Синкер :: Вунпӗрмӗш сыпӑк
— Телегин хушаматлă вăл, — кăмăлсăрлана пуçларĕ Калюков, хăйпе çапла мăнна хурса калаçнине тӳсме пултарайманскер.
— Тĕрĕс, Телегин, — тем аса илчĕ Сидор. — Мĕнле çын вăл сан Телегину? Çавна пĕлетĕн-и?
— Çителĕклех тĕрĕслерĕмĕр, — тарăхах пуçларĕ ĕнтĕ Калюков. Çавăнтах Сидора йĕплесе илчĕ: — Сăмах май, шăпах эсĕ сĕннипе паллашрăмăр унпа.
— Тĕрĕсленĕ вĕсем... — юлашки сăмахсене илтмене печĕ Сидор. — Сан Телегину, пĕлессӳ килет-тĕк, хĕрлĕрен те хĕрлĕскер. Вунçиччĕмĕш çулта, революциччен, ман взводра хĕсметре тăнă вăл.
— Вара мĕн? — ăнланмарĕ Калюков. — Ят тухнисем, паллах, пулнă салтакра. Çынсенчен: «Сан кăмăл пур-и?» — тесе ыйтса тăман пуль.
Сидор, сак çинче лараканскер, урай варринче урине сарса тăракан Калюкова аялтан çӳлелле пăхса илчĕ те лешĕ тарăхса çитнине асăрхарĕ, çавăнпа çиллине пăртак чакарчĕ.
— Эс лар-ха, ку ыйтăва эпир пĕр-икĕ минутрах татса параяс çук, — терĕ вара. Калюков хирĕç пукан çине вырнаçсан, ăнлантарма тытăнчĕ. — Эсĕ тĕрĕсех калатăн-ха, çын салтак пулни ниме те пĕлтермест. Эппин, ăнланмалларах пултăр тесе, йĕркипе каласа парам.
Пирĕн Венденски полка вунçиччĕмĕш çулхи çуркунне Пензăра йĕркелерĕç. Ытларах Атăл тăрăхĕнчи халăхсемччĕ унта: вырăссем, чăвашсем, ирçесемпе мăкшăссм... Ну, çулла фронта илсе кайрĕç. Анчах Ревель хулине çитрĕмĕр кăна, июль пуçламăшĕнче пире Питĕре куçарчĕç. Советсене çапса хуçса, каллех пĕр влаç — Вăхăтлăх правительство влаçĕ туса хучĕç ун чухне. Пирĕн полк çав тăрăхри чи шанчăклă çар чаçĕсенчен пĕриччĕ. Вăхăтлăх правительство хытă шанатчĕ ăна...
— Пĕлетĕн-и, Сидор, халь ĕнтĕ эпĕ историпе пачах кăсăкланмастăп, — пӳлчĕ ăна Калюков. — Эсир Телегин çинчен темскер каласшăнччĕ.
— Ан васкат, итле, ун патне те çитетпĕр, — терĕ Сидор лăпкăн. — Ну, хайхи пурăнатпăр Питĕрте, влаçа хулара йĕрке тытса тăма пулăшатпăр... Нумай та вăхăт иртмерĕ, пирĕн салтаксем хайхи пăлхана пуçларĕç, командирсене итлеме пăрахрĕç. Мĕн чĕмери пулнă тата? Большевиксен чирĕ ярса илнĕ иккен вĕсене. Ертекенĕсем камсем тетĕн? Телегинпа унăн тусĕсем. Паллах, вĕсем аслăрах большевиксем ертсе пынипе ĕçленĕ. Çапах... Пĕр сăмахпа, чи кирлĕ самантра пирĕн полка, большевиксем майлă вуçех çаврăнса ан кайтăр тесе, хула тулашне, Финляндие илсе кайма тиврĕ.
— Вара мĕн? — каллех ăнланас темерĕ Калюков. — Ун чухне ахаль çынсен никамăн та буржуйсем майлă çапăçас килмен. Хам пулнă пулсан та...
