Ытла та вăрттăн юрату :: Иккĕмĕш пайĕ
Хула пуçлăхĕн заместителĕ Мамонтова пулах кайрĕ килнĕ çын.
— Отчет туса пĕтертĕмĕр, паянах ярса парасшăн. Ĕçтăвкомра Сире тупаймарăм. Эльвира Артурпа иксĕр садра терĕ те...
— Килĕшетĕп. Пур япалана та вăхăтра тумалла. Пăхса тухас та йĕркеллех пулсан алă пусас, — хăна аллине ачашшăн тытрĕ Заил. Хăй пĕр-пĕр шӳтлĕ сăмах шырарĕ, анчах нимĕн те аса килмерĕ. Ал ытамĕнчен тухма васкаман çемçешке пӳрнесем унăн шухăшне улăштарчĕç, вăл хĕрарăм çак çанталăкра сада ĕçшĕн мар — урăх тĕллевпе килнине ăнланчĕ.
Мамонтова хăй тавра явăнма юратнине тахçанах сиснĕччĕ Казанбаев, анчах ĕçтăвкомра вăл ялан ĕç çинчен кăна калаçатчĕ. Халĕ вара хĕрарăм ытла мăнкăмăллăн та хăюллăн çурт çумĕнчи пĕчĕк сĕтел хушшине кĕрсе ларчĕ, пĕр урине теприн çине хучĕ те, платье çурăкĕсем ик енчен те усăнса анчĕç. Кăкăрне карăнтарса тачка мăйне ун-кун вылятса илнĕ хыççăн хăй çине тимлĕн пăхса тăракан Казанбаева йĕкĕлтесе-ши е урăх тĕллевпе çапла каласа хучĕ:
— Пĕлсе çитер сире, арçынсене. Те чултан тунă сире, те тимĕртен.
— Ман шутпа, пурне те пĕр чустаранах.
— Пурнăç пирĕн çинче тытăнса тăнине те ăнланмастăр.
— Питĕ лайăх ăнланатпăр. Мĕн кăна тумасть хĕрарăм çемьере: апат пĕçерет, çăвать, ача-пăча пăхать. Кĕскен каласан, ĕç хыççăн иккĕмĕш вахтăна тăрать, — васкаса каласа хучĕ Казанбаев тĕлпулăва вĕçлеме хатĕрленсе. Вăл хĕрарăмран чаплă духи çеç мар, хаяр шĕвекĕн хăватлă шăрши те хăй патне çитичченех сарăлнине туйса илчĕ.
— Эсир вара, арçынсем, мĕн чухлĕ хĕр е хĕрарăм чунне ватмарăр пулĕ çут тĕнче пуçланнăранпа. Халĕ те çаплах, иртĕхме пăрахман. Эпир килĕшнине е килĕшменнине никам та ыйтса тăмасть — турех çыпçăнаççĕ, — хăйĕннех печĕ хĕрарăм.
— Отчетран инçе пăрăнас марччĕ, — асăрхаттарчĕ ăна Заил хĕрарăм чăнласах хĕрĕнкĕ пулнине ăнланса.
— Пурнăç çинчен те калаçас килет, — шахвăртрĕ Мамонтова. — Манăн, хусах арăмăн, пĕр ĕмĕт — пурнăса çавăрса ямалла. Атту пĕччен çын килĕнче стени те сивĕ, йăви те пушă.
— Каçарăр. Манăн вăл енĕпе калаçма вăхăт çук, — сасартăк касса татрĕ хĕрарăма председатель.
— Апла мана та каçарăр, — хуравларĕ хĕрарăм пуçлăхĕн кăмăлне тӳрех ăнланса илсе. — Ытларах палкарăм. Каçарăр. Ĕçессе арăмупа унăн тусĕ Улькка ĕçтерчĕç.
— Манăн чăнласах вăхăт сахал, — терĕ Казанбаев Улькка ятне илтнĕ хыççăн чĕлхине хыттăн çыртса. Хĕрарăм паянах, ватă хурăн айĕнчи тĕлпулу хыççăнах, Эльвира патне каясса кĕтменччĕ вăл. Анчах та халĕ унăн Улькка çинчен шутлама вăхăт пулмарĕ, çавăнпа та вăл сĕтел сунтăхĕнчен ручка илчĕ те пăлханчăк куçĕпе Мамонтова çине пăхрĕ. — Апла эпир отчет çырма пăрахман. Кивĕлле ĕçлет ĕçтăвком.
