Синкер :: Вунпӗрмӗш сыпӑк
— Хам та çаплах калатăп та çав, — килĕшрĕ Ольга Матвеевна, — хăтарăр мана хăвăртрах председатель ĕçĕнчен, ман шкулта тăрмашмалли мăй таран тетĕп. Çук, ял Совет председателĕ Шиков ниепле те килĕшмест. Çĕнĕ председатель суйлама хушман, вăхăт çитсен, хăех тупăнĕ-ха тет.
Сăпани калас-ши, калас мар-ши тенĕн туртăнкаласа илчĕ те:
— Тупăнасси ĕнтĕ... — терĕ шахвăртса. — Ванькка, ав, Калюковпах çыхланса кайнă теççĕ.
Ольга Матвеевна ăна куçран чăрр! пăхрĕ.
— Нивушлĕ çав хурахпа çыхланса кайнă-ши? — тĕленчĕ те, тарăхрĕ те вăл. — Путсĕр, намăссăр этем! Тек ман куçа нихăçан ан курăнтăр! Мана вара пурнăçра тем те пулать, ытла ан пăшăрхан, тен, пурте йĕркеллех вĕçленĕ-ха тесе лăплантараççĕ.
— Кам лăплантарать? — кăсăкланчĕ Сăпани. — Çав Крапивинпа Никифоров-и?
Ольга Матвеевна хăйне кун пирки питех калаçма кирлĕ марри çинчен асăрхаттарнине аса илчĕ те тӳррĕн хуравламарĕ.
— Калакалаççĕ хăшпĕрисем, — терĕ çеç, хулпуççине сиктерсе. — Эс ху тата камран илтрĕн Иван Степанович çав Калюковпа çыхланса кайнине?
— Халь астумастăп, таçта хăлхана кĕнĕччĕ, — уççăн каламарĕ Сăпани те. — Ну, каçар, нумай чăрмантарса лартăм. Халь ăшăнтăм ĕнтĕ, уттарам килелле, — терĕ те çавăнтах тăрса тумланчĕ, мĕнле килнĕ çавăн пекех шăппăн тухса кайрĕ.
«Нивушлĕ Ванькка çав тери усал çын? Нивушлĕ çавна ялта ку таранччен пăртак та сисекен тупăнман? Мĕн ачаран пĕлетĕп вĕт-ха ăна, нивушлĕ хам та ку таранччен суккăр пулнă? — шухăшласа юлчĕ Ольга Матвеевна. — Филимон Петровичпа Петр Никифорович мĕншĕн çав тери лăплантарчĕç тата мана, никама та итлеме хушмарĕç?»
Сăпанн вара, пачах урăхла, ун патĕнчен тухса кайсан хăй шухăшĕсем пирки иккĕленме вуçех пăрахрĕ темелле. Ялти ялхуçалăх юлташлăхĕн председательне суйлама хушмаççĕ иккен. Мĕншĕн? Эппин, Ванькка таврăнасса кĕтеççĕ пулĕ? Çăпата Улькине те пăшăрханма хушман, пурте йĕркеллех вĕçленессе шантарнă...
Тепĕр кун Сăпани хĕвелтухăçĕнче кăвак çутă палăрсанах тăчĕ, килти ĕçсене вăш-ваш кăна туса пĕтерсе, ăйăрне йĕнерлерĕ, вара юланутпа Йĕпреçе тухса кайрĕ.
Ĕнер Ольга Матвеевна çанталăк ăшăтас пирки тĕрĕсех пăшăрханнă-мĕн. Çĕр каçа, чăнах та, çил улшăннă, пĕлĕтсене хăваласа салатнă, халĕ вăл кăнтăр-хĕвеланăçĕнчен, утне çăмăл юртăпа чуптаракан Сăпание сулахай енчен вĕрет. Эппин, паян ăшăтать, ĕнер кăштах çунă юра ирĕлтерсе пăрахать. Кĕрхи çанталăк вăл ватă карчăк кăмăлĕ пекех çав... Сăпани тесен, кăмăлĕ паян лайăх унăн, мĕншĕн тесен вăл Йĕпреçе пасара çитсен мĕн тумаллине уççăн пĕлсе каять. Тĕрĕссипе, паян вăл хăйĕн çылăхне каçарттарĕ. Вунçиччĕренпе юратнă Вĕлтрен Хĕлимунĕ умĕнчи çылăха.
