Ытла та вăрттăн юрату :: Иккĕмĕш пайĕ


Стелла. Çук. Авлансан Гарри ăна тӳрех Штата аппăшĕ патне ăсатрĕ.

Мэри (шӳтлесе). Апла Голдберг ун чухнех ывăлне манпа пĕрлештерме палăртнă?

Стелла (кичемлĕхрен хăтăлма тăрăшать, çавăнпа та хаваслăнрах калаçни сисĕнет). Эсĕ ăна пурпĕрех хăв тупнă. Сирĕн çыру Вьетнама çитсен иксĕмĕр те хытă тĕлĕнтĕмĕр. Гарри темиçе кун пысăк мар иккен çак çĕр чăмăрĕ тесе ĕнĕрлесе çӳрерĕ.

Мэри. Çук. Вăл хăй мана тупнă. Эпĕ Каирти пирамидăсем умĕнче тĕве çинчен ӳксен тăма пулăшрĕ... Паллашу çакăнтан пуçланчĕ.

Стелла. Чăн та, пысăк мар иккен пирĕн çĕр чăмăрĕ, анчах темшĕн Поль Арли капитан тупăнмарĕ.

Мэри. Тен, Гарри ăна ячĕшĕн кăна шыранă.

Стелла (куçĕпе хĕрне пăталать). Миçе хут каламалла сана. Ан тĕкĕн Голдберга, Ун пек çын сайра пулать.

Мэри. Каçар, тархасшăн. Анчах ăçтан пĕлес-ха манăн Голдберг аваннине?

Стелла. Эпĕ сана айăпламастăп, анчах тĕрĕс ăнлан мана. Пурнăç вăл карт вăййи мар. Этем малтан çуралать, унтан çакă çутă тĕнчери пĕтĕм чĕрчунпа, йывăç-курăкпа пĕрле тӳпенелле, хĕвел еннелле туртăнать. Лешĕ вара хăшне пĕçертет, теприне пач ăшăтмасть. Гарри сивĕ пăра та ирĕлтерет, вутра та çунмасть. Хĕвеле те хăй çине ӳкерет. Пултаруллă çын

Мэри. Тавтапуç. Паянлăха çитĕ. Ывăнтăн пулĕ. Тавтапуç. Çак пĕчĕк планета çинче. эсĕ чи ырă та хаклă çын, аннеçĕм.

 

Çути сӳнет.

 

* * *

— Каçар, тархасшăн, — татрĕ пӳлĕмри шăплăха хĕрарăм сасси. Гюзель айăпа кĕнĕ ача пек пуçне усса упăшки умне пырса тăчĕ, ун çине тимлĕн пăхса çапла каларĕ: — Санăн чи хаклă парнӳне — Швейцарире тунă ылтăн вăчăрана — ăнсăртран татса пăрахрăм. Мĕне пĕлтерет-ши çакă?

— Тен, сыпма пулать?

— Шанмастăп, çурри ытла саланса кайнă, — терĕ те хĕрарăм пӳлĕмрен тухрĕ.

Герман пăлханса Мэрипе Леонид хушшинчи çыхăнусене шырарĕ, çавăнпа та пиллĕкмĕш картинăна вуламарĕ, тӳрех улттăмĕшне сиксе ӳкрĕ.

 

Улттăмĕш картина

Палата. Кантăкран кăвак çутă ӳкет. Леонид Ефремов кравать çинче çывăрса выртать. Пӳлĕме Мэри, каçхи çӳхе халат тăхăннăскер, асăрханса кĕрет. Çӳхе кĕпе витĕр унăн пĕтĕм ӳт-пĕвĕ, шăм-шак вылянăвĕ курăнать, куçа илĕртет. Ака вăл ӳт-пĕвне вылятса çывăракан çамрăк умне пырса тăрать, пĕшкĕнсе ăна чуптума хăтланать, анчах сасартăк каялла чакать те тĕттĕмре çăмăллăн ташлама тытăнать. Темиçе хут пӳлĕм тавра çаврăннă хыçсăн иккĕмĕш хут каччă патне пырать, унăн çуçне аллипе шăлать. Ефремов ыйхăран вăранса тăрса ларать. Хĕр ун сине ӳкет, анчах каччă ăна çĕклесе ура çине тăратать.

 

Мэри (хумханса). Мĕншĕн тăратăн, Леонид? Чупту, тархасшăн. Эпĕ санăн. Паян! Ыран май çук. Мана утрав çине яраççĕ.