— Çӳлтен хушаççĕ, çавăнпа çыратпăр.
— Тунтикун мана отчет пирки аса илтерĕр. Эпĕ вĕсемпе хам калаçса илĕп, — отчета çиелтен кăна пăхса тухнă хыçсăн хута алă пусса çирĕплетрĕ Заил. — Халĕ планерка валли пĕр-икĕ ыйту...
Заместителĕ сумкинчен хутпа кăранташ илнĕ вăхăтпа усă курса çăмăл кĕпе кесйинчен хытă хуплашкаллă пĕчĕк блокнот кăларчĕ те вăраххăн вулама тытăнчĕ Казанбаев:
— Пĕрремĕшĕ. Мĕншĕн пирĕн хулара хамăр патăрта ӳстернĕ пахча çимĕçе сахал сутаççĕ? Иккĕмĕшĕ. Атăл айне пулнă урамсенчи çынсене урăх çуртсене вырнаçтарнă чухне миçе çынна йĕркене пăсса хваттер панă? Айăпа кĕнисене ответ тыттарнă-и? Юлашки. Кăçал приборсем тăвакан завода хута ятăмăр, анчах мĕншĕн ун валли поликлиника тата шкул тума палăртман?
— Кăткăс ыйтусем, — йывăррăн сывларĕ Раиса Ивановна куçне мăчлаттарса.
— Ку тунтикун валли ĕлкĕреймесен — тепринче итлĕпĕр, — хĕрарăм шăпине çăмăллатрĕ председатель. Вăл блокнотне кĕсйине чикрĕ те сĕтел айĕнчи пĕчĕк шкапран квас чӳлмекĕ туртса кăларчĕ. — Каçарăр, канмалли куна пăхмасăрах, квас ĕçсе ларас вырăнне, ĕç ыйтăвĕпе чăрмантарнишăн.
Мамонтова хутпа кăранташа сумкине хучĕ те ура çине тăчĕ, сĕннĕ стакана тытрĕ, анчах турткалашрĕ.
— Тавтапуç, Заил Валеевич, хăналанăшăн. Паянхи пек йĕпе кун квас ĕçесех те килмест.
— Квасран хаяртараххи çук çав манăн, анчах çулла ăна та тупма çăмăл мар.
— Ырантан пур çĕрте те квас сутма тытăнатпăр.
— Сăмах пама ăста. Ырантан? Ыран — вырсарникун. Тунтикун тесен тĕрĕсрех пулĕ... Каçарăр, каллех ĕç çине куçатпăр. Ĕçĕр, тархасшăн.
— Мана та каçарăр, Заил Валеевич, — терĕ те хĕрарăм темиçе сыпкăм квас ĕçрĕ, председательпе сывпуллашса калитке еннелле салхуллăн утрĕ.
* * *
Хĕрарăм урама тухма ĕлкĕрчĕ кăна — пӳрт алăкĕ чĕриклетсе уçăлчĕ. Кĕнеке тытнă ывăлĕ, хăйĕн юратнă кăвак футболкине тăхăннăскер, кĕлесĕр пушмакĕпе çемçен пусса çенĕкрен тухрĕ.
— Атте, мĕн ĕç тăвăпăр паян? — ыйтрĕ вăл кĕнекине сĕтел çине хурса. — «Хурçă мĕнле хĕрнĕ» романа вуласа кăлăхах вăхăта сая ятăм. Ăна халĕ пурте критиклеççĕ.
— Мĕн терĕн? — тĕлĕннине сассипе те, ыйту палли пек хуçланнă пĕвĕпе те, вунултă çулхи ывăлĕ çине тимлĕн, тем ыйтса пăхакан куçĕпе те кăтартрĕ ашшĕ: Артуртан кунашкаллине илтессе кĕтменччĕ вăл.
— Илтмерĕн пулсан авантарах. Эсĕ ывăнни — çухрăмран паллă. Выртса кан, атте. Кайран калаçăпăр «Хурçă мĕнле хĕрнĕ» роман пирки, — терĕ çамрăк. — Анне вĕри шӳрпе илсе килме пулчĕ.
