Йăмраллă ял :: Пĕрремĕш пай
Анушка амăшне ăнланчĕ: вăл ӳссе çитнĕ хĕрне алран вĕçтересшĕн мар, вăл ăна хăй куçĕ умĕнче ĕçлеттересшĕн.
«Ан хăра, анне, ятăма ярас çук, хама тытма пĕлĕп», — терĕ вăл хăй ăшĕнче.
Левентей Анушкана ĕненесшĕн те пулмарĕ.
— Çук, ниçта та каймастăн, ĕçлес тесен, колхозра та ĕç нумай. Эс аçу хыççăн ан кай, вăл пăртак...
Тем каласшăнччĕ Левентей, Анушка халь ăна-кăна итлесе тăмарĕ, вăл Левентейрен тем пулсан та хăйне трактористсен курсне яни çинчен справка илме шутларĕ.
— Эп каятăпах, Левентей. Халь колхозра çуракине тухиччен нимле пысăк ĕç те çук.
— Мĕнле çук? Авăн çапмалла, вăрман касмалла.
— Авăн çапма пултаракансем пайтах-ха кунта. Ман пеккисем тракторпа ĕçлеççĕ!
— Эх, Анушка, Анушка, — терĕ Левентей, ун çине ытараймасăр пăхса. — Таса мар ĕç вĕт вăл трактор патĕнче. Сана вăл ĕç килĕшмест те. Сана ял илемĕ Анушка теççĕ-çке, хĕрĕм. Вараланса пĕтĕн те, каччăсем пăхми пулĕç, çавăнтан хăратăп.
Пăхаççĕ, ан хăра. Часрах справка пар, ман вăхăт çук.
Левентей, тем пек турткалансан та, Анушкана вĕренме яма килĕшрĕ-килĕшрех. Анушка çавăнтах телефонпа курс хăçан пуçланассине ыйтса пĕлчĕ, тата виçĕ кунтанах каймаллине пĕлсен, Левентее тав туса, хăйĕн савăнăçне тантăшĕсене пĕлтерме тухса чупрĕ.
Каçхине вăл урамра пĕр каçлăха киле таврăннă Карачăма курчĕ.
Карачăм — лутрарах кăна пӳлĕ, сарлака хулпуççиллĕ, хуп-хура çӳçлĕ, питех те çамрăк сăн-питлĕ каччă. Вăл çулĕпе те çамрăк-ха, унăн янах çинчи çемçе мăйăх пĕрчисене бритва та лексе курман. Хăй утнă чух васкамасăр, ӳркенсе тенĕ пек, енчен-енне сулланарах утать. Малтанлăха ăна питех те наян çын вырăнне йышăнма пулать. Чăнах та вăл ĕçчен çын та мар, темле васкавлă ĕçе те хыпăнса укмесĕр, ытлашши хавхаланмасăр тăвать, çавăнпа хăй колхозра ĕçленĕ чух хĕрсем унран кулма та пăхатчĕç. Çулталăк каялла Карачăм МТС-а кайса, кĕчĕ. Унта вăл малтан мастерскойра ĕçлерĕ, кайран, тракториста вĕренсе, çывăхри пĕр колхозра çураки ирттерчĕ.
Анушка çамрăксем патне çитсен, Карачăм ăна курман пек пулчĕ, ун аллинчи купăсĕ ытларах нăйкăшма тытăнчĕ. Хĕр хăй патне пырса тăрсан, каччă, купăсне чарса, Анушка çине айăпа кĕнĕн пăхса илчĕ.
— Аван-и? — хăюллăн алă пачĕ ăна Анушка.
— Аван-ха.
— Ман санпа калаçмалли пур.
Карачăм, «ку сăмахсене кам-кам илтрĕ-ши» тенĕ пек, хăй сисмен çĕртенех çамрăксем еннелле çаврăнса пăхрĕ. Мĕне пĕлтерет ку? Нихçан алă тытман хĕр çынсен умĕнчех алă тытрĕ, çитменнине тата хăйпе калаçма чĕнет. Кун хыççăн пĕр вăхăт хушши купăс инçете илтĕнмелле янрарĕ, купăсçă урисем паçăрхинчен хытăрах тăпăртатрĕç, унтан купăс юлашки хут нăйк! турĕ те чарăнчĕ.
