Çул çинче
I
Ваттисем вилсе пыраççĕ, вĕсем вырăнне ачасем çуралаççĕ, ӳссе çитĕнсен — каччăсем авланаççĕ, хĕрĕсем качча каяççĕ. Çапла вăл пурнăç. Урам тăрăх çарран чупса çӳренине, тусĕсемпе пуканелле вылянине Ульккаç паянхи пек астăвать. Çамрăк ĕмĕр — савăнăçлă вăхăт ма çав тери час иртет-ши вăл? Пиччĕшĕ авланнă чухне Ульккаç 15 те тултарман. Туйне пит вăйлă туса ирттерчĕç. Унтанпа çак иртнĕ виçĕ çул хушшинче Ульккаç хĕр пулса çитрĕ. Иртнĕ эрнере ăна кӳршĕ ялти Карачăм ывăлне Миккулкана килĕшрĕç. Икĕ çул аслăрах вăл Ульккаçран, хитре те, ăслă та теççĕ, анчах амăшĕ усал. Епле пулсан та ĕнтĕ Ульккаç каймастăп тесе татса калаймарĕ. Миккулка çине куç хӳрипе вăтанкаласа пăхса илчĕ те пичĕ пĕçерсе кайнипе пуçне лаш усса «сирĕн сăмахран иртейместĕп, кирек те мĕнле тăвăр» тесе йăвашшăн каласа хучĕ юратнă ашшĕпе амăшне. Çамрăк чĕри сиксе тухас пек тапать, вĕри юн çанçурăмне йĕппе чикнĕ пек чиккелет. Çав вăхăтра амăшĕ ăна «ан кай, кăçаллăха тăр» тесен, вăл ăна хирĕç кăшкăрса пăрахма хатĕр. Ульккаçшăн Миккулка пек хитре ача таврара та çук. Пăхăр-ха унăн ункă пек явăнса тăракан сарă кăтрисене, пăхăр-ха унăн кулса тăракан сенкер куçĕсене, унăн килĕшӳллĕ сăн-питне, кам тиркеме пултарĕ ăна?
Тунтикун илме килеççĕ. Тата виçĕ кун кăна вĕт, виçĕ кунтан Ульккаçăн çĕнĕ пурнăç пуçланать. Мĕнле пурнăç-ши вăл, телейлĕ пулĕ-ши? Савăнăçлă ирттере-ши вăл пурнăçа? Амăшĕ усал, хаяр теççĕ те, Ульккаçăн амăшĕпе пурăнмалла мар вĕт? Миккулка, унăн пулас упăшки çеç ăнăçлă, йĕркеллĕ пултăр. Унпа килĕштерсе пурансан, савăнăçĕ те, ытти те пулĕ.
Э-эх! вăрăм-çке кунĕ те! Таватă кун тăватă эрне пек туйăнчĕ. Халĕ тата виçе кун кĕтмелле. Çунат пулсан, вĕçсе кайăччĕ Миккулка патне! Ашшĕ те, амăшĕ те, никам та ан систĕрччĕ. Пĕр-икĕ сăмах кăна калаçса килĕччĕ Ульккаç Миккулкапа. Инçе те мар вĕт, ултă çухрăм кăна вĕсен хушшисем. Ултă çухрăм вĕсене уйăрса тăрать.
Аккăшĕпе пит килĕштерсе пурăнаççĕ вĕсем. Халь вăл N ялĕнче пурăнать. Ачи пур, тепри — варта. Вăйăран кĕнĕ чух Ульккаç ăна хапха уçса кĕртетчĕ, каччăпа ларнине курсан та никама та каласа паман. Туя чĕнес пулать ăна. Вунсакăр çул кĕтнĕ савăнăçлă туйран çав ылтăн аккăшне хăварма юрать-и? Çу-у-к, Ульккаç ăна чĕнме хăй каять. Ашшĕ чĕннех пултăр, Ульккаç ăна ыттисенчен уйрăм, ятарласа кайса чĕнет. Вăхăт та час иртет, тата юратнă аккăшĕпе те калаçса килет.
— Анчах кампа каяс?
