Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
Кĕмĕлленчĕ çӳçĕм, кĕмĕлленчĕ,
Ĕмĕр иртет шутсăр васкаса.
Пурăннă кун-çулăм маншăн — ĕнчĕ,
Вăл çурхи шыв евĕр — тап-таса.
Этем ĕренкинчен тухса курмарăм,
Ĕренкелĕх маншăн — тĕп саккун.
Таса шăнкăр! çăлкуçа сурмарăм —
Çавăнпа таса пуль манăн чун.
Хисепе укçалла туянаймăн,
Ĕмĕр пухнă мул вăл — ырă ят.
Кĕмĕлленчĕ çӳçĕм, пытараймăн,
Вăл та ман пуянлăх. Йăлтăрать…
Пĕр кĕтмен çĕртен вăл килсе ерчĕ,
Пĕрремĕш кунран эс — тыткăнра.
Шеллемест сана шăпаçă — евчĕ,
Юрату хĕлхем сапать сăнра.
Юрату асапне пытараймăн,
Хури те шап-шуррăн курăнать.
Култарать, йĕртет… Унран тараймăн,
Вăл санпа манра çеç пурăнать.
Нимĕнпе ăна танлаштараймăн,
Ырă туйăм шалта çунтарать.
Юратса курмасан ăнланаймăн,
Юратма пĕлмесен вăл тарать.
Тахçанах пулнă ку ĕç. 1941-мĕш çулта. Пурăннă ун чухне пĕр арçын, Улăп ятлăскер. Вăл Чăваш çемйинче ӳснĕ. Хитрескер те вăйлă пулнă.
Сасартăк вăрçă пуçланчĕ. Пурте фронта кайма пуçларĕç, хăйсен çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн çапăçма. Улăп та хăй ирĕкĕпе фронта тухса кайрĕ, Белоруссине лекрĕ. Унта пĕр ротăна лекнĕ салтаксемпе паллашрĕ. Вĕсен отделенийĕ питĕ хастар çапăçнă, пурте паттăр пулнă. Улăп унта Вовăпа паллашнă, вăл Мускавран пулнă. Улăппа Вова питĕ çывăх туссем пулса тăнă. Вĕсем пур çĕрте те пĕрле пулнă.
Пĕррехинче Улăп салтаксемпе пĕрле вăрмана тĕрĕсленĕ. Сасартăк вĕсем нимĕçсене курах кайнă. Вара вĕсем тĕмсем хыçне пытанчĕç. Улăп нимĕçсене шутлама пуçларĕ. Вун икĕ нимĕç пулнă. Улăппа пĕрле пĕтĕмпе çичĕ çын пулнă. Çак вăхăтра нимĕçсем туйрĕç: темскер ырах мар кунта. Лайăхрах пăхма пуçларĕç — сисрĕç пирĕн салтаксене. Вова каларĕ: «Пĕтрĕмĕр, пĕтрĕмĕр, Улăп». «Пĕтместпĕр», — çирĕппĕн каларĕ Улăп. Вара вĕсем нимĕçсене пĕтерме шутларĕç. Шутласа та ĕлкĕреймерĕç — нимĕçсем вĕсем çине сиксе ӳкрĕç.
