Йăмраллă ял :: Пĕрремĕш пай


 

XIII

Укахви комсомола Ятман секретарьте ĕçленĕ чух, вăрçă умĕн çеç кĕнĕччĕ. Ун чухне вăл юнашар ялти вăтам шкултан тин кăна вĕренсе тухнăччĕ-ха, авăн çанă çĕрте куçне çӳп лекнĕрен института экзамен тытма каяйманнишĕн кулянса çӳретчĕ. Часах комсомола кĕчĕ, хĕлле клуб заведующийĕнче ĕçлерĕ, кĕске вăхăт хушшинчех ялта паллă общественница пулса тăчĕ. Пĕвĕпе вăл амăшĕ пекех пысăк, анчах питĕ çинçешкеччĕ, хурарах сăнлăскер, питрен те типшĕмрех курăнатчĕ, çавăнпа вăл Анушка пек пĕтĕм ялĕпе палăрса тăракан хитре хĕр пулассăн туйăнмастчĕ. Ак халь президиум сĕтелĕ патĕнче пăхса тăранмалла мар хĕр ларать. Кăшт тăрăхларах пичĕ çинче ырă сăн вылять, çĕмĕрт пек хуп-хура куçĕсем çамрăклăх вучĕпе йăлкăшса çеç тăраççĕ, яштак пĕвĕ тулли те илемлĕ.

Комсомолецсем пурте пухăннă ĕнтĕ, Укахви пухăва уçма Липа килме ĕлкĕрейменнипе çеç чарăнса тăрать. Липăна телефонпа калаçма халь çеç правление чĕнсе кайрĕç, ăна райком секретарĕ Камышин чĕнтернĕ терĕç. Секретарь, вăл киличчен тесе, папка ăшĕнчен каллех отчетне кăларать, ăна тепĕр хут пăхса тухма тăрăшать.

Ак ĕнтĕ пурте хăйсен вырăнĕнче, президиум та суйланă, Укахви комсомол пуçламăш организацин çулталăк хушшинчи ĕçĕсем çинчен сăмах тытать. Ятман, вăл каланине çырса пырас пек, умне пĕр листа шурă хут сарса хунă, аллине кăранташ тытнă, анчах хăй çырмасть, пуçне кăшт чалăштарса итлесе çеç ларать.

Секретарь чи малтанах йыш çинчен калать, — комсомолецсен йышĕ, вăрçăчченхипе танлаштарсан, чылай ӳснĕ. «Апла пулсан, вăй та хутшăннă, — тет хăй тĕллĕн Ятман. — Ăçта йыш — унта вăй. Ку мана килĕшет, мĕншĕн тесен эсĕ вăйли вăл, Укахви, эпĕ вăйлине пĕлтерет». Çапла çав, кунта ларакансем çине пĕрре пăхса илсех паллă — организацине çĕнĕ çынсем нумай кĕнĕ. Ав, президиумра ларакан Симун виçĕ çул каялла кусналла та лапталла çеç вылянă, халĕ, хăйне чиперех тытса, пухăва ертсе пырать. Ун çинчен килте йытă пăтратман, ял çинче яшка пĕçернĕ, тесе калаймăн, вăл ĕçре те маттур, чĕлхерен те ӳксех юлас çук. Мĕнле кăна ĕç ан хуш, пултараймăп тесе тăмĕ, тытĕ те пурне те тĕлĕнтермелле туса пăрахĕ.

Ятман Карачăмпа Анушка пур-и тесе пăхкаларĕ, вĕсем кунта иккĕшĕ те çук иккен. Анушки ăçти иккенĕ паллă-ха, вăл пикенсех вĕренет пулĕ, Карачăмĕ вара комсомолец мар-шим? Епле çавăн пек пултаракан çамрăк çын комсомолта ан пултăр?..

Укахви комсомолецсем мĕнле ĕçлени çинчен калать, хăйсен организацийĕнчен фронта тухса кайнă комсомолецсем халĕ мĕнле паттăррăн çапăçнине те асăнмăсăр хăвармасть вăл. Колхозра ответла ĕçсенче комсомолецсем сахал иккен, пĕр звеньевой та пĕр учетчик çеç. Фермăра пĕр комсомолец та çук.

