем... пĕрин — хуп-хура, теприн — сап-сарă, анчах иккĕшин те лапсăркка.
Укахви хĕр чĕрине паçăрах туйрĕ ĕнтĕ, Липа Ятмана куç хывма ĕлкĕрнĕ пулас, çавăнпа вăл ун çинчен мĕн пур таран йăлтах ыйтса пĕлесшĕн. Укахвие ку килĕшрĕ: Липăпа Ятман пĕр-пĕрне тивĕçлĕ çынсем пулмалла.
— Паллаштарас-и? — терĕ вăл, Липăна алăран тытса.
— Кирлĕ мар, тен, ун хĕрĕ пур...
Эпĕ пĕлетĕп ĕнтĕ! Никам та çук. Липа нимĕн те чĕнмерĕ. Укахви темле çывăх тантăш пулсан та, ăна паллаштар тесе мĕнле калатăр-ха? Хăй пулсан, Липа Ятманпа кĕçĕрех паллашмалла, анчах пурнăçра пурте эпир ĕмĕтленнĕ пек килсе тухмасть-çке. Васкаса, çын урлă паллашма кирлĕ мар, тен, ăраскалсем пĕр пекех пулĕç-ха.
Укахви, пухура вăрçă çинчен каланă сăмахсене асне илсе, çул тăршшĕпех Галимджан пирки шухăшласа пычĕ. Ăçта-ши халь вăл, унăн юратнă каччи? Мĕнле кăна хĕн-хур курма тивет-ши унăн çак хăрушă вăрçă пĕтиччен? Уйрăлу чĕрери туйăмсене сӳнтермест иккен, вĕсене тата
вăйлăраххăн амалантарса ярать. Галимджан кайиччен вăл ун çинчен кунĕн-çĕрĕн шухăшламан та пулĕ, ак халĕ çав шухăш яракунăн кирек хăш сехетĕнче те пуçран туха пĕлмест. Ăсатнăранпа темиçе кун иртнĕ ĕнтĕ, апла пулин те, урамра хуткупăс сассине илтсен, Укахви йăпăр-япăр чӳрече патне ыткăнса пырать: Галимджан мар-и, çав каламасть-и? Унăн кашни хусканăвĕ куç умĕнче, кашни сăмахĕ хăлхара. Тепĕр чухне çулла вăйăра пĕрле выляса кулнисем тата кӳлĕ çинче юрла-юрла ярăннисем çеç мар, ача чухне пĕрле çӳренисем те аса килеççĕ. Ак ĕнер çеç çывăрма выртсан çакна аса илсе хăй тĕллĕн кулса выртрĕ-ха: пĕррехинче Укахвие хăйсен класĕнче вĕренекен ачасем темиçен юр чăмăрккисемпе пеме ты-тăннăччĕ, Укахви йăмра патне лăпчăннă та «Аттене калатăп!» тесе макăрса тăрать. Галимджанпа тепĕр ача çавна курчĕç те ачасене чăлпар сапаласа ячĕç, унтан Укахвие килне çитичченех ăсатса хăварчĕç. Галимджан ăна çавăн пек пĕрре çеç мар хӳтĕленĕ.
Галимджан Укахвие Агай тесе чĕнесси те ачаранпа юлнă йăла. Пĕр тури чăваш хĕрарăмĕ аппăшне акай тесе чĕннине илтсе, Укахви ашшĕпе пĕр тăван аппăшне акай тесе чĕннĕ пулнă. Çакăн хыççăн вара ăна килтисем «акай» тесе тăрăхлама тапратнă, ку сăмах шкула та çитнĕ, ачасем ăна темиçе çул хушши Агай тесе йĕкĕлтенĕ. Галимджан ку сăмаха халĕ те çăвартан вĕçертмест, ăна çынсен куç умĕнче те, пĕччен чухне те Агай тесех чĕнет.