Ефремов (хĕре ура çине тăратать. Унăн питне аллипе лăпкаса ачашшăн темиçе хут çапать). Вăран, тархасшăн, ыйхăран, чĕкеçĕм. Эсĕ мана Билпа пăтраштаратăн. Çапла-и?

Мэри (халата хăй çинчен сирсе урайне ӳкерет. Леонид умĕнче пĕртен-пĕр шыва кĕмелли костюмпа тăрать). Çук, пăтраштармастăп. Ку пĕтĕмпех чăнлăх, Леонид. Эпĕ санăн!

Ефремов. Стелла пĕлтернĕ тăрăх, эпĕ ыран Тăван çĕршыва тухса каятăп. Тек пĕрне-пĕри нихăçан та кураймăпăр. Ан ват чунна, Мэри.

Мэри (каччă еннелле ыткăнать). Паян е нихăçан! Ăнлан мана, тархасшăн. Сансăр пурнăç çук. Эпĕ вилетĕп. типсе хăратăп, Леонид. Юрат мана, тархасшăн. Чăнласа. чунтан-вартан...

Ефремов (хĕрĕн пуçне хăйĕн кăкăрĕ çумне пăчăртать. Çапла туса хăйне чуптума кансĕрлет). Эпĕ те сана юрататăп, Мэри. Анчах...

Мэри (Ефремова пилĕкĕнчен тытать, ăна çĕклеме хăтланать). Çук, çитмест вăйăм. Вырăнтан та сиктерейместеп.

Ефремов. Санăн вăйу çĕр чăмăрне тепĕр хут çавăрса лартмалăх. Вăйлă хĕр эсĕ, анчах... пĕр савăк каçшăн...

Мэри. Ăнланмастăн эсĕ мана, манăн туйăма.

Ефремов. Туятăп вăл вĕри иккенне, сисетĕп чĕрӳ хăватне.

Мэри. Сăвăç пек калаçатăн, анчах...

 

Хĕр качча каллех çĕклеме хăтланать, Ефремов урайĕнчи халата илет те ăна Мэри çине уртса ярать, хĕре çавăтса чӳрече еннелле утать.

 

Ефремов. Эпĕ санпа уçă чӳрече умĕнче сăвăç пек калаçасшăн.

Мэри. Маттур. Садра халь кайăк-кĕшĕк вăранма тытăннă, вĕсем йăвисенчен тухса чĕпписем валли апат-çимĕç шыраççĕ. Çăмăл мар вĕсен шăпи. Хĕрарăм пурнăçĕ те çаплах тесшĕн ĕнтĕ эсĕ мана. Çакна асăрхаттарасшăн.

Ефремов. Çук. Пач урăхла. Эпĕ сана хытăран та хытăрах юратма тытăнтăм, анчах туйăмпа мар, пуçри шухăшпа, ăспа.

Мэри. Ку вăл пуш параппан çапни кăна. Юрату вăл чи малтанах — туйăм. Туйăм!

Ефремов. Йăнăшатăн. Сана вĕри туйăмлă пулнăшăн мар, ырă чунлă пулнăшăн юрататăп.

М э р и (хăюллăн). Ку вара мĕнле юрату!

Ефремов. Чăн-чăн юрату. Эпĕ сана пархатарлă ĕç тунăшăн юрататăп.

Мэри. Мĕнле пархатарлă ĕç?

Ефремов. Ара, мана, чирлĕскерне, вирусран хăрамасăр сиплетĕн. Шел, ыран манăн çак ватă хулапа тата пултаруллă çынсемпе сывпуллашма тивет. Тепĕр вунă сехетрен эпĕ совет теплохочĕ çине хăпаратăп.

Мэри. Камсем вĕсем — пархатарлă çынсем?

Ефремов. Гарри, Стелла тата Мэри.

Мэри. Мэри апла пархатарлисен шутĕнче?

Ефремов. Ытарайми тесен... Ман шутпа, юрамасть ютра...

Мэри (унăн мăйĕнчен çакăнать). Эпĕ... сана... Никам та пĕлмĕ... Иксĕмĕр кăна.

Ефремов (хĕре хăй çумĕнчгн уйăрать). Капла юрамасть, Мэри.

Мэри. Мĕншĕн?

Ефремов. Тӳррĕн каласан, эпĕ çапах та ютра...

Мэри. Ăнланатăп. Кунта нимĕнле провокаци те çук. Эпĕ чунтан... юратнăран...