Сидор ăна, мĕнле ăнлантарас ку çынна, тăмсая, тенешкел пăхса илчĕ. Вăт çыхлан çакнашкал этемсемпе, хурах та большевиксем майлă пулатчĕ иккен тени те сисĕнчĕ вăл пăхнинче.
— Кайран, граждан вăрçи вăхăтĕнче, тепре курнă эпĕ ăна, — терĕ вара çакă утамана Телегина хирĕç çавăрас пек. — Хĕрлĕ армеецчĕ вăл ун чухне. Мана сутрĕ, ăçтиçук! Юрать санитари пуйăсĕн начальникĕ çăлса хăварчĕ. Юлташчĕ вăл манăн, революциччен именисем юнашарччĕ пирĕн. Тепĕр тесен, ку сана кирлĕ мар... Ну, мĕн шутлан Телегин пирки?
Анчах Калюкова ку сăмахсем те витермерĕç.
— Пĕлессӳ килет-тĕк, эпĕ хам та, Сидор господин, Хĕрлĕ Çарта хĕсметре тăнă, — терĕ вăл. — Эппин, мана та шанмастăн пулĕ?
— Ăт! — аптранипе пуçне сулса илчĕ Сидор. — Эс салтака вăрçă пĕтсен кайнă... Ну, уншăн та мар-ха. Пĕр сăмахпа, Телегин вăл чунĕпе чăн-чăн большевик, хĕрлисен идеологийĕ ăна пуçĕпех витернĕ. Ăнланатăн-и, унашкал çын ниепле те, ну, ниепле те пирĕнпе пулма пултараймасть. Асту, мана халь итлемесĕр пĕ-ĕчĕк кăна йăнăш туни те кайран çав тери хакла ларма пултарать. Чавса çывăх пулĕ те, çыртаймăн.
Ку тĕрĕсех-ха, йăнăш тума юрамасть. Çапах, Телегин тăшман-тăк, Калюков вара мĕн, суккăр çын-им? Нивушлĕ вăл нимĕн те курмасть, нимĕн те ăнланмасть?
— Телегин, тен, чăнах та, çавнашкал хĕп-хĕрлĕ çын. Анчах вăл пĕр хĕршĕн çын вĕлернĕ, пĕлетĕр-и, Хĕрлĕ Çар командирне леш тĕнчене асатнă. Çакă çичĕ çул иртсен тăрă шыв çине тухнă... Ку кăна мар, ялтан тарнă хыççăн вăл татах вараланма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ, Йĕпреçре — «Кожтрест» кантурне, Анатриялта кооператив лавккине çаратнă: хырăм вăл хăйĕннех ыйтать. Халĕ унăн большевиксем патне каялла таврăнмалли çул çук. Яснă? — татăклăн ăнлантарчĕ Калюков.
— Ясни яснă-ха, — терĕ Сидор. — Çапах эсĕ, тусăм, тархасшăн, тепре тĕрĕсле ăна, э? Пирĕн ĕçре ытлашши тĕрĕслени нихăçан та ытлашши мар. Çакна ялан асра тытасчĕ.
— Мĕн тумалла вара манăн халĕ унпа? — ăнланмарĕ Калюков. — Персе пăрахас-и? Енчен эпир йăнăшрăмăр-тăк? Унашкал хăюллă çынсем кашни утăмра йăваланса выртмаççĕ.
— Эс ăна халлĕхе... хупса хур. Мунчана. Офицерсен, пĕлетĕн-и, килти арест текенни пур. Илтнĕ пуль? Вăт, кала, мунчара пурăнтăр. Сан пирки Сидор иккĕленет, çавăнпа татах тепре тĕрĕслеме лекет тесех ăнлантар. Тултан питĕрсех ил эс ăна, анчах ан хуралла. Мунча чӳречи пĕчĕк, тараймĕ. Темле майпа, калăпăр, мачча хăмине сирсе тарсан та, мĕнех, вăл сутăнчăк иккенни паллă пулать. Вара пирĕн те кунтан хăвăрт кăна тухса шăвăнмалла. Ялта пурăнаканскере тавăрма каярах та май килĕ... Анчах ăна тарма памасан пушшех лайăх, çавăнпа кашни пĕр-ик сехетрен тĕрĕслесех тăм алла. Ну, çав хушăра хăвăн çыннусене, сăмахран, леш милиционера Телегина тепре тĕрĕслесе пăхма хуш...