Шурă саттин тутăрне майралла туртса çыхрĕ те чупса тухрĕ урама. Шурă кĕпепе, шап-шурă тутăрпа чисти лĕпĕш пекех ĕнтĕ. Шурă лĕпĕшсем вĕçсе çӳреççĕ вет-ха? Ульккаç та çавсем пекех. Пĕр самантра Пăльуксен хапхи умне вĕçсе çитрĕ те сасартăк çухалчĕ. Лĕпĕш вăл темле пĕчĕк çурăкран та кĕрсе кайма пултарать. Хапха сасси илтĕнмерĕ — уçă пулнă пулас. Пăльук килте çук — çӳлти касса тăла тӳме чĕнсе кайнă ăна.
— Мĕн тăвас?
Аккăшĕ патне çитме пиллĕк çухрăм. Ульккаç çулне аван пĕлет. Кăнтăрла иртни нумай пулмасть-ха.
— Е-ей, пĕччен каяймастăп-им? Ача мар-çке?
Амăшĕ кĕлетре çăнăх аллать. Унăн та пуçĕ тĕк тăмасть, хĕрне качча парасси çинчен шухăшлать вăл. Хуньамăшĕпе килĕштерĕç-ши? Миккулка кĕрӳ усал мар-ши? Е пĕрер çул тăрсан та юранă пулĕччĕ-и, тен? Çук, çук, халь ĕнтĕ ун çинчен шухăшлама юрамасть. Çынсем кулĕç. Килĕшнĕ ĕнтĕ — ĕç пĕтнĕ. Туя аван, яла тĕлĕнтермелле туса ирттерес пулать. Ульккаç чупса çитнĕ вăхăтра çавăн çинчен шухăшланă вăл.
— Акка патне паянах каяс терĕм ĕнтĕ эпĕ, анне, — терĕ вăл кĕлет алăкĕнчен кĕрсенех.
— Паян каçа юлмăн-ши? Ыран каймăна, ыран ирхине авантарах пулĕ? — тавăрса каларĕ ăна çемçе сасăпа амăшĕ. — Микуç патне кайса тулла пăсса çеç килчĕ. Аçу та çав, — хушса хучĕ вăл ала тепне юлнă сăсăла валашкана ярса. — Пăх, мĕнчул сăсăл юлать.
— Сăсăлне парах-ха эсĕ. Ман вăл шухăш мар: акка патне каяс шухăш. Пĕртен-пĕр аккана хам туйран хăвармастăп.
— Аçу пасар майĕ кĕрсе тухĕ-ха. Шăмат пасарне каятех вăл.
— Манăн унпа калаçмалли пур.
— Апла пулсан, кай, кай, ачам. Кампа каяс тетен?_— Вăл çӳпçерен çăнăх илчĕ те алине тултарчĕ. Ĕçчен алăра çăнăхлă ала выляса çеç тăрать. Мамăк пек çемсе çăнах валашкана юхать.
— Пăльук килте çук, пĕчченех каймалла пулать. Эпĕ унта наччас чупса çитĕп, — терĕ Ульккаç амăшне йăпатса.
— Кай эппин, кай апла пулсан. Каçа хирĕç ан тух, ыран килĕн.
Ульккаç тухса кайсанах амăшин пуçне çав паçăрхи шухăшах çавăрса илет. Хăйĕн хĕр чухнехи ĕмĕрне аса илет вăл. Ăна хăйне те çураçса, малтан килĕшсе пит чаплă туйпа пачĕç. Çирĕм пĕр çул пурăнать ĕнтĕ упăшкипе. Пит килĕштерсе пурăнаççĕ. Упăшки ĕçмест, çынпа харкашмасть; ĕçкĕ вăхăтĕнче лăпкă тытать хăйне. Ульккаç вĕсен чи асли, ун хыççăн тăватă ача вилчĕ. Тепĕр пĕчĕк хĕрĕ — Хресчук урамра çеç выляса çӳрет, вуннă та тултарман-ха. Вăхăт хăй ĕçнех пĕлет. Ульккаçа качча пама та вăхăт çитрĕ. Пирвайхи хĕрĕн туйне те начар тусан вара, мĕнле пулать-ха вăл? Çу-у-к, пĕр 20-30 витре сăра вĕретес пулать, эрехне хатĕрлемелле. Тата ыттисем те кирлĕ. Ĕç нумай, чăрмавĕ мăй таран.