Ефремов. Эпĕ сана ĕненетĕп, анчах ăнлан мана, тархасшăн. Эпĕ вăхăт-вăхăтпа тăна çухататăп, куçа хупсанах ман умра... калама та хăратăп сан пек пирĕштие, хура çĕленсем шăваççĕ. Такам ман ăса пăтратнă.

Мэри (кантăк умне пырса пукан çине ларать, ассăн сывласа ярать). Çапла, эсĕ сывалса çитмен, эпир Расçей умĕнче пысăк парăмра.

Ефремов. Пысăк тав сана, шурă кăвакарчăнăм. Эсĕ маншăн нумай тăрăшрăн. Эпĕ çакна сĕтел çинче аташса выртнă чухне те, садра та — пур çĕрте те туйрăм. Тавтапуç сана. Сывă юлсан ĕмĕр манмăп.

Мэри. Ман юрату та ĕмĕр сӳнмĕ! Çакна ан ман, Леонид.

 

Çак самантра малти пӳлĕмре Стеллăпа Гарри калаçни илтĕнет.

 

Ефремов. Мана сиплеме хатĕрленеççĕ. Эсĕ изолятора кĕнине пĕлсен!..

Мэри (пукан çинчен тăрса кантăка уçать). Пулăш мана, тархасшăн, пӳлĕмрен тухса шăвăнма.

Ефремов (хĕре ачашшăн çĕклет, пĕр самант хăй çумĕнче тытать, чуптăвать). Сывă юл, Мэри. Те курайăпăр, тен...

Мэри. Куратпăр. Эпĕ сана çĕр айĕнче те тупăп. Раççее пыратăп, унта — манăн атте!

 

Хĕр аллине сулса сывпуллашать, куçран çухалать. Ефремов чылайччен кантăк умĕнче тулалла пăхса тăрать. Палатăна Стеллăпа Голдберг кĕреççĕ.

 

Голдберг. Эпĕ ыйхăран вăратас мар тесе кĕмесĕр тăратăп. Вăл хĕрсе кайсах те сăвă çырать, те такампа калаçать.

Ефремов. Пахчари уçă сывлăшпа киленетĕп. Кайăк-кĕшĕк чĕвĕлтетни те чуншăн ырă.

Голдберг. Апла пурнăç малалла аталанать. Аван.

Ефремов. Аталанман самантсем те пулнă-и вара?

Голдберг (иккĕленсе). Мĕнле калас. Тен, пулнă та пулĕ.

Стелла (Ефремов патнелле хăюллăн çывхарать). Паллах, пулнă. Мухтав турра. Халĕ сан çине пăхсан чун савăнать. Çапла-и, Гарри?

Голдберг (кичеммĕн). Çапла.

Стелла. Санăн пĕтĕм вăю пĕтсе çитнĕччĕ. Тамăка ӳкме хатĕрччĕ. Юрать Гарри аллине лекрĕн.

Ефремов. Тавтапуç сире, ырă çыннăмсем. Сирĕн пулăшăва ĕмĕр манмăп. Ăруран ăрăва пĕлтерме тăрăшăп.

Голдберг. Иртерех-ха мухтав юррине юрлама. Çула тухиччен тата темиçе укол тума тивет.

Стелла (упăшки еннелле çаврăнса). Ахалех хăрататăн. Уколĕ шăна чĕпĕтнĕ пек кăна.

Голдберг. Ахалех сасса хăпартни пулманччĕ-ха ку таранччен. Сăлтавĕ пур.

Ефремов. Тен, мана та пĕлтерĕр?

Голдберг. Эпĕ те çаплах шутлатăп.

Стелла (упăшки çине кăмăлсăррăн пăхать). Апла тухса çӳрем-ха сада. Эсир калаçăр. (Пӳлĕмрен тухать.)

Голдберг. Эсĕ пурнăçра хурапа шурра уйăратăн, çавăнпа та чирĕн хăрушлăхне пĕлтерме ирĕк парсам.

Ефремов. Чи малтан сирĕн пата мĕнле майпа лекни интереслентерет мана.

Голдберг. Сана Римран кунта такам ăсатнă. Камне çаплах пĕлеймерĕмĕр-ха. Унтан эсĕ Билл аллине лекнĕ. Вăл камне чухлатăн пулĕ?

Ефремов. Пысăк тав сире, Голдберг господин, мана сыватнăшăн. Атту таçти тусан вĕçетчĕ-ха ман вил тăпри çийĕн паян.

