«Вăхăт вĕçет пит шуххăн...»


Вăхăт вĕçет пит шуххăн.

Пурнăç çапла-тăр, эппин.

Вăл — карăнтарнă ухă,

Эп — ун вĕçтернĕ йĕппи.

 

Эх, ăнланса-и пĕтĕн

Çак çут тĕнчен меслетне.

Ăнсăрт телей те кĕтĕн

Пурнăç арпашнă чухне.

 

Вĕçсĕр юхать, юхать шыв,

Çырĕ юлать ик енче.

Хумĕ — иртен самант-ши,

Икĕ çыранĕ — тĕнче.

 

Вăхăт вĕçет пит шуххăн,

Эп ӳкĕнессĕм-мĕн çук,

Эп ӳкĕтлессĕм-мĕн çук.

Вăхăт вĕçет пит шуххăн:

Авăн, юпа та чӳк.

Пурччĕ кĕр кунĕ — халь çук...

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Agabazar (2015-07-26 17:44:47):

Акă вăл хайхи!

Çĕмрене ухă йĕппи тени пирки иккĕленетчĕç. Чăннипе вара чăнах та çапла.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: