Синкер :: Вунпӗрмӗш сыпӑк
— Ăнланмалла! — терĕ кĕскен те татăклăн командир.
— Суятăн эсĕ, йытă, суятăн, эпĕ нихăçан та, нихăш çарта та взвод командирĕ пулман, — çинçе сассипе çухăрса ячĕ Иванский.
Анчах ăна тек итлемерĕç ĕнтĕ, винтовка кĕпçипе тĕке-тĕке, кирлĕ çĕре илсе кайрĕç...
Эппин, Иванский поручик ун чухне хăтăлнă-ха. Халĕ Телегинăн унпа акă ăçта çамкаран çамка пырса çапăнма тӳр килчĕ. Пулать-çке пурнăçра... Çу-ук, ку «Сидор» алăран чĕррĕн вĕçертмĕ. Вăл, паллах, Ваньккана хăйĕн чĕр тăшманĕ вырăнне хурать.
Тепĕр енчен, вăл Телегина мĕншĕн тӳрех персе пăрахтармарĕ? Калюков хӳтĕленипе-и? Е хăй иккĕленнипе? Ара, Телегин ун чухне, вунсаккăрмĕш çулта, Иванский шурă гвардеецăн тăшманĕ пулнă та-ха, халĕ хăй Совет влаçне хирĕç тăнă çын-çке. Вырăс çынни Сидор ятпа чăваш çĕрĕ çине, сĕм вăрмана ахальтен килсе кĕмен-тĕр. Тĕрмерен е пульăран тарса çӳресен те хăй ирĕкĕпех ют халăх хушшине каймалла мар вăл. Сахал-им Раççейре вăрман. Крапивин шучĕпе, юлашки вăхăтра Калюков хурахĕсене такамсем ертсе пыни, вĕслетсе тăни ытларах та ытларах сисĕнет. Çав вĕслетекен çын мар-и-ха Сидор? Апла тесен, вăл ăслă пулмалла пек, Хĕрлĕ Çарта хĕсметре тăнăшăнах кирлĕ çынна тĕп тумĕ-ха. Енчен харпăр хăй курайманлăхĕ хыççăн каймасан. Ара, Калюков та, граждан вăрçине лекеймесен те, хĕрлĕ армеец пулнă... Пĕр сăмахпа, инкекрен хăтăлмашкăн пĕ-ĕчĕк шанăç пур-ха унăн. Эппин, халĕ Телегинйн хăй унчченхи пек мар, чăнласах улшăннă çын иккенне кăтартса пама тăрăшмалла. Тепĕр хут. Хальхинче — Сидора. Анчах çак хĕсĕк мунчара ларнипе епле тăвăн-ха ку ĕçе?
Телегин кантăкран тепре пĕшкĕнсе пăхрĕ те... Сидорпа пĕрле утара Канашра пурăнакан Кашкăр Мĕтрипе... Сăпани килнине курчĕ. Мĕтри кунта çӳренинчен, тен, тĕлĕнме кирлĕ мар. Анчах Сăпани... Мĕн тума килнĕ вăл çакнашкал инçете? Нивушлĕ вăл та çак хурахсемпе çыхăннă? Нивушлĕ?... Нивушлĕ ялхуçалăх юлташлăхне вăл вĕслетсе çараттарнă?
Çакна тавçăрса илни, пĕр енчен, Телегина тарăхтарса ячĕ. Чăнах, мĕнле чун унăн, хăйĕн хуняшшĕне хĕнесе вĕлерттернĕ хĕрарăмăн? Тепĕр енчен, темшĕн, Сăпани çав тери усал çын иккенне халĕ те-ха ĕненес килмерĕ. Ăна-çке-ха... Крапивин, Ванькка çамрăкрах чухне турă вырăнне хунă çын юратнă! Нивушлĕ хĕреснашшĕ те йăнăшма пултарнă? «Тен, — йăшăлл! турĕ пĕчĕк шанчăк, — Сăпани вуçех те тăшман мар, тен, вăл та Крапивин ыйтнипе килсе çакланнă кунта?» Апла-тăк, май тупса, унран пулăшу ыйтмалла мар-и? «Çук, капла ачапчалла шухăшлама юрамасть, — çавăнтах хăйне хăй ятласа илчĕ Телегин. — Е чĕр тăшман вырăнне хуратăн çынна, çавăнтах тата тепĕр майлă çаврăнса каятăн. Чăннипе, тĕплĕн пĕлмесĕр, айăплама та, савăнма та юрамасть. Пулăшу ыйтасси тесен, ку шухăш, тен, тĕрĕсех. Анчах ăна ахаль кăна, Крапивин пулма хушнă çын сăнарĕнчен тухмасăр ыйтмалла».
