Ытла та вăрттăн юрату :: Иккĕмĕш пайĕ
Эльвира вара, тавлашу сăлтавсăр сиксе тухнине ăнланнăскер тата çакă çутă тĕнчере Казанбаевсăр пурăнма пултарайманнине тепĕр хут ĕненнĕскер, шăппăн алăка уçса салона кĕчĕ те упăшкипе юнашар пырса ларчĕ, тепĕртакран ачашшăн пуçне унăн кăкăрĕ çине хучĕ.
* * *
Афганистанра темиçе çул тыткăнра пулнă салтак тăван килне таврăнни çинчен чи малтан хулари радио пелтерчĕ. Çакăн хыççăн Марковсен телефонĕ чарăнма пĕлмерĕ; пĕр класра вĕреннĕ юлташĕсем, çара пĕрле кайнă тус-тантăшĕсем — пурте Энтрие тăван килне таврăннă ятпа саламларĕç. Арлановпа Хĕветле, хыççăнах Эльвирăпа Заил Марковсен хваттерне пырса кĕчĕç, Энтрие тупăннă ятпа чунтан-чĕререн саламларĕç, ашшĕпе амăшне шанчăка çухатмасăр ывăлне кĕтнĕшĕн ыталаса та, аллине хыттăн чăмăртаса та мухтарĕç.
Хăнасене пысăк пӳлĕме ирттерсе лартсан Герман бартан эрех кĕленчи туртса кăларчĕ.
— Ку вара кирлех те мар пулĕ, — асăрхаттарчĕ ватă полковник Казанбаев енне çаврăнса. — Хула мэрĕ пултарĕ-ши ĕç вăхăтĕнче черкке çĕклеме?
— Паянхи пек самант пирĕн пурнăçра питĕ сайра пулать, çавăнпа та, тен, килĕшмелле, — терĕ Казанбаев.
— Килĕшме тивет. Çапла-и, Герман? — хирург еннелле çаврăнчĕ ветеран.
— Пĕтĕмпех сирĕн кăмăлтан килет, мĕншĕн тесен Арланов полковник тăрăшман тăк Энтрие тупма тата ăна Тăван çĕршыва илсе таврăнма питех те йывăр пулатчĕ, — терĕ Марков кĕленчене уçса.
— Эпĕ мар, манăн хĕрĕм Мэри тата Голдберг турĕç ку пархатарлă ĕçе, — терĕ лăпкăн Арланов куçĕпе Гюзель çине пăхса. Анчах та кил хуçи хĕрарăмĕ, хăйĕн ĕçне питĕ тăрăшса тăваканскер, çав вăхăтра кухньăна тухрĕ, Арланов сăмахне илтмерĕ.
— Мэри? Ара, Пакистанри тухтăра çапла чĕнетчĕç, — тĕлĕнсе пăхрĕ полковник çине Энтри.
— Çапла, тусăм. Сана тамăкран Мэри туртса кăларчĕ.
— Вăл санăн хĕрӳ тетĕн. Чăнах-и? — ку хутĕнче темле именсе ыйтрĕ çамрăк каччă.
— Манăн хĕр.
— Питех те пысăк тав Сире çавăн пек маттур çын пăхса ӳстернĕшĕн, — терĕ те Энтри ашшĕ еннелле çаврăнчĕ. — Тархасшăн, тултар та, пĕрремĕш черккене весен ячĕпе ĕçер. Мэришĕн тата Верăшăн.
— Вера? — сасартăк ыйтрĕ Хĕветле, ку таранччен шăп ларнăскер. — Мэрие эпĕ Пайкилт çăви çинче курнăччĕ, Голдбергне те пĕлетĕп-ха, анчах кам вăл Вера?
— Вăл питĕ илемлĕ хĕрача. Сăпайлă, ырă кăмăллă. Куç харшийĕсем аттенни пекех хуп-хура, — терĕ Энтри.
— Апла вăл Арланов мăнукĕ.
— Çапла, манăн юратнă мăнук, — терĕ те полковник, Гюзель кĕнине асăрханăскер, калаçăва урăх еннелле пăрчĕ. — Чи ватти пулнă май пĕрремĕш черккене çапах та Энтри таврăннă ятпа çĕклеме сĕнетĕп.
— Саламлатпăр, — пулăшрĕ ветерана Эльвира çамрăк каччă ютри хĕрарăм ятне тепĕр хут Гюзель умĕнче асăнасран шикленсе.
