Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ӑшӑ ҫумӑрХĕçпе çурлаХăмăшлăха путнă кĕмĕл уйăхКайăк тусĕШăплăхри аслатиҪул юлташӗАтте пилĕ

Кӗтӳҫ


Кĕтӳç ларать сăрт çинче

Хĕвел çути айĕнче.

Кĕтӳç калать шăхличне,

Шăрантарать юррине.

 

Кĕтӳç юрри вăрмана

Янах каять янраса,

Çырла татан хĕрсене

Итлеттерет кĕввине.

 

Юрла, ташла эс, кĕтӳç, —

Уйра-хирте ху патша!

Хаваслăхпа ирĕке

Юрла-юрла ху кăтарт!

Атӑл тулнӑ чух


Кашни çулах çуркунне

Атăл шывĕ тулнине

Кам пăхмĕ-ши савăнса?

«Шурă, кĕмĕл çийĕ ун

Ансăр», — тесе ан та тун,

Епле выртать сарăлса!

Халь лутаксем, халь прахут

Атăл тăрăх хутран-хут

Йăр-йăр йĕрсем йĕрлени;

Сар хĕрĕпе сар ачи

Лутка çинчи, ким çинчи

Кайăк пулса юрлани —

Çавсем пурте чунăма

Савăнăçпа пуйтарма

Юри сиксе тухман-ши?

Атăл хăй те çуркунне

Савăнăçлă пурнăçне

Юри чаплăн тумасть-ши?

Леш айккинче, йăлăмра,

Вут хунă та, сывлăшра

Йăсăрланать тĕтĕмĕ.

Унтах, çыран хĕрринче,

Тетеллипе ким çинче

Пулă тытать пулăçă.

Хĕвел кăвак тӳперен

Кулса тăрса пĕçертсен

Пулă пуçлать выляма...

Йăлăмĕ те çуркунне

Ешĕл симĕс тумтирне

Хыпаланать тăхăнма.

Эх, савăнăç, савăнăç,

Пур çĕрте те савăнăç?..

Пур çĕрте те чĕрĕлĕх!

Ĕмĕр сакки сарлака. 5-мĕш кĕнеке


Тухăç енчен пуйăс килчĕ. Пассажир вакунĕнчен кивĕрех пиншакпа салтак атти тăхăннă, çурăм хыçне кутамкка çакнă арçын тухрĕ те поселок урамĕпе утрĕ. Çулĕпе хĕрĕхрен кăна иртнĕ те вăл, аллăран кая тесе никам каламĕ. Сухалĕпе çӳçĕ кăвакарнă унăн, куç айĕнчи ӳчĕ пĕркеленнĕ.

Вулакан тавçăрса илчĕ пулĕ, çак кутамккаллă çын эпир тахçанах пĕлекен Микула пулчĕ ĕнтĕ. Ку поселока пĕрремĕш хут килнĕ чухне вăл çирĕм пиллĕкреччĕ. Килте пĕчĕк ывăлĕ юлнăччĕ. Арăмĕ ăна алкумне тухса ăсатнăччĕ. Пуçне ун кăкăрĕ çине хурса: «Чипер çӳреме тăрăш... Унта хула. Тем курса ларăн...» — тесе пăшăлтатнăччĕ.

Чунĕ хурланнипе Микулан пырне темĕнле йӳçĕ кумкка капланчĕ. Вăл кăмăлне лăплантарма тăрăшрĕ: Ывăлĕпе тĕл пулас саманта асра тытрĕ, йĕритавралăха сăнакаласа утрĕ. Урама сарнă чулсем ĕлĕкрех тикĕсчĕ, халь йăлтах путăкланнă. Асăрханмасăр утсан, такăнса ӳкĕн. Çĕнĕрен лартнă пӳртсем сахал. Кивелнисем хушшинче халь-халь тӳнес пек ӳпĕннисем те пур. Утнăçемĕн ăна урăххи те канăçсăрлантарчĕ: тăванран та тăван çынсен кил-çурчĕ упраннă-ши? Чарак çинче кăна тĕренсе ларатчĕ. Хуçисем сывăх-ши? Çурчĕ пур иккен. Акă вăл. Кĕтессисем çĕрнĕ, çивиттийĕ тĕл-тĕл сĕвĕннĕ. Çын тени çак çуртра епле пурăнтăр? Килнĕскер тĕрĕслемесĕр каялла çаврăнас мар тенĕрен кăна Микула хапха умне пычĕ. Шăнкăрав кантрине тытса туртрĕ. Шалта сасă илтĕнчĕ. Вара нумаях кĕтме лекмерĕ — çенĕк алăкĕ чĕриклетсе уçăлчĕ.

