Ĕмĕр сакки сарлака. 1-мĕш кĕнеке :: Иккĕмĕш пайĕ


Çтаппан аллинче нихçан курман пуянлăх. Ку пуянлăха чунтан юратакан ывăлĕ илсе килчĕ. Çтаппан куçĕсем каллех шывланчĕç. Михха тĕп туман пулсан, кăçал шурă пӳрт лартатчĕ вĕт. Халь ку укçапа мĕн тумалла-ши ĕнтĕ? Çĕре каялла илсен тем пекехчĕ те. Вăл ывăлĕ çине пăхрĕ те:

— Тавтапуç, ачам... ― терĕ савăнса.

Микула сĕтел çине хăпартупа кĕренке кăлпасси хучĕ. Пулштух эрех кăларса лартрĕ. Ашшĕне çитсă пачĕ те: «Ку сана валли кĕпелĕх», ― терĕ. Амăшĕн пайĕ çинчен çеç шарламарĕ. Аллине икĕ тутăр лексен, вĕсене тата тĕпнерех тĕркелесе чикрĕ, йӳнĕрех тăракан пуставран çĕленĕ ваткăллă пиншак, шăлавар, çĕлĕк, тумтир çинчен çыхмалли хăмаç пиçиххи тата тальянка хуткупăс кăларчĕ, ашшĕне куçран пăхма хăяймасăр:

— Килте инкек пулнине пĕлнĕ пулсан... ― терĕ.

— Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, ачам. Эсĕ ытлашши ним те илмен. Пĕтĕм чун-чĕререн тав тăватăп сана. Эпĕ шаннине çĕре ӳкермерĕн...

Пӳрте Уçка васкаса кĕчĕ те:

— Аван-и, Микула пичче, ― терĕ хавасланса.

— Аван-ха, Уçка! ― чун-чĕререн хуравларĕ Микула. Çӳçне шăлса: ―Ух, эсĕ, ача! Йăлтах каччă пулнă. Паянах авлантарма юрать! ― терĕ.

— Апла мар-ха, Микула пичче. Малтан сире, Ваçли пиччепе иксĕре, авлантарасчĕ!

Хĕрне ăçтан тупса парас тетĕн?

— Хĕрĕ пур, инçех те мар.

— Кам-ши вăл?

Уçка савăнăçлăн кулса ячĕ.

— Ваçухха, юмăç карчăк!

Ача шӳт тунипе Çтаппан кăмăлĕ те уçăлчĕ.

— Эсĕ килни аван пулчĕ-ха, Уçка, ―Çтаппан ăна çавра чĕл хăпартупа пĕр татăк кăлпасси касса пачĕ.

— Ку сана валли кучченеç... Уçка тав турĕ те:

— Микула пичче, пирĕн мунча пулнă, атя часрах, ― терĕ.

— Чăнах-и?

— Ваçли пичче хывăнчĕ те пуль ĕнтĕ.

— Халех пыратăп, ―килĕшрĕ Микула, кутамккинчен таса кĕпе-йĕмпе супăнь кăларса.

 

II

Çтаппанпа ывăлĕ мунчаран тĕттĕм пулсан тин таврăнчĕç. Сĕтел умне хăйчикки çутрĕç.

— Ма лампа çутмастăн? ―халиччен хăйă çутманнине аса илсе ыйтрĕ Микула.

— Краççын çук-ха, хам тĕллĕн çеç пурăннă чухне кирлех те мар пекчĕ. Ыран кайса илĕпĕр ак.

— Апатланма вăхăт мар-ши, атте? Ман кучченеçсене тутанса пăхар.

— Юрĕ, ачам, апатланăпăр... Сан кучченеçсем ытла та ятне пулчĕç. Кĕçĕр ваттисене асăнмалла. Эпир те аннӳне асăнар...

Вĕсем сĕтел хушшине кĕрсе ларчĕç. Çтаппан хăпарту сăмсине çурмаран касçа уйăрчĕ те пĕр татăкне Татьяна чĕрĕ чухне ларнă вырăн тĕлне хучĕ.

