Синкер :: Вунпӗрмӗш сыпӑк
Темĕн чухлĕ вăхăт иртрĕ — калама хĕн: тĕттĕмре сехете пăхса илме çук, шăрпăк çутаймăн, — утар енчен умлăн-хыçлăн виççĕ пени илтĕнчĕ. Кĕçех çырман тепĕр çыранĕпе унталла темиçе арçын кăмăлсăррăн мăкăр-мăкăр калаçса иртрĕç. «Эппин, мана шырама пăрахрĕç-ха, — тавçăрса илчĕ Калюков, — Аван». Каярахпа утар енчен нимĕнле сасă та илтĕнми пулчĕ. Халĕ ĕнтĕ малалла кайма юрать...
Ăçта — малалла? Ăçта каймалла? Çак ыйту сасартăк хăрушшăн, çын вăйĕпе сирейми тем мăнăш чул пек тухса тăчĕ. Чăнах, ăçта, хăш еннелле каймалла халĕ Калюковăн?
Халь ĕнтĕ вăл хăйне, ирĕкре пулин те, ейӳ вăхăтĕнче пĕчĕкçĕ утрав çинче пĕччен тăрса юлнă тискер кайăк пек туйрĕ. Çапла, ирĕкре-ха вăл, ирĕкре, анчах ниçта пырса тĕкĕнме хăрушă. Чугун çул çине тухса, пуйăспа Канаша, Волков Мĕтри патне каяс — разъездсенче е станцире тытма пултараççĕ. Каясса унтах каймалла та-ха, Мĕтрие хăвăртрах хăрушлăх çинчен пĕлтермелле... Тен, Сидор тарса ĕлкĕрчĕ? Тен, вăл çитĕ Канаша? Çак шухăш пăртак лăплантарчĕ. Халĕ, эппин, Калюковăн хăйĕн ытти çыннисене, Сидорпа Мĕтри пĕлсех кайманнисене, систерсе тухмалла. Нумай вĕсем, нумай, вăрă-хурахсемпе çыхăнса, çăмăллăн пуранма ĕмĕтленекенсем, пурин патне те çитеймĕн. Пурин патне тет-ха, пĕрне кăна пĕлтересчĕ, лешĕ усал хыпара ыттисем патне çитертĕр пулатчĕ. Анчах ăçта кайса кама систермелле? Йĕпреçе кĕме хăрушă. Утар ялĕнче, килте, халĕ ăна вăрттăн хуралта çĕрĕн-кунĕн куç хупмасăр кĕтеççĕ пулĕ-ха. Кăнтăр енне каяс — унта та шăл хăйрасах сыхлаççĕ ĕнтĕ ăна. «Тен, сурмалла та тăван ял, тăван чăваш çĕршывĕ çине, тухса каймалла таçта инçене, калăпăр, Çĕпĕре, Кашкăр Микули патне? Тарçă кирлĕ ăна, — çиçсе илчĕ шухăш. — Кайран куç курĕ». «Темле çав, кайран та пĕлтĕрхи пекех килсе тухĕ, — çавăнтах хирĕçле шухăш тупăнчĕ тата. — Шанчăклă çынсем вара текех çук. Çук вĕсем текех!» Çапла çав, çук ĕнтĕ вĕсем. Çĕнĕ юлташсем тупасси вара час пулаймĕ. Тата вĕсене шырама та хăрушă.