Телегин халĕ ĕнтĕ тулта мĕн пулса иртнине кантăкран самантлăха хăпмасăр сăнарĕ. Акă, арçынсем Сăпание ăшшăн кула-кула тем каларĕç те пӳрте кĕрсе кайрĕç. Эх, халĕ мунчаран тухайсанччĕ! Телегин тăчĕ те хулпуççипе алăка тĕксе пăхрĕ. Уçăлмасть, Калюков аванах тĕкĕлесе хунă ăна. Шав çĕклемелле-и? Апла тесен, пурте илтĕç... Аптăранă Телегин кантăкран тепре пĕшкĕнсе пăхрĕ те Сăпани çырма хĕррипе кунталла утса килнине курчĕ. Акă, вăл мунча патнех çитрĕ...
— Сăпани! — кăшкăрса ячĕ Телегин, кантăкран шаккаса.
Хĕрарăм тăпах чарăнчĕ, мунча енне çаврăнса пăхрĕ. Анчах кантăкĕ пĕчĕкçĕ, çитменнине, тусанпа витĕннĕскер, тултан шалти çынна епле палласа илĕн.
— Сăпани! — тата хытăрах кăшкăрчĕ Телегин.
Сăпани йĕри-тавра пăхса илчĕ те алăк умне çывхарчĕ. Телегин та алăк патне пычĕ.
— Кам эсĕ? Ăçтан пĕлен мана? Мĕн кирлĕ сана? — ыйтрĕ Сăпани.
— Ванькка эпĕ, хамăр ялсем, Урапа Ванькки, — пĕлтерчĕ Телегин.
— Ванькка? — тĕлĕнчĕ Сăпани. — Мĕнле лекнĕ эсĕ кунта? Мĕншĕн хупса хунă сана?
— Эп халь нумай ăнлантарса тăраймастăп, кĕскен кăна калăп, — терĕ Телегин. — Ялтан тытса кайнă хыççăн мана Давид Никифорова вĕлернĕ тесе айăпларĕç. Унпа иксĕмĕр поляксен тыткăнĕнчен тарнă чухне ĕнтĕ. Ват... манăн тĕрмерен тарма тиврĕ, Калюков патне лекрĕм. Ĕнер пĕрремĕш хут кунта килтĕмĕр те... Сидорпа тĕл пултăмăр. Вăл мана шанмасть курăнать, тепре тĕрĕсличчен тесе, вăхăтлăха хупса усрама хушрĕ... Сăпани, тархасшăн, май тупса, ман пирки сăмах пуçласа яр. Ялтан мана чăнахах милиционерсем тытса кайнине, эпир Давидпа иксĕмĕр пĕр хĕре юратнине каласа пар. Чăннине кăна кала. Юрать-и?...
— Сан пирки манăн сăмах мĕнле пуçлас-ха? — иккĕленчĕ Сăпани.
— Эсĕ мана мунчара ăнсăртран куртăм те е урăхлараххи мĕн те пулин ăсласа кăлар. Пулăш, хамăр ялсем вĕт, э. Эпĕ парймра юлмăп.
— Юрĕ, — пăртак шухăшласа тăрсан килĕшрĕ Сăпани, вара тӳрех айккинелле пăрăнса утрĕ.
Ун хыççăнхи çур сехет ытларах вăхăт Телегиншăн талăкран вăрăмрах тăсăлнăн туйăнчĕ. Ара, пĕлсе пĕтер-ха тĕне кĕмен хĕрарăма: те пулăшĕ вăл, те пĕтерсе хурас тейĕ хăйне хурахсем патĕнче курнă кӳнтелене. Çавăнпа мунча алăкне Калюков пырса уçсан, вăл ун хыççăн хăйне çав тери хытарса, кирек хăш самантра та тăшман çине сиксе ӳкме хатĕр пычĕ. Енчен пурнăçпа сывпуллашмах тивсен, вăл Сидора е Калюкова юлашки самантра та пулин тĕп тума ĕмĕтленет.
