Ытла та вăрттăн юрату :: Иккĕмĕш пайĕ
— Вăрăм калаçу. Пĕр каçра вĕçлейместпĕр.
Арăмĕпе упăшки картлаç вĕçне ларчĕç.
— Ĕçтăвкомра çĕнетӳ кая юлса пуçланчĕ, — лăпкăн каларĕ Заил.
— Влаçа Советсене панă тапхăрта апла пулма пултараймасть, — хирĕçлерĕ Эльвира. — Артур пек ăшă вырăн çине йăванасшăн çунатăн, çавăнпа чăн-чăн председатель пек йĕркеллĕ калаçмастăн.
Упăшки пуçне силлерĕ килĕшмесĕр.
— Ан кӳрен, эпĕ кирлĕрен ыйтатăп. Арланов полковник мана питĕ интереслĕ истори каласа пачĕ те, эпĕ пьеса çырма тытăнтăм. Тĕп геройсенчен пĕри — пирĕн хулара пурăнакан арçын. Вăл халĕ хисеплĕ çын, пысăк ученăй, анчах çамрăк чухне Арланов хĕрне, Мэрие, юратса пăрахнă. Хĕрĕ те, ютра пурăнаканскер, ăна чунĕпе парăннă. Вĕсен хĕрача çуралнă... Хурлăхлă, анчах интереслĕ истори.
— Анчах мĕн тума кирлĕ сана тĕп хула ĕçтăвкомĕнче çĕнетӳ епле пуçланни? Ача, çĕнетӳ, ĕçтăвком...
Эльвирăна ӳкĕте кĕртме çăмăлах мар. Кĕнеке çыраканăн нумай пĕлес-курас килет ĕнтĕ.
— Пьесăн пĕрремĕш вариантне çырса пĕтерсен эпĕ ăна Арланова вулама патăм. Ăнланма ансатрах пултăр тесе тĕп геройсен ячĕсене хальлĕхе улăштармарăм. Çаплах хăвартăм. Старик вара ал çырăвне Гюзеле панă. Мĕншĕнне пĕлместĕп, анчах Герман тавра тăвăл çĕкленет.
— Апла хĕрача ашшĕ Марков. Çапла-и?
— Кам пĕлет, — упăшки йĕкĕлтенине ăнланмана пачĕ Эльвира. — Кашни çын ăшĕнче шуйттан çывăрать тесе ахаль каламан-тăр ваттисем. Гюзелĕн шуйттанĕ вăраннă. Эпĕ ăна питĕ лайăх ăнланатăп. Ара, ывăлна çухат-ха Афганистанри тискер ту-сăрт хушшинче...
Виçĕмкун Гюзель пьесăпа паллашать те тĕлĕнсе каять, Марков хушаматлă ученăй çамрăк чухне Мэрие ача çураттарнă, халĕ вара Пешаварта, çар лабораторийĕнче, ĕçлет иккен. Ун урлă пĕлнĕ-çке-ха Герман Энтри ăçтине.
— Суя сăмах, — касса татрĕ Казанбаев, Маркова США тухтăрĕсем пулăшнине пĕлекенскер. — Кунта нимĕн шикленмелли те çук. Германпа Гюзеле юнашар лартмалла та лайăх ăнлантармалла.
— Эй, тăхта-ха. Çемье çăмхи — ахаль çăмха мар. Унта темле çип те пур. Мантăн-им? Епле хаяррăн та тискеррĕн татрĕç хамăрăн пурнăçа... Юрать йĕркелеме май килчĕ.
— Ăнлантăм. Кирек мĕн пулсан та Марковсен çемйине çăлмаллах. Германшăн эпĕ тем тума та хатĕр.
— Çавăнпа та малашне эпĕ Арланов кĕрӳшне ĕçтăвкомра ĕçлеттеретĕп.
— Пьесăра-и? Ав мĕншĕн çĕнетӳ пирки ыйтса хăшкăлтартăн мана. Итле. Ман шутпа, малтанхи тапхăрта пит тĕлĕнмелли е çĕнĕ япала пирĕн ĕçре пулмарĕ. Партипе правительство докуменчĕсемпе паллашрăмăр, çынсемпе епле ĕçленине сăнарăмăр, хутсен шутне чакарма тăрăшрăмăр, анчах кирлĕ пек йĕркелесе яраймарăмăр ку ĕçе, мĕншĕн тесен вăл тапхăрта çӳлтен килекен çырусен йышĕ чакмарĕ-ха. Халăх хушшине ытларах çӳреме тытăнтăмăр. Тĕп тĕшши — çакăнта, ман шутпа.