— Хăвăн звено ĕçĕ çинчен тĕплĕрех каласа пар-ха, — илтĕнчĕ хыçалтан агроном сасси. Пухура ларакансем, ку сасса палламан пек, пурте ун еннелле çаврăнса пăхрĕç.

— Ăна эпир иртнĕ хĕлле çĕнĕ çул умĕн тунăччĕ, — терĕ Укахви, кăшт хĕрелсе. — Хĕлле хамăр участок çинче юр тытрăмăр, çуркунне унта тислĕк нумай кăлартăмăр. Акмалли тулла лайăх тасатса хутăмăр. Çамрăксем пурте тăрăшса ĕçлерĕç. Анчах июнь уйăхĕнчи шăрăх пирĕн калчана сиен кӳрсе хăварчĕ, çавăнпа тулă ытла вăйлă пулмарĕ, эпир хамăр сăмах çине тăраймарăмăр...

Доклад пĕтсен, чи малтан сĕтел умне Ятмансенчен икĕ кил урлă пурăнакан Ваçук тухрĕ. Вăл, хăнăхнă майпа çӳçне аллипе темиçе хутчен туранă пек туса сăтăрчĕ те, пурпĕрех пĕр тикĕс вырттарас çуккине кура, аллине пуçĕ çинчен илсе сĕтеле ярса тытрĕ.

— Эпир ĕçлемен мар ĕнтĕ, — пуçларĕ вăл хулăмрах кăна сасăпа. — Вăйхалăмăр çитнĕ таран фронта пулăшас тесе çĕрне-кунне шутламасăр ĕçленĕ. Эп çакна каласшăн: колхозра эпир хутшăнман ĕç çук.

— Пур! — кăшкăрчĕ ăна тин çеç сăмах панă Симун, чăтаймасăр.

— Пĕлместĕп, Симун мĕнле ĕç çинчен каласшăн, анчах, ман шутпа, эпир кăçал нимĕнле ĕçрен те юлман. Акнă, сӳреленĕ, çĕртме тунă, тырă вырнă, кĕлте кӳнĕ, патшалăха тырă леçнĕ, — ача чухнехи йăлипе пӳрнисене тытсах шутласа кайрĕ Ваçук. — Анчах эпир хамăр ĕçе çынна кăтартма пĕлместпĕр. Вăл мĕнрен курăнать? Пирĕн нимле агитаци те çук, акă мĕнрен. Стена хаçачĕ пирĕн праçникрен праçнике çеç тухать, боевой листоксем кăлармастпăр, хĕрлĕ хăма çук. Акă Симун çуракинче чи малта пычĕ, ун çинчен районри хаçатра та çырчĕç, анчах хамăр колхозра пĕр сăмах та çырман. Укахвипе Анушка тырă вырнă çĕрте хăйсен ĕç нормисене виçшер хут тултарса пычĕç, вĕсем çинчен те çур сăмах та çырман, агитацисĕр юрамасть, юлташсем. Мĕн тунă, çавна çийĕнчех халăха пĕлтермелле. Мĕншĕн тесен пĕр бригада çитĕнĕвĕ ыттисене те пикенсе ĕçлеме çĕклентерет. Ку пĕрре, — вăл малалла мĕн каламаллине аса илме сулахай аллинчи хут татăкĕ çине тинкерчĕ, сассине уçмалла ӳсĕрсе илсе, сăмахне малалла тăсрĕ. — Кăçал пирĕн колхозра вăйлă тырпул ӳстерес тĕлĕшпе пĕр бригада ĕçлерĕ. Ку вăл çав тери сахал. Ман шутпа, кашни бригада çапла ĕçлемелле. Пирĕн ертсе пыма пултаракан комсомолецсем çук мар. Шанса парас пулсан, эпĕ хамах Укахвипе ăмăртăва тухмалла.

— Ох! — терĕ пĕри. — Вот Ваçук!

— Мĕн, пултараймасть тетнем? — хыттăн ыйтрĕ Ваçукĕ. — Пăхса тăр, мĕнле тулă ӳстерсе парăп!

— Темĕн-çке....