«Енчен эпĕ Çăпата Улькине йăнăш ăнланнă пулсан? — пĕр самантра хăйĕнчен хăй ыйтрĕ Сăпани. — Тен, эпĕ унăн сăмахĕсенче хама кирлĕ шухăша çеç асăрханă?» Анчах кунашкал иккĕленĕве пуçра тытас килмерĕ.
Чăваш çанталăк улшăнасса вĕçен кайăк пекех пĕлсе тăрать çав, шăп кăнтăрла тĕлнех ирĕлессе сиссе, пасара аяккарахри ялсенчи хресченсем тухман та, халăх сахал кунта. Çавăнпа çивĕч куçлă Сăпани хура сăран карттус тăхăннă, сулахай аллине хăмăр чăматан тытнă качча часах асăрхарĕ, уçă çĕрте калаçас мар тесе, вăл халăх хушшинерех кĕрессе кĕтсе илчĕ те юнашар пырса тăчĕ.
— Телегин Ивана пĕлетĕн-и эс ? — ыйтрĕ унран тӳрех.
Каччă ун еннн çаврăнса тăчĕ, ăна пуç тӳпинчен пуçласа ура тупанĕ таран тĕсесе илчĕ.
— Ну? — терĕ вара.
— Пĕлетĕн-и, çук-и? — çине тăчĕ Сăпани.
— Илтнĕ ят пек, — анасласа илчĕ каччă. — Вара мĕн?
— Салам каларĕ.
— Вара мĕн? — каллех анасларĕ каччă.
Çакă Сăпание тарăхтарчĕ. «Тепĕр тесен, мĕн пуплешсе тăмалли унпа, тунккуйпа, — шухăш ларĕ вăл. — Хамăнах милицие каймалла çеç».
— Ним те мар, тепрехинче çывăрса тăран пасара тухиччен, — татса хучĕ те Сăпани качча, пăрăнса айккинелле уттарчĕ.
Тин кăна анаслакан çамрăк çавăнтах хыпăнса ӳкрĕ, Сăпанне хăваласа çитрĕ, çанăран тытса чарчĕ:
— Чим, ăçта васкан эс? Кала, Телегин тата мĕн терĕ?
Сăпани ăна чăрр пăхса илчĕ. Таса пит, тӳррĕн те ăшшăн пăхакан хура куç... Çук, тем тесен те, хурах таврашĕ мар ку çын.
— Сехетсене хам пырса параймастăп, вăрмана килсе илччĕр терĕ, — пĕлтерчĕ Сăпани пăртакран.
— Вăрмана? Хăй мĕншĕн килеймест? — хыпăнса ыйтрĕ каччă.
— Хăйне хуçисем ямаççĕ, — кĕскен ăнлантарчĕ Сăпани.
Каччă пĕр самант тем шухăшларĕ те тĕпчеме тытăнчĕ:
— Вăрман аслă, ман ăçталла каймалла? Çулне ăнлантарма пултаратăн-и?
— Пултаратăп... Анчах эсир вăл çула сăмахпа ăнлантарнипе кăна тупаяс çук, — лăпкăн хуравларĕ Сăпани, унтан качча каллех куçран чăрр! пăхрĕ те: — Итле-ха, çамрăк çыннăм, илсе кай мана начальнику патне, луччă эпĕ унта йĕркеллĕрех каласа парăп. Аттуш кунта ытла нумай пуплешсе тăратпăр, эс вара ниепле те ăнланаймастăн, — терĕ.
— Мĕнле начальник патне? — ăнланмана печĕ каччă.
— Хăвăнни патне! — каллех тарăха пуçларĕ Сăпани. — Е ман хамăн каяс-и?
— Та-ак... Тĕлĕнтермĕш хĕрарăм эсĕ, — терĕ каччă, нимĕн тума аптăраса. Унтан çирĕппĕн хушрĕ: — Эппин, ман хыççйн çирĕм-вăтăр утăм юларах пыр.