— Выртас кăмăлăм çук.
— Выртмасан пĕтрĕ вара пурнăç. Яшка вырăнне сăмах купи пулать. Малтан сана, унтан мана тытăнĕ ăшалантарма, — ашшĕпе юнашар куçса ларчĕ ывăлĕ. Аллине унăн хулпуççийĕ çине хурса çапла каларĕ: — Апла иксĕмĕр те кĕрер çывăрма. Ача чухнехи пек. Вырăнĕ сарлака.
Заил ним калама аптраса ывăлĕ хыççăн пӳрте кĕчĕ.
* * *
Артур карăнса илчĕ те куçне хупрĕ, тикĕссĕн сывлама тытăнчĕ. Ăçтан кăна тухать-тăр ыйхи? Çамрăк темерĕн çав. Çанталăкĕ те çавнашкалскер паян. Казанбаев çывраймарĕ, Эльвирăпа Улькка Мамонтовăна эрех ĕçтернине пĕлсен пĕтĕм канăçне çухатрĕ. Чи малтан арăмĕпе хăйĕн заместителĕ, хаклă ăпăр-тапăршăн пуçне тем хăямата чикме хатĕрскерсем, туслашса каясран шикленчĕ, анчах унтан та хăрушши — Улькка арăмне паянхи тĕл пулу çинчен каласа пама пултарасси пĕтĕм кăмăла пăтратрĕ, пуçа минретрĕ. Ĕç чăнласах çак еннелле сулăнсан хăйне еплерех тытмаллине те пĕлмерĕ-ха Заил, çавăнпа та вăл куçне хупса пуласси пирки шутласа выртрĕ.
Артурпа Эльвирăна кирек мĕнле йывăрлăх сиксе тухсан та пăрахса хăварма юраманнине, пăрахма пултарайманнине паян, çак йывăç кравать çинче ывăлĕпе юнашар выртнă чухне, тата та аванрах ăнланчĕ Заил, анчах Ульккапа мĕн тумаллине çаплах шухăшласа çитереймерĕ-ха.
Пер енчен, ăна ĕçе вырнаçтарсан вăл пĕччен те пурăнĕ. Анчах та ку япала иккĕшне те вăрттăн юрату сукмакĕпе шалтан шала илсе кĕрĕ...
«Халĕ, паян Эльвирăпа Улькка иккĕшĕ пĕрле пахчана килсен, епле тытмалла хама?» — шартах сикрĕ арçын чĕри чиксе кайнăран сылтăм аякĕ çине çаврăнса выртса. Йывăр шухăшпа сĕмленсе выртсан-выртсан сисмерĕ те ывăлĕ пекех тикĕссĕн сывлама тытăнчĕ, тĕлĕрсе кайрĕ.
Арланов полковник тата çĕнĕ пьеса
Арланов пынă чухне Гюзель килте пĕчченехчĕ.
— Каçарăр, упăшка ĕçре. Кĕçех çитмелле. Операци тума вĕсем кăнтăрла иртсенех тытăннăччĕ, — Герман мĕн сăлтавпа килте пулманнине ăнлантарнă вăхăтрах хĕрарăм пысăк пӳлĕмри сĕтел çине ĕçме-çиме лартрĕ, хăна умне сăн ӳкерчĕксен альбомне хучĕ. — Марковсен таврашĕ çинчен. Унта вĕсен ялĕ те пулма кирлĕ.
— Тавтапуç, — терĕ те Арланов тачка хуплашкаллă альбома асăрханса уçма тытăнчĕ, хăш-пĕр сăн ӳкерчĕксене чылайччен сăнарĕ, унтан Гюзеле хăй патне чĕнчĕ. — Ăнлантар-ха, тархасшăн, епле майпа лекнĕ сирĕн пата çак сăн ӳкерчĕк?
— Ара, эпир Германпа иксĕмĕр те Волина 60-мĕш çултанпах пĕлетпĕр. Ун чухне эпир Каирти кардиологи центрĕнче ĕçлеттĕмĕр. Казанбаева амантсан Волин пирĕн патăмăртан тухма пĕлместчĕ. Заилшăн вăл ашшĕ, пиччĕшĕ, юлташĕ вырăнне те пулчĕ. Эпĕ ку таранччен тĕнчере ун пек ырă çын сахал курнă. Шел, çĕре хăвăрт кĕчĕ. Темшĕн-çке ырă çын ĕмĕрĕ кĕске.