Укахви ял çинче каччăсемпе куçкĕретех çӳрекен хĕр пулман, Галимджанпа вăл кăнтăр кунĕнче ял витĕр юнашар тăрса утман та пулĕ, çавăнпа амăшĕ вăл кампа çӳренине ку таранччен те тĕплĕ пĕлмест. Халĕ ял çыннисем мар, килтисем те пĕлеççĕ ĕнтĕ, меншĕн тесен — кĕтсех тăр — Галимджан ăна килнех çыру ярать. Укахви ку çырăва чĕререн савăнса, мĕн пытармалли пур, вăтаннипе кăшт шикленсе кĕтет. Ак Ятман таврăнни Укакви чĕринче каллех çил-тăвăл хускатрĕ, Галимджан сăнарне куç умне тата чĕррĕнтерех кăларса тăратрĕ.
Хĕрсем Укахвисен умне çитсе чарăнчĕç. Пуху пулнă каçсенче Укахви Липăна кĕпер патне çитичченех ăсатса яраканччĕ, кĕçĕр ăна, ăсатас вырăнне, хăйсем патне чĕнчĕ. Çĕр чылая кайнă ĕнтĕ, килелле утма та вăхăт пек, анчах Липăн килне каяс килмест. Укахви, ун кăмăлне пĕлсе, ăна вăйпах хăйсем патне сĕтĕрет.
— Кĕрсе тух ĕнтĕ, Липа, эс кĕменни миçе уйăх пулать!
— Асту, яланах кĕретĕп. Иртнĕ вырсарникун çеç хăна пултăм.
— Эй, çав хăна пулни пулатьчи вăл? Кĕтĕн те Левентей пырса кĕрсенех тухса тартăн...
Пӳртре никам та çук иккен-ха, ашшĕпе Анушка пухуран килсе ĕлкĕреймен, амăшне Укахви иртенпе те курман, вăл пристане çу леçме кайнăччĕ пулас.
— Килте хамăр хуçа, Липа! — хыттăн каларĕ Укахви. — Салтăн та сĕтел хушшине кĕрсе лар. Эп халĕ сана хам звено ĕç планĕпе тинкӳне илме тытăнатăп. Анчах тăхта, сăмавар лартса ярам.
— Чăнах, чей ĕçер-ха, эп шăнса кайрăм, — килĕшрĕ Липа.
— Сисетĕп. Каччу çук санăн, чĕрӳне ăшăтакан каччу çук, çавăнпа шăнатăн.
— А Левентей? — кулчĕ Липа. — Левентей ман каччă мар-и вара?
— Вăл сан каччă пулнăччĕ те, анчах халĕ те çӳретĕр эсир унпа? Вăл каччи çавăн пек вĕт: санпа та çӳресшĕн, манпа та çӳресшĕн, теприне те ăмсанать, чăннипе хăйĕн чунтан-вартан юратакан пĕр савни те çук.
— Ку тĕрĕс ĕнтĕ, — килĕшрĕ Липа. — Ялта вара Левентей унпа çӳрет, Левентей кунпа çӳрет теççĕ. Маншăн кулăшла: çав çӳрени пулать-и? Пĕр вăхăтра вăл санпа çӳрет тесе те сăмах сарнăччĕ. Эп ĕненмерĕм, Укахви ăçтан ун савнийĕ пулма пултарать-ха, терĕм.
— Хăй мĕн ĕмĕтленнине чăн япала вырăнне хурать пуль, — терĕ Укахви.
— Çапла пулмасăр.
* * *
Кĕтерне Ятманран уйрăлсан лав çинчи мĕнпур япалине пушатрĕ те лашине леçме тесе колхоз картишнелле çул тытрĕ. Ăна хирĕç никам та тухмарĕ, Кĕтерне лав çинчен анса ĕлкĕриччен лаша, çамкипе хапхана хăех тĕртсе уçса, килкартинелле кĕчĕ. Ĕçе кайнă ытти колхозниксем те учĕсене килсе панă курăнать, мĕншĕн тесен тислĕк купи патĕнче икĕ лаша хыçкаланса тăраççĕ, çывăхра тата тепĕр лаши клевер ани патне тухмалли алăка уçма хăтланать. «Ăçта çав Сехре Иванĕ? Лашасене те йышăнмасть», — шутларĕ Кĕтерне.