Голдберг. Çапла. Нумай ăпăр-тапăр тултарнă сан ăшна. Юрать отпускран иртерех тухрăм. Чăн та, пĕтеттĕнччĕ. Билл вăл!.. Итле тимлĕн. Пирĕн лабораторинче сан ăшна янă препаратсем: хейфрин тата паниннит. Тен, пурне те пĕлместĕп те. Вĕсене хирĕç Ленинградра Куприянов академик ĕçлет. Таврăнсан тӳрех ун патне. Манран, Голдберг профессортан, салам калама ан ман.

Ефремов (тĕлĕнсе). Тавтапуç, профессор. Эсир ăна та пĕлетĕр иккен.

Голдберг. Аса ил-ха препаратсен ятне.

Ефремов. Хейфрин, паниннит... (Çирĕппĕн.) Çук, ĕçĕ тухмасть вĕсен! Тухмасть. Çут тĕнче çутине тĕп тума памăпăр.

Голдберг (чурече патне пырать). Стелла, тусăм, кĕрсем пӳлĕме, пулăшма вăхăт çитрĕ.

 

Совет ученăйĕ вырăн çине выртать. Çутă йăвашланать. Палатăра Стеллăпа Голдберг калаçса тăраççĕ. Ефремов çывăрать.

 

Стелла. Ку препарата тунăшăн пысăк тав сана, Гарри.

Голдберг. Ăна Билл чирлĕ офицера сыватма илсе килнĕ.

Стелла (пăлханса). Лешĕн валли юлчĕ-и кăшт? Е пĕтĕмпех пĕтертĕн?

Голдберг. Тупнă пăшăрханмалли. Офицер валли урăххи тупăпăр.

Стелла. Билл пĕлсен? Вара каллех харкашса каятăр?

Голдберг. Ун пуçĕнче халĕ урăх шухăш.

Стелла (Голдберг кăкăрĕ çине аллине хурса). Гарри, тархасшăн, чарăн Билпа тавлашма. Эпир пурăнакан тĕнчере вăл саншăн чи çывăх çын!

Голдберг. Эсĕ яланах тĕрĕс калатăн. Анчах вăл куç умĕнчех Израиль коммерсанчĕсемпе çыхланса кайрĕ. Пĕртен-пĕр ачам сионистсен серепине лекрĕ.

Стелла (пуçне Голдберг кăкăрĕ çине хурать). Çапла, çăмăл мар вĕсемпе, çамрăксемпе. Пĕчĕк чух пĕчĕк хуйхă, пысăклансан... Юрать Мэрие çак ученăйран сивĕтрĕм. Кайрăмăр, Гарри. Атту кĕç çутăлать.

 

Голдбергпа Стелла палатăран тухсанах уçă чӳречерен Мэри пуçĕ курăнать. Тепĕртакран вăл пӳлĕме кĕрет те йăпшăнса совет ученăйĕ еннелле утать. Пĕр самант çывăракан Ефремов çине ташлама пуçлакан балерина евĕр чĕвен тăрса пăхать, куçĕсем хăйĕн хĕм кăларса савăнăçлăн ялкăшаççĕ, тути тутлă кулă тыткăнĕнче илĕртӳллĕн вылянать. Вăл сасартăк çăмăл халатне хывса çывăхри пукан çине хурать. Шыва кĕрекен хур пек урипе çатăлтатгарса илет те Ефремовпа юнашар утиял айне чăмать.

 

Ефремов (аллипе Мэрие хăй çумĕнчен сиресшĕн). Чарăн!

Мэри. Эх, каччă! Шăплан!..

 

* * *

«Вăт çыравçă! Пултарать!» — терĕ те ăшĕнче Герман Марков пьесăн иккĕмĕш пайне çиелтен кăна пăхса тухрĕ. Васканă пирки хăйне тăрă шыв çине кăларакан вырăна вăл асăрхамарĕ, çавăнпа та вуланă пайне пысăк сăран портфеле хучĕ те ĕçтăвкома, Заил Казанбаев патне, тухса вĕçтерчĕ.

 

Ытла та вăрттăн юрату

Эльвира, çĕрĕпех кухньăра пьеса тӳрлетсе ларнăскер, ир енне кăна çывăрмалли пӳлĕмре Заил кăштăртатса утнине илтсен упăшки патне кĕчĕ.

— Сана ирхи салам! — терĕ çыравçă çав тери хавас сасăпа. Çĕр каçа ăнăçлăн ĕçлесен вăл ĕшеннине те, çывăрманнине те, чирленине те никама та кăтартмасть — ялан шӳтлет.

— Салам? — тĕлĕнсе ыйтрĕ Казанбаев.