Калюков сисмесĕрех çуркунне, Çĕпĕртен таврăнсан, хăйсем пĕр чăмăра епле пуçтарăннине аса илчĕ. Питĕ çăмăллăн пулса иртнĕччĕ ку ĕç. Ара, Валетпа Йыснана унчченех пĕлнĕ, вĕсем тата Кашкăр Мĕтри пулăшнипе ытти кирлĕ маттурсене те хăвăрт шыраса тупрĕç. Каярах, ав, тепĕр çĕнĕ çынна, Телегина, хăйсемпе явăçтарас терĕç... Чим, Калюков мĕншĕн вĕлерчĕ ăна? Мĕншĕн сутăнчăк пултăр Телегин? Вăл ниçта та кайман-çке. Сидор каланине аса илнипе кăна самантлăха пуçа çав шухăш пырса кĕчĕ пулмалла. Енчен Иван фискал пулсан, иртнĕ пасартах сутмалла. Ун хыççăн Калюковпа тусĕсем эрне чиперех пурăнчĕç-çке. Эппин, лягавййсем хăйсем йĕрлесе тупрĕç-ши? Эй, тепĕр тесен, пурĕпĕр мар-им. Телегина вара шел. Çитменнине, иккĕн пулас-тăк, аванрахчĕ халĕ... Эппин, пуç тавра темле те пĕр çавăрттарсан та, Çĕпĕрех тепре кайма тивет-ши? Анчах укçа ăçта тупмалла? Калюков кĕсйисене кăп-кап хыпашласа тухрĕ. Ăнсăртран юлнă темиçе тенкĕсĕр пуçне нимĕн те çук! Пĕтĕмпех вĕлле пӳртĕнче юлнă. Халĕ каялла кайса илеймĕн, милиционерсем утарта çын хăварма пултарнă. Хăвармасан та, ухтарса, пĕтĕмпех тасатса кайнă, паллах... Ну, юрĕ, калăпăр, укçа пăртак тупма пулĕ. Çĕпĕре çитнĕ çĕре унта юханшывсенче пăр ларать-çке. Çке мар, ларнă ĕнтĕ ку таранччен. Эппин, епле çитĕн çав шуйттан Кашкăр Микули ялне. Ют çынсем патне вара документсăр пырса кĕреймĕн... Ну, калăпăр, документ та тупнă тейĕпĕр. Çавнашкал инçете килте пулса курмасăр епле тухса кайăн. Анкарти вĕçне çитсе килесси мар-çке. Сидор каланăччĕ, Санюка та тытса кайнă тенĕччĕ. Эппин, Мархвана кам патне хăварнă-ши? Чипер пăхса ӳстерейĕç-ши ăна? Кил-çурта, выльăх-чĕрлĕхе кам пăхса пурăнать? Çакна пĕлмесĕр епле тухса кайăн çичĕ юта? Анчах киле тӳрех пыма юрамасть. Ытти çĕрте пулмасан та, Утарта кĕтеççех ăна. Халĕ Калюковăн укçа е документ шырама та юрамасть. Вăхăтлăха. Шăпăрт пурăнмалла халĕ. Шыва путнă чул пек, куçран пач çухалмалла. Таçта чăнахах тухса тарнă тесе шутлаччăр ăна. Сидору-Мĕтрийӳ-качку! Вĕсем хăйсенне хăйсем пĕлччĕр, Калюковăн хăйĕн пурнăçĕ! Кайран куç курĕ...
Вăл çапла татăклă шут тытрĕ те вăрманпа куç ăçталла пăхать, ура ăçталла илсе каять, çавăнталла тенешкел утрĕ.
...Тепĕр икĕ кунран, тĕттĕмленсен, выçăхса çитнĕ, шăртланса кайнă Калюков Йӳçпăхан çывăхĕнчи вăрмантан тухрĕ те, пахчасен вĕçĕпе хуллен утса, кирлĕ кил хыçне çитрĕ, вĕрлĕк карта урлă каçса, лупасай патне пычĕ. Ку кил хуçине вăл юлашки вăхăтра нимĕнле ĕçе те явăçтарман, тахçан укçа упрама кăна шанса панă. Ун çинчен пĕлессе те Валетпа иккĕшĕ кăна пĕлеççĕ, эппин, Калюкова шыраса, кунта никам килес çук... Çын утнине сиссе, картишĕнче темле улайкка çинçе сассипе вăрăммăн лĕвлесе ячĕ. Калюков кăштах тăнласа тăчĕ те, урăх нимĕнле сасă та илтĕнменнине ĕненсен, хыçалти хапхаран револьвер аврипе темиçе хут тӳнлеттерсе илчĕ. Йытă ĕнтĕ кунтах чупса килчĕ, ĕнтĕркесе выртнăскер, ăшăнма май тупăннишĕн савăнса, ура тапа-тапа вĕрчĕ. Çапах унăн çинçе сасси витĕр пӳрт алăкĕ чĕриклетсе уçăлни, унтан çенĕк алăкĕн шашулкки шалтлатни хăлхана кĕчĕ.