Малтанхи хут вĕсем çăкăр сăмсине Татьяна Çтаппана качча килсен, хĕрсе туй пынă вăхăтра пайласа çинĕ. Ун чухне икĕ касăкĕ çине те пылпа çу хурса, иккĕшĕн мăшăрлăх кунçулĕ ĕмĕр тăршшĕпех çапла пултăр тесе асăннă. Çăкăр сăмсине вĕсем кайран та çурмаран пайласа çиетчĕç. Ку вара вĕсем пĕр-пĕрне чунтан юратса, вĕр-пĕрин сăмахĕнчен тухмасăр пурăннине пĕлтернĕ. Вăтăр çул ытла пĕрле пурăнса, пĕрне-пĕри кӳрентермелли сăмах каласа курман.

Хăпарту сăмсине уйăрса хунă çĕрех Çтаппан кăлпасси касса хучĕ те:

— Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, Татьяна. Эпир мĕн çинине эсĕ те çи. Эпир мĕн ĕçнине эсĕ те ĕç. Эпир тутă, эсĕ те тутă пул. Йывăр тăпру çăмăл пултăр. Чуну сĕтлĕ кӳлĕре çӳретĕр, ― тесе пăшăлтатрĕ.

Çак сăмахсенех каласа, вĕсем пĕрер черкке эрех ĕçрĕç. Пӳрте Ваçли пырса кĕчĕ. Вăл, ялан хаваслă та шӳт тума юратаканскер, халĕ кĕскен кăна:

— Апат тутлă пултăр, ― терĕ.

— Эсĕ калашле пултăр. Кил-ха, сĕтел хушшине лар!

— Тавтапуç, Çтаппан пичче. Эпĕ тин çеç çисе тухрăм.

— Пулсан та, кил-ха! Пирĕн çăкăр-тăвара астивсе кур.

— Чăнах, Çтаппан пичче, тăраничченех çине те...

— Ваçли, кирлĕ мара калаçса ан тăр! Сĕтел хушшине лар тенĕ-тĕк лар! — хушрĕ Микула.

Ваçли сĕтел хушшине пырса ларчĕ. Çтаппан эрех тултарса пачĕ. Ваттисен йăлипе Ваçли малтан Татьянана асăнчĕ, вара эрехне ĕçрĕ. Ваттисене асăнса пĕтерсен, Ваçлипе Микула алăк патĕнчи кравать çине кайса ларчĕç.

— Мавра аппа патĕнче кĕçĕр хĕрсем улах кукăлĕ çиме пухăннă тет, ―терĕ Ваçли. ― Варуç каларĕ. Кунта килнĕ чухне тĕл пултăм та.

— Улахĕнче камсем пулаççĕ-ши?

— Камсем-и? ― Ваçли юлташĕ çине куларах пăхрĕ те: — Ануксем пулаççĕ! — тесе хучĕ.

Микула чĕри ăшшăн та савăнăçлăн тапрĕ.

— Кĕтерук та пулать-и?

— Çавна пĕлеймерĕм, ― хумханса хуравларĕ Ваçли.

— Ан тĕлĕнтер! Чи кирлине пĕлместĕн-и?

— Ыйтма хăяймарăм, ―ыхлаçлăн каларĕ Ваçли. ― Анук пур çĕрте Кĕтерук та пулĕ-ха. Каятпăр-и?

— Килĕшӳллĕ пулĕ-ши? Пире никам та чĕнмен-çке?

— Пире чĕнме мар, вĕсем эпир ăçтине те пĕлмеççĕ...

— Халь пĕлеççĕ-ши?

— Ман шутпа, пĕлмеççĕ. Эпир таврăнни çинчен Варуçа никама та калама хушмарăм. Кĕтмен çĕртен пырса кĕрсен авантарах пулĕ тесе шутларăм. Кам пĕлет, тен, унта пирĕн хĕрсем чĕннĕ каччăсем те пулĕç...

— Куна, чăн та, аван шухăшласа кăларнă эсĕ. Ахаллĕн çынсене култарма та пулать. Çичĕ уйăх нумай вăхăт. Ку хушăра темле улшăну та пулма пултарнă...