Çак самантра Герман Марков йĕп çинчи пек ларчĕ. Калаçу малалла тăсăлнă пулсан вăл арăмĕпе ывăлне те, çывăх тусĕсене те чăнлăха — хăйĕн инçетри пĕрремĕш юратăвĕ çинчен — пĕлтерме хатĕрччĕ, анчах та хăнасем пĕрремĕш черккене Энтри ячĕпе туслăн ӳпĕнтернĕ хыççăн сĕтел çинчи апат-çимĕçе хăпăл-хапăл çинине тата ку калаçуран вĕсем хăвăрт пăрăнма шутланине кура сасартăк кăмăлне улăштарчĕ, мĕншĕн тесен унăн пуçне çĕнĕ шухăш, аслатиллĕ тата пăрлă çумăр умĕнхи пысăк та хура пĕлĕт катрамĕ евĕрскер, пырса капланчĕ, малашне хăш хĕрарăмĕпе тата ăçта пурăнасси çинчен хистесе ыйтрĕ, питех те вăйлă тата çав тери хаклă туйăма — пĕрремĕш юратăва — ĕмĕр тăршшĕпех чун-чĕре тĕпĕнче упрамаллине, ăна пули-пулми самантра ыттисене пĕлтерме юраманнине асăрхаттарчĕ.
Кил хуçи, хăй тавра чăнласах та хăрушлăх явăннине тата ывăлĕн ăнсăртран персе янă сăмахĕ кирек хăш самантра та вут-кăвара чĕртсе яма пултарнине витĕр курса тăраканскер, арăмĕнчен хăпмасăр хăнасене пăхма пикенчĕ: черккесене эрех тултарчĕ, кухньăран шăрттан тата хуплу хунă турилккесене йăтрĕ. Çав вăхăтрах пӳлĕмри калаçăва хутшăнма ĕлкĕрчĕ, ывăлĕн кашни сăмахне тимлĕн итлерĕ, ăнсăртран кам-тĕр ăнăçсăр персе янă сăмаха путарма е пӳлме хатĕр пулчĕ.
— Йывăр тапхăрта киле таврăнтăн, Энтри, — сăмах çăмхине аллинчен ямарĕ-ха Арланов вичкĕн куçĕпе Заилпа Эльвирăна тата Хĕветлене сăнаса. Вĕсем те хăй пекех киле кайма васканине сисрĕ-ха вăл. — Паллах, шӳтлесе калатăп, анчах сан тĕллĕн пысăк çăрттан лекнĕ: сана хирĕç ларакан Заил Казанбаев — хула пуçлăхĕ, çавăнпа та пурнăç йăвине çавăрма сана çăмăлтарах пулĕ.
— Эпĕ демократсен аллинчи укçана та, çăкăра та хам ĕмĕрте пӳрнепе те тĕкĕнмĕп. Нихăçан та! — сасартăк ура çине сиксе тăрса хыттăн каласа хучĕ Афганистан вăрçин салтакĕ.
— Эсĕ мĕн шавлатăн? Ăнланмарăм-ха сана, — тесе полковник чей чашăкне лăпкăн хăй патĕнчен сĕтел варринелле шутарчĕ. Вăл ĕнтĕ хăвăртрах хваттертен тухса кайма васкарĕ.
— Каçхине партократ, çывăрса тăнă çĕре демократ. Хальхи пуçлăхсене ăнланса çитнĕ çĕре тĕнче йăтăнса анĕ, — ывăлне пулăшма хыпаланчĕ Гюзель. Вăл йăлтăркка хурлăхан куçне Эльвира çине çĕклерĕ, çыравçă мĕн каласса кĕтрĕ. Çакна ыттисем те ăнланчĕç, çавăнпа та шăпăрт ларчĕç.
— Гюзель сăмахĕ питĕ тĕрĕс, — упăшки çине тунсăхлăн пăхса вăраххăн каларĕ Эльвира. Хĕрарăм тем çинчен тарăннăн шутлани сисĕнчĕ. — Калама та йывăр. Тен, хам айăплă, мĕншĕн тесен эпĕ унăн арăмĕ, анчах вăл хăш партире тăнине, суйлавсенче камшăн сасăланине пĕлместĕп тата çак ыйтупа интересленмен те. Эпир пурте çак ахăрсамана ачисем, çавăнпа та ман упăшка пирки çапла татса калани тепĕр чухне кӳрентерет.
— Ан кӳренĕр. Ман сăмахсем пач урăххисем çинчен. Заил пирĕн пурнăçа çăмăллатассишĕн, ачасем валли витаминлă апат хатĕрлессишĕн ырми-канми ĕçлет. Вăл — ĕç хурчĕ, — сассине çемçетрĕ кил хуçи хĕрарăмĕ хăнисем чăнласах чăлпар саланма пултарасран шикленсе.
