Аркадий Казанов


Аркадий Казанов

Казанов Аркадий Петрович — чăваш çыравçи, журналист. 1932 çулхи çурлан 27-мĕшĕнче Вăрмар районĕнчи Аслă Пинерте çуралнă.

Чăваш Республикин тата Раççейĕн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ.

«Хĕрлĕ ялав», «За коммунизм», «Хыпар» хаçатсенче ĕçленĕ. 1988–1991 çулсенче «Хыпар» хаçат редакторĕ пулнă.

Ун хайлавĕсем çак кĕнекесенче пичетленнĕ: «Ачалăх сукмакĕсем», «Чун йыхравĕ», «Ир ларнă хĕл», «Кашкăр юрттиллĕ этем кĕрчĕ», «Ватă Йăмра вилĕмĕ», тата ыттисенче.


Хайлавĕсем