Йăмраллă ял :: Пĕрремĕш пай
— Халь çĕртмĕ вăхăчĕ те, чăрмантарасси терĕм.
— Лашасем пурччĕ, ыйтмаллаччĕ. Но-но, — хăваларĕ лашине Кĕтерне. — Çумăр айне пулас мар, ав епле хупăрласа килет. Ну, Ятман, ăçтарахран таврăнатăн-ха? Хăш енче çапăçрăн?
— Украинăра çапăçрăм, Кĕтерне инке.
— Харушă пулĕ? Халь те тапăнса килет-и-ха?
— Хăрушă. Вăйлă хĕсет нимĕç, урса кайсах тапăнать. Атăл çине тухасшăн.
— Атăл çине тухасшăн-и? Ай-тур-тур, апла вăл кунта та çитет пулĕ?
— Кунтах çитме памĕç. Халь малтанхи пекех çăмăллăн кĕреймест ĕнтĕ. Пирĕннисем те хаярланчĕç, унчченхи пек чакмаççĕ.
— Тахçан пĕтĕ, тахçан пĕтĕ çав урнă фашист, — терĕ Кĕтерне.
Кун хыççăн вĕсем пĕр вăхăт хушши калаçмасăр пычĕç, вăрçă хăрушлăхне кашниех хăй пĕлнĕ пек тавçăрса илме тăрăшрĕ пулмалла. Кĕтерне тусанлă урисене шаккаса урапа çине хăпартса хучĕ, япаласем тĕрĕсех пыраççĕ-и тесе урапа хыçнелле çаврăнса пăхрĕ. Ятман ку хушăра куçне хупрĕ те асар-писеррĕн урса тăракан вăрçă хирне, хăй пулнă юлашки çăпăçăва аса илчĕ. «Хăрушă» тесе ответлерĕ вĕт-ха вăл Кĕтернене. Анчах çак «хăрушă» сăмах вăрçăн чăн-чăн хăрушлăхне мĕн чухлĕ каласа парайтăр? Вĕсем ăна курман, пĕлмеççĕ, ăнланмаççĕ. Ку хăрушлăха пăртак та пулин пĕлес тесен, вăрçа хăвăн куçупа курас пулать. Акă, Ятман ăна манас тесен те манаймасть. Вăл ăна аса илмесĕрех аса килет, юлашки çапăçусем ун куçĕ умĕнче ĕнер каçхине çеç курнă хăрушă тĕлĕк пек тăраççĕ.
— Ялта мĕн çĕнни пур? — вăрçă çинчен аса илнисене хăваласа ярас тесе ыйтрĕ Ятман.
— Мĕн пултăр ялта? Пурăнатпăр çапла. Кунĕн-çĕрĕн тăшмана ылханатпăр. Председательте пирĕн Левентеех ĕçлет, счетоводра леш Кĕтӳç Куçми. Эп ак ĕлĕкхи пекех фермăра. Бригадирсем виççĕш те хĕрарăмсем. Çапла-çке, Ятман, херарăм вĕçне юлтăмăр çав. Пĕтерчĕ вĕт ку Гитлер, мĕнпур вăйпитти арçын вăрçа кайрĕ. Вĕсемсĕр, паллах, йывăр, мен тăвас тен, тĕрмĕшкелетпĕр çапах та, макăрса ларман. Макăрнипе пире никам та çăкăр килсе тыттарас çук. Пирĕн çемьере пурте сывах-ха, Алексейрен çеç уйăха яхăн çыру илмен. Хĕрсем иккĕш те ӳссе çитрĕç ĕнтĕ манăн. Сан аннӳ пĕр майлă пурăнать-ха. Хĕрĕ вилни пĕтерчĕ çав ĕнтĕ карчăка, унсăрăн кун пекех йывăр пулмастчĕ пулĕ те...
Кĕтерне инке ял пурнăçне йĕркипе, кĕнеке вуланă пек, каласа парать. Тепĕр чухне мĕн çинчен те пулин хыпарланă май хăйĕн шухăшне каласа хурать: «Тăрăшать-ха, ашшĕ-амăшĕ пекех пулать пулмалла» е «Темскер ĕçĕ ăнмасть», «Пултарсах каймасть». Ку кĕске сăмахсенчен Ятман çакна ăнланать: вăл лайăх ĕçлет, ку начар ĕçлет. Кĕтерне инке йăнăшмасть ĕнтĕ, тӳрĕ кăмăллăскер, мĕнпур ĕçе тĕплĕн тăваканскер, çынна питех те тĕрĕс хак парать.