— Паллă ĕнтĕ, влаç демократсен аллинче чухне Заил Валеевич хăй коммунист пулнине палăртмасть, — хăпмарĕ-ха хула пуçлăхĕнчен хура-шурра тӳсме ĕлкĕрнĕ салтак.
— Каçар, Энтри. Манăн, чăн та, ĕçе васкамалла, — тесе Казанбаев ура çине тăчĕ. — Паллах, эпĕ сана кӳренместĕп, мĕншĕн тесен санăн демократишĕн кĕрешекенсемпе тĕл пулса калаçма тата вĕсене ăнланма вăхăт та пулман, çавăнпа кăлăхах вĕсене тăшман вырăнне хуратăн. Санăн тата ытти хăнасен кăмăлĕ пулсан эпĕ тапратнă ыйтăва хуравлама хатĕр.
Энтрипе Арланов унпа килĕшсе пĕр харăс хула мэрĕ çине тĕпчевлĕн пăхрĕç. Пĕртен-пĕр Хĕветле вĕсен калаçăвне тăнламасăр кукăль сăмси чăмларĕ. Герман Марков арăмĕ умĕнчи турилкке çине тутлă шăрттан касăкне хучĕ. Эльвира упăшки хăй вырăнне каялла ларнине асăрхаса темшĕн аллипе питне хупларĕ.
— Хулара ман пирки тĕрлĕ сăмах çӳрет. Пĕрисем мана демократ тесе ятлаççĕ, теприсем вара кĕрĕк çаннине тавăраççĕ те марксизмпа çыхăннă татăксене шыраççĕ. Тĕрĕссипе, эпĕ те самана ачи, сирĕн пек çынах, анчах обществăра улшăну тумаллине, тен, сирĕнтен кăшт маларах ăнлантăм.
— Интереснă. Питĕ интереснă, — хĕрӳленчĕ Энтри чăмăртанă чышкине сĕтел çине хурса.
Хула мэрĕ вара лайăх лектĕр тейĕн, халăх умне ятарласа калаçма тухса тăнă тейĕн, калаçрĕ те калаçрĕ:
— Революци хыççăн пирĕн çĕршывра диктатура хуçаланнă. Диктатор, паллах, халăхшăн ырă ĕç те тунă, анчах çакăн пек обшество: патшалăх-и вăл е парти, хĕç-пăшаллă вăйсем е пĕр-пĕр ушкăн — ыттисемпе тачă çыхăнман пирки арканма тытăннă. Пулă пуçĕнчен çĕрме пуçланă пек, чирĕ çӳлерехрен тăракансенчен пуçланнă. Чи паллă тĕслĕх — Адольф Гитлерпа фашистла Германи. Вĕсем никамран та хăраман, никама та итлемен, халăха улталаса тата хăратса хăйсен киревсĕр ĕçне тунă, пĕтĕм тĕнчене пăхăнтарма хăтланнă.
— Ăнланатăп. Эсĕ хуллен пирĕн çĕршыв çине куçасшăн. Çапла-и? — канăçсăррăн хускалса илчĕ Энтри.
— Çапла. Эпир те диктатурăпа усă курса социализмла çĕршыв тунă, анчах, ман шутпа, эпир социализма вараларăмăр кăна.
— Пĕлесчĕ сăлтавне. Мĕншĕн? — ыйтрĕ полковник Хĕветле хулпуççийĕнчен усăнса аннă эрешлĕ тутăра ӳкме памасăр майласа хурса. Ватăсем пĕр-пĕрне ытла та тимлĕн пăхса тăраççĕ пулинех халĕ.
— Паллах, социализм обшествин ырă енĕсене эпир хамăр алăпа тунă, унăн тути-масине пĕлсе вăл чăннипех этемлĕхшĕн кирлине, малашлăх çавăнта пулмаллине ăнлантăмăр, анчах та демократи çуккине пула çĕрме тытăнтăмăр. Çитменлĕхĕ çителĕклех: пуçлăхсене критиклеме пултараймастăмăр, çĕршывра хире-хирĕçле вăйсем çукчĕ, судпа прокуратура пĕтĕмпех диктатор аллинчеччĕ.
— Тĕрĕсех калатăн. Чăн-чăн социализм обществине эпир тăваймарăмăр, анчах та вăл этемлĕхшĕн кирлĕ, — хушса хучĕ те Арланов Хĕветлепе пĕрле ура çине тăчĕ. Унтан вăрçă нушине тӳснĕ каччă енне çаврăнса çапла ыйтрĕ: — Мĕншĕн-ха коммунист демократ пулма пултараймасть?