— Çук, санпа килĕшме пултараймастăп эпĕ, — хирĕçлерĕ Калюков, тухса кайма тăрса. — Тĕрĕсленĕ эпир ăна, милици урлă та тĕрĕсленĕ. Нивушлĕ пире тăр-ухмахсем вырăнне хуратăн?
Сидор та ура çине тăчĕ, ăна хулпуççинчен çатăрласа тытрĕ.
— Каçар, Антон, тусăм, халех каласшăн марччĕ сана, — терĕ пăшăрханса. — Пĕлетĕн-и, виçĕмкун Кăтра Машук килсе кайрĕ ман пата. Вăл эсир кунта тесе шутланă-мĕн... Вăт, Машук каланине итлесен, сире халĕ ытларах та ытларах хĕсме тытăннă пулса тухать... Пĕр сăмахпа, хĕрлĕ лягавăйсем санăн мăшăрна тытса кайнă... Çавăнпа тепĕр хут асăрхаттаратăп: питĕ сыхланмалла халĕ. Асăрханакана Аçтăрхан мăйăрĕ теççĕ...
Ку хыпар Калюкова пуçран чукмарпа çапнă пекех анратса ячĕ. Кĕтмен мар вăл çапла пулма пултарасса, çапах хĕрарăма, ача амăшне тĕкĕнмессе шаннă. Эппин, тĕкĕнчĕç-ха, тытса кайрĕç...
— Санюка... хупса лартнă-и? — ĕненесшĕн пулмарĕ Калюков. — Мĕншĕн?
— Мĕншĕнне пĕлместĕп. Эсĕ яла пырса çӳренине пытарнăшăн пулĕ тетĕп. Урăх сăлтав курмастăп.
— Анчах кам мурĕ каласа пама пултарнă эпĕ Утарта пулкалани çинчен? — иккĕленчĕ Калюков. — Ялта эпĕ никама усал туса курман.
— Пĕлместĕп, ху шухăшла кун пирки. Эпĕ вара тепре калатăп: асăрхануллă пул, тархасшăн. Хупса хур Телегина. Уншăн тĕнче пĕтес çук. Айăплă мар-тăк — тӳрре кăларăн. Ăнланĕ сана, ачи ухмах мар. Анчах халлĕхе сан çумăнтан самантлăха та ан хăптăр, асту.
Санюка тытса кайнăшăн шалт кулянса ӳкнĕскер тата çакăншăн хăй пĕлмен такамсене çав тери тарăхса кайнăскер, Калюков Сидора тек хирĕçлемерĕ. Вăл вĕлле пӳртне кайрĕ те, суккăр чӳречерен кăшт кăна ӳкекен çутăра Телегина тупса, ăна тула чĕнсе кăларчĕ. Тухсан, унран сых енне кăшт айккинерех тăрса, револьверпа сунарçă çĕççине çĕре пăрахма хушрĕ.
— Мĕншĕн? — тĕлĕнчĕ Телегин.
Калюков ăнлантарасшăн пулмарĕ.
— Пăрах! — терĕ çеç. — Асту, тем ан аташ, — сылтăм аллине кĕсъене чикнĕскер, çавăнтах сăран пиншак витĕр кĕпçе кăнтарса кăтартрĕ.
Телегин пĕр самант нимĕн тума аптăрарĕ. Унăн пуçне пĕртен-пĕр шухăш пăраларĕ: «Эпĕ камне пĕлчĕç-ши вара?» Кирек мĕнле пулсан та, мишавай юпи пек хытса тăма юрамасть. Е хĕçпăшала памалла, е... Телегин револьверĕпе çĕççине утаман ури патне пăрахрĕ.