— Кам унта? Кам хăямачĕ çĕр каçа шаккаса çӳрет? — илтĕнчĕ Çтаппан Ехвинĕн сасси.
— Эпĕ-ха ку, — терĕ Калюков хуллен. Ара, кăшкăрма юрамасть: уй куçлă, вăрман хăлхаллă.
— Кам вăл — эсĕ? — сисчĕвленчĕ кил хуçи.
— Чар-ха эсĕ йыттуна, кил кунтарах, нимĕн илтĕнмест, — ăнланмана печĕ Калюков.
Ехвин йытта чарчĕ. Калюков хăйĕн ятне каласан, вăл, пăртак иккĕленсе тăнă хыççăн, хыçалти хапха калинккин сăлăпне туртса кăларчĕ...
— Ну, Ехвин, эпĕ сан патăнта пăртак пурăнас тетĕп, — револьвер тытнă сылтăм аллине ăнсăртран пек суллакаларĕ Калюков. Çĕр тĕттĕм те, çын кирлĕ япалана пурпĕр курĕ, ăна-кăна пуç тавра çавăрттарса пăхĕ. — Пĕлетĕп: кĕтнĕ хăна мар эпĕ саншăн, анчах халлĕхе çапла килсе тухрĕ. Нумаях пурăнмăп. Çĕрле пӳртӳнте çĕр каçăп, кăнтăрла мунчара пытанма пултаратăп...
— Ара, ĕнтĕ, нумаях пурăнас мар-тăк... Аттуш кунта халь начальствă та, милици те пĕрехмай çӳрет. Актĕв та ялан тем шăршлать ман килте. Кулак теççĕ мана, темле класс тăшманĕ теççĕ... — текелерĕ Ехвин, ирĕксĕрех килĕшме тивнипе ăшĕнче тарăхса.
Эрне ытла нушаланса пурăнчĕ Калюков çак килте. Тĕрĕсрех каласан, Ехвинĕн мунчинче. Унта вара, пĕчĕкскерĕнче, тем пек тăрăшсан та, стена çине ларнă, маччаран хăйпăна-хăйпăна анакан хăрăмпа вараланатăнах. Хайхи тумтир мăрье тасатакан çыннăнни пек хуралса пĕтрĕ. Апата сĕтел хушшине пĕрле ларма тивнĕ чухне кил хуçи арăмĕ йĕрĕннипе пуçне айккинелле пăра пуçларĕ. Юлашкинчен Калюков тӳсеймерĕ, хуçаран мунча хутса пама ыйтрĕ. Ăшшине хăлха çунаттисене пĕçертмеллех пара-пара, лайăх кăна исленчĕ вăл унта, çăвăнчĕ, хырăнчĕ, Ехвин арăмĕ мăртăха-мăртăха çуса-тасатса панă тумтире тăхăнса ячĕ. Ун хыççăн сĕтел хушшине хуçасемпе пĕрле ларсах лайăх кăна ĕçрĕç, çирĕç. Каçхи апат хыççăн Калюков, чĕлĕм туртма тесе, Ехвине картишне чĕнсе кăларчĕ.
— Ну, тусăм, — терĕ ăна, лешĕ чĕлĕмне чĕртсе ярасса та кĕтмесĕр, — тавах сана çăкăр-тăваршăн. Халь ăйăрна пар та, уйрăлар.
— Ăйăра-а? — шак хытса тăчĕ Ехвин. — Калюк, турăран хăра пăртак. Хăвна хисеплекен, яланах пулăшма хатĕр çынна ан çаратах. Çук, памастăп ăйăра.
— Эпĕ сана çаратмастăп, унашкал шухăш пуçра та пулман, яснă? Эпĕ ăна санран туянатăп. Чăн та, манăн халлĕхе укçа çук, — револьверпа патронсене кăларса, кĕсйисене тавăрса кăтартрĕ Калюков, — анчах патшалăх ăна нумай пичетлесе кăларать, ман валли те пăртак тупăнатех... Ĕнен, эс мана пулăшнине ĕмĕр манас çук. Ырра ырăпах тавăрăп...
Револьверпа патронсене кĕсйисене каялла чикекен Калюкова кил хуçи хăраса пăхса тăчĕ, нимĕн калама аптăрарĕ.