Амăшĕ çăнăх алласа пĕтернĕ çĕре Ульккаç вăрман патнелле çывхарса пырать. Инçетрен ешĕл курăк ăшĕнче вăл шурă лĕпĕш пекех вĕлтĕртетсе пырать.
Çанталăк ăшă, ака уйăхĕнчи пек сивĕ çил те çук, хĕвелĕ те чиперех хĕртсе пăхать. Çу уйăхĕн илемне кам пĕлмест? Ун пек илемлĕ, хитре уйăх тата мĕнле? Вăрăмрах чечек-курăксем Ульккаçа пуç таяççĕ, унăн пылчăкпа вараланнă урисене ыталаса чуп тăваççĕ. (Утма çăмăл пултăр тесе вăл хăй килте çĕлесе тунă «санталине» уринчен хывса аллине тытнă). Акă пĕчĕк çырма юхса выртать. Çăл шывĕ, тăп-тăрă шыв урана шăнтать. Шыв çинче тепĕр Ульккаç ăна пăхать те мерчен пек шăлĕсене кăтартса кулать, Ульккаç пĕшкĕнсен вăл та пĕшкĕнет. Сивĕ шывпа питне çурĕ, тутăрпа шăлса утрĕ малалла.
Вăрман витĕр тухсан — N ялĕ. Вăрман хушши икĕ çухрăм. Аккăшпе курса калаçас килет, çавăнпа васкаса утать Ульккаç. Çӳллĕ çамрăк кăкăрсем утнă майăн силленсе пыраççĕ. Вĕсен хушшинче — алтуни хулăнăш хура çиттуни. Ульккаç питне çунă вăхăтра пĕшкĕннипе вăл унта пырса выртнă. Шурă кĕпе çинче хура çӳç таçтан уйрăлса тăрать, вĕçĕнчи хĕрлĕ ленттă саппунĕ патнех çитнĕ. Тутăрне аллинче тытса пырать, çиттунине те çăмăллăн кăна тытса хыçалалла ывăтса ячĕ.
Хирте те уçă сывлăш, пур енчен те тутлă шăршă кĕрет, вăрманта тата авантарах. Тарăнрах сывласан, çăра сывлăшпа сăмса шăтăкĕсем кăтăкланаççĕ. Акă вăрман турттаракан çул, акă çулла çуран çӳрекенни.
— Тӳрĕрен каяс.
Йывăçсем пĕр-пĕринпе пăшăлтатса юмах ярасçĕ. Мĕн кăна курман-ши çакă ватă юмансем! Вĕсем мĕн курнине каласа та пĕтерме çук пулĕ? Ак çакă, хĕрринчи ватă юман; миçе çĕр çул пурнать вăл тĕнчере? Вăрман хуралçи, вутăпа тытсан, ĕлĕк хресченсене ричакпа хĕненисене те курнă вăл, каччăпа хĕр ун айĕнче мĕнле сăмахсем калаçнине те илтнĕ вăл, тĕнчере ытти чĕрĕ чунсем «пурнăçшăн» епле кĕрешнине те астăвать вăл. Çавăнпа вăл, хăй çумĕнче ларакан çамрăкрах юмана курни-илтни çинчен тайăла-тайăла пăшăлтатса, ăна çеç, хăйне уйрăм, никам ăнланайман чĕлхепе вăрттăн каласа парать.
Тĕрлĕ вĕçен кайăксем, те пытаникле выляççĕ, пурте илтмеллех кăшкăрса савăнаççĕ. Ульккаçа выляма чĕнеççĕ вĕсем. Анчах Ульккаçăн вăхăт çук, аккăш патне çитес часрах. Шаларах кĕрсен, пĕр вăхăтра чĕри темле шикленнĕ пек пулчĕ те (вăрманта пĕччен ялан çапла вăл) анчах вăл нумая пымарĕ. Миккулкăна аса илсенех, чĕри хăвăртрах тапма пуçларĕ.
— Мĕн ĕçлет-ши халь вăл? Вăт вăл кунта пулсан?
Вăрманта курăк вăрăм та нӳрлĕ. Аркă вĕçĕ ан йĕпентĕр тесе Ульккаç кĕпине çӳлелле туртса хĕстерчĕ. Авă уçланкă, сулахаялла — пĕлтĕр вăрман каснă вырăн. Пĕчĕкренпех вăрман çумĕнче ӳссе, Ульккаç вăрмана аван пĕлет.