— Иван, мана ан çиллен, анчах пирĕн Сидор сана палласа илнĕ. Вăл эсĕ хураха тухма пултарнине ĕненмест. Хăвах ăнланан, сана тепре тĕрĕслеме лекет, — кăмăллăнрах ăнлантарчĕ Калюков. — Унччен санăн мунчара пурăнма тивет. Килти арест тесе шутла та, ан кӳрен. Ху пĕлен, сыхă пурăнмалла пирĕн... Сивĕ пуласран каçпа тумтир пырса парăпăр, апат та вăхăтра, чиперех çитерĕпĕр... Атя, ут!
«Тармалла-и? — вĕлтлетрĕ шухăш Телегин пуçĕнче. — Тарайăп-ши? Тарайсан та, кусем те тухса вĕçĕç, тек килмĕç те утара. Вара пĕтĕм ĕç харама каять... Эппин, малалла мĕн пуласса кĕтсе пăхам-ха...»
Вăл, çав тери кӳреннĕ çын пек пăркаланса, мунча патнелле утрĕ, лутра алăка хăех уçса, кĕрсе кайрĕ. Калюков ăна тул енчен ал айне лекнĕ шалçа хуçăкĕпе аванах тĕкĕлесе хăварчĕ.
«Мĕне пĕлтерет ку? Кам пулчĕ паçăрхи сухаллă арçын? Çавă мар-ши Сидор? Ăна пула хупса лартрĕç-ши мана?» — шухăшларĕ Телегин, пĕчĕк мунчара мачча каштинчен çапăнасран пуçне пĕке-пĕке уткаланă май. Анчах урай хăмисем силленекен, пĕр енне виçĕ-тăватă утăмран мала тума май çук çĕрте капла шухăшлама кансĕртерех иккен. Ирĕксĕрех лапка пусми çине ларма тиврĕ. Тем пек тăрăшрĕ пулин те, сухаллă арçынна ăçта курнине вăл халлĕхе аса илеймерĕ. Çав вăхăтрах пĕр шухăш ăна вирлĕрех те вирлĕрех пăраларĕ: капла вăл Калюков çыннисем ăçта пурăннине хĕреснашшĕне пĕлтереймĕ, каярах вара хурахĕсем çитес çуркуннеччен саланса пĕтĕç... Тен, унăн иртнĕ пасартах милици агентне хăй хыççăн пыма каламаллаччĕ? Çук, ăссăрла япала пулнă пулĕччĕ ку; вĕсем Йĕпреçрен тухсан пĕр пилĕк çухрăм уçă çулпа кайрĕç, унтан тин вăрмана пăрăнса кĕчĕç; çак хушăра, паллах, Валет хăйсене йĕрленине тавçăрса илетчех.
Хĕраснашшĕ хушнине пурнăçлас вĕçне çитнĕ ĕç çапла ухмахла, пач ăнсăртран путланса ларнăшăн хăйне хăй тарăхса, çав вăхăтрах нимĕн тума пултарайманран пушшех халсăрланса ларчĕ Телегин. Чăнах, маччана сӳтсе тарас — ку ĕç час пулас çук. Ара, çӳлте, паллах, тăпрас пур, эппин, шав та çĕкленет. Çитменнине, вăл тарнине пĕлсен, Калюковпа тусĕсем кунта тытăнса тăрĕç-ши?
Вăхăт кăнтăрла енне сулăнчĕ ĕнтĕ, Телегин çаплах путли нимех те шухăшласа кăлараймарĕ. Тахăш самантра тулта утарçă йыттисем харăссăн вĕрсе яни илтĕнчĕ, пĕри таçта вăрманаллах чупса кайрĕ, тепри кунтах, касмăкра, хăлхана хупласа хамлатать. Камсем килеççĕ-ши тесе, Телегин лутра вырнаçнă пĕчĕк кантăкран пĕшкĕнсе пăхса ларчĕ. Кĕçех пӳртрен утарçă — сухаллă арçын çавă иккен — тухрĕ, шалти кĕсйине хыпашласа пăхрĕ те вăрманалла чупнă йытă хыççăн уттарчĕ. Телегин ăна халĕ тӳрех палласа илчĕ. Уттинчен. Ара, стройра сахал пынă-им вăл ун хыççăн, кĕскен кастарнă шурă çӳçлĕ ĕнсе, хытă сулнипе вăрăмраххăн курăнакан алă сахал мĕлтлетнĕ-им унăн куçĕ умĕнче. Нимĕнле Сидор та мар вăл, 1917 çулта Венденски полкра Ваньккасен взвочĕн командирĕ пулнă Иванский поручик. Кайран, ĕлĕкхи çара салатса ярсан, Телегин ăна тепре 1918 çулта курнăччĕ...