— Çунса каяççĕ, çапла-и? — Арланов полковник Гюзель чĕннипе сĕтел хушшине ларчĕ. — Манăн Германа курсах каяс кăмăл пур. Эпĕ унăн ашшĕпе техникумра пĕр ушкăнра вĕреннĕ иккен. Мĕнлерех-ши шăпи? — терĕ вăл.
— Герман ашшĕ — Марков политрук, Мускава хӳтĕлесе 1941-мĕш çулта Можайск çывăхĕнче пуçне хунă.
— Шел. Мĕн чухлĕ вăйпитти çынна пĕтерчĕ çав тискер вăрçă....
Шӳрпе çинĕ хыççăн полковник Гюзеле Париж, Вăтаçĕр тинĕсĕ таврашĕнчи тата темиçе пысăк хулана ӳкерсе илнĕ сăн ӳкерчĕксемпе паллаштарчĕ, хăш-пĕр çĕрте кирлĕ урам ячĕсене, çынсен хушамачĕсене, адресĕсене хут çине çыртарчĕ. Виçĕ çынна: Голдберга, Стеллăна тата Мэрие — хĕрарăм тӳрех астуса юлчĕ.
— Эпĕ ăнланнă тăрăх, манăн Голдберг çемйи пулăшасса кĕтмелле. Анчах та эпĕ француз чĕлхине пачах пĕлместĕп. Тен, вĕсенчен хăшĕ те пулсан акăлчанла пĕлет? — хăюсăррăн ыйтрĕ хĕрарăм Арланов блокнотне уçа-уçа тем шыранипе усă курса.
— Мэри хĕрĕм çырса хăварнăччĕ хăйĕн юлашки адресне, анчах килте юлнă пулмалла вăл, çавăнпа ăна кайран пĕлтерĕп. Шел пулин те, Сире Гарри Голдберг профессорпа кăна тĕл пулма тивет. Вăл СШАра çуралса ӳснĕ еврей, çавăнпа та иксĕр пĕр-пĕрне çăмăллăнах ăнланасса шанатăп.
— Паллах, хĕрарăма хĕрарăмпа пĕр чĕлхе тупма çăмăлтарах. Уйрăмах ютра. — Палăртса каларĕ кил хуçи хĕрарăмĕ.
— Э, çук, йăнăшатăр. Арçынпа хĕрарăм пур çĕрте те пĕр. Вĕсем кирек ăçта та пĕр чĕлхе тупаççĕ, — сасартăк шурă питлĕ арçыннăн кăвак куçĕ савăнăçлă кулăпа тулчĕ, Гюзель çине ăшшăн пăхса вăл калаçăва малалла тăсрĕ:
— Ан шикленĕр. Гарри — ватă арăслан, урине те аран çеç сĕтĕрет.
— Лăпкă кӳлĕре тем те пур, çав шутрах шуйттан та теççĕ вырăссем. Çапла пулса ан тухтăрччĕ.
— Нимĕн иккĕленмелли те çук. Гарри Голдберг — манăн чи çывăх юлташ. Килĕшетĕр пулсан эпĕ Сире ун çинчен пĕр-икĕ сăмах каласа парасшăн, — кăвак тупе пек таса куçне каллех Гюзель çине çĕклерĕ Арланов.
— Голдберг Парижа иккĕмĕш тĕнче вăрçи умĕн пырса вырнаçнă. Вăл пуян çын, унăн аллинче темиçе хăна çурчĕ, ылтăнран тунă япала сутакан лавкка, икĕ е виçĕ аптека пулнă. Гарри, тин çеç колледж пĕтернĕскер, авланнă, анчах нимĕç фашисчĕсем унăн пĕтĕм ĕмĕтне, пурнăçне çапса хуçнă, арăмне мăшкалласа вĕлернĕ, пĕчĕк ывăлĕпе аппăшĕ СШАна тухса тарнă, хăй нимĕç вăрă-хурахĕсене хирĕç партизансен ретĕнче, кăнтăр Францире, çапăçма тытăннă. Çакăнта тĕл пултăм эпĕ ăна пĕрремĕш хут, унтан иксĕмĕре те пĕр çулпа утма тиврĕ — çывăх гарнизонсенчи фашистсене тустартăмăр.
