Ытла та вăрттăн юрату :: Иккĕмĕш пайĕ
Голдберг. Хытах çыртрĕ-и çĕленĕ?
Билл. Наркăмăшне шеллемерĕ.
Голдберг. Апла тăрăшсах сипленмелле.
Билл. Мулсăр кам тăрăштăр мана сыватма? Кама кирлĕ эпĕ, халсăр арçын? Арçын вăл сывă чухне кирлĕ. Хавшасан... чăхсем те автана картишне кĕртмеççĕ.
Голдберг. Кам пĕлнĕ манăн ывăл ĕлĕкхи булгарсен хулине шыранă чухне инкеке лекессе? Ан пăшăрхан. Кунта санăн та, манăн та туссем пур. Вĕсем пулăшĕç.
Билл. Мĕнле туссем?
Голдберг. Леш темиçе çул каялла манăн лабораторие лекнĕ Ефремов халĕ çак таврара чи паллă ученăй. Çур университет унăн аллинче.
Билл (пуçне çĕклесе). Те тĕрĕсех илтрĕм, те йăнăшрăм. Кам терĕн? Кала-ха тепĕр хут.
Голдберг (куçĕпе те сассипе йĕкĕлтесе). Мантăн иккен ун патне ăнсăртран аçтаха кăларса янине.
Билл (тĕлĕнсе). Авă мĕн. Ăнлантăм. Чăн та, пĕчĕк иккен пирĕн çĕр чăмăрĕ. Нихăçан та шутламан ăна тепĕр хут пурнăçра тĕл пуласса.
Голдберг. Эсĕ хăв та улшăннă. Манăн сăмахсене аса илсе выртатăн. Паллах, инкеке лексен... теме те аса илетĕн. Хăвăн кĕске пурнăçунта мĕн чухлĕ тавлашрăн манпала, мĕн чухлĕ сиен турăн çĕр-аннене тата ун çинче пурăнакан халăха. Килĕшетĕн-и манăн сăмахсемпе?
Билл. Паллах.
Голдберг. Вара мĕншĕн çаплах хĕç-пăшал сутас ĕçе пăрахмастăн?
Билл. Пăрахрăм. Чăнласа калатăп. Анчах çавăн хыççăн мана темĕнле çынсем хăратма тытăнчĕç. Эпĕ Штатран Европăна тухса тартăм, анчах унта та шыраса тупрĕç. Çавăнпа килтĕм те ĕнтĕ Раççее. Çав хурахсенчен инçерех пулас терĕм.
Голдберг. Вĕсен алли вăрăм.
Билл. Раççейпе çыхланма çапах та шикленеççĕ. Раççей вăл мĕн ĕмĕртен Раççей!
Голдберг. Тĕрĕс, ывăлăм... Санăн куçу чылаях уçăлнă иккен. Савăнатăп!
Билл. Тепĕр тусу кам? Камран вара укçа шăхăртма пулать?
Голдберг. Пăхатăп та сан çине, Билл, тĕлĕнетĕп. Мĕн кăна курмарăн хăвăн пурнăçунта, анчах çав ача-пăча шухăшĕсенчен çаплах тасалса çитеймен. Арăмунтан кăшт имен хăть. Вăл виççĕмĕш çул ĕнтĕ Пакистанра профессор пулса ĕçлет.
Билл. Тем пекех тăрăшатăп, анчах... урама тухсан шыв та ĕçейместĕн укçасăр. (Турткаланса илет.) Епле кăларса пĕтерес çĕлен наркăмăшне çан-çурăмран. Çав наркăмăш çинчен манас тесе шӳтлетĕп.
Голдберг. Тепĕр тусу çинчен çăвар уçма та шикленетĕп, ывăлăм.
Билл. Мĕншĕн?
Голдберг. Ытла кĕтмен япала.
Билл. Пултăр. Капла çĕр çинче пурăнма интереслĕрех.
Голдберг. Мэри ашшĕ, манăн тусăм Арланов полковник, иртнĕ уйăхра Европăран çак хулана пурăнма таврăннă.
Билл. Тавтапуç ырă хыпаршăн. Апла телейлĕ эпир пурте: Арлановпа Мэри, Стеллăпа Гарри! Çапла-и?
Голдберг. Паллах. Сыватсан сан валли те пашалу çимелĕх укçа тупăпăр.
Билл. Анчах мĕншĕн эсĕ мана, хăвăн пĕртен-пĕр ывăлна, пашалу çитерсе пăхасшăн?