Вĕсем Анушкасен мунчи умне çитсе ларчĕç. Юнашарах сад пулнăран кунта панулми шăрши кĕрет. Урам леш енче хĕрпе каччă мăкăртатса калаçни илтĕнет. Карачăм, Анушкапа калаçма сăмах тупаймасăр, çав-çавах купăсне юсам пек тăвать. Тĕрĕссипе каласан, Анушкан та паçăрхи хăюллăхĕ таçта кайса çухалнă ĕнтĕ. Вăл та ӳпре-шăна çыртман çĕртенех урисене çĕмĕрт çулçисемпе çатлаттаркаласа ларать (питĕ йывăр çак Карачăмпа калаçма, хăюсăр вăл, анчах çав вăхăтрах унпа ларма кăмăллă, Анушка унпа пĕр калаçмасăр та çĕр каçах ларĕччĕ).
— Эп санпа пит хăюллă пултăм-ха, эс ман çинчей тем ан шухăшла, — терĕ вăл, Карачăм купăсне тӳрлетсе пĕтернине ,курса. — Çапах та ун çинчен никампа та мар, санпа калаçмалла: эс ялта пĕртен пĕр тракторист.
— А Алексей? — терĕ Карачăм.
— Алексей вăрçăра, ăна халь мĕн шутламалли пултăр? Эпĕ акă ун вырăнне тракторист пулас тетĕп. Кала-ха, Карачăм, мана, пултарайăп-и? Е аппаланса та çӳрес мар-и?
— Мĕн пултармалла марри пур унта?
— Çапах та йывăр ĕç. Сухапуç мар вĕт-ха вăл — трактор.
— Вĕренсен ним те мар.
— Вĕренейĕп-и? Унта пин пай та пулĕ те.
— Пир тĕртессинчен йывăр мар ĕнтĕ, — кĕтмен çĕртен каласа хучĕ Карачăм.
— Ну, каларăн тата! Пир тĕртесси мĕ-ĕн вăл...
— Ку та çавах.
— Апла эсĕ хушатăн-и? Атте те хирĕç мар, справка та хатĕр ĕнтĕ манăн. Тата виçĕ кунтан района каятăп.
— Юрать, юрать. Пĕрле ĕçлеме хаваслăрах пулĕ.
— Тавах ырă сăмахушăн.
Анушка Карачăмран тракторист ĕçĕ пирки темĕн те пĕр ыйтса пĕлчĕ. Вăл каланă тăрăх, ăна тракторист ĕçĕ пĕрре те хăй тума пултарайман ĕç пек туйăнмарĕ. Вĕреннĕ чухне йывăр пулĕ ĕнтĕ, пĕр вĕренсе тухса хăй тĕллĕн ĕçлеме тытăнсан, Анушка çынтан юлас çук.
...Анушка паçăрах пӳрте кĕнĕ ĕнтĕ, ун чӳречи витĕр лампă çути йăлтăртатни курăнать. Карачăмăн урисем çаплах итлемеççĕ, çук, каясшăн мар вĕсем çак çурт умĕнчен. Ак сад, çӳлĕ тĕкме, чӳрече умĕ. Карачăм Анушкана çывăхранах курать, икĕ утăм çеç вĕсен хушши, вĕсене уйăрса тăраканни хупă кантăк çеç. «Уç, сар хĕр, чӳречӳне, пăчă вĕт сана», — тет каччă хăй ăшĕнче. «Çук, ан уç, лар çапла çерĕпе, эп сан çине ху сисмен çĕртен сехечĕ-сехечĕпе пăхса тăрам», — тет вăл çавăнтах.
Садри йывăçсем ун çине çумăр тумламĕсем тăкăççĕ, сăмсана çĕмĕрт шăрши, панулмин ытарайми шăрши çапать, пит-куçа нӳрлĕ çулçă сĕртĕнет, йывăçсем, Карачăм çинчен вăрттăн калаçнă пек, пăшăлтатса илеççĕ. Каччă ăна-кăна нимĕн те туймасть, унăн пĕтĕм тимлĕхĕ хĕр çинче.