Малалла

«Вăхăт вĕçет пит шуххăн...»


Вăхăт вĕçет пит шуххăн.

Пурнăç çапла-тăр, эппин.

Вăл — карăнтарнă ухă,

Эп — ун вĕçтернĕ йĕппи.

 

Эх, ăнланса-и пĕтĕн

Çак çут тĕнчен меслетне.

Ăнсăрт телей те кĕтĕн

Пурнăç арпашнă чухне.

 

Вĕçсĕр юхать, юхать шыв,

Çырĕ юлать ик енче.

Хумĕ — иртен самант-ши,

Икĕ çыранĕ — тĕнче.

 

Вăхăт вĕçет пит шуххăн,

Эп ӳкĕнессĕм-мĕн çук,

Эп ӳкĕтлессĕм-мĕн çук.

Вăхăт вĕçет пит шуххăн:

Авăн, юпа та чӳк.

Пурччĕ кĕр кунĕ — халь çук...

«Тен, сукмак та — анлă...»


Тен, сукмак та — анлă,

Тен, мăн çул та — ансăр...

Япăххи те пулнă, лайăххи те сансăр.

Ир — ӳксе йĕмелĕх, каç — каçса каймалăх.

Савăнăç та хуйхă — талăк хыççăн талăк.

 

Тĕпĕр-тĕпĕр саслă тĕлсĕр ир те каçшăн

Мĕншĕн шухă кăмăл халĕ хуçăласшăн?

Эп мĕне ĕненĕп, çутă хĕвеле-и? —

Пĕр енчен хуралĕ, тепринчен хĕрелĕ.

 

Япăххи те пулĕ, лайăххи те халĕ,

Çăлтăр йăлтăр! ӳкĕ — ӳкĕ те çухалĕ.

«Ан ютшăн — туршăн та! — ан ютшăн...»


Ан ютшăн — туршăн та! — ан ютшăн,

Эпир, юратнă-тăк, ют мар.

Хуркайăксем — шап-шурă ушкăн,

Шутне пĕлеймĕн — ан шутла.

 

Пулин, ара: шап-шурă, шурă...

Хумсемсĕр кӳлĕ — хуп-хура.

Пăшăлтатса илет те курăк,

Авкаланса илет турат.

 

Иртни — юлать-тĕр, пур-ха ĕмĕт —

Вĕçет çĕмрен пек çĕмĕрсе.

Савăнасси — пĕртен-пĕр ĕмĕр,

Тертленесси те... — ĕмĕр çеç.

Çурхи тĕтре пулса юхатăн


Çурхи тĕтре пулса юхатăн

Эс ман пата, чун юратни.

Çемçе тӳшек сарса паратăн, —

Йăшать суран пек ыратни.

 

Çăтмах тĕнчийĕн юхан шывĕ

Юхать, сăпка юрри юрлать —

Ку — манăн, эс çуратнă сăвă,

Ĕмĕрлĕхех чунра юлать.

 

Савсам, савсам мана ытарлăн,

Эп пулăп сан ят-сум палли… —

Пăшăлтатать вăл пархатарлăн, —

«Тупсамччĕ вырăн ман валли!»