Калаçса тата шухăшласа пыракан Ятман туйман та, çумăр пелĕчĕ вĕсен хыçнех çитнĕ иккен. Вăл Атăл тĕлĕнче, те йăтăнса анас, те çынсен сехрисене хăптарса малалла каяс тенĕ пек, çакăнса тăрать. Йăтăнса анас-тăк, çакăнта чĕреслетсе çумăр çумалла. Пĕлĕт пуç тăрринчех пулсан та, вĕсем çине пĕр тумлам та ӳкмерĕ, унтан пĕлĕт икке йӳпленсе шĕвелсе кайрĕ.
— Çук, кунта çумасть, — терĕ Кĕтерне инке, Ятман пĕлĕте сăнанине асăрхаса. Вара çине тăрсах тилхепине уртрĕ. — Ну, ну, яра пар! Часрах киле çитес, çитесси инçе юлман ĕнтĕ. Çывăхрах йăмра тăррисем палăра пуçларĕç, ял вĕçĕнче ултă çунатлă çил арманĕ курăнса кайрĕ. Ятман икĕ çула яхăн курман тыр пуссисене, улăха, çывăхри мĕнпур япалана тинкерсе пăхать.
Ял патне çывхарса пынăçемĕн унăн илемлĕхĕ куç умне ытларах тухса пырать. Чăваш çĕршывĕнче илемлĕ ялсем татах нумай пулĕ, анчах Атăлкасси пеккине Ятман урăх ниçта та курман. Атăлкасси хитререн те хитре. Вăл икĕ çырма пĕрлешнĕ çĕрте, лапамра ларать. Аякран пăхсан, Атăлкассине ял теме те йывăр, йăмрасем айне путнăскер, вăл вăрман кати пекех курăнать. Йăмрисене пурне те пĕр вăхăталла лартнă пулмалла, вĕсем пурте пĕр пек ӳссе çитĕннĕскерсем. Йăмрасемсĕр пуçне кунта сад нумай, кашни пахчарах улма йывăççи, чие, çĕмĕрт ӳсет. Панулми пулнă çул вара тулли çимĕçлĕ туратсем карта урлă урамаллах усăнса тăраççĕ, — татса ил те çи. Шĕшкĕлĕх юнашарах пулсан та, нумайăшĕ пахчана шĕшкĕ йывăççисем лартса тухнă. Ятман çара кайнă çул мăйăр йышлă пулнăччĕ те, пахчасенче чăмакки-чăмаккипе сар мăйăр çакăнса тăратчĕ. Кашни килтех кăмака çи тулли мăйăрччĕ, кам патне те пулин пырса кĕрсен, сана чи малтан мăйăрпа хăна тăватчĕç.
Атăлкасси пĕр вĕçĕнче, аслă çул хĕрринче, темиçе çухрăма тăсăлакан çамрăк вĕтлĕх кашласа ӳсет. Хурăнçырли пиçнĕ вăхăтра хĕрсем унта çырлана çӳреççĕ. Çуркунне ку вĕтлĕхри пысăк уçланкăра шавлă Акатуй пулса иртет, ку Акатуйне вара таврари вунă-вунпилĕк ялтан халăх пуçтарăнать.
Виçĕ ял хушшинчи кӳлĕ ытла пысăках мар, анчах, тем тесен те, кун пек кӳлĕ çывăхра çук-ха. Ун шывĕ тăп-тăрă — çурçĕр енчен унта çăл шывĕ тапса тăрать. Кӳлле виçĕ ял вăйĕпе тунă, çапах та Ятман унпа хăй ăшĕнче халĕ те пулин савăнса пырать: ăна Ятман секретарьте ĕçленĕ чухне Атăлкасси комсомолецĕсем пуçарнипе чавма тытăннă, ăна чавнă чухне вĕсенчен кашниех ал хăпарса тухиччен ĕçленĕ.
