Халăх хуçи
Ĕне суса пĕтернĕ хыççăн дояркăсем хĕрлĕ кĕтесе пухăнчĕç.
— Пăхăр-ха, пирĕн Ванькка! — телевизор экранĕ çинчи хура костюмлă лутра çын еннелле пуçĕпе сĕлтрĕ Ольга.
— Ай, чăнах та-çке! — Настя ун çумне пырса ларчĕ. — Хă, çӳçне кастарнă хайхи — мĕлке пек лăпăс-лапăс мар.
— Чарăнăр-ха эсир, палтăрккасем! — чарчĕ вĕсене Мавлей пичче, ферма хуралçи. — Çӳçĕ, сăнĕ... Эсир сăмахне итлĕр, ав епле ăслă калаçать.
Чăнах та, Ванькка, Иван Арханов, трибуна умĕнче-мĕн. Аслă Канаш сессийĕ паян. Унта сăмах илнĕ вĕсен ентеш-депутачĕ. «Рабочисен шалăвне пысăклатмасăр ĕç тухăçне ӳстерме çук! — така тăрăнтарнăн аллине малалла ялт! тăсрĕ Арханов. — Чылай çĕрте çак чăнлăха ăнланасшăн мар. Çавăнпа халăха кирлĕ таварсем çителĕклĕ туса кăлараймастпăр».
— Вăт пултарать! — шавласа кайрĕç хĕрлĕ кĕтесре. — Чи малтан çынсемшĕн тăрăшмаллине пĕлет.
— Хăюллăн тустарать!
— Эпир хушнине те ан мантăрччĕ тулĕк, — илтĕнчĕ çавăнтах кĕтесрен. — Астăватăр-и, хăйне депутата суйличчен мĕн-мĕн кăна тума шантармарĕ пулĕ!
— Ку та тĕрĕс...
Хăйсен депутачĕ Аслă Канашра мĕнле ĕçленине тимлĕн сăнаса тăраççĕ ферма çыннисем. Сесси пынă кунсенче пушă вăхăт тупăнсанах телевизор пăхма пуçтарăнаççĕ. Вĕсене пĕр япала уйрăмах тĕлĕнтерет те, савăнтарать те: депутат пулса тăнăранпа Ванькка питĕ ăсланса кайрĕ. Тĕрĕссипе, унччен те ухмах пулнă теме çук-ха. Ял хуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн зоотехникра ĕçлерĕ. Унтан — районти тĕрлĕ организацире. Анчах халь вăл пĕвĕпе, тавра курăмĕпе тата çӳлĕрех шая çĕкленнĕн туйăнать. Кирек мĕнле ыйтупа та тухса калаçма, тавлашма, сĕнӳ пама пултарать.
Чăн та, сессисенче депутатсем унпа килĕшмесĕр, кăмăлсăррăн кăшкăрашнине, «Çитет сана, пăрăн трибуна патĕнчен!» — тесе хыттăн алă çупа-çупа янине те куратăн. Анчах Ванькка çухалса каймасть, çиллессĕн шăмарса хуравлать: «Ан кансĕрлĕр мана!» Ăна хăйĕн шухăшĕнчен каялла чакарма питĕ хĕн!
Çĕнĕ сесси пухăнтăр çеç — Иван Арханов каллех трибуна умĕнче:
«Халăха вĕрентес ĕçе лайăхлатас ыйтăва сӳтсе явнă май укçа-тенкĕ çитменнине тĕрĕс палăртаççĕ паян. Çапах та эпĕ лару-тăру çине анлăрах пăхасшăн. Калăпăр, учительсем мĕн кирлине пĕтĕмпех тăваççĕ-ши? Ман шутпа, çук. Çавăнпа ĕнтĕ ачасене алăран вĕçертнĕ эпир, ирĕке янă...»
Депутат пичет пĕлтерĕшне те лайăх ăнланать.
«Демократи тетпĕр пулсан хаçат-журналпа мĕншĕн туллин усă курмастпăр-ха! — хĕрӳленчĕ вăл пĕррехинче. — Журналистсем нумай чухне кирлĕ-кирлĕ мар япалашăнах чăркăшма, çукран пур тума хăтланаççĕ, пуш параппан çаптарма юратаççĕ...»
— Эсĕ хăв та çавах! — чăтаймарĕ Ольга, юлташĕсемпе пĕрле сесси ĕçне сăнаса лараканскер.
— Чăнах, палкама вĕренсе çитрĕ — кĕрлеттерет кăна! — Настя пит-куçне тăрăхлавлăн пĕрĕнтерчĕ.
Мавлей пиччен «дипломати» пĕтнĕ, тӳрех лаплаттарчĕ:
— Ĕçĕ çав-çавах çук! Урлă выртана тăрăх та çавăрса хуман!
Вăхăт иртнĕçем суйлавçăсем хăйсен депутачĕ çинчен çакнашкал сăмахсем ытларах та ытларах калама пуçларĕç. Юлашкинчен, тӳсĕмĕ пĕтсе çитсен, вĕсем Аслă Канаш ячĕпе çыру яма шутларĕç: эпир Иван Арханова депутатран каялла чĕнсе илесшĕн. Пире унашкал палкавçă мар, ĕç тума, пулăшма, хальхи йывăр лару-тăруран тухмашкăн май тупма пултаракан çын, чăннипех халăх тарçи кирлĕ. Ку вара, Арханов, халăх тарçи мар, ун хуçи пуласшăн: хăй ĕçлемесĕрех «массăсене» мĕн тумаллине вĕрентсе, кăтарту парса çеç пурăнасшăн. Çук, килĕшместпĕр кунпа!
Шухăшсем
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...
There are two stages to our service that...