Вăрçă çинчен каласа памастчĕ


Вăрçă çинчен каласа пама ыйтсан Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Вăрманкас ялĕнче пурăннă Кассиров Николай Тихонович сăмаха аякка пăратчĕ, куççульне пытарса шăпланса ларатчĕ. Вăл 15 çулта хăйĕн ашшĕпе пĕрле фронта тухса кайнă. Унăн амăшĕ вăрçă вăхăтĕнче вăрман ĕçленĕ чухне йывăç айне пулса вилнĕ, çемьери 5 ача тăлăха юлнă. Ашшĕ киле курма килсен ывăлне хăйĕнпе пĕрле илсе кайма шутлать. Вăл вăхăтра унăн ашшĕ Харьков хулинчи аэродромра службăра пулнă, самолетсене хуралланă, самолет çине бомба-снаряд тиенĕ. Арçын ачана автомастерскойне слесарь пулма вĕренме яраççĕ, вăл полк ывăлĕ пулса тăнă. Чаçпе пĕрле Европăри çĕршывсене тăшманран хăтарма хутшăннă. Вăрçă пĕтсен киле таврăннă, çул çитсен çар тивĕçне пурнăçланă. Авланнă, ачасем çитĕнтернĕ. Ĕмĕрĕпех колхозра ĕçленĕ. Ватлăхра чирлеме тытăннă, унăн пĕр урине татма тивнĕ. Унăн ачисем хулара тĕпленнĕ, вĕсем ашшĕ патне канмалли кунсенче килсе çӳренĕ, анчах та ветерана кашни кун пăхса тăма çын кирлĕ пулнă. Манăн атте Андриян Григорьевич ăна пăхса пурăнма килĕшнĕ, вăл унпа пĕрлех пурăнатчĕ. Апатлантаратчĕ, мунчана илсе каятчĕ. Эпир те, Кĕрлевре пурăнакан мамакпа тата иккĕмĕш сыпăкри аппапа, вĕсем патне час-часах каяттăмăр. Сĕт кайса параттăмăр. Эпĕ ун чухне 6 çулта пулнă. Унпа мечĕкпе вылянине ас тăватăп. Эпĕ ăна мечĕк персе параттăм, вăл ăна тытса мана каялла персе паратчĕ. Вĕсен кăмака пурччĕ, кăмака хыçне пытанса выляттăмăр. Кăмака хыçĕнчен ун çине пăхатпăр, вăл хăйĕн туйипе пире тытасшăн, туйипе тĕкĕнсен пире тытнă шутланать. Вăл яланах вырăн çинче ларасшăн марччĕ. Пĕррехинче эпир мамакпа тата Вероникăпа вĕсем патне кайрăмăр, вăл костыль çине тăрса пире хирĕç утса тухма хăтланать. Унăн тула тухма юрамасть! Вăл ӳксе аманма пултарать. Эпир Вероникăпа ăна пӳрте каялла кĕме пулăшрăмăр, диван çине лартрăмăр.

Малалла

«Çурма тĕттĕм хăтлăхчĕ пĕр хушă!..»


Çурма тĕттĕм хăтлăхчĕ пĕр хушă!

Çурма тĕттĕм шăплăхчĕ кăштах!

Вĕренен турачĕ мĕншĕн хуçăк,

Хĕл каçайнă çулçисем ăçта?

 

Çутçанталăк тĕппипех çырлахнă —

Çак тĕнче хăй пысăкăш кăна!

Ăссăрла юратнăн та — пăрахнăн —

Нимсĕрех юлатăп пĕр кана.

 

Шурă юр-им çакă, юр анчах-и?

Ирĕлет те шыв пулса юхать...

Хĕлĕн кăмăлĕ, çемми, сăмахĕ

Асăмра çеç хурланса юлать.

«Ман нимĕн те калас килмест...»


Ман нимĕн те калас килмест.

Тĕнче кĕтмен те — ман валли-им?

Вăл мар, вăл мар ăнланĕ — эс!

Пĕр эсĕ çеç — вилсен те! — килĕн.

 

Йĕрес килни чĕтрет шалта.

Теме сисни — куççуль сăлтавĕ.

Сăмахсăр юлнă саманта

Куçа хупса тӳсни — ултав-и?

 

Ман нимĕн те калас килмест.

Калассине каплах каланă.

Салхун кăна кулса илме —

Эс килĕн те — хал пур-ха манăн.

■ Страницăсем: 1... 86 87 88 89 90 91 92 93 94 ... 796