Калюков Телегина утарçă пӳртне илсе кайрĕ. Пит сыхламарĕ вăл ăна, хĕрĕнкĕскер, хăй малта утрĕ. Çакă пăртак ырра шантарчĕ.
— Ну, Сăпани, çаксенчен хăшне паллатăн? — йĕтĕн пек сухалне шăлкаласа, куланçи туса ыйтрĕ Сидор, Телегинпа Калюков пӳрте хăйĕн хыççăн кĕрсе тăрсан.
— Ара, хамăр ял ачине куратăп эпĕ, — терĕ Сăпани. — Телегин Ивана, ялта ăна хамăрла Урапа Ванькки теттĕмĕр. — Çавăнтах пуçне пăрчĕ те тĕлĕнсе ыйтрĕ: — Ванькка, эс кунта-и? Сана вара хăçантанпа милици шырать. НКВДăн угрозыск начальникĕ хăй темиçе те пырса кайрĕ. Пит пысăк шишка пулас эсĕ, э?
Телегин ăна куç хĕррипе пăхса илчĕ. Ма апла калаçать вăл? Эппин, Калюков ăна кунта Сăпани ыйтнипе мар, Сидор е Мĕтри хушнипе илсе килнĕ пулĕ?
— Кала-ха, Сăпани, кам вăл Давид? — ыйтрĕ Сидор. — Давид Никифоров.
— Вăл-и? Райĕçтăвком председатель заместителĕн Никифоровйн аслă ывăлĕ, — лăпкăн хуравларĕ Сйпани. — Ĕлĕк пирĕн ялта пурăннă вĕсем, ашшĕ пупра та, учительре те ĕçленĕ. Ара, мĕн тума кирлĕ вăл сире, тахçанах вилнĕскер?
«Темскер, хăй вăййине вылять ку, — шухăшларĕ Телегин. — Анчах мана сутас шухăш çук пулас унăн».
— Давидпа Ванькка уйрăлми юлташсем пулнă теççĕ... — калаçăва хутшăнчĕ Мĕтри, сĕтел хушшинче лараканскер.
— Камсем? Вĕсем-и? Хи! Пуп ывăлĕпе тăлăха юлнă ача ăçтан юлташлă пулччăр, тупата, йытăпа кушак вĕсенчен маларах туслашĕç. Ну, пĕрле вылянă пуль, ялти тантăшсен унсăр пулмасть... Ман шутпа, çитĕнсе çитеспе вĕсем ниепле те туслă пурăнма пултарайман, мĕншĕн тесен вĕсем пĕр пикене пайлаймастчĕç, — Мĕтрипе килĕшмерĕ Сăпани.
Сидор пӳртре ларакансемпе тăракансене черетпе тепре тĕсесе тухрĕ те:
— Ну, ку вăл сăмах май кăна, — терĕ. — Эпĕ сире, ентешсене, май килнĕ чухне курнăçтарса савăнтарасшăн пултăм. Иртĕр, ларăр сĕтел хушшине, пăртак, пултарнă таран, хăналам сире. Антон Иванч, эс те ирт. Сана эпĕ Сăпани Бикмурзаевнăпа паллаштарас терĕм. Сире августра Экеçри юлташлăх касси патне çул çавă кăтартнă, хе-хе...
— Аван, — каласа хучĕ Калюков, вара, сулăнасран сыхланса, сĕтел хушшине питĕ майĕпен, асăрхануллăн вырнаçрĕ.
Телегин та унпа юнашар хĕсĕнкелесе ларчĕ, ирхине çименскер, тата хăйне халĕ еплерех тыткаламаллине пĕлменскер, панă эрехе ĕçсе ячĕ те апата авăрта пуçларĕ.
— Эс, Телегин, каçар мана, эпĕ сана шанмасăр йăнăшрăм пулас. Халь юлташусем патне кайма пултаран... — терĕ Сидор тепĕртакран.
— Ан пăшăрхан, ачасем патĕнче апат сĕтел тулли унта, — çурăмран ал лаппипе юлташла шаплаттарса ăсатрĕ ăна Калюков.