Уçланкăра чечексем нумай пулаканччĕ.
Çак вырăна пĕчĕк чухне миçе хут çырла пуçтарма килнĕ пуль? Çырла пит нумай пулать, пуç пӳрне пек шултăра çырласем.
— Кук-ку — кук-ку, кук-ку! — Малта инçетре хускатса ячĕ куккук хăйĕн хурлăхлă кĕввине — кук-ку, кук-ку!
Ульккаçăн итлеме вăхăт çук, вăл ытарайми илемлĕ чечексем пухать. Е-ех! Чечексем! Илемлĕ-çке вăрманти, çын таптаман, çамрăк чечексем! Темле тĕсли те пур. Ах мур, такам мурĕ таптанă пĕр çамрăк хитре чечеке, çĕр çумнех çыпăçтарса хăварнă. Ульккаç ăна тăратса лартрĕ.
— Эпĕ пулман пулсан — пĕтеттĕн вĕт!
Йывăçсем хăрушшăн, чуна сĕвĕртсе пĕр-пĕринпе темĕскер çинчен васкаса калаçса илчĕç те хашлатса хуйхăрса ячĕç. Ульккаç ăна аванах илтрĕ, çавăнпа вăл та (хăй те пĕлмест темме) салхулланчĕ. Ватă, вăрăм чăрăш та унпа пĕрле: хăшш! тесе хыттăнах хуйхăрчĕ — çил тухнă. Чăрăш çӳçĕсене çил турама тытăнчĕ. Таçта-а-а инçетре аслати кăлтăртатрĕ, сасартăк чарăнчĕ.
— Кук-ку, кук-ку! — çывхарнă çемĕн çывхарать куккук сасси — кук-ку!
Шиклентерет çапах та. Иккĕн пулсан калаçса йăпанăттăн, — пĕччен.
Хресчука илмеллеччĕ иккен — шухăшлать Ульккаç чĕри тапнине итлесе — килте пулмарĕ!
Мăшăрланас пулать, тĕнчи çапла. Авă, вĕçен кайăксем те пурте парлашнă, икшерĕн-виçшерĕн савăнса вĕçсе çӳреççĕ... Иккĕн килĕштерсе пурăннине мĕн çитет?
— Виç кунтан — туй!
Мĕнле кăна кайăк çук-ши çак вăрманта, мĕнле кăна юрă юрламаççĕ-ши вĕсем? Пĕр куккук çеç хурлăхлă авăтса ларать.
— Кук-ку, кук-ку! — сасси унăн вăрманăн тепĕр енне кайса калле вĕçсе килет. Ульккаçăн кампа та пулин сăмах хушас килет.
— Миçе çул пурăнатăп тата эпĕ çак çутă тĕнчере? Каласа пар, куккук тус! — шăнкăрав пек уçă сассипе кăшкăрса ыйтать Ульккаç. — Кала тĕрĕссипе!
— Кук-ку, кук-ку! — терĕ те чарăнчĕ куккукĕ.
— Э-ей, мĕн пĕлен эсĕ! — çилленчĕ Ульккаç ăна, — анчах унăн çилленмелли çук куккука. Тем, Ульккаçран та малтан урăх çын ыйтнă-и унтан. Е тата теçеткепе каласа парать пуль. Ульккаç пурăнма халь çеç тытăнать вĕт-ха! Икĕ çул мар, çирĕм икĕ çул та çителĕклĕ мар-ха ăна. Çĕр çул пурăнĕччĕ вăл Миккулкапа, е ытларах та. Ĕмĕр вилмесĕр савăнса пурăнас килет Ульккаçăн. Куккук сасси те хурлăхлăн мар, тепле савăнăçлăн илтĕнет халь. Ытти вĕçен кайăксем (туй тăваççĕ пулас) чарăнаймасăр юрлаççĕ.
Хăрăк турат çине пырса пусрĕ те урине ыраттарчĕ Ульккаç.
— Эй, мур. Такамĕ пăрахнă!
Йывăç тĕпĕ çине ларса хăпăл-хапăл «санталине» тăхăнчĕ те васкаса çăмăллăн утма тытăнчĕ. Хăшпĕр турат ăна кĕпи аркинчен тытса чарать.