— Е эс мана шанмастăн-и, Ехвин? — ыйтрĕ Калюков. — Нивушлĕ сан лашуна туянмалăх укçа тупаймăп тесе шутлатăн? Ытах, сутассу килмесен, эпĕ ăна тепĕртакран каялла килсе парăп. Тепĕр урхамах туянсан...
Мĕн тăвас Ехвинĕн, чĕри ыратрĕ пулин те, ăйăра парса ямах тиврĕ...
Çур çĕр иртсен, яланхи пекех, Калюков пирвай Утар çумĕнчи вăрмана пырса çитрĕ. Ут çинчен анса, нумай тăнласа тăчĕ вăл ял енчен тăрсан-тăрсан килекен сасăсене. Анчах теплерен пĕрре йытă юлхавлăн лĕвлетсе илнинчен е хăшĕн-пĕрин çенĕк алăкĕ уçăлса хупăннинчен мĕнех пĕлĕн-ши. Вăрттăн сыхласа ларакан милиционерсем, паллах, пĕр-пĕрне хытăрах сывлама та чараççĕ... Тепĕр енчен, нивушлĕ çак вунă кун хушшинче те кĕтсе ывăнман-ши вĕсем? Тен, тахçанах пăрахса кайнă унăн килне, тен, сĕмсĕртерех çынсем унăн хуçалăхĕнчи япаласене çарата пуçланă ĕнтĕ? Çак шухăш Калюкова уйрăмах вăйлă пĕçертсе илчĕ. Нивушлĕ вара ĕçлесе пухнă пурлăха такам мурне так ахаль парса ямалла?
Калюков ытларах Кăтра Машук килĕ еннелле тимлĕ пăхса тăчĕ. Çав хĕрарăм аллине вăл запас укçа чылай хăварнă. Питĕ кирлĕ халĕ çав укçа, шутсăр кирлĕ. Унсăрăн тепре ура çине тăма йывăр, мĕншĕн тесен халĕ пĕр-пĕр çĕрте кама та пулин çаратсанах милиционерсем каллех ăна пур çĕрте те шырама тытăнĕç. Анчах килĕнчех-ши Машук? Тытса кайман-ши ăна? Лягавăйсем Калюкова шăпах унăн килĕнче кĕтсе лармаççĕ-ши? Эх, мĕншĕн, юмахри пек, стена витĕр куракан куç мар-ши унăн...
Çапах нимĕн тума та çук, Калюковăн чи пирвай Машук патнех кĕмелле. Укçашăн та, юлашки хыпарсене пĕлмешкĕн те...
Сулахай аллипе ăйăра çавăтса, сылтăммипе револьверне пеме хатĕр тытса, Калюков пахча çумĕнчи пралукпа анаталла анчĕ. Машук килкартийĕ патне вăл чиперех çитрĕ. Чăн та, ăйăра унтах илсе пымарĕ, кăшт айккинерех, чĕлпĕрне карта юпинчен уртса, пахча пуçне тăратса хăварчĕ. Засада пулсан, лаша курăнманнипе, эпĕ хăш еннелле тарасса ментсем тӳрех тавçăрса илеймĕç тесе шухăшларĕ... Лупас çумне лăпчăнса, Калюков картишĕнче, пӳртре мĕн пулса иртнине тăнласа тăчĕ. Анчах витере ĕне лăпкăн мăшлатса сывланисĕр тата лаша урине улăштарнă чухне хăма урайне тăк-так тутарса илнисĕр пуçне нимех те илтĕнмерĕ. Калюков лупасай çумĕнчи самай çӳллĕ хӳме урлă вăшт кăна каçса кайрĕ. Кĕпĕрр! сиксе тăчĕç лупасайĕнчи сурăхсем, тĕпĕр-тĕпĕрр! çаврăнкаласа илчĕç турран килесшĕсем. Калюков, кăна кĕтменскер, юман юпа хыçне пĕшкĕнсе ларчĕ те малалла мĕн пуласса сăнарĕ. Чĕри хăйĕн пир çапакансен тукмакки пек янăравлăн тапать тейĕн. Çапла чĕрĕк сехет те иртрĕ, çапах пӳртре те, тулта та урăх нимĕнле сас-чӳ тухмарĕ. Хуралтăсем çумĕпе йăпшăнса, Калюков чӳрече патне пычĕ, пӳрне вĕçĕсемпе кантăка кăтăр-кăтăр тутарчĕ. Шалтан сасă илтĕнмерĕ. Нивушлĕ килте никам çук? Ун пек туйăнмасть. Выльăхсене лайăх хупнă, тăрантарнă, ахаллĕн лăпкăн тĕлĕрес çук вĕсем. Эппин, хуçа пулма кирлех. Çинех ăçта кайтăр Машук кунашкал çанталăкра, эрне варринче... Калюков кантăка тепре кăтăртаттарчĕ. Тинех шалта такам çара уран таплаттарни илтĕнчĕ; кантăкран Машук пичĕ курăничченех Калюков чĕри лăшах кайрĕ: эппин, никам та сыхласа лармасть-ха ăна кунта...