— Темĕн?.. Тĕп тĕллев, ман шутпа, — çӳлтен хушнине вăхăтра пурнăçласси. Çапла мар-и?
— Паллах. Ку япала мĕн ĕлĕкрен çапла пулнă.
— Çавă пĕтерет те пире, хушусене ним шутламасăр, васкаса туни. Хулара приборсем тăвакан завод хута кайрĕ акă, анчах çӳлтен ыйтманран çав завод хуçи — министерство пирĕн патăрта пĕр шкул та, пĕр больница та лартмарĕ.
Çӳлтен хушнипе кăнтăртан панулми, помидор тата ытти пахча çимĕç турттаратăр, çав вăхăтрах хамăр çитĕнтернине сутаймасăр хĕн куратăр е çĕртсе яратăр. Çӳлтен хушнипе авалхи соборпа ытти палăксем шыв айне юлаççĕ...
— Вара эсĕ патшалăх тилхепине пачах пушатасшăн-им?
— Çӳлтен ăна ăспа хушмалла. Ытлашши пăс кăларни, тилхепене тытма пĕлменни пĕтерчĕ пире, — тесе Эльвира ура çине тăчĕ, калаçу вĕçленнине систерчĕ.
Пĕрре, ирхине
Гюзель хăйне ыйăхран иртерех вăратма ыйтнăччĕ, çавăнпа та Герман стена çине ӳкнĕ ирхи хĕвел пайăркине асăрхасан утияла арăмĕн кăкăрĕ çинчен сирме шутларĕ, анчах та алли юмахри пек илемлĕ кĕлетке çийĕн явăнса илнĕ хыççăн каялла хăй вырăнне усăнчĕ. Упăшки арăмĕн тутлă ыйхине татма хăяймарĕ.
Арçын сăн-пичĕ сасартăках тĕксĕмленчĕ, куçĕ тулса хĕрелчĕ. Сарлака сăмса çунатти кăна сĕтел çинчи сехет пек пĕр тикĕссĕн ĕçлесе, сывлăша шалалла тата тулалла хăваласа утиял айĕнчи кĕлетке чĕррине систерчĕ. Герман хăй нумаях пулмасть çеç вуласа тухнă Эльвирă Сарбаевăн «Ютра» романне аса илчĕ, мĕншĕн тесен кĕнекери хăш-пĕр вырăнсем ăна хăйне те пырса тивеççĕ. Заилăн чĕрине сиплени, унăн тусĕ — Фарук палестинец шăпи, Египетри революци хыççăнхи улшăнусемпе Насер президент — çаксем пурте хирурга авалхи цивилизаци çĕршывĕнче ĕçлесе пурăннă кунсене аса илтереççĕ.
Куç умне кĕтмен çĕртен Эльвирăн хитре сăн-пичĕ, ялан хавас куçĕпе кăтра сарă çӳçĕ, ăвăс пек яштака кĕлеткипе чăп-чăмăр урисем тухса тăчĕç те, тухтăр хăйне яш ача пек туйрĕ, анчах çак палăра пуçланă туйăм е уççăнрах каласан чун пăлханăвĕ вăрăма тăсăлаймăрĕ: шăп та лăп çак вăхăтра йăл-л! кулса Гюзель пĕтĕм кĕлеткипе упăшки çумнелле туртăнчĕ, юна пăлхатса шăм-шака вăратрĕ... «Ютра» роман авторен сăн-пичĕ куç умĕнчен пурпĕр çухалмарĕ-ха... «Тем хăямачĕ те пулать иккен пурнăçра», — чунĕ тĕпĕртетсе илчĕ Германăн.
— Шанатăн-и Энтри тупăнасса? — ыйтрĕ арăмĕ вырăн çинчен тăмасăрах.
Мăнтарăн, кĕске самантлăха та манаймасть иккен вăл ывăлне.
— Паллах, — ответлерĕ Герман.
— Эпĕ те шанма тытăнтăм. Уйрăмах çав пьесăна вуласа тухнă хыççăн.
— Мĕншĕн тата? — ыйтрĕ Герман. Вăл хăйне тĕлĕннĕ пек кăтартма тăрăшрĕ, анчах сарлака çурăмĕ сивĕ тарпа витĕнчĕ.
— Ара, Казанбаевăн пĕрремĕш арăмĕ Пакистанра пурăнать-çке. Пысăк тухтăр, темле çар лабораторийĕнче ĕçлет, çавăнпа та вăл е Арлановăн Парижри тусĕсем пулăшаççех.