Пасартан тухсан, каччă тӳрех чугун çул урлă каçрĕ, пушă тăкăрлăка кĕрсе кайрĕ. Кунта пĕр çын та курăнмасть, хыçалта кăна темле çамрăк шăхăркаласа пырать.
— Эй, ăçта каян эс? Сан кантуру сулахай енче пулма кирлĕ! — кăшкăрчĕ Сăпани малта пыракан качча.
Лешĕ ăна чарăнса тăрсах кĕтрĕ.
— Унта пирĕн çак çулпа кайма тивет, — терĕ вара лăпкăн. — Çын курма пултарать.
Тепĕр çирĕм-вăтăр утăм турĕç-ши, çук-ши — хайхи хыçалта пыракан çамрăк çын кусене хăваласа çитрĕ те, сăран карттуслипе иккĕшĕ Сăпание ик енчен çатăрласа тытрĕç тĕ çумри хапха калинккинчен вăшт! кăна илсе кĕчĕç.
— Мĕн хăтланатăр эсир? — çилленсе кайрĕ хĕрарăм. Эп сире халех...
— Шăпрах эс! — лăплантарчĕ ăна сăран карттусли. — Эс хăвна мĕнле начальствă кирлине ху та пĕлместĕн пулĕ-ха. Эпир ăна халех кунта чĕнсе килĕпĕр. — Çавăнтах тепĕр юлташне хушрĕ: — Кайса кала пуçлăхсене: иккĕлентерекен çын тупăнчĕ, килсе тĕрĕслеччĕр, — терĕ.
Çамрăк çын çавăнтах тухса вĕçтерчĕ.
— Эс пиртен ан хăра, эпир сана усал тумăпăр, — терĕ сăран карттуслă каччă. — Калаçса пăхăпăр пăртак, ăна-кăна ыйткалăпăр.
— Енчен эпĕ хуравлама та, санпа юлма та килĕшмесен? — хирĕçлерĕ Сăпани.
— Килĕшмесен, вăйпа тытса чарăп, — кĕсйинчен револьвер туртса кăларчĕ каччă. — Атя, луччă, киле кĕрсе, ăшă çĕрте кĕтер начальниксене...
Кирлех-тĕк, Сăпани ку çамрăк çыннăн револьверне пăхса тăмĕччĕ те-ха, халĕ ĕнтĕ унăн вĕçне-хĕрне тухасах пулать. Нивушлĕ йăнăшрĕ-ши вăл? Нивушлĕ ырă мар çынсен аллинех лекрĕ? Мĕнех, ун пек пулсан, Ваньккана ăçта шырамаллине суйса кăтартĕ те, май тупса, милицие кайса евитлеме тăрăшĕ...
Тĕлĕнтермĕш пӳртре (тĕлĕнмелли — пĕр пӳлĕмрех тăватă тимĕр кравать çума-çумăн ларни) нумай кĕтсе ларма тивмерĕ, часах калинкке шалтлатни, тепĕртакран çенĕкре темиçе арçын таплаттарса утни илтĕнчĕ. Унтан алăк уçăлчĕ те... Хĕлимун... Филимоп Петрович Крапивин кĕчĕ тăчĕ пӳрте. Вăл та Сăпание курсан самантлăха çухалса кайрĕ, çавăнтах хăйне алла илчĕ.
— Сăпани? — тĕлĕнчĕ вăл. — Епле лекнĕ эс кунта?
— Начальник юлташ, пире ку гражданка кăштах иккĕлентерчĕ. Çавăнпа эпир ăна, милицие кайсан, тен, Телегина сиен кӳрĕпĕр тесе, хамăр хваттере илсе килтĕмĕр, — пĕлтерчĕ сăран карттуслă милиционер.
— Юрать, — терĕ çеç Крапивин, — халĕ эсир вăхăтлăха тухăр-ха, эпир Деминпа виçсĕмĕр кăштах калаçса илер.
Çамрăк милиционерсем — хураллани те, пуçлăхсене чĕнсе килни те — тухса кайрĕç.
— Ну, каласа пар, Сăпани, епле лекрĕн кунта? — ăшшăн ыйтрĕ Крапивин.