— Каяр-и эппин?

Микула шухăша путрĕ: «Анне ятне асăннă каç улаха çӳрени килĕшӳллĕ-ши? Атте кӳренмĕ-ши? Паллах, улаха тухсан, сăмсана усса ларас çук...» Анчах çамрăк чĕри ик-кĕленекен шухăшсене парăнасшăн пулмарĕ.

— Атте, Ваçли мана улаха чĕнет те... Кайсан килĕшӳллĕ пулĕ-ши? ― тесе ыйтрĕ Микула, Çтаппан кӳренме мар, савăнчĕ.

— Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, Микула, ун çинчен сăмах хускатма та кирлĕ марччĕ. Паçăрах каласа ирттертĕмĕр: аннӳне ним туса та чĕртес çук. Пирĕн, чĕрĕ пуçсен, пурнăç çинчен шухăшламалла. Нимĕн пăшăрханмасăрах кай.

Тус-йышсемпе курнăçса савăн. Аннӳ те пуçна усса çӳреме хушмарĕ.

 

III

Ку каç Энĕшкассинче ваттисене асăнаççĕ. Халь ĕнтĕ çуркуннехи пек мар, кашни хресченех автан е чăх та пулин пусса кукăль пĕçернех. Юр-варлăраххисем сурăх та пуснă. Пăру пусакансем те пур. Кашни килтех сăра вĕретнĕ. Нумайăшсем, тăванĕ-хурăнташĕсене пухса, ĕçкĕ тăваççĕ.

Çамрăксем пуринчен те хаваслăрах. Хĕрсем кĕçĕр, çулталăкра пĕртен-пĕр каç, никамран именмесĕр, юратакан каччисене чĕнсе кукăль çитерме пултараççĕ. Çавăнпа вĕсем, ытти каччăсем пырса ан чăрмантарччăр тесе, улахрах кил-çурт шыраса тупма тăрăшаççĕ.

Ануксен ушкăнĕ, ку каçа улаххăн та савăнăçлă ирттерме, Мавра пӳртне суйласа илнĕ. Кунта вĕсем темиçе кун каярах сăра вĕретсе хатĕрленĕ. Паян кăнтăрла чăх ашĕнчен хуплу пĕçерсе кăларнă. Вĕсем, ултă хĕр, Мавра патне кула-кула калаçса пырса кĕчĕç.

— Килĕрех, — кăмăллăн кĕтсе илчĕ хĕрсене Мавра.

— Килтĕмĕр ĕнтĕ! ―Пуринчен малтан Варуç сăмах чĕнчĕ. Кĕнчелеççисене вырнаçтарса тăратсан: ― Мавра аппа, тирĕк пур-и? ― тесе ыйтрĕ.

— Пулма кирлĕччĕ те... Мĕн тумаччĕ-ши?

— Мăйăр хума.

— Халех тупса паратăп. — Мавра тĕпелтен тăм тирĕк илсе сĕтел çине лартрĕ. ― Акă, çакăнта хурăр!

Хĕрсем, черетпе пыра-пыра, кĕсйисенчен мăйăр кăларса тирĕк çине хучĕç. Анчах нихăшĕ те пĕтĕмĕшпех хумарĕ. Кашниех юратакан каччине улаххăн çитерме кĕсйи тĕпне хăварчĕ. Мăйăр чи хисеплĕ кучченеç. Ăна хĕрсем, качча тухсан упăшкине çитерме тесе, çичшер çул та упраса усранă.

Анук çеç пĕр мăйрине те хăвармарĕ. Унăн юратакан каччи инçетри хуласенче çӳрет. Урăх никама та улах мăйăрĕ çитерме шутламарĕ вăл.

Тулнă тирĕке кăмака умне кайса лартрĕç те хĕрсем сăхмавĕсене хывса малти сак çине купаласа хучĕç. Кашниех камăн мĕн пурпа капăр тумланса килме тăрăшнă, анчах нимле уйрăмлăхах та çук вĕсен хушшинче. Пурте шурă пиртен е улачаран çĕленĕ аркăллă кĕпе тăхăннă, çитса саппун çакнă. Урисене шурă çăм чăлха çинчен хура çăм нуски тăхăннă, çĕн çăпата сырнă.