...1918 çулхи çуркунне, мункун хыççăн, Ваньккасен Аçтăрхан çывăхĕнче тăракан полкне васкавлăн Атăл хĕрринчен Дон юханшывĕ урлă Миллерово хули патне куçарнăччĕ. Фронта çĕр варринче кăна çитрĕç те, тем пек тăрăшрĕç пулин те, хĕрлĕ армеецсем ирччен лайăх чакаланса вырнаçаймарĕç. Çитменнине, çул япăххипе, полк артиллерийĕ таçта хыçала юлнăччĕ. Хайхи Деникин çарĕсем иртенех наступлени хыççăн наступлени пуçара пуçларĕç. Кăнтăрла иртсен вĕсем таçта сулахайра фронта татрĕç-татрĕçех. Çавăнпа Ваньккасен батальонне Миллеровăран сылтăм енне чакма хушрĕç. Çавăн чухне ĕнтĕ чакакан хĕрлĕ армеецсене хӳтĕлеме юлнă ротăра çапăçакан Ваньккана ура кĕлинчен амантнăччĕ.
— Телегин, эс мĕн, амантăн-им? — асăрхарĕ ăна взвод командирĕ. — Ачам, винтовка çине тĕренсе, мĕнле те пулин хăвах кай-ха каялла, куратăн, çын уйăрса параймастпăр сана... Атя, эпир тăшмана тытса тăнă вăхăтра вĕçтер хăвăртрах.
Вĕçтересси ĕнтĕ... Çапах шурĕ Ванькка, айлăма ансан, винтовкăран патронĕсене кăларса илчĕ те, унпа туя вырăнне усă курса, пултарнă таран хыпаланса утрĕ.
— Кунтан виçĕ çухрăмра разъезд пур, аманнисен эшелонĕ унта тăрать! — хыçалтан кăшкăрса пĕлтерчĕç ăна юлташĕсем.
Çитрĕ-çитрех Ванькка разъезда. Аманнисене вакунсене вырнаçтарса пĕтернĕпе пĕрехчĕ ĕнтĕ кунта.
— Хăвăртрах, ачасем, хăвăртрах, тăшман çывхарса килет! — васкатаççĕ тухтăрсем.
Пурте ларса тухсан, пуйăс Воронеж еннелле тепĕр икĕ разъезд кайрĕ те темле станцие çитсе чарăнчĕ. Аманнă салтаксене чăн-чăн санитари пуйăснех вырнаçтарчĕç кунта. Чăн та, унăн хыçалти вакунĕсенче тифпа чирлекенсем выртаççĕ, çавăнпа унта пырса çӳреме юрамасть терĕç... Ваньккана пружинлă тимĕр кравать çине вырттарчĕç. Тупата, кунашкал çемçе вырăн çинче выртма çак таранччен тӳр килмен ăна. Çавăнпа, пуйăс малалла тапранса кайсан, вакун пĕр евĕрлĕ силленкеленĕ май вăл тепĕртакранах тутлă тĕлĕксем курма тытăнчĕ...
Ванькка таçта çав тери вăйлă çапăннипе вăранса кайрĕ. Çав вăхăтрах темскер хăватлăн çурăлса кисретнине, тимĕр татăккисем, пĕр-пĕрне хирсе, хăрушшăн çухăрнине илтрĕ. Куçне уçрĕ те — урайĕнче вырта парать иккен. Унашкал пере-пере аннисем вакунра темĕн чухлех. Хăшĕсем кăшкăраççĕ, йынăшаççĕ, ахлатаççĕ. Тулта та такамсем чупкалаççĕ, командăсем параççĕ.
Пĕр çын вакуна кĕчĕ.