Сăпани ăна милици тумĕпе курма хăнăхманран-тăр вăл, темшĕн, юттăн, хăй патне никама та çывăха яман арçын пек курăнать. Кравать çине ларса, çӳллĕ тăрăллă карттусне хывсан кăна ăна кăштах ахаль çын сăнĕ кĕчĕ, вара калаçма та çăмăлланнă пек туйăнчĕ.
— Мĕнле лекнине, Филимон Петрович, кайран пĕтĕмпех ăнлантарса парăп, — терĕ Сăпани, Крапивина куçран пăхса. — Халĕ пара эпĕ сире Калюков банди ăçта чарăнса тăнине кăтартма пултаратăп.
Крапивинпа Демин пĕр-пĕрне чăл-чал пăхса илчĕç.
— Юрать, — килĕшрĕ Крапивин. — Малтанлăха çакна кăна пĕлтер: инçе-и вĕсем кунтан, нумаййăн-и?
— Йĕпреç хыçĕнчи пĕрремĕш разъездран тӳртен кайсан, вунă çухрăмран ытла мар, — терĕ Сăпани. — Анчах чăтлăх пирки унтан тӳртен çӳреме кансĕр пек туйăнчĕ. Çитменнине, мана хама кукăр-макăр çулпа илсе кайрĕç. Виçĕ сехет утрăмăр. Миçеннине пĕлместĕп. Хам эпĕ Сидор ятлă утарçа, Калюкова тата Урапа Ваньккине куртăм. Вĕсемсĕр пуçне вĕлле пӳртĕнче темиçе арçын ĕрлешетчĕç...
— Аван, — терĕ Крапивин, — Спаççип сана, Сăпани.
— Спаççипине кайран калăн, — сӳрĕккĕнрех хуравларĕ Сăпани.
— Тарас Дементьевич, халех пурне те — хăвăн çыннусене те, утлă резерв милиционерĕсене те пуçтар! — хушрĕ Крапивин. — Çур сехет вăхăт паратăп сире!
— Есть! — тесе чыс пачĕ те Демин çавăнтах тухса вĕçтерчĕ.
— Эсĕ манпа пĕрле пырăн-и е çын умĕнче милиционерпа курăнас килмест сан? — ыйтрĕ Крапивин Сăпанирен.
— Халь мĕн ĕнтĕ... — терĕ çеç Сăпани, пуçне усса.
— Эппин, атя, кайрăмăр.
Сăпани ăна куçран ăшшăн-ăшшăн пăхрĕ те:
— Эсĕ кай, эпĕ пасар çумне ăйăра кăкарса хăварнă. Çавна кайса илем те, милицие хамах пырăп, — терĕ шăппăн.
Тепĕр çур сехетрен вунсакăр çынран тăракан милици отрячĕ Йĕпреçрен чугун çул хĕррипе хĕвеланăçнелле тухса вĕçтерчĕ, пăртакран ял хĕрринченех пуçланакан вăрмана кĕрсе çухалчĕ. Ăна малта йĕнер çинче питĕ илемлĕн те çăтă ларакан хĕрарăм çул кăтартса пычĕ.
Тем пек васкарĕç пулин те, çĕрле çуса кайнă юр ирĕлнипе çĕр çемçелнĕ те, хытах каяймарĕç. Утар патне çитеспе, çухрăм пек юлсан, Крапивин отряда чарчĕ, пурне те лаша çинчен анма хушрĕ.
— Пĕрне кунта утсене хураллама хăварăр, — хушрĕ вăл Демина. — Ыттисем утара пур енчен те хупăрласа илер. Астăвăр, юлташсем, — асăрхаттарчĕ çавăнтах, — хурахсем хушшинче пирĕн хамăр çын пур. Сăпани, юлашки хут эсĕ курнă ăна, мĕнле тумпаччĕ вăл?
— Çӳллĕ тăрăллă сăран карттуспаччĕ, хура пуставран çĕленĕ çурма пальто, çавăн тĕслех галифе, кирза атă тăхăннăччĕ, — пĕлтерчĕ Сăпани.
— Астурăр-и? — ыйтрĕ Демин пуринчен те. — Пĕтĕмпех хура тĕслĕ, карттус кăна сăранран... Ну, кайрăмăр! Пĕрремĕш отделени утара сылтăм енчен çавăрса илет, иккĕмĕш отделени — ман хыççăн пыраканни — сулахайран!