Вăрçă вĕçĕнче эпĕ Германие тухса кайрăм, Гаррипе Стелла Францире юлчĕç. Фронт сукмакĕ мана Европăран инçете илсе кайрĕ те, эпĕ хамăн савнипе те, тусăмпа та çыхăнаймарăм, — терĕ те полковник калаçма чарăнчĕ.
Шăпах çак самантра алăк шăнкăравĕ шăнкăртатрĕ.
Марковпа Арланов пĕр-пĕрне питĕ ăшшăн саламларĕç, сĕтел хушшине ларса апат-çимĕçне те, эрех-сăрине те тутанчĕç, калаçăвĕ те вăрăма кайрĕ вĕсен.
— Нумайăшне ăнлантăм. Мэри камне пĕлеймерĕм, — чăтăмсăррăн ыйтрĕ Гюзель Арлановран.
— Çапла. Каласа кăтартаймарăм ун çинчен, çавăнпа та ыранччен Сире çĕнĕ пьеса парса хăваратăп. Шăп та лăп Мэри çинчен, — тесе Арланов сумкинчен хут тĕрки туртса кăларчĕ те хĕрарăма тыттарчĕ. — Ырана вуласа тухсамăр.
— Ĕлкĕреймесен?
— Ĕлкĕресчĕ. Ыран манăн пьесăна унăн авторне Эльвира Сарбаевăна тавăрса памалла.
— Интереслĕ. Кам вăл Эльвира Сарбаева?
— Эльвира?! Эльвира камне пĕлместĕн-и? — хутшăнчĕ калаçăва Герман. — Заил Казанбаевăн арăмĕ-çке вăл.
Арлановпа Марковăн, пĕр енчи чăвашсен, пĕр-пĕрне каласа памалли те, ыйтса пĕлмелли те нумай, çавăнпа та вĕсен калаçăвне Гюзель хутшăнмарĕ. Кухньăра чей вĕретнĕ хушăрах вăл Сарбаева алçырăвне вуларĕ. Пьесăри ĕçсем Çывăх Хĕвелтухăçĕнче пулса иртни ăна килĕшрĕ. Автор пекех хăй те, темиçе çул Египетра пурăннăскер, Вăтаçĕр тинĕсне те, ун таврашĕнчи лару-тăрăва та аван пĕлет. Пĕр япалана, Мэрин ашшĕ кам пулнине, ăнланаймарĕ вăл, çавăнпа та пьесăн пуçламăшне тепĕр хут пăхса тухрĕ.
«Мэри — Арлановпа Стеллăн хĕрĕ тесе çырнă драмăра. Çапла-и? — хăйĕнчен хăй ыйтрĕ хĕрарăм чейникри шыв вĕреме тытăннă пирки газ çулăмне пĕчĕклетсе. — Анчах мĕншĕн Голдберг çемйинче пурăнать-ха вăл?»
Çак тупсăма шыраса вăл алçырăвне малалла вуларĕ, анчах кирлĕ вырăна тупаймарĕ-ха, çавăнпа та ĕнтĕ ар-çынсем валли пӳлĕме чей илсе кĕрсен Арлановран çапла ыйтрĕ:
— Кам хĕрĕ пулать-ха Мэри? Голдбергăн е Арлановăн? Эпĕ пьеса авторне ăнлансах çитеймерĕм пулас.
Арлановпа Марков, пĕр-пĕринпе шăкăлтатса калаçса лараканскерсем, сасартăк шăпланчĕç. Герман темшĕн пуçне аялалла усрĕ, полковник те ыйтăва тӳрех хуравламарĕ, тепĕртакран тин, хĕрарăм турилкке çине пылак кукăль хурсан, пӳлĕмри шăплăха пăсрĕ:
— Эсир, Гюзель, пьесăн пĕрремĕш пайĕнчи юлашки картинăпа паллашайман. Çапла-и?
— Çапла.
— Унта Мэрин ашшĕ кам пулнине тĕплĕнрех çырса кăтартнă.