Анушка аллине хулăн кĕнеке тытнă та ăна сирет те сирет. Страницăсем хушшинчен сăнӳкерчĕксем, çырусем, таса хут татăкĕсем тухаççĕ. Вăл, кашнине майлаштарса хурса, кĕнекене малалла пăхать. Карачăмăн: «Ан шыра, çук унта ман сăн, ӳкерттереймерĕмĕр», — теес килет. Анчах такшин сăнне шырать-ха, такшин çинчен шухăшлать-ха Анушка? Акă вăл аллине пĕр çыру илчĕ те ăна малтан пуçласа вĕçне çитичченех вуласа тухрĕ. Кам çырăвĕ вăл? Паллах, Карачăмăн мар. Çырман вăл ун патне пĕр çыру та. Ак Анушка, кĕнекисене сирсе тухса, аллине пĕчĕк тĕкĕр тытрĕ. Чылайччен пăхрĕ вăл ывăç тупанĕ пек тĕкĕр çине, унăн шухăша кайнине пĕлтерекен хурлăхлă куçĕсем хăйĕн сăн-питне пĕрремĕш хут курнă çынна сăнанă евĕр сăнарĕç.
Миçе сехет тăчĕ çапла Карачăм? Тата миçе сехет тăнă пулĕччĕ вăл, Анушка лампине сӳнтермен пулсан? Анчах Анушка лампине сӳнтерчĕ те, унăн сăнĕ курăнми пулчĕ.
«Чипер юл, Анушка! Канлĕ ыйăхпа çывăр, тĕлĕкре Карачăм тракториста кур! Эпĕ санпа калаçса тăранаймасăр сирĕн садăра вăрă пек кĕрсе тăнăшăн айăп ан ту».
Вăл тĕкме урлă мĕнле çăмăллăн сиксе кĕнĕ, çавăн пекех маттуррăн каçса кайрĕ. Ăна Анушкана хăй кунтине систерсе купăсне мĕнпур вăйран тăсса ярасси килчĕ, анчах кăна тума хăюллăхĕ çитеймерĕ. Урам кукăрне çитсен çеç шăпланнă урамра уйрăмăнах янăравлăн вылянакан купăс сасси çывăрса кайнă çынсене те чылайăшне вăратса хаварчĕ.
VII
Колхоз правленийĕн çурчĕ çырма хĕрринче, виçĕ ял кӳллине хирĕç, ытти çуртсенчен уйрăмтарах ларать. Ăна пилĕк-ултă çул каялла ятнех правлени валли тесе тутарнă. Чӳречисем унăн пысăк та çӳлĕ. Пӳрт тăрринче радиомачта сывлăшалла кармашса тăрать. Ĕç çук чухне правленире кунĕн-çĕрĕн халăх хĕвĕшетчĕ, паян ак унта никам та çук, — пĕтĕм халăх уя çĕрулми кăларма кайнă.
Правленире колхоз счетовочĕ Куçма Иванч пĕчченех ларать. Вăл кунта ирех килет те ниçта тухмасăр ĕçлет, — хутсемпе чакалашать, шут шăрçисене вĕçĕмсĕр каялла-малалла шутарать. Ĕçĕ ун нумай: вăл çак чылаях пысăк колхозăн учет ĕçне пĕчченех туса пырать. Çапах та Куçма ӳпкелешмест. Вăл çынни çавăн пек: ытлашши калаçмасть, вĕçĕмсĕр ĕçлет. «Пирĕн счетовод тĕплĕ çын, унсăр колхозри йĕркене тытса пыма та кансĕр пулнă пулĕччĕ», — теççĕ ун çинчен ялта. Унăн куçĕ те ытлашши витĕрех мар, иртнĕ тĕнче вăрçинче вăл куçран аманса кăшт çеç суккăр пулса ларман. Тепĕр çын çавăн пек куçпа сулхăнра çеç чĕлĕм туртса, такама вăрçса лармалла. Куçма ун пек пурăнма пултараймасть. Çук, вăл ĕçсĕр пĕр минут та лараймасть. Калас пулать, кăмăлтан Куçма ытлашши уçă çын мар, унтан виçĕ сăмах илтесси те теме тăрать, çапах вăрттăн этем те мар. Вăл чунĕпе питĕрĕнсе çӳрени Куçма хăй пурнăçĕнче инкек нумай курнинчен килет пулмалла. Вăрçăччен Куçма вунтăхăр çулхи хĕрĕпе иккĕш пурăнатчĕ, вăрçă пуçланнă хыççăн хĕрачи, Санюк, хăй ирĕкĕпе фронта медсестрара ĕçлеме кайсан, пĕр-пĕчченех юлчĕ. Куншăн та ӳпкелешмерĕ Куçма, Санюка пĕр тумлам куççуль кăлармасăр салтака ăсатса ячĕ. Нумайăшĕсем вăл ăна капла ăсатса янинчен тĕлĕнчĕç те. «Кай, мĕнле кăмăл вара çав Куçман, пĕртен-пĕр хĕрачине ăсатнă чухне те макăрмасть», — терĕç… Кăтра Михала ăна çапла ăнлантарчĕ: «Куçма Иванч нимĕçсемпе çапăçса курнă çын. Вĕсем ун чунне витернĕ. Унăн нимĕçсене тавăрмалла пулнă, çавăнпа хăй каяйманнипе хĕрне фронта ярать», — терĕ.