Каккуй вĕсем патне каяс шухăш халĕ... Телегин пӳртрен тухрĕ те, ниçталла утма пĕлмесĕр, пĕр хушă шухăшласа тăчĕ. Эппин, Сăпани, чăнах та, вĕсем майлă çын-ха, Калюкова çул кăтартса янă. Çапах вăл Телегина сутмарĕ. Тепĕр тесен, мĕншĕн суттăр? Ăна ялтан чăнахах тытса кайнă, тĕрмерен тарнă хыççăн милици чăнахах шырать, Давидпа иккĕшĕ чăнахах пĕр хĕре юратнă... Çапах та, тепĕр енчен, Давидпа Ванькка туслă пулман тесе юриех суеçтерчĕ-çке. Чăннипе вĕсем уйрăлми туссемччĕ, Крапивинпа Кузюков революционерсем яла пырса çӳренĕ чухне вĕсем ирттерекен калаçусенче ялан пĕрлеччĕ. Сăпани çакна пĕлнех, мĕншĕн тесен Крапивин яла революциччен, фронта каяс умĕн, пырса кайнă чухне ун патĕнче çĕр каçрĕ, каç Давидпа тата Ваньккапа нумай калаçса ларчĕ, вĕсене ĕç хушса хăварчĕ. Эппин, Сăпани мĕншĕн урăхла каларĕ, суеçтерчĕ? Пулăшма ыйтнипе кăна-и? Темскер ăнланмалла марри пурах кунта.
Çапах халĕ Телегинăн ытларах урăххи çинчен шухăшламалла. Йĕпреçри çитес вырсарни пасарĕ çинчен. Сидорпа Калюков çывăх вăхăтра унта ямаççех ăна. Çак утар хăш тĕлтине çитес вырсарникун пĕлтереймесен, кайран хурахсем саланса пĕтĕç те çуркуннечченех пухăнмĕç.
«Сăпанирен пулăшу тепре ыйтсан? — вĕлтлетсе илчĕ шухăш. — Пĕрре пулăшрĕ, тен, тепре те хирĕç пулмĕ. Пасарсене çӳреме вăл ахаль те юратать...» Çавăнтах хирĕçле шухăш та пырса кĕчĕ: «Мĕн калăп вара? Эпĕ Калюков хурахĕсемпе утарта пурăннине милицие пĕлтер, çулне те кăтарт тейĕп-ши? Апла-и, капла-и те, урăх май çуках, эппин, Сăпани тухасса кĕтмелле те, меллĕ меслет тупса, ăна çул çинче самантлăха чарса калаçмалла. Унччен кирлĕ сăмаха тупса хумалла...
Телегин, мунча патнелле кайса, шĕшкĕ тĕмĕ хыçне ларчĕ, Сăпанипе Мĕтри тухасса кĕтрĕ. Вĕсем хăш енчен килнине вăл паçăр мунчаран пит лайăхах асăрхаймарĕ, çавăнпа пирвай ăçталла кайнине пĕлме, вара, айккинчен çаврăнса, вĕсен çулĕ çине тухма шутларĕ.
Телее, Сăпани пӳртрен каллех пĕчченех тухрĕ, вăхăт ирттермелле тенешкел, çырма хĕррипе хуллен утрĕ.
— Сăпани! Кил-ха кунтарах! — чĕнчĕ ăна Телегин.
Сăпани шĕшкĕ тĕмĕ патне çывхарчĕ.
— Сăпани, спаççип сана, — терĕ Телегин.
— Мĕн спаççипĕ... Вĕсем сана хăйсемех илсе пычĕç. Эпĕ сана чĕнтермелли е сан çинчен сăмах пуçармалли сăлтав шыраса тупма та ĕлкĕреймерĕм, — лăпкăн хуравларĕ Сăпани.
— Пурпĕрех тав сана ман майлă каланăшăн. Итле-ха, эс хăçан каян кунтан?
— Паянах, — пĕлтерчĕ Сăпани, — тепĕр чĕрĕк сехетренех, тен.
Телегин пуçне çĕклерĕ, ăна куçран чăрр! пăхрĕ.
— Калас сăмахна кала, аттуш кĕçех Мĕтри тухĕ, — асăрхаттарчĕ Сăпани.