Укăлча хапхи патне çывхарса пынăçемĕн Ятманăн чĕри хăвăртрах та хăвăртрах тапрĕ. Çуран чылай инçе утса ывăннă пулин те, шăмшакĕнче вăй хутшăннă пек пулчĕ. Акă вăл тăван ял! Фронтра пурăнса мĕн чухлĕ аса илмен-ши çак яла? Мĕнле аса илмелле пулман-ха ăна: вăл унта хăйĕн ачалăхне ирттернĕ, шкула çӳренĕ, ӳссе çитсен, çак яла çĕнетессишĕн мĕнпур çамрăк хастарлăхне хунă, унти çынсемпе тăвансем пек пĕр шухăшпа, пĕр ĕмĕтпе пурăннă...
— Çитрĕмĕр, — терĕ Кĕтерне инке, лашине колхоз картишнелле пăрса. — Эп çак савăт-сапана кĕртсе хурам, вара сана килне çитичченех леçсе хăварăп.
— Çук, çук, кирлĕ мар, киле çуран та çитĕп. Тавах лартса килнĕшĕн, — терĕ Ятман, анма хатĕрленсе.
Кĕтерне лашине чарсан, вăл аран-аран лав çинчен анчĕ те, тумтирне тусантан шăлкаласа, укăлча патнелле уксахласа утрĕ. Йĕритавралла çаврăнса пăхрĕ — никам та курăнмасть. Укăлча çывăхне çитсен çеç ун умне мунча хыçĕнчи çамрăк хурăнсем хушшинчен икĕ тулли витре йăтнă хĕр тухрĕ. Çул çине Ятманран маларах тухнă май, хĕр ăна курса витрисене лартсах ун çине тинкерчĕ. Ятман та, паллас тесе, хĕр çине пăхса илчĕ. Кам ку? Ятман ку херачана паллаймасть.
— Телейĕм пурах çав-ха, тулли витреллĕ çынна тĕл пултăм. — терĕ Ятман.
Хĕрача пăртак хĕрелчĕ, витрине çĕклес пек малалла ӳпĕнчĕ, унтан сăмах хушрĕ:
— Эсир ăçта каятăр вара?
— Киле таврăнатăп.
— Хăш ялсем эсир?
— Кӳршĕ ялсем, ав, курăнать ман ялăм. — Ятман вăл тухнă еннелле, виçĕ çухрăмра ларакан кӳршĕ ял çинелле тĕллесе кăтартрĕ. Хай, кулса ярса, тепре хĕрача çине пăхса илчĕ. Хĕрача кивĕрех хĕрлĕ блузка тăхăннă, пуçне пĕчĕк тутăр чĕркенĕ, тутăр айĕнчен хăйĕн йĕтен сӳсĕ пек сарă çӳç пайăркисем курăнса тăраççĕ. Пичĕ-куçĕ унăн пиçсе çитнĕ чие çырли пек. Анчах кам хĕрачи ку? Ятман ăна халиччен тĕлĕкре те курман. «Ялта çĕнĕ учительсем пулĕ-ха, çавсен хĕрачи пулĕ», — шутларĕ Ятман ăшĕнче.
— Вăрçăран таврăнатăр пулĕ эсир? — ыйтрĕ хĕрача.
— Вăрçăран, йăмăкăм.
— Аманса таврăнатăр-и?
— Аманса.
— Вăрçă час пĕтет-и?
— Ăна калама пултараймастăп, йăмăкăм.
Хĕрача ун кăкăрĕ çинчи аманнине пĕлтерекен паллăсене асăрхарĕ, унтан унăн кăвак куçĕсем таçта айккинелле пăрăнчĕç, çавăнтах вăл кĕтмен çĕртен ыйту пачĕ:
— Эсир унта ман пиччене курмарăра?
— Хăш фронтра вăл?
— Украинăра. Пĕлтĕр Украинăра çапăçатчĕ, халь пĕр çыру та çырмасть, пĕлместĕп ĕнтĕ ун сывлăхне. Орден та илнĕ имĕш, çав тери пултараканскер теççĕ.
Хĕрача хăйен хӳхĕм шăмшакĕпе пĕшкĕнчĕ те витрисене алла илчĕ, çавăнтах тата вĕсене каялла лартрĕ.
— Итлĕр-ха, çар çынни, пирĕн пата кĕрсе тухмастăр-и? Пирĕн сăра пур. Кăмăл тăвăрсамăр. Юрать-и?