— Çапла. Пысăкран та пысăк салам.

— Камран?

— Хĕвелтен тата пĕтĕм çутă тĕнчерен.

— Шӳтлетĕн. Тинех ăнлантăм.

— Апла пулсан ирхи апат валли мĕн хатĕрлес, хисеплĕ мэр?

— Чим. Эпĕ хам. Эсĕ выртса кан. Çĕрĕпех çывăрмарăн. Çапла-и?

— Выртса канăп, анчах манăн санран ыйтмалли пурччĕ.

— Тархасшăн.

— Пулма пултарать-и санăн е, калăпăр, Германăн Берлинра, Парижра, Варшавăра е Стамбулта вăрттăн çураттарнă ача?

— Мĕн?! — чалт! сиксе илчĕ Казанбаев. Вăл тӳрех ватă хурăн айĕнче Ульккапа ирттернĕ саманта куç умне кăларчĕ, çавăнпа та тӳрех хуравлаймарĕ.

— Калăпăр, ĕмĕрĕпе Шупашкарта пурăнакан арçыннăн Парижра ача çитĕнет.

— Паянхи пурнăçра тем те пулма пултарать, анчах мĕншĕн эсĕ ку ыйтăва çĕклетĕн?

— Эпĕ пьеса çырса пĕтертĕм. Унти тĕп геройăн ютра хĕрача тата пĕрремĕш юратăвĕ пур. Ĕненмелле пулчĕ-ши çакă кураканпа вулаканшăн тесе кашни кун пуçа вататăп, çавăнпа та манăн ĕçе хаклама пултараймăн-ши эсĕ? Тупайăн-ши вăхăт ăна вулама?

— Кашни пушă самантра вулăп. Герман мана унпа ĕçтăвкома пырсах паллаштарнăччĕ, — тесе Казанбаев пьеса ал çырăвне сĕтел çинчен илчĕ. — Хама вилĕмрен çăлнă тухтăра пулăшмалла! Тен, эсĕ килĕшсен ача ашшĕ манăн пулмалла? Мĕнле шутлатăн?

— Килĕшетĕп.

— Тавтапуç, — савăнăçлăн каларĕ те Заил политикăлла драмăн иккĕмĕш пайне вулама юнашар пӳлĕме тухрĕ, саккăрмĕш картинăри ĕçсемпе паллашрĕ.

 

Иккĕмĕш пайĕ

Саккăрмĕш картина

Атăл хĕрри. Чăваш çĕршывĕ. Больница. Пĕр вырăнлă палата. Кравать çинче Билл выртать. Голдберг, чӳрече янаххи çине таяннăскер, ăна хирĕç тăрать.

 

Голдберг. Ăнланмастăп. Мĕншĕн эсĕ шыва кĕме те паспорт илсе кайнă?

Билл. Вăрманти уçланкăра паспорт çеç мар, юлашки ылтăн укçа та юлнă. Хăна çуртĕнче те, кунта та шыраман вырăн, хыпашламан çурăк юлмарĕ — ниçта та çук ылтăн.

Голдберг. Укçа тăвасси саншăн йывăр ĕçех мар-ха, анчах паспортне епле тупас? Унсăрăн тухса кайма та май çук.

Билл. Тупăниччен е çĕнĕрен тăвиччен манăн Совет Союзĕнче юлма тивет.

Голдберг. Кувшинка терĕн-и-ха вăрманне?

Билл. Çапла. Чăвашĕсем тата Йăлăм та теççĕ ăна. Кӳкĕрченлĕх.

Голдберг. Вара мĕн шыраса çӳренĕ эсĕ çав катара? Ытти халăх йĕркеллĕ каннă-çке Атăл хĕрринче. Эсĕ мĕншĕн кĕрсе кайнă вăрмана?

Билл. Пĕр хĕрарăм «Кувшинка» сăмаха çалла ăнлантарчĕ: тахçан ĕлĕк-авал темĕнле сувас е сăвăс йăхĕнче хитре хĕрсем чӳлмек тунă, вĕсен таварне вара хӳхĕм яшсем Идель юханшывĕ тăрăх Персие ăсатнă терĕ. Манăн çав вырăна курас килчĕ, çавăнпа та эпĕ Мэрие хампа пĕрле пыма сĕнтĕм, анчах вăл, хăйăр çумне сухăр пек çыпăçнăскер, сунчăк сулхăнĕнчен тухмарĕ. Эпĕ пĕчченех вăрмана кĕтĕм.

■ Страницăсем: 1... 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 ... 17