— Иван, лашасем ĕçрен таврăннă, курмастăн-им? — кăшкăрчĕ вăл, анчах вăл кăшкăрни çине конюхсем пурăнакан пӳртрен никамам та тухмарĕ. Кĕтерне инке чăтаймасăр пӳрте хăй кĕрсе кайрĕ.
Сехре Иванĕ кутник сакки çине шапа пек сарăлса ӳкнĕ те харлаттарсах çывăрать. Вăл пӳрте çын кĕнине те туймарĕ. Темме Кĕтерне çак вăхăтра Ятман вăрçă çинчен каласа панине, нимĕçсем Атăл патне тапаçланаççĕ тенине асне илчĕ, вара çав тери хаяр сасăна кăшкăрса пăрахрĕ:
— Сехре, мĕн наяна персе выртатăн эсĕ кунта! Сехре Иванĕ шартах сиксе вăранса кайрĕ.
— Мĕн? — терĕ вăл ыйăх тĕлĕшпе...Кĕтерне ăна тата тем те пĕр каласа вăрççа тăкасшăнччĕ, анчах, малтан хăй кăшкăрнинчен хăй хăраса кайнăскер, майĕпен çеç çиллессĕн ыйтрĕ:
— Иван, эс вăрçăра пулнă-и?
— Пулнă. Вара мĕскер? — терĕ лешĕ.
— Унта та çапла çывăраттăна?
— Çук, унта капла çывăрсан вĕлерсе те каяççĕ.
— Кунта вĕлермеççĕ те, кăнтăр кунĕнче те сăвăр пек çывăрса выртма юрать эппин? Лашасене камăн пăхмалла? Ав лашасем ĕçрен килнĕ, эс тухса та курмастăн. Мĕнле лартнă сана лаша пăхма? Эс виç уйăх хушшинче мана йăлтах тарăхтарса çитертĕн. Ак халь сан кӳршӳ Ятман таврăнчĕ, каласа парам-ха, сана кăларса çапчăр.
Капла каласан, Сехре Иванĕ йăпăр-япăрах сиксе тăчĕ. Çӳçне вăрăм чĕрнеллĕ пӳрнисемпе якаткаларĕ те, урайĕнче выртакан чĕн пушша çекĕлтен çакса ярса, Кĕтернерен хăранă пек ыйтрĕ:
— Чим-ха, Ятман таврăнчĕ тетне?
— Таврăнчĕ çав. Ак халь манпа ларса килчĕ. Астăватна, вăрçа кайиччен вăл сана тырă вырнă çĕрте мĕнле тустарнăччĕ?..
— Астăватăп-çке, пĕлетĕп, Ятман мана юратмасть...
— Мĕншĕн юратмалла сана, наяна? Тăрпалтай вĕт эсĕ.
— Ун пекех ан кала-ха, Кĕтерне. Эсĕ вĕт ман тăхлач пулатăн...
— Ну, сан тăхлачу-масарупа. Тăхлач тесе ман саншăн кунĕн-çĕрĕн ĕçлемелле-и? Ĕнисене пăх, тата, Сехре çыврать тесе лашисене те манăнах пăхмалла иккен. Ĕçленĕ пул. Унсăрăн тупата туршăн кăларттаратăп сана.
— Ан хăтлан, Кĕтерне, ан хăтлан, — ӳкĕтленĕ пек каларĕ Сехре, унтан кăштăртатса лашисем патнелле утрĕ.
«Пулать те кахал çын, — шутларĕ вăл тухсан Кĕтерне. — Колхозра пурте çапла ĕçлесен, мĕн пулнă пулĕччĕ-ши? Вăт пурăнать этем тĕнчере: ни çемйи, ни чипер хуçалăхе, ни ĕçĕ çук. Арăмĕ вилсен, темиçе сурăх та юлнăччĕ, чăх-чĕп те пурччĕ, йăлтах пĕтерчĕ вĕт, айван. Халь пĕтĕм çуртĕнче те выльăх чĕрни пĕр качака кăна пулас».