Айăрне илсе килсе витене тăратсан, Калюков пӳрте кĕчĕ те чи пирвай малти кĕсйинчен сехет кăларса пăхрĕ. Паччушки! Вăхăт тăваттă çине кайнă. Икçĕр хăлаçри вăрмантан çакăнта килсе кĕмешкĕн ăна икĕ сехет кирлĕ пулчĕ!
Савăннипе ниçта кайса кĕрейми кускалакан хĕрарăмăн ачашланас, йăпанас килнине курмăш пулса, çатма çинче ăшăтнă хуплу татăкне тĕпсакайĕнчен тин ăсса тухнă сивĕ сăрапа сыпа-сыпа чăмлакаланă май, Калюков юлашки хыпарсене ыйтса пĕлме васкарĕ. Ялта, чăнах та, ăна кĕтсе, темиçе милиционер пилĕк кун пурăннă, халĕ кайнă ĕнтĕ вĕсем. Ку аван-ха. Ытти хыпарсем питех савăнтармарĕç. Санюка тытса кайнăранпа никам та курман. Виçĕмкун Антун ашшĕ, Калюк Иванĕ, вилни тăхăр кун çитнĕ иккен. Унта амăшĕ Антуна текех хăйĕн ывăлĕ вырăнне хумастăп тесе ылханнă пулать. Мăнукне Мархвана вăл хăй патĕнче усрать. Антун хуçалăхне вара Санюк шăллĕ Ехрем пăхса тăма килĕшнĕ... Машук каланă тăрăх, таврари ялсенче Калюковпа çыхăннă çынсене тыта-тыта кайнă, вăл хăй те чĕтресе кăна пурăнать, çавăнпа, Антун килнĕшĕн çав тери хĕпĕртет пулин те, унăн ялтан хăвăртрах кайсан аванрах...
— Ан хăра, нумай пурăнмăп сан патăнта, — лăплантарма тăрăшрĕ ăна Калюков. — Акă мĕн, манăн тул çутăличчен киле кĕрсе тухмалла. Илмелли япаласем пур. Тата хуçалăхра мĕн-мĕн тумаллине каласа хăвармалли чылай. Çавăнпа мана халех икçĕр тенкĕ укçа пар та Пуслăх Мишши патне вĕçтер. Кала, çав Ехреме халех ятăр ман пата. Асту, пурсăр та сыхă пулăр. Ехрем çула май ниçта та ан кĕтĕр. Шанмастăп эпĕ ăна.
Машук Калюкова çенĕкри вăрттăн вырăнтан укçа илсе кĕрсе пачĕ те тумланма тытăнчĕ.
— Мĕн-и, Мишшана хăйне те илсе килес-и? — ыйтрĕ тухса каяс умĕн.
— Хăй килмесен те юрать. Вăл мана каярах та кирлĕ пулĕ-ха, халĕ чиперех пурăнтăр.
— Ия, — пуçне сулчĕ те Машук хыпалансах тухса кайрĕ. Ахăртнех, капла Антун ун патĕнчен паянах тул çутăличчен каясса шанчĕ. Ара, кӳршĕсем ăна кунта курсан, турă çырлах, тем амакĕ сиксе тухĕ.
Машук çĕр варринче мĕн çăмăлпа çӳренине пĕлсен, Оглоблин Калюков яла килнинчен тĕлĕнчĕ кăна мар, ăна ятласа та пăхрĕ.