Сăпани сасă кăлармасăр йăпшăнса икĕ еннелле утакан милиционерсене пăртак пăхса тăчĕ те Крапивина чĕнсе илчĕ:
— Филимон Петрович! Утарçăн икĕ йытă, вĕсем, паллах, шăв-шав çĕклĕç. Тен, милиционерсем айккипе çӳресе утара çавăрса иличчен эпир тӳртен каяр унта, йытăсене лăплантарар? Мана паллаççĕ вĕсем, — терĕ.
Крапивин унпа сăмахсăрах килĕшрĕ, ăна хулран пăчăртаса тав турĕ те малалла васкарĕ. Вăрманта çӳреме хăнăхнă Сăпани унран юлмарĕ.
Кĕркунне кун кĕске çав, таврана каç сĕмĕ çапнă ĕнтĕ. Çакă вăрманта уйрăмах палăрать. Тӳпе пĕчĕк ача куçĕ пек тап-таса пулин те, хĕвеланăçĕнче çурри пытанма ĕлкĕрнĕ хĕвел ури кунта ӳкмест ĕнтĕ, тепрер сехетрен вара, уйăх çурла пек кăна çӳхелсе юлнине шута илсен, вунă-вунпилĕк утăмран та курăнми пулĕ. «Эх, тата васкарах килмеллеччĕ те çав!» — пăшăрханчĕ Крапивин.
Кайсан-кайсан утар енчен икĕ йытă хăватлăн вĕрсе яни илтĕнчĕ. Иртнинчи пекех, кĕçех кашкăр мăнăш овчарка чупса та çитрĕ, Крапивина тапăнса, тата хытăрах хамлатрĕ.
— Полкан, хамăр çын ку, Полкан! — чарчĕ ăна Сăпани, кĕсйинчен кăнтăрлахи апат вырăнне илсе тухнă çăкăра кăларса, пĕр татăк хуçса пачĕ. Йытă ăна шăршлакаласа пăхрĕ, анчах, аша хăнăхнăскер, тиркерĕ. Сăпани тыттарнă çăкăра Крапивин та йытта хуçса пачĕ. Лешĕ каллех шăршлакаларĕ кăна, çапах тек вĕрмерĕ ĕнтĕ, Сăпани ури çумне сĕртĕнсе, анасланă май карăнса нăй-нăй туса илчĕ те хăй чĕлхипе, каялла лĕпĕстетрĕ. Унăн сасси илтĕнме пăрахнипе лери, касмăкри Чикан та лăпланчĕ. Çапла, çулран пăрăнса, Сăпанипе Крапивин утарçă пӳрчĕ патне çырма енчен чиперех çитрĕç, ытти милиционерсем утара хупăрласа иличчен пытанса выртрĕç. Кунтан вĕлле пӳрчĕ те лайăхах курăнать. Курăнать кăна мар, унта такам итлеме пăрахнă алăпа купăс нăйклаттарни, арçынсем шавлани илтĕнет.
...Калюковпа тусĕсем, чăнах та, çак самантра çав тери хавасланса çитнĕччĕ. Вĕсем хушнă ĕçе ăнăçлă пурнăçласа таврăннă Куччанова чыслатчĕç. Лешĕ кăнтăрлачченех таврăннăччĕ те, хăй Мининпа епле «сывпуллашни» çинчен темиçе те каласа пама ĕлкĕрчĕ ĕнтĕ.