— Тавах ырă сăмахушăн, — ăшшăн тавăрчĕ Ятман. — Тĕттĕм пулчĕ, часрах киле çитмелле. Мана килте ватă анне куç пек кĕтсе тăрать.
— Ну, тепĕр чух кĕрсе тухăр апла. Эпир ак çакăнта пурăнатпăр, — шап хĕрринчи киле тĕллесе кăтартрĕ хĕр-ача. Ятман пушшех тĕлĕнсе кайрĕ. Ара ку Кĕтӳç Куçма çурчĕ вĕт? Кам килнĕ вара ун патне? Кам пулчĕ вара ху саркайăк пек юрласа калаçакан хĕрача?
Çак шухăшсемпе вăл çырма урлă каçса колхоз итемĕ патнелле çул тытрĕ. Итем çинчи улăм урисем хушшипе вăл хăйĕн икĕ чӳречипе урамалла пăхса лăракан пысăках мар пӳртне те курчĕ ĕнтĕ. Пӳрт мăрйинчен тĕтĕм тухать, апла пулсан, амăшĕ те килтех, ĕçрен таврăнса каçхи апат çакса янă пулĕ-ха. Итем варрине çитсен вăл ун пĕр хĕрринче çынсем мĕкĕлтетнине асăрхарĕ. Çыннисем те ăна курчĕç пулас, паллакан сасă «Ятман!» тесе кăшкăрса ячĕ. Вăл вара, килне кĕрес вырăнне, вĕсем патнелле пăрăнчĕ.
— Аван-и, Ятман? — терĕ вараланнă аллине пусма татăкĕпе шăлса тăракан Кăтра Михала.
— Аван-ха. Хăвăр мĕнле?
— Каларăм вĕт çавă тесе!
— А эп сана аякранах палларăм.
— Мĕн, машина юсас тетĕр-им? — ыйтрĕ Ятман.
— Тимĕрçе кайса чĕнме ӳркентĕмĕр те аппаланатпăр-ха. Кăçал авăн çапас ĕçе вăраха ятăмăр. Çитменнине машини те ĕçлемест, — терĕ Кăтра Михала. — Ниепле те юсаймастпăр. Халь ак тĕттĕмленчĕ те, куçсем курми пулчĕç.
— Мĕн пăсăлнă?
— Барабанĕ çĕмĕрĕлнĕ.
— Ну-ка, кăтартăр-ха.
Ятман, туйине тайăнтарса, машина патне пĕшкĕнчĕ, пур пайĕсене те тĕрĕслесе тухрĕ, унтан барабан патне кĕрсе кайрĕ.
— Çапла, барабан пăсăлнă. Эсир мана хатĕрсем илсе парăр-ха, халех юсатпăр.
Ăна çавăнтах темиçен пӳлсе каласа хучĕç:
— Ан чăрман, Ятман.
— Килне çитмен, ĕçлеме тытăнасшăн!
— Нимех те мар, — терĕ Ятман. — Пăсăлнă япалана çийĕнчех юсас пулать.
Вăл барабана часах тӳрлетĕп тесе шутланăччĕ, анчах ĕç вăраха кайрĕ. Тĕттĕм пулса çитрĕ, таврана каç сулхăнĕ çапрĕ, çынсем хăшпĕрисем килĕсене кайрĕç, Ятманпа Кăтра Михала тата икĕ çын çав-çавах авăн çапмалли машина патĕнче тăрмашаççĕ-ха. Ятман пикенсех ĕçлет, хăй çав вăхăтрах колхозри ĕçсем çинчен ыйта-ыйта пĕлет. Ăна тăван колхозри мĕнпур япала интереслентерет: хăш пусăра тырă мĕнле пулнă, ăçта вăрлăх участокĕ тунă, выльăх ытла пĕтсе кайман-и, мĕн чухлĕ чакнă, колхозниксенчен кам ăçта ĕçлет, мĕнле ĕçлет. Кăтра Михала ăна пурин çинчен те тĕплĕн каласа пачĕ. Вĕсем ĕçрен чылай çĕрле пулсан çеç пушанчĕç. Юсаса пĕтернĕ хыççăн хускатса ячĕç те, машина кĕрлесе кăна кайрĕ.
— Ну, вот, пулчĕ те, — савăнчĕ Ятман. Авăн çапмалли машинăна хута яни ăна фронтра çĕмрĕк самолета юсанă пекех туйăнчĕ. — Çитĕ. Пĕтерейменнине ыран пĕтерĕпĕр. Халь айтăр ман пата каяр.