Пуçланчĕ вара çапăçу. Малтан пирĕннисем çĕнтерсе пычĕç, Улăппа Вова иккĕн тăватă нимĕçе тĕп турĕç. Ыттисем те паттăррăн çапăçнă. Анчах пĕр нимĕç салтакĕ хыçалтан пычĕ та Вовăна çĕçĕпе чиксе вĕлерчĕ. Çакна курсан Улăп кулянса кайрĕ, макăрса ярас патнех çитрĕ. Анчах — вăхăт çук хуйхăрма. Тата Улăп пĕчченех юлчĕ, пурте вилнĕ. Вăй юлман Улăпăн. Нимĕçсем те иккĕн çеç юлнă. Вĕсем хальхинче вăйлăрах пулнă. Вĕсем Улăпа икĕ пăшалтан пенĕ. Хайхи улăп тăшмана парăнма та шут тытнăччĕ, анчах Вовăшăн тавăрмалли çинчен шухăш кĕчĕ: «Эп вилĕп, анчах манпа çак нимĕçсем те вилĕç». Вара вăл пĕтĕм вăйне пуçтарчĕ те пĕррех сикрĕ вĕсен еннелле. Çĕçĕ илнĕ пулнă, çав çĕçĕпе вара пĕр нимĕçне чĕререн лектерчĕ. Нимĕçĕ ӳкрĕ те вилсе кайрĕ. «Памастпăр сире хамăр çĕршыва», — çак сăмахсене тепĕр нимĕçне каларĕ. Нимĕçĕ хăравçă пулнă, вилесшĕн мар. Вăл фашистсен идеййишĕн çапăçнă, анчах ăна хăйĕн пурнăçĕ кирлĕрех. Улăп ăнланчĕ ăна. Автомат илчĕ те каларĕ ăна — «Хенде хох!». Нимĕç аллисене çĕклерĕ те ăнланчĕ: вăл вырăссен штабне лекет халь. Допрос пулать унта. Анчах вăл вилесшĕн пулман. Улăп ку вăхăтра шутланă: мĕнле илсе çитермелле ку нимĕçе, ун алли ыратнă, пуçĕ çавăрăннă. Вăл мĕнле нумай утнă — ăна туйман, анчах вăл курнă малта нимĕç утса пынине. Илсе çитермеллех, ураран укмелле мар, утмалла, утмалла… Вырăсла калаçнине илтсен тин йăванса кайрĕ вăл.
Малалла
Эс манса кай ман сасса.
Кантăкран ăшă варкăш кĕрсен —
Ку ыран çуркунне пуласса.
Эс манса кай ман сасса.
Çывăх юрă çемми илтĕнсен —
Иртнĕ кун иртнинех юласса.
Эс манса кай ман сасса.
Вăл санра манăçма пĕлмесен —
Эп сана çĕнĕрен савасса.
Манса кай, манса кай ман сасса...
Мана ан шыра тӳпере:
Эп çăлтăр мар,
Унта тупайман.
Лармастăп сар кĕрекере:
Сан хăну мар,
Эппин, сăйлаймăн.
Куçса ан çӳре çĕн çĕре:
Çук эп унта,
Çавах кураймăн.
Мана ан упра чĕрере:
Килес кунта
Пĕрех саваймăн...
Мĕнле йӳтетмĕш çын эс пултăн?
Çумран пĕлместĕн пач хăпма.
Тĕллевӳнтен пăр(ă)нмастăн, кутăн
Çаплах васкатăн тĕл пулма.
Ăнлан, ман калаçас килмест-çке,
Телейлĕ эпĕ сансăрах.
Санпа шалт канăçăм вĕçет-çке.
Хăвар мана, мансам, каях.
Умра Берлин, умра рейхстаг.
Ун умĕнче тăрать салтак.
Кунта килме вăл шутламан,
Кăларнă çул çине тăшман.
Гитлер фашисчĕ тапăнсан
Алла пăшал тытма тивет.
Хăрушă вăрçă пуçлансан
Салтак ретне тăма тивет.
Салтак халь çитнĕ Берлина.
Вăл парăнтарнă тăшмана.
Çӳлтен пăрахнă бомбăсем,
Йĕри-тавра халь ишĕлчĕксем.
Аран силленсе лараç,
Кăшт çил вĕрсенех саланаç.
Çуртсем çап-çара лараççĕ,
Чĕресене хăратаççĕ.
Юханшыв та сăнне улăштарнă,
Хĕрлĕ юнпа вараланнă.
Хура шыв чарăнмасăр юхать,
Вилесене шыва путарать.
Таврара тĕтĕм шăрши,
Мăйран пăвать, сывлаттармасть...
Нимĕçсене çĕнтернĕ!
Хаяр вăрçа пĕтернĕ!