— Минăна лайăх пĕлсе çитнĕскер, эпĕ ăна таçта та пĕр шыраса çӳрес темерĕм, тӳрех пĕр хĕрарăм патне вырнаçрăм. Пур унăн чун йăпатмăш, Лисук ятлăскер. Килне кĕмесен те, ун патне çӳремесĕр тӳсеес çук пирĕн Ваççа терĕм. Икĕ кун кĕтме тиврĕ хăямата. Юлашкинчен çĕр варринче персе çитрĕ-çитрех çавскер. Эх, туссем, курасчĕ сирĕн Мина çăварĕ мĕн пысăкăш карăлма пултарнине! Çенĕк алăкне Лисукĕ мар, эпĕ уçнине курсан çапла карса пăрахрĕ вăл ăна. Унтан тӳрех аллине хĕвне чиксе ячĕ. Тăмсай! Эпĕ сулахай алăра револьвер тытса тăнă ĕнтĕ. «Асту, тем ан аташ, аттуш пĕтĕм обоймăри пульăсем сан çамкуна кĕрсе вырнаçĕç», — терĕм, ăна Мина пичĕ умĕнче сулласа. Çемçелчĕ кайрĕ хайхи этем. Калюк мана питĕ тĕрĕс ĕç хушнине çав самантра пушшех çирĕп ĕненсе çитрĕм эпĕ. Ара, вăл лягавăйсен аллинче те çапла çемçелсе каятчĕ ĕнтĕ... «Атий, эс мана вĕлерме килтĕн-и?» — сехĕрленсе ыйтрĕ вăл манран. «Çук, Ваçлей, хам та Калюка пăрахса кайрăм, — тетĕп. — Ытла мемме çын вăл, йăлăхтарчĕ асăрханулăхĕпе». Те ĕненчĕ, те ĕненмерĕ — пĕлместĕп, çапах пăртак лăпланчĕ пек. Ара, эпĕ юн юратнине пĕлет-ха та, манăн та ирĕклĕрех пурăнас килнине ĕненмешкĕн май пур-тăр çав... Ну, кĕтĕмĕр, калаçса лартăмăр. Еркĕнĕ, паллах, хăналарĕ тата ытти те...
— Мĕн тата ытти те? — кăсăкланчĕ Курносов, аслă юлташне çăвар карса итлесе лараканскер.
— Мĕнне питĕ пĕлес килет-и? — Курносов пуçĕнчи карттуса кăсăрукĕнчсн туртрĕ те ача сăмси çинех антарса лартрĕ Куччанов, унтан малалла каласа кăтартрĕ. — Юрĕ, итле... Ĕçкеленĕ май Мина ӳлĕм пирки сӳтĕле пуçларĕ. Вăл Совет влаçне хирĕç кăна кĕрешме тытăнасшăн иккен, çапла майпа Сидорпа тусĕсем умĕнче ырра тухса, пирĕн утамана пĕтерсе хурасшăн. Лешĕ тата, Сидорĕ, пулăшма пулнă тет-и. Ну, хăйĕн пĕрремĕш çавнашкал мăн ĕçне вăл шăматкун, ĕнер ĕнтĕ, тума палăртнă-мĕн. Ун чухне Анатри Тĕрер ял пухăвĕ пулмаллаччĕ те, çав пухăва килнĕ район представителĕсемпе ял Совет председательне тĕп тумашкăн шак хунă иккен вăл. Пĕтĕм халăх умĕнчех. Çапла майпа пурне те сехĕрлентерсе пăрахмашкăн ĕмĕтленнĕ. Эп хайхи кăсăкланса кайрăм, ами. Кăна, эппин, халех тирпейлес мар, леш камитне курсах каяс, шухăшлатăп ăшра. «Ваçлей, — терĕм çакна, — эсĕ çав тери хăватлй ĕçе пуçăнатăн. Эпĕ сана пулăшма хатĕр!» — «Чăнах-и? — савăнса ӳкрĕ Мина. — Кӳр аллуна! Паянтан эпир санпа чăн-чăн туссем. Сирĕн чĕлхепе каласан — дуслар!..» Вăт, татах ĕçрĕмĕр-çирĕмĕр вара хырăм тирĕ карăниччен. Юлташ тупнăшăн савăнса кайнă Мина хайхи еркĕнне калать: «Эс паян манăн туспа çывăр», — тет. «Мĕн аташан эс, пуçу пур-и сан, кам вырăнне хуран мана», — текелерĕ лешĕ, ия, хăй, шельмă, çапах малти пӳртре манпах выртрĕ... «Эс ман хăрпăк Мина пек мар, çав тери тутлă арçын, — пăшăлтатать хăй кайран хăлхаран. — Чунăм, май пур чухне килсех тăр, юрать-и?» Хăй çав тери вĕри хĕрарăм тата, шеремет...
Шухăшсем
Пĕтĕм пурнăç çак сăвăра теме пулать...
Питĕ килĕшрĕ...
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...