— Вот сана темĕн-çке!

— Шăпланăр! — чарчĕ вĕсене Симун, унтан, лешсем тавлашма чарăнсан, хăй сăмах пуçларĕ.

— Кунта Ваçук колхозра комсомолецсем хутшăнман ĕç çук терĕ. Ман шутпа, пур. Акă выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçе илер-ха. Хăçан унта пирĕн ал пырса тĕкĕннĕ? Хутшăннă-и эпир вăл ĕçе?

Вăл сывлăш çавăрма пăртак тăхтаса тăчĕ, анчах хăйне кам та пулин чарасса кĕтмерĕ: ун пек çын пулма пултараймасть, мĕншĕн тесен Симун хăй тĕрĕс каланине лайах пĕлет.

— Тен, вăл пĕчĕк участок пулĕ? Тен, пирĕн чăнах та ку ĕçпе интересленме кирлĕ мар пулĕ? Çук, юлташсем, — Симун, колхоз председателĕ итлет-и-ха тесе, ун еннелле пăхса илчĕ. — Ку вăл эпир çак пысăк ĕçе хисепе хуманнинчен килет. Колхоз правленийĕ пур, конюхсем, дояркăсем пур тенĕ ĕнтĕ. Илсе пăхăр-ха кăçалхи ĕçсене: кĕлтесене хиртен ик эрне ытла турттартăмăр, çĕртме сухине çуррине те тăваймарăмăр, çĕрулмине кĕрхи çумăр витĕр кăлартăмăр. Мĕншĕн? Мĕншĕн тесен пирĕн туртăм вăйĕ çитмест, меншĕн тесен лашасем пушă лавпах ывăнаççĕ. Калăр-ха пиртен кам лаша витисене кĕрсе курнă, лашасене мĕнле пăхнине кам тĕрĕсленĕ?

— Эс ху тĕрĕслĕнĕ-и? — тĕртсе хучĕ Ваçук, паçăр хăйне чарнине аса илтерсе.

— Эпĕ тĕрĕсленĕ, — хăюсăррăн каларĕ Симун, çавăнтах, кунта мухтанма çуккине туйса, чăннине йышăнчĕ. — Анчах эпĕ те халĕ çеç. Конюхсем лашасене начар пăхаççĕ. Унта, хăвăрах пĕлетĕр, Сехре Иванĕ ĕçлет...

— Ĕçлемест! — терĕ пĕри.

— Мĕнле ĕçлемест? — тĕлĕнчĕ Симун. — Ара, Сехре Иванĕ...

— Паянтан вара ĕçлемест, кăларнă, — çирĕплетрĕ Левентей.

Симун кăна илтнĕ хыççăн тата хавхаланарах каларĕ.

— Тĕрĕс тунă, ăна тахçанах кăлармалла пулнă! Вăл лаша пăхакан çын мар, лаша мурĕ! Эпир, комсомолецсем правленинчен çапла ыйтатпăр: лартăр çав Сехре вырăнне пĕр-пĕр комсомолеца, вара унта ĕç юсанассине шанма пулать.

Ятмана Симун тухса калани килĕшрĕ. Вăл сăмах илчĕ, Симуна хӳтĕлесе, фермăсем çинчен тата та ытларах чарăнса тăчĕ, Тутаркас комсомолецĕсем лашасене пăхас ĕçе йăлтах хăйсен аллине илни çинчен каласа кăтартрĕ.

— Пирĕн те çавăн пек тумалла! Ав вĕсем пиртен малтан ăс çитернĕ! — терĕ Ваçук. Темиçе арçын ача, председатель чарнине пăхмасăр, хушса хучĕç:

— Лашана пур çĕрте те Комсомолецсем пăхăççĕ. Эпир вара çывăрса юлнă!

— Кăçал хамăр пăхатпăр!

— Сехре пеккисене шансан, лашасене часах çĕклесе тăратмалла пулать!