Голдберг. Сана мĕн ачаран çитермелле пулнă. Вара эсĕ пурнăçа лайăхрах ăнланма пултарнă. Хам айăплă. Çав асар-писер вируссемпе аппалансах ватăлса кайрăм...
Алăка такам шаккать.
Кĕрĕр, тархасшăн.
Пулĕме Мэри, Арлановпа Ефремов кĕрсе тăраççĕ. Билл вырăн çинчен сиксе тăма хăтланать, анчах ăна Голдберг аллипе тытса чарать.
Акă тата мĕнле хăватланса кайрĕ. Вырт, тархасшăн.
Ефремов (именчĕклĕн). Пире главнăй врач сирĕн пата кĕме ирĕк пачĕ.
Голдберг. Паллашăр, тархасшăн. Манăн ывăл — Билл.
Арланов (кравать умне пырса аллине Билл еннелле тăсать). Павел Иванович Арланов.
Билл (куçне Арланов çинчен илмесĕр). Авă мĕнле иккен эсир, шывра та путман, вутра та çунман совет полковникĕ.
Ефремов (Голдберг еннелле çаврăнса). Тен, эпир тухар?
Билл (аллине Ефремов еннелле тăсса). Чарăн шӳтлеме, профессор! Манăн чĕре арăслан чĕринчен те хытăрах тапать. Наркăмăш! Хура наркăмăш аркатасшăн мана. Çук, эпĕ парăнмастăп. Эпĕ, Лео, кашни йывăр самантра сана аса илетĕп. Епле хăватлăн çапăçса çĕнтертĕн эс хăрушă вилĕме. Çавă ялан ман асра. Çавă ялан çĕнĕ вăй парать. Иртĕр, тархасшăн, маларах.
Мэрипе Ефремов хăюсăррăн кравать умне пырса тăраççĕ.
Голдберг. Тархасшăн, килти пек пулăр. Чăннипе — эпир хăнара.
Арланов. Ман шутпа, çапах та Била ытлашши пăлханма юрамасть.
Голдберг. Килĕшетĕп.
Билл. Эпĕ хама аванах туятăп.
Голдберг (сехечĕ çине пăхса). Пире тапранма вăхăт. Ирĕк парсамăр мана Арлановпа пĕрле унăн ялне кайма. Çула май калаçмалли нумай. Мĕнле пĕлтерес Стеллăна сан çинчен, Поль, Павел Иванович?
Арланов (тарăн шухăша кайнă. Тепĕртакран кăна). Пĕлместĕп.
Мэри. Автомашина пире илме килтĕр. Мăнса ан кайăр.
Голдберг (ывăлĕ умне пырса тăрать). Тепре куриччен, Билл. Сана Ефремов аллине парса хăваратăп. Вăл манăн тус, вăл сана пулăшасси сăмах тапратмасăрах паллă. Вăл — çĕр-аннен чи шанчăклă ывăлĕсенчен пĕри.
Голдберг Била çамкинчен аллипе шăлса илет, Ефремов аллине хыттăн чăмăртать. Арланова ыталаса палатăран тухать. Палатăра Мэри, Ефремовпа Билл юлаççĕ. Ефремов уçă чӳрече витĕр урамалла пăхать, аллине сулса ватăсемпе сывпуллашать.
Билл. Раççей тĕлĕнмелле çĕршыв. Ун çинчен ытларах та ытларах пĕлес килекен пулчĕ. Малтан Мэри кускалатчĕ, халĕ хам çав чирпе аптăратăп.
Ефремов. Ватăсем ахаль каламан ĕнтĕ çӳпçипе хупăлчи пĕр тесе.
Билл. Ватăсем вĕсем пултарнă-ха. Хупăлчине хупма та, уçма та ăста пулнă. Ĕçне те вăхăтра тунă. Мана хальхи самант ытларах кăсăклантарать.
Ефремов. Ку вара сана çеç мар, мана та.
Пӳлĕме Ипатьев кĕрет. Вăл Ефремова конверт тыттарать. Лешĕ ăна уçса вулать.
(Билл çине сиввĕн пăхса.) Ку çырăва Арланов полковник çырнă. Сăмах сан çинчен пырать, Билл. Юрать-и сасăпа вулама?
Билл. Ăнланмарăм-ха. Мĕн çырма пултарĕ Арланов ман çинчен. Эпĕ ăна пĕрремĕш хут паян куртăм. Тен, хăйĕн мулне мана парса хăварасшăн? Вула.