Ан пултăр вăрçă нихăçан!
Пире кирлĕ мир! МИР! МИР!
Паян кунĕпех аккăшсемпе тетĕшсене тĕпелте кăштăртатакан амăшне ӳкĕте кĕртме йăлăнать пĕчĕк Анюк. Вăхăт-вăхăтпа йĕрсе те илет. Тертленмешкĕн сăлтавĕ пысăк-ха унăн — çичĕ çул та тултарман хĕрачан шкула каясси килет. Урамра çерем çинче вылякан юлташĕсем виçмине пĕрремĕш класа утĕç. Анюкăн амăшĕ тĕпренчĕкне тăхтама ыйтрĕ. Йăвашшăн калаçма тăрăшрĕ вăл чи кĕçĕн ачипе.
— Пĕчĕккĕ-çке-ха эс, çепĕçскерĕм, çичĕ çул та тултарман, — терĕ амăшĕ хĕвел пек сарă та чипер хĕрачине хулпуççинчен лăпкаса.
— Тантăшсем шкула кайма хатĕрленеççĕ. Ман та вĕсемпе çав илĕртмĕш пĕлӳ çуртне çĕннине вĕренме каяс килет. Эп шут ĕçне юрататăп, — парăнмарĕ ача.
— Уруна мĕн сырăн? Вĕренӳ çулĕ вăрăм. Хăвах куртăн-çке иртнĕ çулсенчи шартлама сивĕсенче йывăçсем çинчен кайăксем те ӳке-ӳке вилетчĕç, мĕн тери тутлă пан улмисем паракан улмуççисем шăнчĕç. Ăшă тумсăр хĕлле епле çӳрĕн Турикаса? Анюк, ан кулян, ак хаяр вăрçăран аçу таврăнĕ. Ăна Аслă Çĕнтерӳпе кĕтсе илсен пурнăç та тĕпренех улшăнĕ. Пире те çăмăлрах пулĕ. Аçу, хĕрĕм, Аслă вăрçăччен учитель пулса ĕçлетчĕ. Сана, кĕçĕннине, хăй пек кăвак куçлине, пĕрле илсе çӳрĕ. Сывă таврăнтăр çеç, — терĕ асли саппунĕпе куçне шăлса. Хĕрне пуçĕнчен ачашларĕ, кăмакара кăмрăк çинче пĕçернĕ мăянпа ыраш пашалăвне парса йăпатма тăрăшрĕ.
Малалла
Тĕл пулса пĕр чĕнми калаçма
Май килессĕн сунманччĕ те тек.
Алă пар юлташна юлташла,
Савнилле алă парăп халь эп.
Пурнăçла юлашки ыйтăва
(Ан тинкер уйрăласщăн мар пек):
Кăчкине çурайман-ха хăва,
Парнеле мана хăрнă чечек.
Манса кай эс куççуль пуррине!
Тĕнчере эпир çеç санпала
Пĕр чĕнми калаçма пĕлнине
Нихăçан... никама... ан кала...
«Çуралать çын çылăхсăр тееççĕ,
Çылăхлă пулать ӳссе çитсен…»
Çапла калаканĕ, тен, суеçĕ…
Пурнăç тулăх — пурăнма пĕлсен!
«Вăй — мулра», — тесе çирĕплетеççĕ, —
Вăйсăра юлать çын мул пĕтсен…»
Хăшĕсем çакна, тен, ĕненмеççĕ…
Пурнăç тулăх — пурăнма пĕлсен!
«Чыспа Сум çынна илемлетеççĕ,
Ĕмĕт тулĕ чĕререн кĕтсен…»
Кунпа, тен, нумайăш килĕшеççĕ…
Пурнăç тулăх пурăнма пĕлсен!
■ Страницăсем: 1... 90 91 92 93 94 95 96 97 98 ... 796
|
Шухăшсем
Your website, chuvash...
Пĕтĕм пурнăç çак сăвăра теме пулать...
Питĕ килĕшрĕ...
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...