— Тавтапуç. Апла тӳрех çав вырăна вулăп, — тесе Гюзель пӳлĕмрен тухма тăчĕ, анчах ăна Арланов чарчĕ.
— Тархасшăн, Сарбаевăна эпĕ Сире пьеса вулаттарни çинчен ан пĕлтерĕр, кӳренме пултарать. Çитменнине, пьесăна çырса та пĕтермен-ха.
Гюзель килĕшрĕ. Сăмах пачĕ тĕк — тытатех. Каламалла мар пулсан — каламасть. Кĕçех упăшки хăнана леçме кайрĕ. Хĕрарăм сĕтел çине пуçтарма мансах Арланов парса хăварнă алçыруне вуларĕ.
Юта каяс умĕн
— Çул йĕрки пуриншĕн те тан. Шоферпа пассажир хушшинчи калаçу ытлашши хĕрсе кайсан автомашина йĕркене пăсатех: е ăна лектереççĕ, е хăй мĕне те пулин пырса çапăнать, — терĕ çул тăршшĕпе пĕр сăмах чĕнмесĕр руль тытса пынă Арланов автомашина Çĕнĕ Шупашкарăн пĕр лăпкă урамĕнче чарăнсан. Шĕвелнĕ çӳçне аллипе шăлса илнĕ хыççăн вăл тухтăр еннелле çаврăнчĕ.
— Çитрĕмĕр. Малтан ман патăма кĕрсе тухар пулĕ.
— Тен, автомашинăрах калаçăпăр. Хĕветле аппа умĕнче аван мар шавлама.
— Вара эсĕ шавламах шутлатăн-и, хаклă тусăм? Манăн санпа хытăрах калаçма та правă пур, мĕншĕн тесен эсĕ манăн хĕрĕн, Мэрин, чăн-чăн юратăвĕ, унăн ачин, манăн мăнукăн ĕнтĕ, ашшĕ. Çапла-и?
— Çапла.
— Апла пулсан сана хытах лекĕ. Ан кӳрен. Эсĕ çывăратăн. Мĕншĕн Энтри çинчен Мэрие пĕлтермерĕн? Пĕлетĕн-çке вăл Пешавар таврашĕнче пулнине.
— Тĕрĕс ятлатăн, — килĕшсе пуçне сулчĕ Герман Марков, Арланов çинчен куçне илмесĕр лараканскер. Старик галстукне пушатрĕ, мотора сӳнтерчĕ.
— Теме кĕтсе лартăм. Те çав СШАри хирургсене шантăм. Хама хам та ăнланмастăп.
— Турра шан та, хăв ан çывăр тенĕ ĕлĕкхи çынсем. Эсĕ вара ученăйсене ĕненсе ларатăн. Вĕсем усламшăн, долларшăн утăм тăваççĕ, анчах юлташлăхшăн... Халлĕхе курман-ха.
— Шел пулин те, пирĕн хушăра та сарăлать вăл чир, — терĕ те Марков автомашина алăкне уçрĕ. — Сире ăсатса ярас.
— Хамах çитĕп. Кунта пĕтĕмпе те виçĕ утăм кăна, — терĕ полковник кăмăлсăррăн. Вăл автомашинăран тухма шутламарĕ-ха, вырăнтан та сикмерĕ. — Мэрие кам пĕлтерет? — тесе ыйтрĕ тӳррĕн.
«Паллах, сирĕнтен пулăшу ыйтма тивет», — мĕлтлетрĕ пуçра шухăш, сăмахне çапла каларĕ:
— Каçарăр, Павăл пичче. Чăн та, ытла мĕшĕлти эпĕ юлашки вăхăтра. Сăлтавне хам та ăнланмастăп.
— Халĕ эсĕ çеç мар, пĕтĕм халăх çапла. Шавлать, анчах ĕçлемест. Манăн ăру тунă обществăна аркатать, анчах çĕнни нимĕн те тумасть, çавăнпа хальлĕхе, паянлăха, сана каçаратăп. Паянлăха çеç, çакна ан ман, — терĕ полковник хыттăн. Унтан аллине руль çине хурса çемçерех сасăпа хушса хучĕ: — Энтрие, ывăлна, епле шырăпăр? Çакă халĕ тĕп ыйту.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...