Ефремов (вулать). «Леонид! Билл Голдберг майора нимĕнле çĕлен те сăхман. Вăл пирĕн çĕршыва ятарласа вăрттăн ĕç тума килнĕ. Чире персе тата паспортне çухатса темиçе кунлăха хулара юласшăн. Шел, Голдбергăн таса ятне варалать. Манăн Гаррие те, ăна та Раççейрен тĕрĕс-тĕкел ăсатас килет, çавăнпа та аса илтер ăна: темиçе çул каялла унăн киревсĕр ĕмĕтне Поль Арли француз пурнăçа кĕртме кансĕрленĕччĕ. Аçа вируссем тултарнă савăтсем çĕтнĕрен вăл ун чухне Раççее çитейменччĕ. Тата хамран хушам: Поль Арли — Арланов полковник».
Билл (тĕлĕнсе). Эпĕ — майор? Поль Арли — Арланов?
Ефремов (лăпкăн). Çапла, майор. Çĕленĕ те, вăрă-хурахĕ те пулман. Пĕтĕмпех эсĕ шутласа кăларнă япала.
Билл (Ефремова пулсех). Эсĕ мĕн? Ман пирки?.. Тем шутлатăн-им?
Мэри. Маншăн эсĕ мĕнле чунли тахçанах паллă. Урăххи, Гарри чысне сыхласа хăварасси, канăç памасть. Сана Раççее вăл илсе килчĕ. Вырăс ученăйĕсем умĕнче намăс.
Билл. Гарри пирки, паллах, нимĕн те тăваймăп. Тӳссе ирттернĕ. Çапах та вăл ман атте. Мэрипе эпĕ çырăннă кăна, арлă-арăмлă пурăнманпа пĕрех. Ачи те такамран.
Ефремов. Ачи — манăн!
Пауза.
Билл (çĕлен пек чашкăрса). Ĕненменччĕ...
Ефремов (çирĕппĕн, хытă сасăпа). Ăсатăттăнччĕ ĕнтĕ мана та, Мэрие те леш тĕнчене. Ку пуриншĕн те паллă.
Билл (тăрать, темĕнле çуткам пĕчĕк хутаçа Ефремов çине перет). Ме! Тутан! Курăпăр кайран епле авкаланнине, хĕрлĕ шуйттан!
Ефремов, хăй çине ывăтнă япаларан пăрăнма ĕлкĕрнĕскер, палата алăкне уçать. Çак самантра Билл вырăн çинчен сиксе тăрать те Мэрйе пуçĕнчен çапать, ăна пăвма тытăнать.
Ефремов (Мэрие çăлма ыткăнса). Чарăн! Чарăн тетĕп!
Ку таранччен калаçăва хутшăнман Ипатьев тӳрех Билăн пуçне ик аллипе хĕстерсе каялла туртать. Ефремов Билăн аллисене Мэрин мăйĕнчен хăйпăтать.
Эсĕ ăна, вăрă-хураха, шеллесе ан тăр. Пар лайăхрах. Лăплантăр.
Ипатьев Била хытах тӳпкеме тытăнать. Ефремов Мэрие ăсатса пӳлĕмрен тухать.
(Утнă май.) Эх, мăнтарăн этемĕ! Мĕн чухлĕ курайманлăх сан ăшăнта! Хăçан пĕтет çак япала? Хăçан этем хăйĕн кĕске ĕмĕрне этемле пурăнма тытăнать?
Çутă сӳнет.
— Маттур! — терĕ хыттăн Казанбаев пьесăна арăмне тавăрса парса. — Эсĕ тĕп тĕллеве пурнăçланă саккăрмĕш картинăра ютри хĕрачан ашшĕ камне пит уçăмлăн кăтартнă, çавăнпа та сана çĕнĕ драма çуралнă ятпа саламлатăп.
Каçхи тĕлпулу
Казанбаев ыйхăран вăраннă çĕре арăмĕпе ывăлĕ çенĕке кĕрсе тăчĕç. Эльвира çăмăл шлепкине сак çине хунă вăхăтра Артур пулă витрине пӳлĕм варрине шанклаттарса лартрĕ.
— Маттур, — ывăлне мухтарĕ ашшĕ. — Хăвах тытрăн-и?
— Пулăçсенчен сутăн илтĕмĕр.
— Апла Атăл урлă каллех каçаймарăн. Çапла-и? — ывăлне тĕртсе илчĕ ашшĕ.
— Каçаймарăм, — кĕскен хуравларĕ Артур.