Правленире хутран-ситрен телефонпа шăнкăртаттарса илеççĕ. Куçма телефон патне васкамасăр утса пырать, те кашкăрса калаçакан çынна пĕр-ик сăмахла типпĕн тавăрать, унтан «кансĕрлетĕр çав ĕçлеме» текен кăмăлпа каялла хăйĕн вырăнне кайса ларать. Ак телефон тата тепре шăнкăртатса илчĕ.
— Алло, Атăлкасси итлет, — терĕ Куçма, трубкăна тытса.
— Атăлкасси? Кăна райзоран калаçаççĕ. Сирĕн унта çĕрулми миçе гектар кăлармасăр юлнă? Миçе?.. Аллă гектар?
— Аллă гектар! — тепре хыттăн каларĕ Куçма.
— Кам ыйтать ăна? — илтĕнчĕ паллакан сасă. Куçма çаврăнса пăхрĕ те хăйĕнчен пĕр утăмра Ятман тăнине курах кайрĕ.
— Э-э, Ятман! Килĕрех, килĕрех...
— Мĕнле пурăнать, счетовод? — алă тăсрĕ Ятман. Ăна курсан, Куçман çиллессĕн туйăнакан сăнĕ самаях çемçелчĕ, унăн пит-куçĕ пĕчĕк ачанни пекех çуталса кайрĕ.
— Эсĕ ĕнерех çитнĕ пулас, пухăва та пынă, терĕç.
— Пынăччĕ, — терĕ лешĕ.
— Пирĕн Людмила ĕнер урамра пĕр çар çыннине куртăм, терĕ, орденпа, терĕ, апла вăл сана курнă пулĕ-çке?..
— Мĕнле Людмила?
— Ман патăмра пĕр украинка пурăнать, çавăн хĕрачи.
— Çапла, çапла, курнăччĕ, шыв ăсса килетчĕ, — терĕ Ятман, укăлча патĕнче курнă хĕре аса илсе.
Куçма пичче Ятмана тăван ывăлне кĕтсе илнĕ ашшĕ пек пур енчен те тинкерсе пăхрĕ. Ятман хĕвел çинче шурăхнă гимнастеркăпа, çухави айне çĕлесе лартнă шурă пусма йăрăмĕ илемлĕн курăнса тăрать. Урине çап-çутă çутатнă атă тăхăннă. Сăнран вăл чылай пĕтсе кайнă, хăрах ура çинче çеç тăнăран пулас, пĕвĕнчен те пĕчĕкленнĕ пек. Куçĕсем вара ĕлĕкхинчен çутăраххăн пăхаççĕ тата нумай пысăкланнă пек. Калаçасса хăй унчченхи евĕрлех лăпкăн калаçать, ĕлĕкхинчен те лăпкăнрах пулĕ.
— Мĕнле сывлан-ха, Куçма пичче?
— Пурăнатăп çапла. Кунĕпе кунта ларап, ĕç питĕ нумай. Килте ĕнтĕ ман никам та çук, хĕрача çара кайрĕ. Çавăнпа эвакуаципе килнĕ украинка çемйине кĕртрĕм. Вот, çапла пурăнатăп пĕр майлă.