Президиум сĕтелĕ патне Липа тухрĕ. Ăна сăмах панине илтсен, Укахви, тем çырса лараканскер, кăранташне хурсах итлеме хатĕрленчĕ. Малтан каласа хунă пулсан та, вăл агроном калаçмасран хăранăччĕ. Липа сăмах илнĕ хыççăн Левентей пуçне аяларах пĕшкĕртрĕ, вăл Липа хăйне лаша фермишĕн тата вăйлăрах вăрçассине кĕтрĕ пулас. Анчах Липа ун пирки сăмах хускатмарĕ.

— Эпĕ пĕр ыйту çинче чарăнса тăрасшăн, — терĕ вăл хăйĕн янравлă та уçă сассипе, ку сасса илтсен вара Ятман, темшĕн тӳрех вăл юрлама ăста пулас тесе илчĕ. — «Атăл» колхозра кăçал комсомолецсем вăйлă тырпулшăн мĕнле кĕрешрĕç, вĕсен ку ĕçре мĕнле кăлтăксем пулчĕç тата вăйлă тырпул туса илес тесен пирĕн çитес çул мĕн тумалла?

«Ку интереслă, — шухăшларĕ Ятман ăшра, — кала, кала, итлетпĕр».

— «Атăл» колхозăн тырпул тухăçлăхĕ кӳршĕллĕ ялсеннинчен чылай пысăкрах, ку вăл эсир уй-хир ĕçне нумăй вăй хуни çинчен калать. Анчах малта пыракансенчен яланах ытларах ыйтаççĕ. Сирĕн тата пысăкрах тухăçлă тырпул пуçтарса кĕртме пур условисем те пулнă.

Ку пĕтĕмĕшле сăмахсем Ятман кĕтнĕ сăмахсем пулмарĕç-ха, вăл агроном ĕçе тĕплĕрех тишкĕрессе ĕмĕтленнĕ.

— Кăна эпĕ комсомол организаци секретарĕ Кудрявцева звенин тĕслĕхĕ çинче кăтартса пама пултаратăп. Эпĕ паçăр Кудрявцевăран звено ĕçĕсем çинчен тĕплĕрех каласа пама ыйтрăм. Те звенона хăй ертсе пынăран, вăл звено ĕçĕ мĕншĕн ăнăçсăр пулнине пĕрре те ăнлантарса памарĕ. Ун сăлтавне пытарса хăварма юрамасть, ăна шыраса тупасах пулать, мĕншĕн тесен вăл ĕçре малашне те кансĕрлеме пултарать. — Липа Укахви еннелле çаврăнса пăхрĕ те, вăл хăмач пек хĕрелсе кайнине асăрхаса, çынсем сисмелле мар кулса илчĕ, унтан малалла каларĕ: — Эпĕ звено ĕçне хурлама шутламастăп, Кудрявцева юлташ. Звенори вунă хĕрача хĕлле те, çуркунне те, çулла та лайăх ĕçлерĕç. Хĕллехи шартлама сивĕсенче вĕсем çĕрĕн-кунĕн уйра юр тытрĕç, темĕн чухлĕ кĕл пухрĕç, çуркунне вăрлăх акас умĕн çĕре пахчари кишĕр йăранне кăпкалатнă пек çемçетрĕç. Тулă шăтасса та лайăх шăтса тухнăччĕ. Анчах май уйăхĕн вĕçĕнче правлени Кудрявцевăна çулйĕр ĕçне бригадир туса ячĕ те, звенори хĕрсем сасартăк аллисене усрĕç. Шăрăх кунсем тăраççĕ, калчана çăлса хăвармалла — Кудрявцева çук, вăл тырă вырма тухас умĕн çеç таврăнчĕ. Эпĕ пĕлетĕп, çулйĕр ĕçĕ те пысăк ĕç, унта та пултаруллă çын ярас пулать, çапах та вăйлă тырпул тăвас ĕçре ертсе пыракан çынна унта ямалла пулман. Звенона хăйĕн ĕçне вĕçне çитерме кăçал чăннипе колхоз правленийĕ чăрмантарчĕ, кăна комсомолецсен пухăвĕнче тӳрех каласа хăварас пулать.