— Ай-яй-яй, пач та сыхланмасть-çке Антон Иванăч, хăйне кăна мар, пире те пĕтерет капла, — текелерĕ.
Хăй, васкаса тумланаканскер, краççын лампине тытса, тем шырарĕ, çавна май ăна чӳрече умĕнче сула-сула илчĕ.
— Мĕн тăвас ĕнтĕ, хăй хушнă япала, Ехреме кайса каласах пать, — текелесе тухса кайрĕ вара тепĕртакран урама, те шашулкки лайăх çакланманран, хапха калинккине темиçе те уçа-уçа хупса, хытах шалтлаттара-шалтлаттара илчĕ, унтан çавăнтах пирус чĕртме тапратрĕ, тӳрех тивертеймесĕр, темиçе шăрпăк çута-çута пăрахрĕ. Хирĕçри пӳрт кантăкĕнче те такам шăрпăк çутни курăнсан тин пирусне паклаттарса ячĕ, вара ялăн тепĕр вĕçĕнче пурăнакан Çекĕлсем патне таплаттарчĕ... Ехрем тумланса Оглоблинпа пĕрле Машук патне çитнĕ çĕре Уравйшран Утаралла темле икĕ арçын тухса та утрĕç ĕнтĕ. Оглоблинĕ Машукпа Ехреме ăсатса ячĕ те тӳрех ял Советне чупрĕ, çула май пĕр-икĕ кил кантăкĕнчен шаккаса, тем каласа хăварчĕ...
Çекĕл Ехремĕ йыснăшне тĕл пулнăшăн питех савăннине палăртмарĕ, ятне туса алă пачĕ те хывăнмасăрах хирĕç ларчĕ.
— Ну? — терĕ урăх нимĕнле сăмах тупайман евĕр.
— Тăванна пит савсах каймастăн курăнать эсĕ, — кăмăлсăр пулчĕ Калюков, пĕрре ăна, тепре Машука пăха-пăха илсе.
— Савма сăлтав çук! — касса татрĕ Ехрем. — Аппа ыйтман-тăк, сан хуçалăхна пăхса та тăрас çукчĕ.
— Уншăн та спаççип сана, пултăрăм, — терĕ Калюков сиввĕн. — Халĕ вара, атя-ха, иксĕмĕр кайса килер унта. — Çавăнтах Машукран ыйтрĕ: — Çул çинче сире никам та курмарĕ-и?
— Çук, çук, — лăплантарчĕ лешĕ, ăна çур сăмахранах ăнланса. — Килĕнчен Пуслăх Мишшипе иккĕшĕ пычĕç вĕсем, унтан тӳрех кунта килтĕмĕр. Никама та курман, никампа та калаçман.
— Аван, — çырлахрĕ Калюков, çавăнтах револьверĕпе юнаса илчĕ те: — Çапах эс, пултăрăм, асту, Мишшапа Машук пирки шăпăрт пурăн! — терĕ хыттăн. — Ну, атя, васкарах каяр! Тепрер сехетрен тул çутăлать.
Килĕ патне çитсен, вăл унта урам енчен кĕресшĕн пулмарĕ, пирвай пахчана каçрĕ, унтан Ехреме, хӳме урлă сиктерсе, хыçалти калинккене уçтарчĕ. Сăмах май, вăл ăна сых енне ялан малта пыртарчĕ. «Енчен эс мана сутсан, асту, пĕрремĕш пуля сана лекет», — малтанах асăрхаттарса хучĕ пултăрне. Картишĕнче Калюков, ĕне вити кĕтессине тăрса, чылайччен йĕри-тавралла пăхкаларĕ, тăнларĕ, унтан тин Ехреме пӳрте кĕме хушрĕ. Çенĕкĕнне те, пӳртĕнне те алăкĕсене çăрапах питĕрнине, вĕсене пултăрĕ уççипех уçнине, алăк хăлăпĕнчен тирпейлĕ çака-çака хăварнине курсан, вăл пăртак лăпланчĕ, çапах сыхлăхне чакармарĕ.
Шухăшсем
Пĕтĕм пурнăç çак сăвăра теме пулать...
Питĕ килĕшрĕ...
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...