Килте каçхи апат вăхăтĕнче Кĕтерне хăй Сехрене мĕнле ятлани çинчен Укахвипе Анушкана тата Липăна каласа кăтартрĕ. Ашшĕ, Кăтра Михала, çукчĕ, çавăнпа та хĕрарăмсем ытлашши вăтанса тăмасăр Сехрене нумайччен тăрăхласа ларчĕç. Укахвипе Липа ун çинчен самаях пĕлеççĕ иккен, чылай кулăшла япаласене аса илчĕç. Сехре çинчен калаçма чарăнсан, амăшĕ хĕрсене хыпар пĕлтерчĕ:
— Калама мансах кайнă, манпа пĕрле Ятман ларса таврăнчĕ.
Лешсем, тĕлĕннĕ пек пулса, Кĕтерне çине пăхса илчĕç. Унтан Укахви куç айĕн Липа çине тинкерчĕ. Липа сăлтавсăрах хĕрелсе кайрĕ, пĕр вăхăт ни Укахви çине пăхма, ни тирĕкрен яшка ăсса илме аптраса тăчĕ.
VI
Сăнран Анушка ашшĕне хунă: ун пекех сап-сарă çӳçлĕ, чăп-чăмăр питçăмартиллĕ, хăмăр куçлă, пĕвĕпе Укахвирен кăшт лутрарах пулин те, ашшĕ евĕрлех тулли. Кăмăлтан кама пăхнине хĕр хăй те пĕлмест: çиллес тесен, çиллес мар, вĕри чунлă тесен, ытла вĕри пулни те сисĕнсех каймасть. Анчах, тем тесен те, ашшĕ кăмăлĕ палăратех пулмалла çав, — мĕн те пулин шухăшласа хурсан, хăйне ун пекех канăçсăррăн тыткалать, тумалли ĕçе тумасан вара, ниçта кайса кĕме пĕлмест.
Ĕнер вăл пухура ашшĕ каланине те, ытти çынсен сăмахĕсене те ним шухăшсăр итлесе ларчĕ, паян акă ăна кунĕпех тем çитмен пек туйăнать. Пуçĕнче пĕр ыйтăва татса пама пĕлмест: каяс-и, каяс мар-и, каяс-и, каяс мар-и? Хăлхара ашшĕн çине тăрса хушакан сăмахĕсем янраса тăраççĕ: «Паянхи кун пирĕншĕн ĕçрен хакли ним те çук. Ĕç — тăшманшăн хĕç. Халь пирĕн çăмăл ĕç шырамалла мар, кашниех хăй çине чи йывăр ĕç илмелле»... Мĕнле ĕç чи йывăр ĕç вăл Анушкашăн? Хăш ĕçрен пăрăнса тăнă вăл халиччен? Юлашкинчен вăл ыйтăва хăй тĕллĕнех татса пачĕ. «Каймалла! Шăллăм вырăнне тăмалла. Алексей çара кайиччен тракторист пулнă, манăн та ун вырăнне тракториста вĕренмелле». Ку шухăш Анушкана тата акă мĕншĕн камăла кайрĕ: унăн тантăшĕ (савнийĕ теме хăяймасть-ха вăл) трактористра ĕçлет, тен, ун патне çакланма та тӳр килет. Вара ĕç кайĕччĕ, вара вăл Карачăмпа ăмăртнă пулĕччĕ!
Ашшĕ хĕрĕн шухăшне хирĕç пулмарĕ, анчах амăшне Анушка ун пек шут тытни пĕрре те кăмăла каймарĕ.
— Эс ĕçсĕр мар пулĕ вĕт? — терĕ вăл. — Мĕн сĕтĕрĕнсе çӳремелле çавăнта? Вăл ĕçĕн ним йĕрки те çук, паян — пĕр колхозра, ыран — тепĕр колхозра, паян — пĕринпе, ыран — тепринпе...
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...