Ятман Липăна кун пек куç-кĕретĕн калакан хăюллă хĕрача тесе шутламанччĕ, вăл ăна хăш-пĕр çамрăксем пек никама та кӳрентерес мар тесе яланах çемçен те асăрханса калаçакан хĕр пулĕ тенĕччĕ. Вăл Левентейрен те хăраса тăмасть иккен тата Укахвие те тӳррĕн калать, — юлашкинчен вăл ăна хыттăнах тĕртсе илчĕ.

— Секретарь ĕçлеме пултарасси пирки эп нихçан та иккĕленмен, иккĕленместĕп те. Анчах Кудрявцевăн пĕр пысăк çитменлĕх пур: вăл тепĕр чух ытлашши йăваш чунлă пулать. Кăмăлĕ хытăрах та шăлĕ çивĕчрех пулнă пулсан, вăл хăйĕн звенине пăрахса каяс умĕн колхоз председателĕпе тавлашнă пулĕччĕ е мана пĕлтернĕ пулĕччĕ. Вăл мана та пĕлтермен, председателе хирĕç те нимĕн те каламан, кĕреçе йăтнă та часрах ĕçлеме чупнă. Ĕçре маттур пулмалла, хушнă ĕçе вăхăтра тумалла, анчах коллектив ĕçне хӳтĕлеме те пĕлмелле. Эсĕ, Кудрявцева, рядовой комсомолка çеç мар, тата комсомол организаци секретарĕ.

Çитес çул ĕçлеме Липа сахалтан та виçĕ бригадăра виçĕ звено тума, агрокружок уçса унта агротехникăна вĕренме сĕнчĕ, агрокружока хăех ертсе пыма пулчĕ.

Ăслă та тӳрĕ кăмăллă хĕрача пулас, ку, ĕçре çитменлĕх курсан, калама аван мар тесе тăрас çук, — унăн вутхĕмле çиçсе тăракан пит-куçĕ çине савăнса пахрĕ Ятман. — Юрать Укахвийĕ те ун пекех ăслă, тепĕр кĕске турталлă хĕрача кун хыççăн шăрт та март пулмалла, виç эрне сăмах чĕнмесĕр çӳремелле. Тупăннă хитре мăшăр, — хĕрпе каччă çавăн пек пулсанччĕ!..

Вăл Левентей каланă хушăра та Липа çинченех шухăшласа ларчĕ, çавăнпа пулĕ, Левентей тухса каланинче ăна ыттисем каланă шухăшсем нумай пек туйăнчĕç.

Пуху кăмăллă иртрĕ. Комсомолецсем малашне тăрăшарах ĕçлетпĕр тесе решени йышăнчĕç те секретаре каллех Укахвие суйларĕç.

Укахви, Липа, Левентей тата Ятман киле пĕрле таврăнчĕç. Çул çинче пуринчен ытларах Укахви калаçрĕ: нумай вăхăт хушши хатĕрленнĕ пухăва ирттерни уншăн пысăк ĕçрен хăтăлнă пекех пулчĕ, çавăнпа вăл хăйне хаваслăн та ирĕклĕн тытрĕ.

— Укахви, — терĕ Ятман. — Пăхса лартăм та пухура, сан комсомолецсем пĕринчен тепри маттур. Хама суйлас пулсан, эпĕ вĕсен секретарĕ пулма пĕтĕм кăмăлтанах килĕшмелле. Мĕншĕн хам комсомолец мар-ши?

— Эй, çăмăл тетĕн-им вĕсемпе ĕçлеме! — ал сулчĕ Укахви. — Эпĕ пĕлетĕп ĕнтĕ...

Урам кукăрĕнче вĕсен уйрăлса каймалла пулчĕ — Укахвипе Ятманăн тăкăрлăкпа кӳлĕ патне тухмалла. Алă панă чухне Ятман хăй кĕтмен çĕртенех Левентее ăмсаннине туйса илчĕ. «Ун вырăнне мĕншĕн манăн Липăпа пĕр урампа каймалла мар-ши?» — терĕ.

Укахвипе вăл хапха умĕнче те чылайччен калаçса тăчĕ. Вĕсем уйрăлас умĕн фермăран таврăнакан Кĕтерне инке хĕрпе каччăран инçех те мар, вĕсене курмăш пулса, иртсе кайрĕ. Укахвипе Ятман ăна сăмах хушма та ĕлкĕреймерĕç.