— Чăнласах калатăн-и çак сăмахсене?
— Чăнласах. Сарбаева ун çинчен пьеса çырнă. Произведенири тĕп герой, Леонид Павлович Ефремов, Заил Казанбаевăн прототипĕ.
— Телĕнтеретен, — инкек хăйĕнчен пăрăннине ăнланса лăпкăн каларĕ Марков.
— Акă. Вулама пултаратăн, — тесе хĕрарăм пуç айĕнчен хут тĕрки туртса кăларчĕ те ăна упăшкине тыттарчĕ.
— Интереснă. Питĕ интереснă, — куçĕпе тӳрех пĕрремĕш страницăна, драмăри çынсем тенĕ вырăна, тăрăнчĕ тухтăр. — Акă Ефремов, анчах вăл ученăй.
— Малтанхи вариантра Казанбаев — хула ĕçтăвкомĕн председателĕ. Заил тенĕ вырăнсем те пур. Иккĕмĕшĕнче — ученăй.
— Тен, упăшкине ытла юратнăран?
— Пĕлсе çитер çыравçă шухăшне, — усăнчăк кăкăрне пĕр чăмăра пуçтарчĕ те хĕрарăм пӳлĕм варринчи пукан çинчен лифчик, унтан халат илсе тăхăнчĕ. Ялтăркка куçĕпе упăшкине ачашланă самантрах пьеса авторне ятласа илме те ĕлкĕрчĕ. — Паян тăвăл, ыран лăпкă çанталăк. Малтан кислород, унтан — наркăмăш...
— Паян иккĕмĕш сменăна тухатăп. Вулам-ха унччен. Эсĕ мана кăсăклантарса ятăн, — терĕ Герман ал çырăвне вăхăтлăха вырăн хĕррине хурса.
— Тен, вуласа та пĕтерĕн. Унта пĕтĕмпе утмăл е çитмĕл страница кăна, — тесе Гюзель ваннăна тухрĕ. Упăшки пысăк пӳлĕме васкарĕ, сĕтел хушшине ларса Сарбаева пьесине вулама тытăнчĕ.
Çĕремĕр — планета
Икĕ тайлă политикăлла драма
Драмăри çынсем:
Павел Иванович Арланов (вăлах Поль Арли) — Тăван çĕршывран инçетре фашизма, каярах НАТО хурахĕсене хирĕç çапăçнă совет разведчикĕ, чăваш.
Гарри Голдберг — США гражданинĕ, антифашист. Арлановпа пĕрле нимĕç фашисчĕсене хирĕç çапăçнă, унтан НАТОн вăрттăн ĕçлекен лабораторийен пуçлăхĕ. Профессор.
Стелла — унăн иккĕмĕш арăмĕ, вырăс эмигранчĕн хĕрĕ. Вăрçă çулĕсенче Арлановран ача çуратнă.
Мэри — Стеллăпа Арланов хĕрĕ.
Билл — Голдберг ывăлĕ. Çар офицерĕ.
Леонид Павлович Ефремов — совет ученăиĕ. Профессор.
Ипатьев — Чăваш патшалăх университетĕнче ĕçлет. Наука кандидачĕ.
Хĕветле — Арлановăн яш чухнехи савнийĕ.
Негр, араб çамрăкĕсем, икĕ хĕрача.
Пролог
Чăваш çăви. Икĕ вил тăпри. Пĕрин çинче хĕрес, тепри ыттисенчен чылай уйрăлса тăрать: шурă чултан тунă палăк, чи тăрринче — Аслă Отечественнăй вăрçă орденĕ, варринче — çамрăк офицер сăн ӳкерчĕке, ун айне çапла çырнă: «Арланов Павел Иванович. 1918 — 1942». Икĕ хĕрача палăк умне хĕрлĕ гвоздика хураççĕ. Хĕрес хыçĕнчен Хĕветле тухать.
Хĕветле. Камсен пулатăр-ха эсир, çамрăк чĕкеçсем? Турикасрисене пĕлетĕп-ха, Анатрисене пурне те палламастăп вара.
Пĕрремĕш хĕрача. Палье таврашсемех эпир, Хĕветле аппа. Евлен мăнукĕсем.
Хĕветле (хутаçĕнче тем пăлхатса). Апла тăхтăр-ха кăшт. Хуплу касам. Тупрăм çĕççине.
Иккĕмĕш хĕрача. Эпир васкатпăр.