— Пырса калаçса лармаллаччĕ ĕнтĕ, курманни нумай пулать, анчах кĕçĕр вăхăчĕ çавăн пек, сакăр сехетре пухăва каймалла, — терĕ Ятман кӳрши Уçăп старик.
— Мĕн пухăвĕ тата? — интересленчĕ Ятман.
— Ак Михаил Михайлович фронта парне леçме кайса килчĕ пирĕн, çавăн отчетне итлетпĕр.
— Ав мĕнле! Апла пырса итлес пулать.
— Çитсе кур, çитсе кур, — чĕнчĕ ăна Михала пичче. Çынсенчен уйрăлсан, Ятман хăйсен пӳрчĕ умне васкамасăр пырса тăчĕ. Пӳртре вăйсăр çутă тĕлкĕшет, амăшĕ каçхи апат çинĕ курăнать те çывăрма выртма ĕлкĕреймен-ха. Ятман чăтаймасăр чӳрече патне утса пычĕ, пӳрт умĕнчи тăпра çине хăпарса пӳртелле пăхрĕ. Амăшĕ сĕтел патĕнче улма шуратса тăрать. Аллисем хăйĕн пăртак чĕтреççĕ пек. «Мĕскĕн, мĕнле пĕтсе кайнă вăл! Аллисенче те, питĕнче те пĕр хĕрлĕ йĕр те çук, шăнăр çеç. Ялан ман çинчен шутлать пуль, ялан хуйхăрать пуль, мĕскĕн. Анчах сĕтел çинче мĕн тирĕкĕсем лараççĕ унта? Пĕçернĕ апат вĕт, пĕçернĕ апат! Ниушлĕ вăл эп таврăнасса пĕлнĕ? Пĕлнĕ, паллах, кам та пулин килсе систернех ĕнтĕ. Апла пулсан, мĕн кĕттереп-ха эп ăна? Кĕрес, часрах керĕс»...
Ятман чӳрече патĕнчен пăрăнчĕ те ури ыратнине манса кайсах кĕçĕн алăк патне васкаса утрĕ. «Вăл мана кĕтнĕ, куç пек кĕтнĕ»...
IV
Пуху сакăр сехетре пуçланать тенĕрен Ятман правлени çуртне тăхăр сехет тĕлне çитрĕ. Вăрçăччен ялан çаплаччĕ: пуху пĕр сехет кая юлмасăр нихçан та пуçланмасть, пĕр сехет вăл, ваттисем каларĕшле, халлапçăсен вăхăчĕ. Анчах тахçанхи никам çырман йĕрке халĕ кивелнĕ иккен — пуху шăп саккăрта уçăлнă. Пусма тăрăх хăпаричченех Ятман уçă выртакан алăкран Кăтра Михалан кăшт çинçерех сассине илтрĕ. «Питĕ шел, — терĕ Ятман хăй тĕллĕн, — ун отчетне пуçламăшĕнченех итлемеллеччĕ. Старик вĕт чăваш делегацийĕпе Мускав леш еннех çитсе килнĕ»... Вăл хăйне Михала пиччене киле илсе кайса калаçса ларăп тенипе лăплантарчĕ те пӳрт тулли халăх иккенне кура, алăк янахĕ çумне тайăнчĕ. Ун еннелле çаврăнса пăхнисем, ăнă палласа, пыра-пыра алă тытрĕç, вара хăйсен хушшине вăрăм сак çине лартрĕç. Кунтан докладчик курăнмасть, анчах вăл мĕн калани лайăхах илтĕнет.
— Вăл дивизире мана хамăр ял çыннисене курма тĕл килмерĕ, юлташсем. Манăн сире çавна-çавна куртăм тесе суеçтерес кăмăлăм çук. Анчах Чăваш республикинчен пынă çынсем унта сахал мар. Вĕсем лайăх çапăçаççĕ, чăн-чăн паттăрсем пекех. Пирĕн делегацине ертсе кайнă Зоя Ананьевна çапăçура маттура тухнă салтаксемпе офицерсене республикăри ĕç çыннисен ячĕпе тав туса грамотăсем те пачĕ. Мухтансах калама пултаратăп: грамота илнĕ пĕр чăвашĕпе юнашарах лартăм, фашистсене вăл снайперла винтовкăпа перет. Ку таранччен пурĕ вăтăр икĕ фашиста леш тĕнчене ăсатнă. Хăйне те вара пĕр орден та икĕ медаль панă.