— Эс мĕн, çак хурахсемпе чăнласах çыхланса кайнă-и? — ыйтмасăр чăтаймарĕ Телегин.
— Сан ĕç мар, эс хăвăнне пĕл, — терĕ те Сăпани кайма тăчĕ.
— Чим, — хыпăнса ӳкрĕ Телегин, — эп сана кӳрентерес теменччĕ. Итле-ха, пултарайсан, пулăш мана тепре, э?
— Кала, мĕн тумалла?
— Кунта лекиччен эпĕ... сехет, ытти хаклă теттесем нумай тупрăм. Сутса пĕтереймерĕм. Мана çитес пасарта Йĕпреçре пĕр каччă кĕтмелле. Çавă сутса пама пулнăччĕ. Вăт... кала-ха ăна, Телегин килеймерĕ, вăл халĕ вăрманта те. Мана халлĕхе ку туссем хăйсен çумĕнчен хăптармаççĕ, татах тĕрĕслесшĕн курăнать, — хыпаланса ăнлантарчĕ Телегин.
Сăпани пĕр самант шухăшласа тăчĕ те:
— Мĕнле тупас ман ăна? — терĕ.
Ытла кăсăкланни те, хыпăнни те сисĕнмерĕ унăн сассинче.
— Çирĕм пиллĕксенче вăл, вăтам пӳллĕ, яштака каччă. Сăран карттус тăхăннăччĕ... Ну, тумтирĕ улшăнма та пултарать-ха. Эс аллине пăх. Сулахай аллинче унăн пысăках мар хăмăр чăматан пулма кирлĕ, ман япаласене хумалли ĕнтĕ, хам парнеленĕскер. Эс кала ăна: «Телегинран салам», — те. Вăл тавçăрса илме кирлĕ...
— Вара? — хыпалантарчĕ Сăпани.
— Вара... ну... кала, хăй ман пата килсе илтĕр çав япаласене. Чăрманнăшăн ăна тата пилĕк процент хушса парăп... Кунта мĕнле килмеллине ăнлантарса пар, юрать-и? Тупаймĕ тата... Тулĕк çынсем ан илтчĕр... Эп сана ахаль тумăп, Сăпани, ейпух, çав япаласене шăвăнтарсан, сана та пая кĕртĕп, курăн акă...
Çак самантра утарçă пӳртĕнчен Сидорпа Мĕтри, Калюков тухрĕç. Сăпани, нимĕн хуравлама ĕлкĕреймесĕрех, вĕсем патнелле утрĕ, Телегин вара ирĕксĕрех çырманалла чăмнă пек анса кайрĕ, Калюков хăнасене ăсатнă вăхăтра вĕлле пӳртне кĕчĕ те юлташĕсемпе пĕрле ĕçме-çиме тытăнчĕ. Лешсем, ир-ирех мухмăр уçма тытăннăскерсем, унпа паян тем йĕркеллĕ марри пулса иртнине сисмен те курăнать.
«Мĕнех, кĕтсе пăхас, — татăклă шут тытрĕ Телегин. — Енчен Сăпани вырсарникун эпĕ каланине пĕлтерсен, çĕрлеччен е тунтикун ирпе милици отрячĕ кунта килсе çитмеллех. Енчен çитмесен, вăл пĕлтермен пулать. Вара тунтикун манăн хамăн май тупмалла...»
— Кучан таврăнмарĕ-и-ха? — ыйтрĕ вăл ыттисенчен урăрах Валетран.
— Ара, халех ăçтан таврăнтăр, унăн ĕç тумалла-çке, — лăпкăн хуравларĕ лешĕ.
«Тен, вырсарникунччен çаврăнса çитĕ-ха. Сире пурне те харăс ярса тытсан аванччĕ те çав...» — шухăшларĕ Телегин, Валет еннелле, эрех ярса пама ыйтса, шăвăç курка тăсна май.