Хĕветле. Павăл хуплу юрататчĕ, çавăнпа юри пĕçертĕм. Тархасшăн, тутанса пăхăр.
Хĕветле васкаса вил тăприпе юнашар, сак çине, шурă пир татки сарать, хуплу касать, хĕрачасене пĕрер татăк тытарать.
Пĕрремĕш хĕрача. Хĕветле аппа, пĕчекреххине парăр. Пирĕн, чăн та, шкула васкамалла.
Хĕветле. Ăнланатăп-ха сире, ачасем. Çимĕк йăлине сивлесшĕн е тем шикленетĕр-и?
Иккĕмĕш хĕрача. Çук. Интернационалистсен палăкĕ умне васкатпăр. Унта пĕтĕм шкул пуçтарăнать. Манăн Ефремов Леонида халалласа çырнă сăвва вуламалла.
Хĕветле (ассăн сывласа). Леонид — манăн ывăл. Ютран таврăнаймарĕ. Унтан çур çул нимĕнле хыпар та çук. Арланова та тĕлĕкре куратăп. Таврăнатăп, кĕçех çитетĕп тесе лăплантарать мана, анчах хăй паян кун та çук.
Иккĕмĕш хĕрача. Ун çинчен пире истори учителĕ кăшт каласа панăччĕ. Кам пулнă вăл Арланов?
Хĕветле. Вăл Тăван çĕршывран инçетре фашизма хирĕç кĕрешнĕ.
Пĕрремĕш хĕрача. Апла вăл партизан пулнă. Çапла-и?
Иккĕмĕш хĕрача (юлташне пулсе). Партизан мар-ха. Ун пирки Виктор Фадейчă урăхла каланăччĕ.
Хĕветле. Кам терĕн?
Пĕрремĕш хĕрача. Виктор Фадейчă, пирĕн директор.
Хĕветле. Вăл пĕлме пултарнă. Мĕнле ăнлантарчĕ сире Виктор Фадейчă?
Пĕрремĕш хĕрача. Павел Иванович Арланов, пирĕн ял каччи, нимĕç чĕлхине чаплă пĕлнĕ тет. Таçта инçетре фашистсемпе çапăçса пуçне хунă. Паттăр разведчик пулнă.
Иккĕмĕш хĕрача. Çĕршывне, ăçта çапăçнине калаймарĕ. Хăçан вилнине те пĕлмест.
Хĕветле. Çакна эпĕ те пĕлместĕп.
Иккĕмĕш хĕрача. Шел. Çĕршывне пĕлнĕ пулсан пирĕн КИД членĕсем тахçанах шыраса тупма пултарнă ăна.
Пĕрремĕш хĕрача. Хĕветле аппа, хăвăр мĕн пĕлнине каласа парăр-ха, тархасшăн.
Хĕветле. Павăл çичĕ класс пĕтерсен хулари техникумра вĕренчĕ, унтан — çар шкулне кайрĕ. Çулла яла килкелесе çӳретчĕ. Вăрçă пуçлансан унăн йĕрĕ çухалчĕ... Те чĕрĕ вăл, те вилĕ тесе пурăнтăмăр.
Иккĕмĕш хĕрача. Мĕншĕн апла шутлатăр?
Хĕветле. Ара, вăрçă пĕтсен унран темле хыпар та пулнă тет. Амăшĕ каланăччĕ.
Пĕрремĕш хĕрача. Мĕнле хыпар пулнă-ши вăл?
Хĕветле. Амăшĕ патне Павăл юлташĕ французла çырнă çыру янă, анчах ăна никам та вуласа ăнланайман.
Хĕрачасем (харăссăн). Хĕветле аппа, упранса юлнă-ши çав çырусем? Пирĕн шкулта халь акăлчанла та, французла та, нимĕçле те вĕрентеççĕ. Эпир пурĕ пĕрех вăл çыру тупсăмне тупатпăр.
Хĕветле. Пама парăп-ха хутне. Вăл темех мар. Анчах çырăвне хăй çырман пек туйăнчĕ.
Хĕрачасем. Вуласа пăхасчĕ, вара — пĕлеттĕмĕр.
Хĕветле (шкул ачисем хыççăн палăк еннелле утать). Юрать, тăрăшăп. Эсир Леонид ячĕпе хуплуне çийĕр-ха. Палăк патне çитиччен çисе те яратăр. Хам та пыратăп-ха сирĕнпе пĕрле.