— Хĕрсем, хуплу кăмакараччĕ. Кăкшăмри сăри те кăмака умĕнчех. Каткари сăра тĕпелти сак айĕнче. Сăри калама çук чипер йӳçнĕ вара! Ĕçĕр, ĕçĕр, савăнăр, килти пекех пулăр — терĕ Мавра.

— Мавра аппа, эсĕ каясшăн-им?

— Кӳршелле кайса пăхас тетĕп-çке.

Мавра кайсан хăйсене ирĕк пулассипе хĕрсем савăнчĕç, анчах çакна палăртасшăн мар хаваслăн та янравлăн шавласа илчĕç:

— Мавра аппа, ан кай! Пирĕнпе пĕрле ĕçсе-çисе савăн!

— Эй, хĕрĕмсем... Эпĕ хамăнне тахçанах ĕçсе-çисе ирттернĕ ĕнтĕ. Эпир, карчăксем, çамрăксене кансĕрлет-пĕр çеç. Ĕçĕр, юрлăр, ташлăр, савăнăр ирĕккĕн, — хĕрсен шухăшне туйса хуравларĕ Мавра, телейлĕ каç сунса хăварчĕ. Пӳрт труках шăпланчĕ. Йĕкесем шăхăрса урайне аннă сасă та илтĕнекен пулчĕ. Каччăсем пухăниччен кашниех йĕке тултарма васкарĕç.

Анук та ыттисенчен юласшăн мар. Чĕри çеç нихçанхинчен те ытларах тунсăхларĕ, нăйкăшрĕ. Юлташĕсем савнă каччисене кĕтеççĕ. Кĕçех килĕç те ĕнтĕ. Вĕсем ăш кăмăллăн калаçĕç, шӳт тăвĕç. Анук мĕн тума пĕлĕ пĕччен? Кампа калаçса йăпатĕ чĕрине? «Çук, Микуларан урăх никам та кирлĕ мар мана. Ăçта çӳреççĕ-ши халь вĕсем? Мĕн тăваççĕ-ши? Пăрахутпа баржăсем Атăл тăрăх чупма чарăннă ĕнтĕ, вĕсем çаплах. таврăнмарĕç...» Микула ĕçе тухса каяс умĕнхи каçа аса илчĕ. Ку вăл çуркунне, юр тăрăн çырмасенче çеç тăрса юлнă вăхăтра, пулчĕ.

Хĕрсемпе каччăсем, яланхиллех, юр çине шуратма сарнă пирсене сыхлама пир выртмине тухрĕç. Анукпа Микула та çĕр хутах юнашар. Ытти çамрăксемпе пĕрле шӳт турĕç, юрларĕç, савăнчĕç. Хушăран чĕререн тухакан сăмахсем выляткаласа илчĕç. Ирпе Микула ăна ăсатма пычĕ. Мĕн çинчен калаçрăмăр-ха эпир ун чухне? Мĕн каласа хăварчĕ вăл уйрăлас умĕн? «Çапла. Нумайлăха уйрăлатпар иксĕмĕр, эсĕ, урăх каччă тĕл пулсан, мана манса каймăн-и?» тенĕччĕ. Эпĕ кӳрентĕм. «Çав териех çăмăлттай хĕр тесе шутлатăн-и мана? — терĕм. ― Эпĕ унашкал маррине ху та лайăх пĕлетĕн, мĕншĕн кӳрентеретĕн тата?» «Анук, ― терĕ вăл юлашкинчен, ― эсĕ яланах манăн чĕрере, манăн куç умĕнче тăрăн!» Хăвна юратни çинчен каланине итлеме ытла та савăнăçлă çав! Халĕ те, акă, ун çинчен аса илсенех Анукăн ӳт-пĕвĕ тăрăх ăшă хум чупса кайрĕ... чупса кайрĕ те сасартăках шăнса ларчĕ. Ун пуçне каллех çынсем каласа тултарнă шухăшсем пырса кĕчĕç. «Этем чĕри тени сĕм каçри пекех тĕттĕмре... Куçĕсем выçă та ăмсанма юратаççĕ. Микула та урăх хĕре ăмсанса мана манмарĕ-ши?» Анук чĕри тата ытларах тунсăхласа нăйкăшма тытăнчĕ. «Улаха та ахалех килтĕм. Кĕтерук манран ăслăрах пулчĕ — килмерĕ». Анук салхуллăн юрласа ячĕ:

