Юрату кушакĕ
Строительсем эпир. Çурт-йĕр лартатпăр. Çĕпритун, техникумран тинтерех çеç вĕренсе тухнăскер, — пирĕн мастер. Катя — каменщица. Вăт çавна, пиçнĕ мăйăр пек чăмăркка хĕре, куç хывнă иккен Çĕпритун. Пирĕншĕн мĕн — савăнтăмăр кăна: лайăх мăшăр. Иккĕшĕ те çамрăк, хитре. Тулĕк, ватă каменщик Эриван калашле, вĕсем хăпартнă кирпĕч стена айккинелле тайăлнă — ăнман. Катя Çĕпритунпа туслашма килĕшмен. Мĕншĕн-и? Юратăва ăçтан ăнланса пĕтерĕн...
Кирпĕчсене лайăх шĕвек хытă çыпăçтарнă евĕр, Катя ун чĕрине чăннипех хăйпăтмалла мар çатăрланă-ши — каччă каялла чакмарĕ. Пирĕн шутпа, алă сулмаллаччĕ çеç ĕнтĕ апăршан. Хĕр юратмасть тĕк ма çилам сĕкĕнмелле? Сахал-и ытти хĕр упраç! Анчах Çĕпритун шалт тĕлĕнтерчĕ. Халиччен кунашкал «мăшкăла» курманскер, куренӳ туйăмне хĕтĕртсе, Катьăна куç кĕрет йĕрлеме пуçларĕ. Шухăшне пытармасть: мĕнле-ха апла, ăна, пуçлăха, çав каменщица хирĕçлеме хăять?
Пĕррехинче вăл стройкăна кушак илсе килчĕ. Чăнах, чăнах. Çинçешке кушак ами. Килсĕр-хуçасăрскер пулас — хăвăрт иленчĕ, хуçинчен хăпма та пĕлмест. Ачашлама тытăн çеç, куçĕсене мăчлаттара-мăчлаттара рехетлĕн мăрлатать.
Кăнтăрлахи апат çисен, ĕçе тытăниччен пăртак сывлăш çавăрса илес тесе, эпĕ юлташсемпе пĕрле «вагончик» картлашки çине тухса ларнăччĕ. Сасартăк Çĕпритун сасси илтĕнсе кайрĕ:
— Ну, Катя, ăнлантар: çĕркаç ăçта çапкаланса çӳрерĕн?
Мастер та хăйсен «прорабки» умĕнче ларать-мĕн. Катя курăнмасть. Апла кампа калаçать Çĕпритун?
- Чĕнместĕн? Чупма пĕлетĕн тĕк, явап тыгма та хăюлăх çитер. Кирпĕч купи хыçĕнче кампа мĕн хăтланнине хам куртăм вĕт!
Эпир ахăрса ятăмăр. Каччă... кушака вăрçать иккен! Калама маннă, мастер ăна Катя тесе ят панă. Çав самантра хĕрарăмсен «вагончикĕн» алăкĕ чĕриклетрĕ те, каменщик Катя курăнчĕ. Пичĕ-куçĕ вут хыпнă евĕр хĕп-хĕрлĕ.
— Ухмах! — пăшалпа пенĕн янлатрĕ хĕр сасси.
Çĕпритун ун еннелле çаврăнса пăхмарĕ, кушакне пӳрнепе юна-юна татах мăкăртатрĕ:
— Хăвна чараймасăр аçу-аннӳ ятне яратăн вĕт, намăссăр!
Тин ăнланса илтĕмĕр: мастер хĕртен çапла майпа кулма-мăшкăллама шут тытнă-мĕн.
— Çĕпритун, чарăн! — макăрас пек кăшкăрчĕ Катя.
— Хă, тӳр сăмах килĕшмест-и! — каччă кушака пуçĕнчен пӳрнепе шаккаса илчĕ. — Итле, итле! Тĕрĕслĕхрен пăрăнаймăн, пĕлтĕркке!
Хĕрача «вагончик» алăкне хупрĕ.
Вăт çакăнтан пуçланчĕ вара. Пушă вăхăт тупăнтăр çеç — Çĕпритун кушакне ярса тытать те тĕрлĕ «çылăхшăн» тустарма тытăнать. Çук, шăппăн мар, хыттăн, ыттисем те илтмелле. Мĕн кăна кăшкăрмасть-ши! Хура пылчăк татăкĕсем çатлатнăн намăс сăмахсем те сирпĕне-сирпĕне тухаççĕ çăварĕнчен...
Малтан кулма пăхнăччĕ те часах ăнлантăмăр: чармасан ку этем сĕмсĕрленнĕçемĕн сĕмсĕрленет. Катя йăлт улшăнчĕ, тăтăшах макăрать. Ĕçрен пăрахса кайма та шутларĕ, аран-аран ӳкĕте кĕртрĕмĕр.
— Ара эп кушака вăрçап-иç! — шăл йĕрме пăхрĕ каччă эпир асăрхаттарсан.
— Эс пире шăтăк тăрăллă тесе ан шутла! — харăс тапăнтăмăр ăна. — Хĕре тек кӳрентерме памастпăр. Атту... пĕрле ĕçлесси темле...
Чăнах та, уйрăлма тиврĕ мастерăн пирĕнтен: тухса кайрĕ. Ун кушакĕ вара, «юрату кушакĕ», каллех хуçасăр юлнăскер, ниçта кайса кĕрейми чупкаларĕ, макăрчĕ.
— Катя! — чĕнчĕ ăна Катя. — Айта ман патăма. Пĕрле пурăнăпăр.
Кушак ун çумне пырса пархатарлăн çупăрланчĕ.
Шухăшсем
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...
There are two stages to our service that...