Ак хайхи, савнисем пек пултăмăр, аннӳ палларĕ ĕнтĕ, — терĕ Ятман.

— Паллатăрах, — тĕттĕмре куçĕсем çиçрĕç хĕрачан.

— Эс кала, пухуран килтĕмĕр, те.

— Юрĕ, çавăн пек тейĕп, — кулчĕ Укахви.

 

* * *

Сехре Иванĕ, Левентейпе калаçнă хыççăн витене тек кайса та кĕместĕп тесе килне таврăнчĕ те мĕн тăвассине пĕлмесĕр аллине пуртă ярса тытрĕ. Картиш варрине çитсен чухларĕ — ун пуртăпа ним тумалли те çук, çав, пӳртре çакăнса таракан пĕр çыхă табак çулçине тураса пăрахсан кăна. Халиччен хăйĕнчен кулнине нумай илтсе курнă кăна тахçанах хăнăхнă тата çын сăмахĕшĕн нихçан та ытлашши пăшăрханман Сехре куннинче хăйне питех те канăçсăррăн тытрĕ. Ăна кăмака умĕнчи ăшă сĕт те, хăйĕн пахчинчен татса хунă тутлă анис та лăплантармарĕ, вара вăл картара хуçине кĕтсе макăрса тăракан качаки патне пымасăрах витене тухса чупрĕ. «Мĕн тăвас? — терĕ вăл правлени умĕне иртнĕ чухне. — Тепре калаçас-и? Калаçсан та ăна хам ӳкĕте кĕртес çук. Ытла вăрçса каларĕ».

Темиçе хутчен чарăнчĕ пулин те, вăл правленине кĕмерĕ. Мен тума кĕрес унта? Левентей ăна ăнланас çук. Кам сăмахне итлет-ши вăл, Левентей? Сехре Левентей кама «итлессине пĕлет, Ятман калас пулсан, вăл ун сăмахĕнчен тухман пулĕччĕ, анчах Сехре Ятман патне те каяс çук, вăл та Левентей пекех, кӳршĕ пулсан та, Сехрене пачах хисеплемест.

Кĕтерне инке Сехрене конюхран кăларнă иккенне Палюк урлă пĕлчĕ. Ку уншăн пĕртте тĕлĕнмелле хыпар пулмарĕ: кăна вăл тахçанах кĕтнĕ. Сехре ун патне ĕне витине хăй пырса кĕчĕ. Кĕтерне ĕнисене чĕкĕнтĕр çеçки паратчĕ, çавăнпа Ивана курсан та ĕçлеме пăрахмарĕ.

— Мĕн начальник пек тĕрĕслесе çӳретĕн, хăвăн лашусене тăрантартăн-и-ха? — хăтăрнă пек ыйтрĕ вăл, ун селкĕш пит-куçне курман пек пулса.

— Тăрантарнă, — терĕ Сехре.

— Левентей сана мĕншĕн чĕнтернĕ çак?

— Ĕç çукран. Пĕччен ларма кичем пулса çитнĕ те.

— Çавăнпа-и вара?

— Çавăнпа пулмасăр.

— Ну, мĕн терĕ вăл сана? — чĕкĕнтĕр çеçкн çĕклемĕпех ун умне чарăнса тăчĕ Кĕтерне.

— Мĕн тĕтĕр? Ĕçрен кăларчĕ.

— Ĕçрен кăларчĕ тетни? Ай-ай, Иван! — терĕ Кĕтерне, çĕклемне ывăтса. — Халь мĕн тăватăн ĕнтĕ?

— Килте ларатăп.

— Эс именме пĕл вăрçă вăхăтĕнче çапла калаçма. Сехре чăнах та вăтаннă пек пулчĕ. Ытла вырăнсăр тухрĕ-çке ун сăмахĕ. Вара Кĕтерне умĕнче тӳрре тухас пек йывăррăн сывласа илчĕ те каласа хучĕ:

— Эп Левентее ун пек çын мар тесе тăраттăм. Пĕр хĕрсе кайсан, вăл та çиленме пултарать иккен.

■ Страницăсем: 1... 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16 ... 27