 

Атăл варринчи пуллине

Ăсса илесчĕ, ăскăч çук.

Чунăм савни инçетре,

Вĕçсе каясчĕ, çунат çук...

 

Анук хыççăн ытти хĕрсем те юрларĕç. Çав вăхăтра кил хушшинче çын сассисем илтĕнчĕç. — Килеççĕ! Килеççĕ!..

Хĕрсем юрлама чарăнчĕç. Саппунĕсем çине тăкăннă сӳс хухисене силлесе тасатма тытăнчĕç.

Пӳрте ултă каччă кĕрсе тăчĕ. Пиллĕкĕшĕн çийĕнче килте тĕртсе тунă пуставран çĕлетнĕ вăрăм та пĕрмеллĕ сăхман. Урисене çăм тăлапа çăпата сырнă. Павăл кăна пасарта илнĕ пустав пиншакпа, уринче — çăматă.

Якур та пĕрлех иккен. Вăл урамра тĕл пулнă каччăсен ушкăнне явăçса килнĕ. Анчах куна ăнсăртран теме çук. Кĕтерука Михха мăшкăлласран хăтарнă кунах, хăйне хĕр юратманнине туйрĕ пулсан та, çамрăк чĕри çырлахмарĕ. Пурăна киле вăл Кĕтерук ун чухне качча пыма килĕшменнине ытла та хăранипе çухалса кайнăран çеç пек ăнланма тăрăшрĕ. Улахрах çĕрте тепре курнăçса йĕркеллĕрех калаçсан, килĕшес пек сунчĕ. Унтанпа çу та, кĕр те иртрĕ. Якур хĕрпе тĕл пулаймарĕ. Кĕтерук ăна тарăхтарасшăнах-и, улаха та тухмасăр пурăнчĕ. Çавăнпа Якур, ку каччăсем Анукăн юлташ хĕрĕсем патне кайнине пĕлсенех, улахра Кĕтерукпа курнăçасса шанса килчĕ. Кĕтерук кунта та çукки ăна питех те пăшăрхантарчĕ. Вăл каялла тухса кайма та хатĕрччĕ — Анукпа калаçса пăхас шухăш тытса чарчĕ.

— Улах вăйлă пултар! — те Павăл салам пуриншĕн ларĕ.

— Эсĕ калашле пултăр! ―хĕрсемшĕн Варуç хуравларĕ те çавăнтах ӳпкелесе илчĕ: ―Хуткупăс ăçта сирĕн? Ма хуткупăссар килтĕр?

— Хуткупăс пасартан таврăнаймарĕ-ха! Çавăнпа хамăр çеç килтĕмĕр! — Павăл хирĕç тавăрса хучĕ. Унтан сăмсипе нăш-нăш сывларĕ те: ―Ачасем, чур! ―тесе эхлетрĕ. Каччăсем чĕмсĕрленсе хăлхисене чăнк! тăратсан: ― Сисрĕр-и? ― терĕ ытарлă сасăпа.

— Мĕне сисмелле?

— Мĕн çинчен калаçатăн эсĕ? ―тĕлĕнчĕç ыттисем.

— Акă, турă пур, хĕвел пур! ―Павăл çавăнтах сăх-сăхса кăтартрĕ. ―Пӳртре чăх ашĕнчен пĕçернĕ кукăль шăрши кӳ-ӳ кĕрет!

— Ку сана аннӳ кукăль пĕçернĕрен туйăннă!

— Пирĕн килте кукăль тавраш никам та пĕçермен!

