Услапсем


Ирпе-и хваттертен тухатăп,

Килетĕп каçпала, çĕрле —

Çак çынсене ялан куратăп,

Лараççĕ урамра пĕрле.

 

Пĕрне пăхсан — самай çулланнă,

Ик-виççĕш çамрăк, вăй питти.

Хĕрарăм юнашар вырнаçнă,

Тăртанчăк питлĕ, васпати.

 

Ара, илем ăçтан упрантăр

Куллен ĕçсен эрех-сăра?

Этем ӳт-пĕвĕ тимĕр мар-тăр,

Туять — усса е уссăра.

 

Эрех-сăра кăна-и — хапăл

Денатурат яма кас-кас.

Е чуптараççĕ хăпăл-хапăл

«Эмел» илмешкĕн — катăркас.

 

Чăнах, мĕнле çитет-ши тӳсĕм

Кӳпмешкĕн кунĕ-кунĕпе?

Хăш чух юлмасть çын сăнĕ-тĕсĕ:

Умра, тен, выльăх чăннипе?

 

Ниçта та ĕçлемеççĕ ĕнтĕ,

Килте те çук-ши кĕтекен —

Йĕркесĕр хытă кӳренсен те

«Атте», «анне», «ачам» текен?

 

Сайра кăна пулсассăн — юрĕ:

Тыр-пул та хывăх вĕçтерет.

Анчах кун пек ӳкерчĕк курăн

Кирек ăçта та куç кĕрет.

 

Шутла-шутла чуна тӳнккерĕм:

Çак ĕçкĕç-услапсен йышне

Кĕрсе пырать нумай яш-кĕрĕм

Ăна мĕн кĕтĕ малашне?

 

Ĕçчен, хастарлă пирĕн халăх,

Нихçан пулман ку чĕмере:

Пуçланнă ĕçпеле ачалăх,

Ĕçпех вĕçленĕ ĕмĕре.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Ramzaj (2009-03-05 18:48:52):

Çapla chavashesene păsnă..virăs Turrine ĕnense chăvash halăh pĕteret hăjne

 

влад маскай (2019-02-19 02:01:35):

Аркати Казанов хăй сăввине питĕ те ăста çырнă пур енчен те: шухăшĕ тарăн, илемлĕхĕ те çӳлĕ шайра. Пĕлтерĕшĕпе те "çапать", хăлха чиккинчен парса! Кирлĕ кун пек, "Капкăнти" пекки. Кулăш вăл - шӳт мар, кулăш вăл, тепре тесен, чун ыратăвĕ. Çав тери пысăк пăсăклăх пирĕн ĕçме пĕпменни - чамине пĕлменни. Ĕçкĕпе генофонда суранлатса пурăкансем пĕтĕм халăхăмăра та, малашлăхри песпективăра - пуласлăхра тарăна кайса имкетме пултараççĕ! Çав хăрушă.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: