Синкер :: Вунпӗрмӗш сыпӑк
Ванькка».
Унтан çырăвне виçĕ кĕтеслĕ хутлатрĕ те пиччĕн енне Йĕпреçри адреса çырса хучĕ. Шăпах çак ĕçе вĕçленĕ тĕле Халиме те таврăнчĕ.
— Халиме апа, эс çакна ыран пушта кайса яр вара, — Телегин хутне илсе, çула май унта мĕн çырнине вуласа, хĕрарăма тыттарчĕ Калюков.
Кĕçех Сераситдинов килсе çитрĕ, алăри тĕркене Хуснутдинова пĕр шарламасăр тыттарчĕ. Лешĕ ăна уçмасăрах ялан пĕрле илсе çӳрекен сăран сумкăна ярăнтарчĕ.
— Улталамастăн-и, Шемшутдин? — терĕ çеç хăй. — Асту, енчен... мăйна пăратпăр, ами.
— Мĕн аташан эс, Йысна! — ик аллаппине кукăль пек пĕрлештерсе янахĕ айне тытрĕ те маччаналла пăхрĕ Сераситдинов. — Аллах курать эпĕ таса чунлине. Чăн та, пит хаклах сутаймарăм япалусене... Хаклашса тăма юрамасть, хăвăртрах алăран ямалла вĕсене.
Тем вăхăтран Куччанов та, пĕр ретлĕ тутар купăсне хул хушшине хĕстернĕскер, персе çитрĕ.
— Ну, ачасем, атьăр, ларăр сĕтел хушшине! — терĕ вара Калюков. — Халиме апа, тура пул, эрех тата туп! Савăнтар пире паян! Эс вара, — асăрхаттарса хучĕ Сераситдинова, — ытлашши ан ĕç. Сан кĕçĕр пире хураллама тивет.
— Ан хăрăр, аннене эрех ытларах туянса хума каланă, — амăшĕ вырăнне шантарчĕ Курносов утамана.
Тепрер сехетрен Курносовсен килĕнче самай вăйлă шав çĕкленчĕ. Хăватлă арçынсем чăвашла та тутарла юрă кĕрлеттереççĕ. Унччен те пулмасть — ташша çаптарма тытăнаççĕ, пӳрт тăпăр-тăпăр кисренсе кăна тăрать.
Урамра хӳме çумĕпе каллĕ-маллĕ çӳрекен Сераситдинов, ăшĕнче хăнасене ятласа, пуçне сула-сула илет, çĕр сулхăнĕ хуллен-ерипен ĕнсе хыçне, çурăм çине кĕрсе пынăçемĕн ытларах та ытларах çӳçентерет. Анчах мĕн тăвăн, хăйне пуйтаракан çынсене кĕçĕр сыхламах тивет ĕнтĕ...
Тепĕр кун Калюковпа тусĕсем Йысна патне Тукай Мишере кайрĕç, каллех ĕçрĕç-çирĕç, укçа пухрĕç, унтан Тутар республикине каçса пăхрĕç, унта та вăхăта çаплах ирттерчĕç, улшуçсенчен сутнă тавар укçине илчĕç. Çакăн хыççăн каялла Сидор патне кайма тухрĕç, çула май Туруш чиркĕвне кĕрсе тустарчĕç. Чиркĕвĕнче укçи сахал пулчĕ тата, çĕр тенке те çитмерĕ.
— Кĕмĕл хĕрессене илсе каяр, — сĕнчĕ Хуснутдинов.
— Ан аташ, Йысна, — хирĕçлерĕ ăна Телегин, халь ĕнтĕ хăйне ыттисемпе тан тытаканскер. — Кун пек хĕрессене сутакана тӳрех ярса илĕç. Вĕрене пĕр вĕçĕнчен тытсан, тепĕр вĕçне тухаççех вара.
Калюков ăна ырласа пăхса илчĕ.
— Эппин, атьăр, леш мелке пуçне, пупне, кĕрсе тустарар. Тен, килĕнче унăн мул нумай пулĕ, — хĕрӳленсе сĕнчĕ Куччанов.
— Эс, Кучан, пуçупа шутла, купăста кучанĕпе мар, — самантрах сивĕтрĕ ăна Калюков. — Чиркĕве çаратни те калама çук пысăк çылăх. Пупне тĕкĕнсен вара, пĕлетĕн-и, пĕтĕм халăх пире хирĕç тăрĕ, нимрен хăрамасăр-тумасăр пире тытса влаç аллине парĕç...
Ун хыççăн шăматкуна вăрман касакансен пӳртĕнче — ку вăхăтра, йĕпе-сапаллă кĕркуннере, унта никам та çукчĕ — ирттерчĕç те вырсарникун ирхине Йĕпреç еннелле çул тытрĕç. Ун патне çитеспе Валетпа Телегин ыттисенчен уйрăлчĕç, учĕсене мăн çулпах малалла юрттарчĕç, ыттисем сулахаялла пăрăнса кĕчĕç, Сидор патне çавра çулпа, вăрманпа кайрĕç.
— Хăрамастăн-и? — ыйтрĕ Телегин Валетран, умра Йĕпреç ялĕ курăнса кайсан.
— Мĕнрен? — ăнланмана печĕ Валет.
— Пасарта хамăра ярса тытасран.
Валет кулса ячĕ.
— Кам пуçне пырса кĕтĕр вăрă-хурахсем пасара уççăнах çӳреме хăяççĕ текен шухăш. Çитменнине, пире сăнран кам паллать кунта? Хамăр çынсемсĕр пуçне никам та пĕлмест. Эх, Иван тусăм, вĕренмелле-ха сан, нумай вĕренмелле. Хăрушсăрлăх вăл, пĕлетĕн-и, чи пирвай асăрханулăха мар, сĕмсĕрлĕхе юратать... Сăмах май, пасарта эпир пĕрле çӳремĕпĕр, çапах пĕр-пĕрне куçран вĕçертер мар. Хамăр çынсене те курăпăр унта, вĕсене те асăрхаттарăп. Пĕри-пĕри ăнсăртран пăтăрмаха лексен, ăна пăрахса каймалла мар, пулăшма, хăтарма тăрăшмалла, асту...
«Хăвăн çыннусене «Макçăм пичче» адресне тĕрĕслеме хушатăн пуль-ха, — шухăшларĕ Телегин, — тата эпĕ кампа-кампа тĕл пулнине пĕлесшĕн, паллах...»
Хăй хваттерте тăнă хĕрарăм пахчи вĕçĕнче, малтанах калаçса татăлнă тĕлте, вăл Валет умĕнчех ватă йăмра çумĕнчен сехетсемпе хаклă япаласен çыххине чавса кăларчĕ. Ун хыççăн вĕсем хыпалансах уйрăлса кайрĕç: вăхăт кăнтăрла тĕлне çитнĕччĕ ĕнтĕ, ушкăн валли пĕр эрне пурăнмалăх апат-çимĕç вара чылаях кирлĕ, туянмалăх пур, çавăнпа Валет ку ĕçе вырăнти тусĕсене те явăçтаратăп терĕ.
Çанталăк шăматкун шатăрах сивĕтрĕ те шăн вырсарникун кăнтăрла та ирĕлмерĕ. Çавăнпа, çул пуррипе, пасара халăх нумай тухнă, пĕр-ик кун каялла кăна-ха капла пуласса никам шанман-тăр... Сулахай аллине пысăках мар чăматан тытнă, сăран карттус тăхăннă çамрăка Телегин аран шыраca тупрĕ. Лешĕ ăна пач палламасть пулас, пăхасса кăсăклансах пăхса илчĕ те, патне çывхармарĕ. Вара Телегин ун патне хăй пычĕ.
— Итле-ха юлташ, сана сехет кирлĕ мар-и? — ыйтрĕ вăл шăппăн.
— Кирлĕччĕ. Иккĕ пулсан та пăсмасть, — хуравларĕ каччă, куç хĕррипе тавралла пăхкалама манмасăр.
Телегин ăна пасарта хăй пĕччен марри, ăна сăнама пултарасси пирки систерчĕ те хăйсем кунта мĕн ĕçпе килни, кайран ăçта каясси çинчен питĕ хăвăрт каласа пачĕ, çав вăхăтрах качча икĕ сехет тыттарчĕ.
— Эс мана луччă ав çавна, хамăнне пар, — улăштарчĕ лешĕ пĕрне. — Сана кĕтсе, пирĕнне пуринне те сехетсене пуçтарса илчĕç...
Тепрер сехетрен Валетпа Телегин, лашисене пасар карти çумне уйрăмшарăн, анчах пĕри теприн патĕнчен курăнмалла кăкарса хунăскерсем, апат-çимĕç тултарнă хутаçсемпе михĕсене йĕнер çумне çыха-çыха хучĕç те, малтан Валет, ун хыççăн Телегин килнĕ çулпа каялла Йĕпреçрен тухрĕç, ирхине ыттисем вăрманалла пăрăннă тĕле çитсен, хăйсем те сылтăмалла кĕчĕç, малалла вара пĕрлех кайрĕç.
— Ну, мĕнле, теттӳсене сутса пĕтертĕн-и? — кăсăкланчĕ Валет.
— Пит нумаях сутаймарăм çав, — пăшăрханчĕ Телегин. — Кая юлса çитрĕмĕр. Çыннисем те халь, темшĕн, пит туянасшăнах мар вĕсене. Кооператив лавккисенче пур пулинех. Çитес вырсарникун пасара тепре тухма тивет.
— Хаклă ыйтан-няк эс, — терĕ Валет. — Пирĕн ĕçре ытла хытă пăрçаланма юрамасть. Çитессинче, асту, пĕтĕмпех сутса пĕтер. Малашне темле пурăнма тивет, кам пĕлет...
Çанталăк хĕвеллĕ мар та, Валет темиçе тĕлте те пĕрре — сылтăмалла, тепре — сулахаялла пăрăннă май, ăçталла кайнине астуса пыма йывăр. Çулĕ вăрăм, лашапа икĕ сехет ытла иртрĕ кирлĕ çĕре çитме. Çапах Телегин, вăрманта çӳрекелесе курнăскер, йывăç вуллисем тăрăх кăнтăрпа çурçĕр енсем ăçтине кашни кукăртах асăрхаса пыма тăрăшнăскер, хăйсем пырса çитнĕ утар хăш тĕлерех вырнаçнине ăнкарса илнĕн туйрĕ. Улатăралла тăсăлса выртакан чугун çулпа Патăръелне каякан мăн çул шăпах тăваткал кĕтеспе хĕресленеççĕ, утарĕ вара таçта çав кĕтес варрипе каякан йĕр çинче пулма кирлĕ...
Вĕсене çуртсем патне пыричченех тĕреклĕ те хаяр йытă, лаша урине кĕç-вĕç туртса çурма хатĕрскер, чыхăна-чыхăна вĕрсе кĕтсе илчĕ. Валет, паллать пулин те, аран чарчĕ ăна. Утар картинчи тепĕр йытă, касмăкраскер, вара çаплипех янăратса тăчĕ вăрмана. Кĕçех хуралта тăракан Кучан курăнчĕ, юлташĕсене палласа, алă сулчĕ те каллех, ирĕкри овчаркăна хăй патне чĕнсе илсе, пĕчĕкçĕ çырма пеккине анса пытанчĕ.
«Ей-ей, вăрттăн килсе кĕреймĕн кунта», — шухăшларĕ Телегин. Калюковпа ыттисем вырнаçнă вĕлле пӳрчĕ патне утнă май тата ку уçланка хупăрласа илсен те çынсене тытса пĕтермешкĕн йывăррине ăнланчĕ. Ара, утара виçĕ енчен тарăн та сарлака, леш енче тăватă-пилĕк юплĕ çырма явакласа илнĕ, çырминче чăтлăхĕ — шуйттан ура хуçмалăх. Суйласа тупнă та вара ку хуçа вырăнне.
Апат-çимĕçпе эрех туяннă Валетпа Телегин пырса çитсен нумаях та вăхăт иртмерĕ, вĕлле пӳртĕнче ĕçкĕ-çикĕ пуçланса кайрĕ. Эрехе Калюков хăй черетпе яра-яра парса çӳрерĕ. Пурте çуршар стакан ӳпĕнтерсе кăштах хĕрсен, вăл, аллине çĕклесе, шăпланм а чĕнчĕ те:
— Ну, туссем, халĕ эпĕ сире икĕ питĕ вашнă хыпар пĕлтеретĕп, — терĕ. — Кунта çитсенех эпир Сидорпа, вăл хăй ĕçĕпе таçта тухса кайиччен, пăртак калаçса илтĕмĕр. Вара çапла йышăнтăмăр: хĕле кĕриччен эпир, туссем, саланса каятпăр.
— У-у! — те ырласа, те сивлесе сасă пачĕç пурте.
— Вăхăтлăха, ачасем, вăхăтлăха кăна. Мĕншĕн тесен эпир, шел, мулкачсем мар, хĕле кĕрсен тĕс улăштараймастпăр, эппин, пире йĕрлесе тупасси те пĕрре сурмалăх ĕç кăна. Çуркунне, курăк шăтсан, выльăхсем кĕтĕве пухăнаççĕ те çаран çине тухаççĕ. Эпир те çаплах, çутçанталăк хушнă пек тăвăпăр.
— Ăçта саланăпăр вара? — ыйтрĕ Курносов.
— Ия, ăçта кайса пĕтĕпĕр? — кăсăкланчĕç ыттисем те.
— Кун пирки, ачасем, хăвăр шухăшлăр, — терĕ Калюков. — Эпĕ, сăмахран, иртнĕ хĕле Çĕпĕрте ирттертĕм. Сирĕн, тен, тутарта е урăх çĕрте тăвансем пур... Тĕнче хĕсĕр мар, яснă? Тулĕк пĕр япала пирки асăрхаттарам: пĕччен сунара ан çӳрĕр. Йысна, ак, укçа пухса пĕтерет те кашнинех валеçсе парать. Хĕл каçа эрех-сăрапа чăпăл туса пурăнмалăх çитĕ сире. Енчен те харпăр хăй ухмаххипе лягавăйсен аллине лексен, астăвăр: эпир пĕр-пĕрне пĕлместпĕр, курман, илтмен. Сутăнчăка, хăвăрах ăнланма тивĕç... — ал тӳрчĕпе мăй урлă шăлса илчĕ вăл. — Ну, мĕнле, килĕшрĕмĕр-и?
— Килĕшрĕмĕр!
— Чăнах та, хĕлле ушкăнпа ăçта кайса кĕрес.
— Лаша усрама та йывăр, — текелерĕç сĕтел хушшинче ларакансем.
— Атьăр, ĕçер çак ятпа! — сĕнчĕ Курносов, çамрăккипе хытсах çитмен сассине хулăннăн кăларма тăрăшса.
— Чим-ха, Жумба, — чарчĕ ăна Хуснутдинов. — Калюк, тепĕр хыпарĕ тата? Ăна та тӳрех кала.
Калюков пурне те куçран пăха-пăха тухрĕ. Юратать вăл çапла тĕсеме. Çынна пĕлмешкĕн куçран пăхса илни унпа ик-виçĕ сехет калаçса ларнинчен усăллăрах тесе шутлать.
— Тепри — Мина пирки. Вăл пиртен яланлăхах уйрăлнă тесе шутлăр. Сидор патне килсе кайнă иккен те, хăй тепĕр шайка пуçтарма шут тытни çинчен пĕлтернĕ, хĕçпăшал парса пулăшма ыйтнă.
— Ав еплере-ех! — тĕлĕнчĕ Хуснутдинов.
— Вара мĕн, çӳретĕрех! — алă сулчĕ Валет. — Ухмах вăл, пĕрех пуçне çиет.
Телегин пач чĕнмесĕр ларма аван маррине туйрĕ. Çитменнине, ун шучĕпе, Минин уйрăм ушкăн пуçтарни хăрушă япала. Ара, пĕрисене тытман-ха, тата унăн хурахĕсене шырама тивĕ...
— Эс вăт ăна ухмах тен, пĕрех пуçне çиет тен. Аванччĕ-ха... тӳрех пуçне çухатсан. Енчен ăна лягавăйсем ярса илсен? — хирĕçлерĕ Телегин Валета. — Хайхи ун урлă пирĕн йĕр çине ӳкĕç... Эпир кунта ушкăнпа, кашни пурин куçĕ умĕнче. Хăтăлсан — пурте хăтăлатпăр, пĕтсен те пĕрлех пĕтетпĕр. Вăл вара... лекет те пире так ахаль тыттарать.
Унăн сăмахĕсем пурне те шухăш а ячĕç.
— Çĕнĕ çын тĕрĕс пуплешет, — терĕ Хуснутдинов, ĕнсине кăтăрт-кăтăрт хыçса.
— Тĕрĕс пулĕ-ха, тулĕк эс, Йысна, ĕç пирки кала, — чăтăмсăррăн хистерĕ ăна Курносов.
— Ĕçĕ паллă, — лăпкăн хуравларĕ Хуснутдинов. — Мина хăйне валли хăех приговор çырса хатĕрлерĕ...
Вăл шĕвĕр пӳрнипе тăнлавне тĕллесе кăтартрĕ.
— Мĕнле, халăх, çапла килĕшрĕмĕр-и вара? — ыйтрĕ Калюков.
Пурте, пухури пек, алă çĕклерĕç, Курносов иккĕшне те çӳлелле харăсах кăнтарчĕ. Çакă Калюков кăмăлне уçăлтарчĕ, вăл, хăй ăссĕн тем шухăшласа, йăл кулса илчĕ. Ыттисем те хавхаланса кайрĕç, хаваслăн шавлама тытăнчĕç. Телегин кăна уççăн нимĕн шухăшлама пĕлмерĕ. Минина вăл, эшкерти вăрă-хурахсене пурне те харăс тытма меллĕрех пулĕ тесе, кунта кăна илсе килтерттересшĕнччĕ, ĕç-пуç авă епле явкаланса кайрĕ...
— Жумба, эс пиртен чи вăр-варри. Çăмăл пулса, Кучана кала-ха, кунта килтĕр. Ху ун вырăнне хурала юл, — хушрĕ Калюков.
Курносов çав тери итлекен ача иккен, алăри çăкăр татăкне те çисе пĕтереймерĕ, ăна йӳçĕтнĕ хăярпа пĕрле кĕсйине чикрĕ те, карттуспа пиншакне пăтаран вăтăрса илсе, тухса та вĕçтерчĕ. Тепĕртакран Куччанов йывăррăн таплаттарса кĕчĕ, хывăнмасăрах сĕтел хушшине вырнаçса ларчĕ, хăех стакана чăмп тулли эрех ячĕ те карланкă мăкăльне иккĕ-виççĕ вылятса илсех пушатрĕ, эхлетсе-мăшлатса хур тукмаккине пĕтĕре пуçларĕ.
— Кучан, халăх сана ĕç хушать, — терĕ ăна Калюков, хальхинче хăй тепĕр çур стакан эрех ярса парса.
— Ну? — чăмлама пăрахмасăр пуçне çĕклерĕ Куччанов.
— Минăна çут тĕнчепе сывпуллаштармалла терĕç пурте. Пиртен уйрăлса кайнă вăл. Ухмаххипе лягавăйсен аллине лексен, пире те сутма пултарать.
Куччанов утаман ярса панă эрехе те лăнкăртаттарса ĕçсе ячĕ.
— У-ух! — терĕ чĕтренсе илсе. — Тинех ăшăнтăм. Ачасем, юр çурĕ паçăр унта, тулта. Пĕртак кăна та, çапах ӳккелерĕ. Эппин, тепĕр уйăхран ларасса.
— Эс кирлине тăнла, юр вăл пирĕнсĕрех ларĕ, — тимлĕрех пулма хушрĕ ăна Калюков. — Мина вăл Сидора хăй ялĕпе таврари ялсенчи пур коммунистсемпе активистсене вĕлерсе пĕтерме сăмах панă. Шайка пухатăп та, тӳрех çавсенчен пуçлатăп тенĕ. Çапла майпа вăл, унччен ăна курайманскер, халĕ Сидора хăй майлă çавăрасшăн та пиртен уйрăлтарасшăн. Лешĕ, паллах, ухмах мар, хирĕçтермен ăна, аппаланса пăхкала, кайран курăпăр мĕн тумаллине тенĕ çеç. Коммунистсене вĕлерсе пĕтерме шут тытнине Сидор, хăвăрах пĕлетĕр, ырлать-ха, анчах Минăна çав ĕçе вăл та явăçтарасшăн мар. Пĕрех лекет тет. Ку вара, паллах, уншăн та ырă япала пулас çук... Пĕр сăмахпа, ăçта шырамаллине ăнлантăн пуль? — татса хучĕ сăмахне. — Ĕçĕ ку вăраха ямалли мар.
— Ăхă, — терĕ Куччанов, çавăнтах Хуснутдиновран ыйтрĕ: — Йысна, эс мана çул çине пăртак укçа парса яр-ха.
Лешĕ кăмăлсăррăн мăшлатса илчĕ, анчах Калюков шăтарас пек пăхнине курчĕ те шалти кĕсйинчен енчĕк туртса кăларчĕ, икçĕр тенкĕ шутласа илчĕ. Куччанов укçана тачка пӳрнисемпе кĕсйине пĕтĕрсе чикрĕ те çавăнтах, никампа сывпуллашмасăрах, тухса уттарчĕ.
— Йысна, — терĕ алăк патĕнче самантлăха чарăнса, — эп сан урхамахупа кайăп. Манăн кайри урисенчи таканĕсем татăлса ӳкнĕ. Калюк, эс ăна эпĕ таврăниччен таканласа хур-ха. Якши?
— Юрать, — хуравларĕç Хуснутдиновпа утаман харăссăн.
Тимĕрçĕ ĕçне пĕлнĕ май, пур-çук хатĕрсемпе усă курса, Калюков лашасене кирлĕ чухне хăех таканлать.
Çакăн хыççăн пӳртре юлнисем татах какăриччен çирĕç, ĕçрĕç те, халран кайнăскерсем, çĕрлене хурал тăратмасăрах выртса çывăрчĕç. Чăн та, Калюков пит ӳсĕрех марччĕ, утар хуçи çуккине пĕлекенскер, йытăсене тухса апат парса кĕчĕ, касмăкри йытта Сидор пӳрчĕ патĕнчен хăйсем пурăнакан вĕлле пӳрчĕ патнерех куçарчĕ, урайĕнчи вăрттăн алăк уçăлнипе уçăлманнине тĕрĕслерĕ. Унтан вăл та улăм тӳшек çине хывăнмасăрах тăсăлса выртрĕ.
Ирхине Телегин хăйне темскер канăçсăрлантарнипе вăранса кайрĕ. Куçне уçрĕ те пӳртри уçăлсах çитеймен сĕмлĕхре питне сухал пусса илнĕ пĕр арçын ăна шăтарасла пăхса тăнине курчĕ. Темшĕн, чунра темскер сӳ-ӳ! туса илчĕ, ыйхăран тин вăраннă чухнехи тимсĕрлĕх самантрах таçта кайса пăчланчĕ. Вăл сухаллă арçынна унччен курнă пек туйрĕ, анчах тимлĕрех пăхса ĕлкĕреймерĕ, лешĕ, Калюкова хулран çавăтса, тухса кайрĕ.
Çапла, Ванькка ку çынна таçта курнă. Анчах ăçта? Хăçан? Ырăпа-и е усалпа? Кăшт мухмăрлăрахскер — ĕнер ыттисемпе пĕрле ирĕксĕрех ĕçме тиврĕ çав, — çакна ниепле те аса илеймерĕ.
Çак вăхăтра вара утарçă пӳртĕнче самаях çивĕч калаçу тапранса кайрĕ.
— Итле-ха, Антон, çав мар пулĕ те эпир хамăр йыша мухтаса йышăннă çын? — ыйтрĕ Сидор. — Çавă-и-ха Йĕпреçри «Кожтрест» кантурне тустараканни?
— Çавă-çке, — çирĕплетрĕ Калюков.
— Та-ак, — ал лаппипе пĕççине шарт! çапрĕ Сидор, йывăç кравать çинче лараканскер. — Мĕнлеччĕ-ха унăн чăн хушамачĕ? Е ăна вăрттăн ят пама ĕлкĕреймен-и?
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...