— Çук, хĕрсем! ― пӳрнипе юнаса илчĕ Павăл. ― Анне пĕçернĕ кукăль шăрши мар ку. Улах кукли шăрши. Эпĕ куна çеç мар, мăйăр шăрши пуррине те туятăп!

Çапла шӳтлĕн кула-кула калаçкаланă хушăра пилĕк каччă пилĕк хĕр çумне ларчĕç. Анук мăшăрсăр юлнине курсан, Якур ун патне пычĕ:

— Эсĕ те ман пекех тăлăх-турат курăнать. Иксĕмĕр юнашар ларсан, хаваслăрах пулмĕ-ши?

— Лар... ―килĕшрĕ Анук. Якура вăл хăйĕнчен çичĕ çул аслăрахран хисеплет. Тата тусне мăшкăлран хăтарнăшăн ăш кăмăлпа пăхать.

Якур ларчĕ. Анук чĕри пурпĕрех вырнаçмарĕ. Вăл салхуллăн юрласа ячĕ:

 

Алкум вĕçĕнчи çавра кӳлне

Уçса яма састăп çук.

Тăвăнса килнĕ чунăмне

Уçса яма савни çук...

 

Ытти хĕрсем, каччисемпе калаçса ларнăран, паçăрхи пек кĕр юрламарĕç. Çавăншăн Анук сасси тата салхуллăрах янăрарĕ:

 

Тенкĕлĕх тенкĕ хушшинче

Пĕр аллă пус тенкĕ пур.

Пур юлташсем хушшинче

Пĕр телейсĕр эпĕ пур.

 

Хĕвел тухать те хĕвел ларать,

Çути пĕртте курăнмасть.

Ир пулать те каç пулать,

Ман чун пĕр те савăнмасть...

 

Урамра хуткупăс сасси илтĕнчĕ. Хĕрсем юрлама чарăнчĕç. Каччăсем сисчĕвленсе хăлхисене чăнк! Тăратрĕç. Хуткупăс сасси Мавран кил-çурчĕ патнелле çывхарчĕ.

— Камăн хуткупăсĕ?

— Кирек камăн пулсан та, пирĕн ялта хуткупăс çук!

— Ачасем, чур! ―пӳлчĕ Павăл. ― Эпĕ пĕлетĕп!

— Кам?

— Кам-и? ― ахăлтатсах Павăл пӳрнипе Анук çине тĕллерĕ: ― Камне унран ыйтса пăхăр!

Çамрăксем Анук çине пăхрĕç. Хаваслăн та шӳтлĕн шавларĕç:

— Вăл прихутри чи лайăх качча чĕннĕ иккен!

— Пире те систермен!

Анук та, хуткупăс сассине илтсенех, Элекçей килнĕ пек сунчĕ. Мĕншĕн тесен, Элекçейрен урăх прихучĕпе пĕр каччă та хуткупăс тытайман. Тата вăл улăхран таврăннăранпах Анукпа паллашма тăрăшнине пурте пĕлеççĕ. Пасара тухсан е чиркĕве кайсан, Элекçей яланах Анук çывăхĕнче явкаланнине кам курман? Ку вара Энĕшкасси хĕрĕсене ытла та кĕвĕçтернĕ...

— Тусăмсем, тĕлĕнтеретĕр эсир! Хăвăрăн каччăрсене манран ыйтмасăрах чĕнтĕр-çке. Анчах эпĕ чĕннĕ каччă сире те кирлĕ пулĕ. Хăвăрах шухăшлăр, хуткупăссăр улах мĕн улахĕ вăл?

— Тĕрĕс, Анук!

— Хуткупăслă качча чĕнме тавçăрнăшăн тавтапуç сана! ― Анука ырласа хаваслăн шакăлтатрĕç çамрăксем.

Хуткупăс сасси кил хушшине кĕчĕ. Павăлпа Варуç чӳречерен пăхрĕç те икĕ каччă иртсе кайнине курчĕç: пĕри яштака пӳллĕ, тепри лутрарахскер.

— Хĕрсем, вĕсем иккĕн! ―пĕлтерчĕ Варуç.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 7 ... 15