— Аннӳ çăрттан пек шыв çийĕн те айăн вирхĕннине пăхса тăтăн. Çапла-и? — ытахальтен пуçланă сăмаха вăйлатсах ячĕ Заил.
— Манран ирттерет. Тинĕсри акула пек ишет, — терĕ арăмĕ ашшĕпе ывăлĕ хушшинчи калаçăва йăвашлатма тăрăшса. — Пуллине тасатасчĕ.
Казанбаев вырăн çинчен тăчĕ, стена çумĕнче çакăнса тăракан пиншак кĕсйинчен çĕçе илчĕ те ăна Артура тыттарчĕ, хăй йăпăр-япăр аттине тăхăнма тытăнчĕ.
— Полковннк çитиччен ĕлкĕретпĕр, — лăплантарчĕ вĕсене Эльвира, хăй арçынсем пулă тасатма тухнă-тухманах çенĕкри, унтан пӳртри вырăнсене пуçтарчĕ. Çуртра йĕрке тусан Артурпа Заила пулăшма тухрĕ.
Çемье туслăн ĕçлерĕ. Пулла хурана янă хыççăн арçынсем пĕри сухан, тепри çерулми тасатрĕç, кăмакана вутă пăрахма та манмарĕç. Хăнасен çăмăл автомашини пĕр хутлă типтерлĕ хуралтă умне пырса чарăннă çĕре таврана пулă яшкин тутлă шăрши сарăлма ĕлкĕрчĕ.
— Пуллине, паллах, Артур тытнă, — çамрăк ачана мухтаса илчĕ Марков аллипе хăна еннелле кăтартса. — Павел Иванович Арланов. Çар пенсионерĕ.
— Паллатпăр пĕр-пĕрне, — пĕр харăс ответлерĕç хула мэрĕпе хăна.
— Ăшă хуплу, — çăтăркка хутпа чĕркенĕ тĕркене Эльвирăна тытарчĕ Гюзель. — Паян пĕçертĕм.
— Апла хаклă хăнасене тӳрех сĕтел хушшине чĕнетĕп. Яшка та, кукăль те хатĕр, — тесе хĕрарăм Арлановпа упăшки еннелле пăрăнчĕ, Заил çине йăл кулса пăхса илчĕ. — Павăл Иванч, манса кайиччен пьеса пирки пĕр-икĕ сăмах калама ирĕк парсамăр.
— Тархасшăн, — терĕ полковник çăмăл костюм çине ăнсăртран ӳкнĕ çулçăна илсе пăрахса.
— Тен, малтан сĕтел хушшине ларар. Ĕлĕкхи йăлана пăсас марччĕ. Кăшт ĕçес те çиес, — хутшăнчĕ калаçăва Заил, Германпа Гюзель хăй çине пăхса хăюсăррăн пĕр вырăнтах тăнине асăрханăскер.
— Паллах, — Арланова ларма сĕнчĕ Эльвира. Заил çак вăхăтра Марковпа арăмне сĕтел хушшине вырнаçтарчĕ, ывăлне çуртран чашăк-тирĕк илсе тухма хушрĕ. Эльвира вара пуçланă калаçăва малалла тăсрĕ: — Вăхăт — укçа, çавăнпа ал çыру пирки тӳрех сăмах тапрататăп. Павăл Иванчă, мана питĕ пуян материал патăр, уншăн Сире пысăк тав, анчах хăш-пĕр çĕрте, ман шутпа, Эсир те маннă, те юри йăнăшатăр. Калăпăр, Мэри Шупашкара килсен Эсир ăна ученăйпа çыхăнтаратăр, анчах та, эпĕ пĕлнĕ тăрăх, вăл вăхăтне ытларах ĕçтăвкомра ирттернĕ. Çапла-и, Заил?
— Çапла, — хуравларĕ Казанбаев, пуçне çĕрелле усса лараканскер.
— Эсĕ мĕн пуçна усса ларатăн? Сана кам та пулсан куç хывсан савăнăттăм кăна, — шӳтлерĕ хĕрарăм куçне Гюзельпе Герман çинчен илмесĕр. Марковсен, упăшкипе арăмĕн, пичĕсем çинче нимĕнле улшăну та çуккине асăрхасан тин пуçне полковник еннелле пăрчĕ. — Пьеса вĕçĕнче тĕп героя ученăй турăм. Килĕшетĕр-и, Павел Иванович?
— Мана пĕр япала паллă мар-ха. Эсир пьесăна документсем тăрăх çырни çинчен куракансене пĕлтеретĕр е пĕлтерместĕр? Çакна пĕлсен тин хамăн шухăша калăп.