— Ларса кан, ан кай малалла.
Тата çирĕм çухрăм утсан та ывăнас çук Ульккаç.
— Кук-ку, кук-ку! — чарăнаймасть куккук.
— Пит, пит-аван, пит-пит-аван! — темĕскере мухтать пĕр пĕчĕк кайăк хăйĕн çинçе илемлĕ сассипе — пит аван, пит! Хăйĕн вăрманти ирĕк пурнăçне мухтать пулмалла.
— Асту, асту! — шанмасть тепри. — Асту!
Вăрман тепĕр хут кашласа ячĕ, инçетре тепĕр хут аслати сасси илтĕнчĕ.
Хăрăк туратсем пуссанах шартлатса хуçăлаççĕ те, вăл сасă ура айĕнчен тухсанах таçта сарăлать.
Темле сасă илтĕннĕ пек пулчĕ... Пăхкалать йĕри-тавра Ульккаç, — никам та çук.
— Е-ей, вăрман çапла улталать вăл, — тесе йăпатать хăйне хăй Ульккаç.
Вăрман вĕçĕ инçе мар ĕнтĕ, çав кукăртан пăрансанах вĕçĕ курăнать.
— Ас-ту-у! ас-ту! — темĕнскер çинчен астутарасшăн пĕр вĕçен кайăк.
Вăрман хĕрри инçе мар пулсан та, темле хăрушшăн туйăнса кайрĕ. Вăл хăй пĕчченех...
Вĕçен кайăксем нумай та, вĕсем мĕн пулăшаяççĕ. Хăйне шиклентерекен шухăшне Миккулка çинчен шухăшласа татах сирсе ярать Ульккаç. Сасăсăр хăрушă ан пултăр тесе юрласа ячĕ:
Чă-ăн тӳ-ӳ-пе-ри-и çи-ич çă-ăлтă-ăр та-а,
Ча-ăн тӳ-ӳ-пе-ри-и çи-и-ич çăлтă-ă-ă-ăр!
Йывăç купăс сасси пек, вăрмана саланать Ульккаçăн çинçе сасси.
Ех, Миккулка! Ульккаç мĕн шухăшланине пĕлетĕн-ши эсĕ? Сисетĕн-ши эсĕ Ульккаçăн чĕри епле тапнине? Сиксе тухас пек тапать ун çамрăк чĕри. Çамрăк ӳт савни аллине кĕтет. Ех, вăрман, хитре-çке эсĕ çу уйăхĕнче, ешĕл вăрман!
II
Икĕ çул та сакăр уйăх уя тухса курман Ерхип. Пĕр çул çурă çакăн пек таса, тутлă шăршăллă варман сывлăшĕпе сывламан Урттемей. Çавăнпа вĕсем иккĕш те, хура кураксем шăрăхра çăварĕсене карса сывланă пек, çăвар тулли сывлаççĕ вăрманти таса сывлăша. Ерхип чăнтăхса кайрĕ:
— Кха, кха, кха, — кăвакарса кайичченех ӳсĕрет вăл — кха, кха, тьфу-у, — сурса кăларать çăра сурчăкне.
Сăн-пичĕ унăн питшăлли тĕслĕ шурă, пысăк, çуталса тăракан хĕрелнĕ куçĕсем темле анса ларнипе çамки ытла малалла тухса тăнă пек. Васкаса утнипе тата çуркуннехи хĕвел те хĕртнипе унăн хăмăр çӳçĕсем пайăрка-пайăрка çап-çутă курăнаççĕ. Сайра хăмăр мăйăхĕсем те, киттай çыннин пек аялалла усăнса, унăн юнсăр çӳхе тутисене хуплаççĕ: хулăм, сарлака çурăмлă, мăн Урттемей çумĕнче вăл шалча пек çеç курăнса ларать. Аллисем çип-çинçе — шăма кăна. Ĕлĕкех ӳсĕркелетчĕ вăл, халь çак иртнĕ çул çурă хушшинче пушшех начарланчĕ ун сывлăхĕ. Кăларма та халь ăна чирĕ пирки кăларнă, срукне тултариччен ларас пулсан тата тăватă уйăх ытларах лармаллаччĕ.