3
Сăпани яла таврăнсан та çитес вырсарникун çинчен шухăшлама пăрахмарĕ. Урапа Ванькки ыйтнине пурнаçламалла-и унăн, пурнăçламалла мар-и? Пурнăçласан, кама пулăшĕ вăл: Сидорпа Калюкова-и, Хĕлимуна-и? Е чăнласах Ваньккана кăна? Пасар кунĕ çывхарса пынăçемĕн çак ыйтусем пуçа мăка вĕçлĕ пăра пек пăрала пуçларĕç. Шăматкун хайхискер тӳсеймерĕ, тулта пĕрремĕш çил-тăман алхаснине пăхмасăр, пултăрĕ патне тухса утрĕ. Унта Крапивин кĕркеленине шута хурса, вăл Ольга Матвеевнăпа калаçса пăхмашкăн, çапла майпа мĕн те пулин пĕлмешкĕн ăнтăлчĕ.
Сăпани пырса кĕнĕ чухне Ольга Матвеевна сĕтел хушшинче çиччĕллĕ краççын лампи çутинче темле хутсем пăхкаласа ларатчĕ. Амăшĕ, иртерех пулсан та, ватă çын йăлипе, ăшă кăм ака çине хăпарса вырнаçнăччĕ ĕнтĕ.
— Ман килес! — сывлăх сунчĕ Сăпани, алăк патĕнчех чарăнса тăрса.
— Килях, килях! — саламларĕ ăна Ольга Матвеевна. — Ирт тĕпелелле.
— Иртесси-качки... Ара, чăрмантарса çӳреп çав. Тăвар пĕтнĕччĕ те, Кăтра Симун лавккине кайса килес-ха терĕм. Лавкки хупă тата, хăямат. Шăнса хытрăм, ача, каллĕ-маллĕ пустуй çӳресе, çил хĕллехи пек вĕçтерет паян... Вăт, сан пӳртӳнте çутă куртăм та кĕрсе ăшăнас-ха терĕм. Эп нумай тăмăп, çиччас ăшăнап та тухса кайăп... — ăнлантарчĕ Сăпани.
— Эй, ара, ăçта васкан халь? Сăхманна хыв та, кил сĕтел хушшине, çутă патне, калаçса ларар пăртак, — хистерĕ Ольга Матвеевна.
Сăпани сăхманне алăк çумĕнчи йывăç çекĕлрен çакрĕ те сĕтел кĕтессине пырса ларчĕ.
— Çав шкул хучĕсемпе ĕç хыççăн та çĕрлеччен аппаланса лармалла пуль çав, — терĕ шеллевлĕн.
— Шкул хучĕсем мар-ха кусем, — кăмăллăн ăнлантарчĕ Ольга Матвеевна, — Чăвашпроизводсоюзран килнĕскерсем. Чăпта çапмалли станоксем уйăрса панă пирĕн ялхуçалăх юлташлăхне. Хамăр ыйтнă пекех — çирĕм штук. Кивçенле. Кайран ĕçлесе татмалла... Вăт, Йĕпреçри промартельрен пырса илме ыйтаççĕ.
— Эй çав! — хаш сывларĕ Сăпани. — Çанталăкĕ ав...
— Юр пăртак çуни вăл аптрамасть-ха, — терĕ кил хуçи. — Ăшăтса кăна ан пăрахтăрччĕ, çул пăсăлсан, тепре шăнтиччсн нумай кĕтме тивĕ. Эпир вара кăçал, хĕлĕпе ĕçлессе ĕмĕтленсе, курăс нумай хутнă...
Сăпани пĕр самант урăх сăмах сыпăнтараймасăр, сĕтел çинчи хут купине пăхса ларчĕ. Тĕлĕнмелле, пĕр шутласан. Çак хут татăккисем сана çирĕм чăпта станокĕ пама пултараççĕ. Хутран вăйли, тупата, нимĕн те çук пулĕ çав. Тĕрĕс турĕ вăл ывăлне, Хĕлимуна, вĕренме ярса, эй-эй, тĕрĕс турĕ...
— Улька, каçар та, эп çавна ăнланмасп-ха, — терĕ Сăпани тепĕртакран, хăйне кирлĕ калаçу йĕрĕ çине ӳкме тăрăшса. — Эс ахаль те шкул пуçлăхĕ, хăвăн ĕçӳ нумай, а çапах юлташлăх председателĕ те шутланан. Ма çапла асаплантаран хăвна? Суйлаччăр председателе урăххине. Е шкула çĕнĕ заведующи яччăр. Э? Нивушлĕ çын тупаймаççĕ?
Шухăшсем
Пĕтĕм пурнăç çак сăвăра теме пулать...
Питĕ килĕшрĕ...
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...