— Политикăлла драма, фактсене чăн пурнăçран илнĕ, — ответлерĕ хĕрарăм ывăлĕ çуртран илсе тухнă турилккесемпе чашăксене тытса. — Тавтапуç, ывăлăм.
Пĕр самантлăха пурте шăп ларчĕç, сăмах-юмах татăлчĕ — Эльвира яшка антарчĕ, Гюзель хуплу касрĕ, кашăк хучĕ.
Пăсланакан шӳрпене çиме тытăнсан каллех никам та сăмах тапратмарĕ, хăшĕсем куçĕсемпе сĕтел çине, теприсем йывăçсем çине тăрăнчĕç.
— Ăнланмарăм-ха. Политикăлла драма тени документсем тăрăх çырнине пĕлтермест-и? Эсир вĕсене тĕп вырăна хурса ĕçлерĕр. Çапла-и? — пăсрĕ шăплăха Арланов.
— Пĕрремĕш варианта çырнă чухне документсемпе усă курма тиврĕ. Паллах, пĕтĕм ĕç сирĕнтен пуçланчĕ. Эсир пирĕн хулана таврăнман пулсан маншăн нимĕнле сюжет та çуралмастчĕ. Халĕ сюжет та, геройсен портречĕсем те — пурте пур. Пĕртен-пĕр йывăрлăх — паянхи пурнăç хапхине анлăн уçаймастăп-ха.
— Ăнланатăп. Кăткăс ыйтăва хускатасшăн. Ман шутпа, ку енĕпе Заил пысăк маçтăр пулма кирлĕ. Вăл пулăшатех хапхана вĕçне çити уçма.
— Каçарăр та, — терĕ сасартăк Гюзель, мен килнĕренпех чĕнмесĕр лараканскер. Хайскер кĕске çанăллă çăмăл платйине, çутă хăмăр тĕслĕскерне, турткаласа тӳрлетрĕ. Куç хӳрипе упăшки çине йăпăрт пăхса илчĕ, унтан хурлăхан куçĕпе полковнике тăрăнчĕ. — Эпĕ каçару ыйтрăм, анчах та манăн чун кӳтсе çитнĕ, лăпкăн калаçаймастăп, çавăнпа та халĕ çак сĕтел хушшинче ларакансенчен кама та пулсан хытă кӳрентерме пултаратăп, çавăнпа та... критиклеме тытăничченех каçарăр мана, хаклă тусăмсем.
— Каçарăпăр, — ответлерĕ пуриншĕн те Заил Гюзель çине тимлĕн пăхса. — Аçа-çиçĕм яланах чи вăрăммине е çӳллине çапать, çавăнпа та пĕрремĕш çиçĕм арçынсем валли.
— Иккĕмĕшĕ вара мана çаптăр, — терĕ çыравсă Гюзель мĕн калассине ăнкарса.
— Мĕншĕн ман упăшкаран тытăнмастăн? Хăнасене вăл йышăннă, çавăнпа та Герман, ман шутпа, пьесăри тĕп геройăн прототипĕ, — терĕ лешĕ чăнах та.
— Калаçу ытла шала кĕрсе кайрĕ. Пĕтĕм аçа хăватне хам çине илетĕп. Çаптăр — чăтăп! — кĕскен хуравларĕ пьеса авторĕ урипе упăшкине тĕксе. — Пĕтĕмпех Заил айăплă.
— Чăн та, кăра тапхăр пуçланать, — терĕ Арланов вăрăм сигарета пачкăран кăларса. Вăл Марков еннелле çаврăнчĕ. — Эпир кунта тавлашма мар, урăх тĕллевпе килнĕччĕ. Пирĕн Энтрие тупмалла. Тен, чи малтан çав ыйтăва татар. Сирĕн хушăра чи ватти пулнă май Германа сăмах паратăп.
— СШАри юлташсем пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн Энтрипе тепĕр виçĕ çамрăк Стамбула çитнĕ. Çав ушкăнран иккĕшĕ Швецие тухса кайнă. Тахăшĕ, тен, Энтри, Стамбулрах юлнă. Хальлĕхе ун çинчен нимĕн те пĕлместпĕр, çавăнпа та эпĕ Гюзельпе Эльвирăна Парижа ярасшăн, хамăн, тен, Стамбула кайма тивет, — пуçне йывăррăн çĕклерĕ Марков Эльвира çинчен куçне илмесĕр.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...