Пĕрремĕш пайĕ
Пĕрремĕш картина
Палата. Сулахай кĕтесре шăвăçпа витнĕ сарлака сетел. Ун çинче икĕ çын, простыньпе кăна витнĕскерсем, çаппа-çарамас выртаççĕ. Пĕри — негр, тепри — совет ученăйĕ Ефремов. Ефремов аташать, вăхăт-вăхăтпа урипе тапать, хăй çинчи виткĕçе сирме хăтланать. Вĕсен умĕнче тăракан Мэри сулахай кетесре выртакан çăлене пистолетран тĕллесе перет те пӳлĕмрен тухса каять.
Çак самантра сылтăм енчен палатăна Гарри Голдберг, Стеллăпа Билл васкаса кĕреççĕ. Ефремов тăрса ларать.
Ефремов (куçне сăтăрса). Нумай çывăрнă. Ăçта эпĕ?
Голдберг (çĕлен еннелле асăрханса пăхать, сĕтел умне пырса тăрать). Ашă тинĕс хĕрринче.
Стеллăпа Билл палата варринче чарăнаççĕ. Вĕсем çелен вилли çине тĕлĕнсе пăхаççĕ.
Ефремов. Тинĕс хĕрринче?.. Ман умра хитре пирĕшти! Хам вара çаппа-çарамас. Тĕлĕк-и ку?
Голдберг. Тĕлĕк мар — чăнлăх. Кун пек ырлăха ĕмĕр шыраса та тупаймăн. Тен, çăтмаха лексен...
Ефремов. Шӳтлетĕн, хуçа. Эсĕ мĕншĕн мана çаппа-çарамас тытатăн? Çăтмаха мар — тамăк хуранне яма хатĕрленетĕн, çавăнпа хывса пытарнă манăн кĕпе-йĕме.
Билл (Стелла çине пăхса). Илсе килес-и унăн тумтирне?
Стелла (Била аякĕннен тĕкет). Шăплан.
Голдберг. Таса та ăшă вырăн, çап-çутă пӳлĕмпе вилĕ çĕлен. Ăçта курăн кун пек чаплă экзотикăна!
Ефремов. Çĕлен терĕн-и? Ăçта вăл аçтаха?
Голдберг. Краватьпе юнашар юнне юхтарса выртать. Юрать ăна Мэри пуçĕнчен шаплаттарнă.
Ефремов (аташма тытăнать). Курмастăп-ха. Анне... мĕн пулчĕ мана?
Стелла. Ыйхăран вăранса çитмен пулĕ вăл.
Ефремов. Сире палласа илтĕм, анчах... урайĕнче мĕн выртнине пач курмастăп. Анне, ирт малалла. Ирт, тархасшăн.
Голдберг (аллине Ефремов тавра гипноз тунă чухнехи пек вылятать, калаçать). Лăплан, Леонид. Тутлăн çывăр. Акă куçу хупăнчĕ. Тарăнрах сывла... Тутлă тĕлĕк кур...
Ефремов чăн та çывăрса каять. Годлберг арăмĕпе юнашар пырса тăрать.
Голдберг (Стелла çине тимлĕн пăхса). Ефремова... сыватмалла.
Стелла. Унăн диагнозĕ?
Голдберг (пĕççине шарт тутарса илет). Пĕлместĕн иккен!
Билл. Пĕлсе çитер кунта. Кашни пациентăн — çĕр вăрттăнлăх!
Голдберг (Стелла енне çаврăнса). Паллах, вирус. Çамрăка Совет Союзне тавăрса париччен вируса лăплантармалла.
Стелла. Вăхăтлăха е...
Голдберг. Яланлăха пулсан тем пекехчĕ, анчах унпа кĕрешме зетта препарата çаплах памарĕç-ха.
Стелла. Епле чăтать этем шăм-шакĕ? Паян — вирус, ыран...
Голдберг (асăрхаттарса). Ытла ан шавла. Илтме пултарать.
Ефремов (каплех урипе тапать). Ăçта эпĕ?
Голдберг. Палатăра выртатăн. Тем амакĕ силлет сана. Юрать тăна кĕтĕн.
Ефремов. Эпĕ кунта миçе кун выртатăп?
Голдберг. Эрнене яхăн. Çывăр, хаклă тусăм! Çывăр! Вăй пухмалла санăн.
Ефремов (каллех аташма тытăнать). Сик хăвăртрах! Çунатпăр! Сик, сик тетĕп!
Стелла. Тем туса хурĕ тата. Гарри, тархасшăн, мĕнле те пулсан препарат хăвăртрах илсе кил.
Билл. Юлашки хут паратăп. Атту çара çерçи ытла хакла ларĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...