Ку сăмахсене те Куçма типпĕн, шут шăрçисене васкамасăр шутара-шутара хунă пек, калать, вăл мĕнле каланинчен Куçма пичче чăнах та питĕ кичем пурнăçпа пурăннине туйса илетĕн. Çиелтен пăхсан, çак этем ĕнтĕ-пурнăçра урăх нимшĕн те тăрăшмасть пек, ун нимĕнле ĕмĕт те çук пек. Анчах вăл ĕçре калама çук чăтăмлă, шухăш ун çирĕп.
Куçма кашни çынпа пакăлтатма пултараймасть, çынна тӳрех чĕрине уçса памасть, çапах та унăн хăйне кура чунĕ пур, хăйне кура вăл савăнма та, хурланма та, тарăхма та, хăпартланма та пултарать. Ăна та хăш-пĕр çынсем кăмăлне каяççĕ, хăш-пĕрисене вăл тӳсме пултараймасть. Кăна вăл куç умĕнчех каламасть, çапах та сисет, курать. Ак вăл Ятмана калама çук юратать. Ыйтас пулсан, мĕншĕнне уççăнах каласа пама та пĕлес çук, çапах та ăна вăл хăйĕн тăван ывăлне савнă пек савать. Унпа вăл çулталăк ытла пĕрле ĕçленĕ, çак çулталăк хушшинче çиленмеллипех çиленсе курман. Ĕçре Ятман яланах Куçмана кирлĕ пек тĕплĕ пулнă, çынсемпе кăшкăрса мар, хăшпĕрисем пек çăвар вылятса та мар, ĕçлĕ калаçнă, вăл çынсен кăмăлне никамран лăйăх пĕлсе тăнă, çăвăнпа та кашни çын валли унăй хăйне уйрăм сăмах тупăннă. Ялта мĕнпур çын кăмăлне кайма çуках ĕнтĕ, темле ырă пулсан та, сана хурлакан тупăнатех, çапах та Ятмана ялта пурте тенĕ пекех юрăтнă. Чи кăра характерлă хĕрарăмсем те ун çине нумай вăхăт хушши çиленсе çӳреме пултарайман, вăл хăтăрарах, вĕрентерех каланă чух шăрт-март тукаласа илнĕ, çавăнтăх, килĕшӳ ыйтнă пек, юрĕ-çке, Ятман, эс каланă пекех тăвăпăр, — тесе каласа хунă. Ăна ват çынсем те хисепленĕ. Мĕншĕн тесен вĕсем Ятман колхоза вăйлăлатассишĕн мĕнле тăрăшнине курса тăнă. «Вăл, çамрăк пулсан та, аслă, хуçалăха тытма пĕлет», — тетчĕç ун çинчен. Куçма, ял Советĕнче пĕрле ĕçлесе, ун кăмăлне пур енчен те вĕренсе çитнĕ, ăна çур сăмахран ăнланса, вăл хушнине вăхăтра туса пынă. Ятман фронта кайсан, Куçма ăна яланах ырă ятпа аса илнĕ, кунта юлнă руководительсем час-часах ĕçе вăл шутланă пек туманнине кура, кашнинчех «Эх, Ятман çук, вăл пулсан ку ĕçе пачах урăхла тумалла та», — тесе хунă. Ак вăл хастар, ват çын пек ăслă руководитель каллех ун куçĕ умĕнче тăрать.
— Эс мĕнле, Ятман, каллех председатель пулатна? — терĕ ăна Куçма.
— Мĕнле вăл «председатель»? Сирĕн суйласа лартнă председатель пур вĕт?
— Суйласа лартасси вăл сана та пулĕ. Эс уншăн ан шутла.
— Çук, эп председатель пуласшăн мар, Куçма пичче, — йывăррăн ăна хирĕçле ларчĕ Ятман.
— Хăвах куратăн, ав мĕнле таврăнтăм. Кансĕр пулать...
— Ман сана каллех председатель тăвас килет.
— Ĕçĕ вăл унсăр та тупăнĕ-ха. Тепĕр тесен, те нумай канатăп-ха эпĕ килте, те темиçе уиăхранах каялла та каятăп. Ура мĕн калать...