— Каçарăр. Тен, эпĕ ахалех хĕрӳлентĕм. Тен, коммунист та демократ пулма пултарни тĕрĕсех? Паянхи пурнăçăн тути-масине тутанса пăхмасăр иртерех-ха мана чышкă чăмăртама, — тесе Энтри те ыттисемпе пĕрле сĕтел хушшинчен пăрăнчĕ, шăкăл-шăкăл калаçакан, анчах та салху сăн-питлĕ хăнасене ăсатма урама тухрĕ.
* * *
Казанбаев аппăшĕ Хусан варринче, В. И. Ленин музейĕ вырнаçнă лăпкă урамри икĕ хутлă йывăç çуртра, пурăнать. Ку вырăн тĕнчипе паллă. Ульяновсенчен инçе мар — Пешков çурчĕ.
Тутарсем çак вырăна чунтан хисеплени пур енчен те палăрать: авалхи çуртсене тирпейлĕн сăрланă, çурт умĕнчи çула ватса çĕмĕрмесĕр, ĕлĕкхи пек хăварса, юсаса çĕнетнĕ. Урамра автомашина таврашĕ кĕрлемест, анчах та юлашки вăхăтра туристсем те сайра курăнаççĕ çак таврара. Казанбаевсем иккĕнех утаççĕ лăпкă урамра.
— Каяр музей çывăхне, — сĕнчĕ Эльвира. — Чылайранпа пулман Хусанта. Пĕр килнĕ чух çӳрер-ха савăнса.
Казанбаев килĕшсе пуçне сулчĕ.
— Е урăх çĕре сĕнетĕн? — упăшкин кăмăлне ăнланчĕ пулин те каллех ыйтрĕ Эльвира.
— Çук. Çавăнтах.
— Апла савăнтаратăн.
— Мĕншĕн?
— Ара, пĕтĕм тĕнчери пролетарисен пуçлăхĕн çурчĕ умĕнче çӳреме килĕшетĕн те.
— Эс шӳтлессипех.
— Шӳтлетĕн тетĕн те, эпĕ акă чăн-чăн демократиллĕ çĕршывра пурăнса та, пулса та курман, анчах эсĕ демократсемпе пĕр шухăшлă пулса кайнинчен тĕлĕнетĕп.
— Ытла та пăнтăхса çитрĕмĕр.
— Обществăн çӳлти хучĕсенче пăнтăхнă, чăнах та. Анчах та рабочисем, çĕр ĕçченĕсем, ман шутпа, улшăнман. Халĕ çавсен тарĕпе пухнă пурлăха пĕтĕм тĕнчипе салатса тĕрлĕрен каппайчăксем пуяççĕ. Демократсем, влаçра лараканскерсем, çакна мĕншĕн чармаççĕ?
— Тĕрĕссипе, тепĕр чухне хам та анраса каятăп, — иккĕленĕвне пытарса тăмарĕ Заил. — Çапах, ман шутпа, халăх пурнăçне ирĕклĕ тата демократиллĕ çĕршывра кăна çăмăллатма пулать.
— Чиперех пурăнтăмăр-çке 60 — 70-мĕш çулсенче. Апат-çимĕç те пурччĕ, пурнăç тулăхчĕ.
— Туйăнать çеç, Эльвира. Тĕслĕх илер-ха. Миçе çул чупрăн хăвăн «Ютра» кĕнекӳне пичетлесе кăларассишĕн? Тăнлаву кăвакарчĕ, хĕрлĕ сăну шуралчĕ. Юрать çĕнетӳ тапхăрĕ пуçланчĕ те, çул уçăлчĕ.
— Ку çаплах-ха.
— Çапла тени çителĕксĕр, тусăм. Ку вăл пурнăçра пулнă факт.
— Килĕшетĕп, анчах... Мĕн ачаран Ильич сăмахне ĕненсе ӳснĕ-çке-ха эпир. Унăн вĕрентĕвне чăна хурса хавхаланнă. Халĕ вара пачах урăхла ăнлавпа пурăнатпăр. Анчах иртнине кусарпа хырса пăрахма çук.
Казанбаев арăмне апла та, капла та хуравламарĕ. Мăшăр хулран-хул çавтăнса малалла утрĕ, унтан урам урлă каçса курăнми пулчĕ. Хыçра, тĕттĕм каç сĕмлĕхĕнче, йывăç-чечек хушшинче ларакан тĕнчипе паллă çурт тăлăххăн тăрса юлнине асăрхамарĕç, курмарĕç арăмĕпе упăшки.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...