— Хăш енчисем, ыйтмарăн-и? — илтĕнчĕ кăмака патĕнчен пĕр çамрăкăн сасси.
— Хăй вара Шăмăршă патĕнчисем, тет, хир енчи чăваш. Пĕр çемьерен виççĕн фронта килтĕмĕр, тет. — Михала чарăнса тăчĕ, унтан, хăйĕн сăмахĕ пĕтнине систерсе, пурне те илтмелле каласа хучĕ: — Тата кам мĕн ыйтса пĕлес тет?
— Михала пичче, кала-ха, чăвашсенчен генералсем пур-и? — терĕ пĕри.
— Пулмасăр! — терĕ Кăтра Михала. — Пур. Пĕрре кăна та мар, темиçе.
— Эсĕ пĕрне те пулин курмарăн-и? — тĕпчерĕ çав сасах.
— Эп курман. Анчах лайăх астăватăп, çул çинче Зоя Ананьевна каласа панăччĕ, — ун патне чăваш генералĕ пырса кайрĕ, тет, фронтран тата темиçе генерал çырусем çыраççĕ, тет.
Ятман ури çине çĕкленсе çынсем хушшипе пӳртелле пăхрĕ те Михала сĕтел умĕнче хăй çулла тăхăнакан тĕрĕллĕ кĕпипе çеç тăнине асăрхарĕ. Çак икĕ çул хушшинче унăн çӳçĕ палăрмаллах кăвакарнă иккен, çавăнпа вăл халь аякран кăтра пек те мар, сухалĕ тата пысăкланнăн туйăнать, вăл старикĕн тăпăл-тăпăл кĕлеткине илем кӳрсе тăрать.
Михалана ыйту хыççăн ыйту параççĕ. Нимĕç самолечĕсем йышлă вĕçеççĕ-и? Салтаксен ĕçме-çиме çителĕклĕ-и? Вăл чĕрĕ фрицсене курман-и? Такăшĕ тата Мускав çинчен тĕплĕрех каласа пама ыйтать. Кăтра Михала калать, хăй мĕн курнине çаврăнăçлă сăмахсемпе колхозниксен куçĕ умне илсе килсе тăратать. Ăна итленĕ май вара çынсем те Мускав варринчи авалхи Кремле, Хĕрлĕ площадьри юрпа витĕннĕ чăрăшсене тата вĕсен çывăхĕнчи Ленин мавзолейне, аслă хула витĕр çĕрĕн-кунĕн çарсем иртнине — тата нумай-нумай япалана кураççĕ.
Халăхра Михала пиччен хĕрӳллĕ сăмахĕсем янăраççĕ:
— Вăрçă пуçланнă вăхăтра хăш-пĕр айван çынсем «Çĕнтеретпĕр-и? Нимĕç çапла пĕтĕм çĕршыва тĕшĕрсе тăкмĕ-и?» — тесе ыйтнине илткелеме пулатчĕ. Айванла сăмахсем вĕсем çав «çĕнтеретпĕр-и?» тенисем! Тем тесен те çĕнтеретпĕр! Фронтсенче пирĕн миллионĕпе çар тăрать. Мĕнпур çулсемпе фронталла эшелонĕ-эшелонĕпе танксем, тупăсем, снарядсем пыраççĕ. Пирĕнпе пĕрле Уралран рабочисен делегацийĕ çитнĕччĕ. Рабочисем çапла калаççĕ: «Халĕ ĕнтĕ çар хатĕрне пилĕк-ултă хут ытларах пама пултаратпăр», — теççĕ. Часах пирĕн танк та, самолет та, тупă та нимĕçсеннинчен нумайрах пулать. Эпир рабочисемпе фронтовиксене тырăпа тĕрлĕ апат-çимĕç ытларах парăпăр тесе шантарса каларăмăр. Юлташсем, пире фронтовиксем çапла каласа ячĕç: тăшмана çамăллăн çĕнтерессе шанса ан ларăр, фронта мĕн вăй çитнĕ таран пулăшăр, терĕç.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...