— Пурте харпăр хăй вырăнĕнчех выртăр! — хушрĕ вăл. — Винтовка тытса хурал тăма пултаракансем пур-и? Çавсене тухма ыйтатăп.
Ваньккапа тепĕр икĕ салтак, туя çине таянса утма пултараканскерсем , перрон çине тухрĕç.
— Эсир часовойсен винтовкисене тытăр та хурал тăрăр. Часовойсене эпир аманнисене йăтма илсе каятпăр, — терĕç вĕсене.
Кунта мĕн пулса иртнине куриччен курманни. Ваньккасен пуйăсĕ станцире тăнă пулмалла. Икĕ пăравус кăкарнă темле эшелон ăна хыçран çав тери вййлă пырса çапнă курăнать. Хӳрери темиçе вакун хуткупăс пек пĕрĕнсе ларнă, виççĕшĕ тӳннĕ. Пырса çапакан эшелонăн малти пăравусĕн пăс хуранĕ çурăлсах кайнă... Унта та кунта çын виллисем выртаççĕ, темиçе çын пăравус карлăкĕ çине ывтăнса кайнă та, çурăк хуранран чашкăрса пĕрĕхекен вĕри шыв айĕнче ним тăваймасăр асапланса кăшкăраççĕ...
— Сутăнчăксем юри тунă ку крушение, — терĕç салтаксем. — Шуррисем кунтан самай инçе. Эппин, вĕсен майлисен ĕçĕ ку.
Вилнисене наçилккасемпе вокзал çуртне йăтакансене пăха-пăха ăсатнă май Ванькка куçĕ станци умĕнче тăракан темиçе çынна асăрхарĕ. Вĕсенчен пĕри, аякран хура курăнакан тумтирлĕскер, — те станци начальникĕ, те дежурнăйĕ.
Ăна хĕрлĕ армеецсен командирĕпе темиçе салтак хуптĕрлесе илнĕ. Командирĕ пикенсех тем ыйтать. Таçта курнăскер пек туйăнчĕ Ваньккана çав чугун çул çынни. Вăл шавлакан ушкăн патнерех çывхарчĕ.
— Ĕненĕр, юлташсем, миçе çул ĕçлетĕп ĕнтĕ чугун çул çинче, кун пекки ĕмĕрне курман, — хĕремесленсех ăнлантарать хура тумтирлĕ çын. — Ку пуйăса та эпĕ юнашар çулпа чарăнмасăр иртсе кайма хушнăччĕ. Ахăртнех, пирĕн стрелочник провокатор пулнă. Çавна тытмалла сирĕн, эпĕ нимĕн те пĕлместĕп.
— Стрелочника тытрăр-и? — ыйтрĕ командир пĕр хĕрлĕ армеецран.
— Тарнă вăл, хăямат! — тарăхса пĕлтерчĕ лешĕ.
Ванькка чугун çул çыннине тинкеререх пăхрĕ те палласа илчĕ-илчех. Чăнах, кĕскен кастарнă шурă çӳç, мăйăх, пикенни пек хитре кăвак куç...
— Эппин, чугун çул çинче нумай ĕçлен пулать-ха, поручик господин? — хыттăн ыйтрĕ Ванькка.
— Каçарăр, ку тата кам? — тĕлĕннĕ пек пулчĕ хăйне чугун çул çинче нумайранпа ĕçлетĕп текен çын.
— Паллаймастăр эппин, поручик господин? — йĕкĕлтерĕ Ванькка.
— Юлташсем, ку салтак аманнăскер пулас, ăсран танйăлнă вăл, — тӳрре тухма хăтланчĕ лешĕ.
— Ну, ну, хĕрлĕ армеец юлташ, кала, кам вăл, ăçтан пĕлетĕн эсĕ ăна? — ыйтрĕ командир Телегинран.
— Командир юлташ, ку вăл ĕлĕкхи çарăн Венденски полкĕн поручикĕ Иванский, — çирĕппĕн пĕлтерчĕ Ванькка. — Пирĕн взвод командирĕ пулнă. Чăн та, тен, халь чинĕпе пысăкрах та-и — ăна пĕлместĕп.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...