— Кха, кха, кха! — пĕтĕм кăкăрне пушă пичке пек кĕмсĕртеттерсе ӳсĕрет вăл.
— Чарăн, чорт! — кăшкăрса пăрахрĕ ăна пĕлĕте тем пек тилмĕрсе пăхса выртакан юлташĕ, Урттемей, ун еннелле пуçне çавăрса. — Кĕххĕмлетсе вăрман тĕсне ярса ларатăн, тăмана. Пăх, вăрман епле илемлĕ тумланнă, сывлăшĕ епле тутлă, сывласа тăранма çук. Сывла! Çăт çăвару тулли!
— Çăмăр та килет вăн, — ним сăмах тупаймасăр йăвашшăн каласа хучĕ курпунне кăларса, пĕкĕ пек авăнса ларакан Ерхип. Урттемей сасси ăна темме çиллентерет.
— Килин. Килтĕр. Çăмăртан хăракан пултăн-и?
— Çу-у-к, хăраса мар та...
— Çутăр, йĕпеттĕр çăмăр. Ман намăса çуса тасаттăр! Айăплă çын вĕт эпĕ, пысăк айăплă! — терĕ вăл хытă сасăпа Ерхип ăна айăпа кĕртнĕ пек. Вăрăммăн хуйхăрса сывласа ячĕ. — Киле арăм пăтне, ачасем патне таврăнап-çке! — хускатса ячĕ вăл пĕр самант чĕнмесĕр шухăшласа выртнă хыççăн. — Епле кĕтет-ши мана арăм? Ĕлĕкхи пекех юратать-ши вăл мана, е? Эс мĕнле шухăшлан, Ерхип?
— Темĕн... Хĕрарăм вăл чĕлхипе кĕтет те... Кха, кха, кха!
— А-а, чорт, эсĕ те савăнăçлă мар иçмасса!
— Мĕн йĕркепе савăнмалла-ха манăн?
— Киле таврăнатăн вĕт, мĕлке пуç, киле — ăнланатни çавна?
— Эпĕ сан пек сывă çын мар. Мана пурпĕр. Хăть кунта, хăть килте вил. Нумай пурăнаймастăп ĕнтĕ эпĕ.
— Н-та-а! нумая тăсаймăн, темĕн. Анчах епле пулсан та, çут тĕнче савăнтаратех вăл. Пăх-ха эсĕ: кунĕ, кунĕ мĕнле, ытарма çук илемлĕ! — терĕ вăл хăяккăн çаврăнса выртса. — Кала тĕрĕссипе, вилессӳ килет-и?
— Çук, чирлĕ пулсан та, пурнас килет — тавăрса калать Ерхип. — Пĕртте вилес килмест.
— Тоттă. Манăн паян юрлас килет, йĕрес килет, такама тытса хĕнес килет! Виçĕ çула яхăн вĕт... сахал вăхăт мар вăл, виçĕ çул, виçĕ çул... — Иккĕш те тарăн шухăша кайса шăп пулчĕç. Вăрманти вĕçен кайăксем пĕр-пĕринпе калаçса савăннине тилмĕрсе итлеççĕ. Çӳлте, хура пĕлĕтсем хушшинче хурчăка çунатне сарса вĕçсе çӳрет.
Уçланкăра выртакан икĕ çынна тилмĕрсе пăхать вăл, пĕрмай çавсен тĕлĕнче çаврăнать, инçетрен мĕн иккенне паллаймасть.
— Кук-ку! кук-ку! — таçта инçетрен сасă парать куккукĕ. Урттемей сасартăк сиксе тăчĕ те Ерхип çине çиллĕн пăхса илчĕ, унтан кĕсйинчен тапак енчĕкне кăларса (арăм парни) чикарккă чĕркеме пуçларĕ.
— Çăварни иртсен пĕр çыру илтĕм арăмран — хускатса ячĕ, Ерхип еннелле тепĕр хут пăхса, Урттемей. Халь унăн куçĕсем темле чеен пăхаççĕ. Кулнă пек туйăнаççĕ унăн кушак куçĕ пек чăпар куçĕсем, анчах хăй вăл кулмасть. Шăрпăкне сĕрчĕ те, пӳрне хулăмĕш чикарккине тивертрĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...