— Хăвăнне ху пĕлетĕн ĕнтĕ, — терĕ Куçма ничче, ним калама аптраса.
— Сан Левентей мĕнле ĕçлет? — сăмаха урăх çĕрелле пăрчĕ Ятман.
— Левентей начар мар ĕçлет. Тăрăшакан этем, ĕçе питĕ юратать.
— Астăватăн-и, эсĕ унтан чипер работник пулмасть теттĕн? Пулчĕ вĕт?
— Пулчĕ, Ятман. Эп ăна кĕтменччĕ. Мана вăл ытла çăмăлттай та вĕçкĕн çын пек туйăнатчĕ. Халь пăхатăп та, чун савăнать: Левентей тепĕр чухне çĕрĕпе килне каймасть, тумалли ĕçе пурпĕрех тăвать.
Çав вăхăтра алăк яриех уçăлчĕ те, правленине сăмах çинех Левентей кĕрсе тăчĕ.
— Эсĕ ав ăçта! — Ятман патне пырса ăна сывлăх сунчĕ вăл: — Эпĕ сана шыраса итем çинче пултăм, килне çитрĕм. Сана лав кирлĕ тет пулас, çапла-и?
— Кирлĕччĕ çав, райкома çитсе килесшĕнччĕ, — терĕ Ятман.
— Хуть çилен, хуть ан çилен, уйрăм лав параймастпăр, Ятман. Эпĕ сана агрономпа пĕрле лартса ярасшăн...
— Мĕншĕн уйрăм лав? Мана хама пĕр лав кирлĕ те мар.
— Апла пулсан, лав пусма патĕнчех тăрать. Халь тесен халь кайма пултаратăн. Ямшăкĕ — ытарма çук херача...
Ятман, тав туса, пусма вĕçне тухрĕ. Чăнах та кунта çăмăл трантас çинче пуç таранах накидкăпа пĕркеннĕ хĕрача ларать. Накидка айĕнчен унăн кăн-кăвак пысăк куçĕсем курăнаççĕ.
— Эсир мана район центрне илсе çитерме пултаратăр-и? — терĕ Ятман, вăл хирĕçлес çуккине пĕлнĕ пек тӳрех лав патне çывхарса.
— Ларăр, ларăр, каятпăр.
Ялтан тухнă çĕре вĕсем паллашма та ĕлкĕрчĕç. Ятман пĕлчĕ ĕнтĕ: хĕрачана Олимпиада Осиповна Ашмарина тесе чĕнеççĕ, вăл Етĕрне районĕнчен, килĕнче унăн ашшĕпе амăшĕ тата вунпилĕк çулхи йăмăкĕ пур. Каччăн ĕнтĕ хĕр миçе çултине ыйтса пĕлесси çеç юлчĕ.
— Миçере эсир, Олимпиада Осиповна? — терĕ вăл, ун çине чалăшшăн пăхса илсе.
— Эсир урăх çĕршывсем тăрăх çӳресе Чăваш хĕрĕсен йăлисене мана пуçланă, — кулчĕ лешĕ. — Чăваш хĕрĕсем нихçан та ют çынна хăйсем миçе çултине каламаççĕ, ăна арçыннăн сăнран пăхса пĕлмелле.
— Ну-ка, эппин юмăç пулса пăхар-ха, — ун енне çаврăнчĕ Ятман. Вăл ĕнтĕ халь хĕр çине лайăххăнах пăхса илчĕ. Олимпиада Осиповна тап-таса сăн-питлĕ, питçăмартисем хĕп-хĕрлĕ, кулнă хушăра вĕсем çинче илемлĕ путăксĕм пулса тăраççĕ, куçĕсем, пысăкран пулас, çын çине тĕлĕнсе пăхнăн туйăнаççĕ. Çӳхе тутисем кулнă чухне вĕсем хушшинчен алмаз пек йăлтăртатса тăракан шурă шалсем пĕр тикĕс курăнаççĕ. — Пĕлетĕр-и, миçере эсир? Пĕр вăтăр улттăсене тултарса вăтăр çиччелле кайнă пуль тетĕп.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...